Комментировать

30 Сен, 2021

Тăван Атăл, 9 №, авăн, 2021 çул

Виталий СТАНЬЯЛ: «Педагогикăра ĕçленине манаççĕ, поэзи юлать пуль…»

Чăвашлăх ĕçĕнче ун пек хастар та чунне парса ĕçленĕ çынна урăх пĕлместĕп. Паллах, пур ун пеккисем, чылай та, çапах шайĕпе Виталий Петрович Станьяла çитекенни çуках тетĕп. Пĕтĕм пурнăçне вăл çак ĕçе халалланă: хăйĕн хĕрĕсене чуччу сиктерес чухне студентсене [ют çынсен ачисене] çĕршыв тăрăх — Пушкăртстан, Тутарстан, Самар ен, Чĕмпĕр ен, Мускав, Питĕр, Украина — илсе çӳренĕ, хăйĕн сăввисене, повеç-романĕсене çырас чухне ыттисен хайлавĕсене редакцилесе ларнă... Унăн Халăх Хисепĕ вышкайсăр пысăк. Патшалăх паракан Хисеп хучĕсем мар, Халăх Хисепĕ. Тата Виталий Петрович хăйĕн вĕренекенĕсемпе пуян – ун чухлĕ пуянлăх каллех тек никамăн та çук.

— Виталий Петрович, пурнăçăр пĕртте те пыл та çу пулман, çапах та хăш тапхăра уйрăмах хавас кăмăлпа аса илес, хăш вăхăта таврăнса пурăнас килет?

— Студент çулĕсене таврăнас килет. Ачалăх ытла йывăр пулнă. Ун пек ачалăх никамăн та ан пултăр, тăхăнмалли, çимелли çук, выçă, шкула пăр çинче çара уран чупатпăр, хирте крахмал пуçтарнăшăн тытса лаша витине хупса ĕç кунĕ катасшăн пулчĕç. 11 çулта лашапа ĕçлемелле пулчĕ, суха, сӳре тумалла. Вăл вăхăта ман таврăнас килмест, никама та тавăрас килмест, никам ачи те, хăть мĕнле — усал ача-и, итлемен ача-и — çавах çав нушана ан куртăр. Студент çулĕсем те ман выçăллă-тутăллă иртрĕç, пичче, вăталăххи, 25 тенкĕ пачĕ, аслă пичче тумтир илсе пачĕ: сысна тирĕнчен тунă пушмак, хăйĕн шинелĕнчен касса çĕлеттернĕ пальто. Аннерен эпĕ нихçан та укçа илмен, вĕренме кĕнĕ чухне 3 тенкĕ парса ячĕ. Çав укçапа пурăнтăм, пĕр уйăх Атăл хĕрринче кимĕ айĕнче çывăртăм. Кайран вара студентсем мана шеллесе чӳречерен общежитине кĕртме пуçларĕç. Чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев каласа пама пултарать, эпир унпа пĕрле вĕреннĕ. Кайран вара общежитие вырнаçтарчĕç мана, çурма тăлăх ачана. Тĕрĕссипе, малтанах памалла пулнă-ха ĕнтĕ...

— Мĕншĕн паман?

— Эпĕ ыйтма пĕлмен. Вĕсен пысăк çынсен, тăванĕсен ачисене вырнаçтармалла пулнă пуль тесе шутлатăп вара. Ман пек тăлăхсене пурне те панă. Кайран та, кăштах тертленкелесе çӳресен, хам та кайман-ха, Денис Гордеев, Саша Гордеев, ытти ача кайса маншăн ыйтнă хыççăн сăмахсăрах пачĕç. Ленинград урамĕнче мар, хыçалта, хĕрарăмсен мăнастирĕ патĕнче. Унта савăнсах пурăнтăм. Пĕрремĕш-иккĕмĕш курссенче йывăр пулчĕ, кайран, виççĕмĕш курсра, эпĕ ком сорг пулнă. Çуллахи каникулта мана 300 çынлă студентсен отрячĕн командирĕ туса Çурçĕр Казахстана Çĕнĕ çĕре ячĕç. Халь шутлатăп та, мĕнле ĕçлеме пултарнă çакнашкал пысăк ушкăнпа, мĕн чухлĕ инкеклĕ самант пулнă унта. Эрменсемпе çапăçса кайнăччĕ пирĕн студентсем. Икĕ хĕр, вырăс уйрăмĕнчен, салтаксемпе хире кайса çухалнăччĕ. Çĕнĕ çĕрте салтаксем тырă турттаратчĕç, авторота ĕçлетчĕ. Касăхса çитнĕ каччăсем час-час лартса каятчĕç хĕрсене, чăваш пикисем нихçан та çухалман ун пек, вырăс хĕрĕсем эрнипе çухалса пурăнчĕç... Шыраса тупрăм пуш хирте, тавăртăм...

— Денис Гордеевăн ятне асăнтăр-ха, тата камсемпе пĕрле вĕреннĕ?

— Нумайăшĕ вилсе пĕтрĕ вĕт, тăванăм, вилсе пĕтрĕ... Ленин рольне вылянă Василий Минин, Вăрнар районĕн каччи, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Милици майорĕ Саша Гордеев, «Коммунизм ялавĕ» хаçатра та пĕрле ĕçленĕччĕ унпа, вăл та уйрăлса кайрĕ. Геннадий Сотимов, колхоз председателĕ пулчĕ, — вилчĕ. Аркадий Айдак та, пирĕн факультет комсоргĕ, командир пулнă вăл, эпĕ унăн заместителĕччĕ, отряд комиссарĕччĕ. Эпир концертсем лартса йĕлтĕрпе Шупашкартан Етĕрнене çити кайнă хĕллехи каникул вăхăтĕнче. Ăçта çитетпĕр — унта концерт паратпăр: Хыркасси, Калайкасси, Уйкас Асламас... Ун чухне кĕсье телефонĕсем çук, телеграмма паман, студентсенчен каласа янă та — пур тĕлте те лайăх кĕтсе илетчĕç. Айдак та кайрĕ вăхăтсăр... Халь пурăнаканни пĕртен-пĕр Денис Гордеев. Пĕрле вĕреннисене, кĕрленисене, ыттисене аса илес пулсан паллă çын тата чылай...

— Таçта та ĕçленĕ — шкулсенче, аслă шкулсенче, тĕпчев институтĕнче, хаçат-журналта. Çав ĕç вырăнĕсене пăхас пулсан хăшĕ хăтлăрах, килĕшӳллĕрех пулнă, хăш ĕçĕ ытларах килĕшнĕ?

— Студентсемпе ĕçлеме килĕшнĕ-и мана? Паллах, шутсăр килĕшнĕ. Ман таврара ухмах ача пулман. Вĕсене хыçран хăвалама тивмен, çилçунатçăсене аран-аран чаркаласа пынă эпĕ. Тĕслĕх: Валери Туркай. Ăна вĕт чарса пĕтерейместĕнччĕ. Анатолий Смолин. Вĕсем пĕр чарăнмасăр кашни пĕр пĕччен икĕ сехетлĕх концерт пама пултаратчĕç. Хăть вырăс, хăть чăваш поэзине пăхмасăр калатчĕç. Çемен Петти, Патăрьел районĕнче пурăнать. Вĕсенчен кая мар. Олег Мустаев, Чĕмпĕрте ĕçлет. Вĕсемпе ĕçлени мĕнле ан килĕштĕр?!

Хаçат ĕçне студент чухнех «Çамрăк коммунистра» пуçланă эпĕ. Виççĕмĕш курсра чухнех тăлмач пулнă. Çав вăхăтра «Çамрăк коммунист» уçăлнă кăна, вĕсене куçаруçă кирлĕ. Редакци Союзсен çурчĕн тăваттăмĕш хутĕнче, комсомол обкомĕнче вырнаçнăччĕ. Чӳрече çине хут çакаççĕ те, ку редакцие кĕрсе илсе çав материала куçармаллине пĕлтерет. Эпĕ пединститутран куратăп та тепĕр чухне лекци вăхăтĕнче те тухса чупатăп. <...>

Владислав НИКОЛАЕВ калаçтарнă.

♦   ♦   


XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи чăваш поэзийĕнчи Шупашкар сăнарĕ

Сăмах ăстисем хăйсен хайлавĕсенче сăмах витĕмĕн мехелĕпе час-часах тĕрлĕ йышши сăнара сăнласа параççĕ. Чăваш поэзийĕнче сăвăçсен чунне хай патне илентернĕ сăнарсенчен пĕри – пирĕн тăван республикăн тĕп хули Шупашкар. XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче чăваш поэзийĕн уçлăхĕнче унпа çыхăннă сăнлăхсем чи палăруллисем пулса тăчĕç. Çак палăрăмсен тымарĕ XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех пĕчĕккĕн ӳтленме тытăннă, мĕншĕн тесен хайлавсен йĕрки- тытăмĕнчи Шупашкар хулинче тăван республика аталанăвĕн сăн-сăпатне палăртма май паракан хăйне евĕрлĕ сăнарлăх паллисем ярăмланнă. Кунта производство, вĕренӳпе культура ĕçĕ вĕресе тăма пуçланăран тĕп хула чăваш пурнăçĕшĕн питех те кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ сĕм туяннă. Ахальтен мар ĕнтĕ поэтсем хула ӳсĕмĕшĕн хĕпĕртесе унăн сăн-сăпатне тĕрлĕрен сăнарласа кăтартрĕç. Сăмах ăстисем хăйсен сăвви-поэминче кашни чăвашшăн характерлă шухăшлав пуянлăхне куç умне кăларчĕç: вĕсенче тăван хуламăра еплерех юратни, кăмăллани, унпа мухтанни, киленни ал лаппи çинчи пекех уçăмланать. Шупашкар тĕрлĕ туйăма вăратакан вырăн палли пулса тăчĕ.

Мĕн пур поэт тенĕ пекех Шупашкарăн илемне ытарлăн сăнарлать. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсен йышĕнче тĕрлĕ эпитета, метафорăллă тата сăпатлантаруллă, перифразăллă сăнлăха курма пулать. Чи анлă сарăлнă тата çине- çинех тĕл пулакан эпитет – «шурă Шупашкар». Поэтсем ăна рифмăшăн çеç усă курмаççĕ. «Шурă» сăмахра анлă пĕлтерĕш уçăмланать. Вăл хитрелĕх /«ытарайми илемлĕ шур хула», «шурă шĕкĕр Шупашкар», «шукăль Шупашкар»/, тасалăхпа тирпейлĕх /«кăмпа карти пек шур керменсем», «проспектусем çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ»/, ĕçченлĕхпе хастарлăх /«Куçне уçать шур Шупашкарăм, /«Ĕçе тăрать хавасланса», «Ĕçлĕ Шупашкарăм»/, тараватлăх /«ялан кĕтсе илетĕн пире çывăх тăванла»/, пуянлăх /«ырлăх сачĕ»/ паллисене пĕрлештерсе тăрать.

Сăвăçсен киленӳ тата мухтану кăмăл еккийĕ пĕринчен теприне куçса пырать тейĕн — çĕкленӳллĕ хавха чылай хайлавăн никĕсне шăнăрлать. Ку уйрăмлăх пĕр саманари сăвăран теприне килĕшӳллĕн сăрхăнса кĕрсе аталанать. Çак шухăша ăнкарса илме сăвăсен çаврисем хăйсемех май параççĕ:

Килсе курччĕ, тăван, Шупашкар хулине,
Сар хĕвел тухнă чух эс пăхсам ун çине,
Кайăксем янратаççĕ хавас юррине,
Ăмăртуллăн мухтаççĕ хула илемне.
Килсе курччĕ тăван, Шупашкар хулине,
Киленсе эс итле ун мăнаç сассине,
Чунупа туйса ил аслă ĕç кĕввине,
Ĕç кĕвви хулана чăн телей кӳнине.
Александра ЛАЗАРЕВА

Куç умĕнче ӳссе çĕнелтĕн,
Эс, ман хула, тăван хула.
Чипер хĕр евĕр шукăльлентĕн
Илемлĕ, капăр тумпала.
Ĕçчен те паттăр ырă халăх
Кунта хаваслă тăтăшах.
Ăçта пĕлмеççĕ ĕнтĕ халĕ
Чĕкеç чĕлхеллĕ чăваша?
Иван МАЛКАЙ

Хам тивĕçе пĕрре манмарăм, –
Куллен хĕрӳ ĕçе васкарăм,
Сана савса чунтан юрларăм,
Тăван хуламăр, Шупашкарăм.
Ытарайми сăнна мухтарăм,
Çут Атăла куçпа лăпкарăм,
Сана савса чунтан юрларăм,
Тăван хуламăр, Шупашкарăм.
Ваçлей ДАВЫДОВ-АНАТРИ

Кимĕсем ишсе çӳреççĕ
Акăш евĕр ярăнса.
Çут тĕнчен илем кĕтесĕ,
Турă панă пархатар,
Шурă акăш мар-ши эсĕ,
Шур хуламăр Шупашкар?
Юрий СЕМЕНТЕР

Апрель шăнкравĕ шăнкăр! янăрарĕ
Тумламсемпе те шăнкăрч сассипе.
Ирех тăрать ман ĕçлĕ Шупашкарăм,
Питне çăвать çĕн шуçăм шевлипе.
Юрий АЙТАШ

Хула хутлăхĕн илемне йĕркелеме ытти вырăн та пулăшать. Вĕсен йышĕнче уйрăмах Атăл шывĕ курăмлă пулса тăрать. «Çут Атăл», «хăватлă Атăл», «çĕн Атăл», «мăн Атăл», «анлă Атăл», «ылтăн та кĕмĕл Атăл» – акă чăваш тăрăхĕнчи чи пысăк юхан шыва сăнарлакан эпитетсем. Çак икĕ сăнар пĕр-пĕрне витĕм кӳрсе аталанаççĕ. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма та çук:

Килсе курччĕ, тăван, Шупашкар хулине,
Атăла пĕвелен паттăр йĕкĕтсене,
Саманан Атăл евĕр тулли хăватне,
Сар хĕвеллĕ кунсен иксĕлми вăй-халне.
Александра ЛАЗАРЕВА

Атăл тăрăх хăпаратпăр,
Ак умра, инçех те мар,
Курăнса каять хуламăр —
Пирĕн капăр Шупашкар.
Эс ялан кĕтсе илетĕн
Пире çывăх тăванла,
Сăнупа илем кӳретĕн
Ирĕк аслă Атăла.
Александра ЛАЗАРЕВА

Шурă-шурă Шупашкарăм,
Аслă Атăл – çумăнта.
Мĕн чуль эпĕ савăнмарăм
Акăш евĕр çакăнта.
Ваçлей ДАВЫДОВ-АНАТРИ

Ольга СКВОРЦОВА, Лиана ХАРЛАМПЬЕВА.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.