Комментировать

9 Ноя, 2021

«Хыпар» 124 (27857) № 09.11.2021

Ачасем те сахăр чирĕпе нушаланаççĕ

«Манăн ача яланах шыв нумай ĕçнĕ, анчах эпĕ çакă чир аталаннине систерни пирки чухламан та. Çĕрле айне яма пуçлани сисчĕвлентерчĕ. Халĕ акă ачан сахăр диабечĕ палăрчĕ», — 5 çулти ывăлне пуçĕнчен ачашшăн лăпкаса калаçрĕ Алина.

Çамрăк хĕрарăма республикăри ача-пăча клиника больницинче тĕл пултăм. Тухтăр патĕнчен тин тухнăскерĕн кăмăлĕ хуçăкчĕ. Апла пулин те манпа калаçма сĕнсен хирĕçлемерĕ. Унăн ывăлĕ Максим калаçма вĕреничченех, çулталăк çурăра чухнех, каçхине вăранма хăнăхнă. Çывăрнă чухне кăна мар, тепĕр чухне кăнтăрла та йĕмне йĕпетни те, унччен вăр-вар пулнă ача тантăшĕсемпе урамра вылясшăн пулманни те, ытларах чухне ларни е выртни те амăшне шухăша янă. Çавна май вăл тухтăр патне килнĕ. Анчах çак паллăсем йывăр чир паллисем пулни пирки вăл пуçа та илмен. Шел те, юлашки çулсенче çакăн пек хăрушă диагноз çирĕпленнĕ тĕслĕх йышланса пырать.

Кирек епле сиплевĕн ăнăçлăхĕ те, паллă ĕнтĕ, чире маларах асăрханинчен нумай килет. Çитĕннисем те чылай чухне сывлăхĕ хавшанине тӳрех чухласа илеймеççĕ. Пĕчĕк ача чирленине пушшех те асăрхама кансĕр. Акă, Алинăн ывăлĕ те ĕнер-паян кăна аптăраман. Сахăр диабечĕн паллисем чылай маларах палăрнă иккен. Çакна çамрăк амăшĕ тухтăр тĕплĕ ăнлантарнă хыççăн тин ăнкарнă. Маларах ывăлĕн сывлăхĕ улшăннине курнă пулин те çакăн сăлтавне чирпе çыхăнтарман. Каварлă чир шала ан кайтăр тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн пĕлмелле-ха?

«Сахăр диабечĕн паллисем юнри сахăр шайĕ ӳссен палăрма пуçлаççĕ, — терĕ Чăваш Республикин ачасен тĕп эндокринологĕ Марина Будылина. — Кун пек чухне вĕçĕмсĕр çăвар типет. Çавна май ача кăнтăрла çеç мар, çĕрле те шыв нумай ĕçет. Çывăрнă чухне айне ярать. Ача хăвăрт ывăнать, апат лайăх çисен те начарланать. Çак тата ытти паллă, çавăн пекех юнри сахăр 11 ммоль/л шайне çитсен сахăр диабечĕ пулни куçкĕрет. Чире вăхăтра асăрхамасан организмри япаласен ылмашăнăвĕ хăвăрт пăсăлать, ача йывăррăн сывлама пуçлать, çăвартан ацетон шăрши кĕрет, унăн хырăмĕ ыратать, ăна хăстарать, ыйхă пусать, вăл вăйсăрланать. Чирĕн çак тапхăрне çитнисене стационарта çине тăрса сиплемелле. Шел те, чылай чухне ачасем больницăна çакăн пек йывăрлансан тин лекеççĕ».

Марина Валерьевна каланă тăрăх, ачасен сахăр диабетне аталанма икĕ эрнерен пуçласа 2-3 уйăх кирлĕ. Чир мĕнрен пуçланнине ку таранччен те татăклăн палăртман-ха. Сывлăха хавшатма пултаракан сăлтавсен шутĕнче вирус инфекцийĕсене, хăш-пĕр апат-çимĕçе, çут çанталăка асăнаççĕ. Сахăр диабечĕпе аптăракан ачасен шучĕ, шел те, ӳссех пырать. Пĕтĕм тĕнчере çулсерен 15 çула çитмен 96 пине яхăн ачан ку чир пуррине тупса палăртаççĕ. Раççей Федерацийĕнче 44 пин ытла ачан çак диагноз çирĕпленнĕ. Марина Будылина пирĕн республикăра 17 çулчченхи 296 ачан сахăр диабечĕ пулнине пĕлтерчĕ. «2020 çулта 45 ача чирленĕ, кăçалхи виçĕ уйăхра — 18. Чăваш Енре сахăр диабечĕпе чирлекенсен шучĕ юлашки пилĕк çулта 1,5 хут ӳсрĕ. Çакăн сăлтавĕ тĕпĕ-йĕрĕпе паллă мар, анчах тĕнчере аутоиммун чирĕсен шучĕ ӳсет. Ахăртнех, стресс, çут çанталăк сиенлĕ витĕм кӳреççĕ», — терĕ вăл. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Прививка тутармасан — тÿлевсĕр отпуска

Ĕçлемелле мар кунсем туни коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва кăшт çăмăллатма май панă. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата районсемпе хуласен администрацийĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура пĕлтерчĕ. Апла пулин те — лăпланма ир-ха.

Тĕрĕс йышăну

Стационарсенче паян инфекци ернĕ 2,7 пин ытла çын, амбулатори мелĕпе тата 6 пин ытла çын сипленет. Çак цифрăсем иртнĕ эрне пуçламăшĕнчи кăтартусенчен пĕчĕкрех. Çавна май, Олег Николаев шучĕпе, ĕçлемелле мар кунсем йĕркеленин усси куçкĕрет. Анчах чир ернĕ çынсене çав-çавах йышлăн тупса палăртаççĕ — вăл юлашки талăкра 179 çынна коронавирус аптăратнине палăртрĕ. Çийĕнчен вăрăм кану кунĕсем хыççăн чирлисен шучĕ кашнинчех тăруках ӳсни палăрать те — ку хутĕнче те çапла пулас хăрушлăх пур. Çавăнпа Олег Алексеевич сыхлăх мерисене çирĕп пăхăнмалли çинчен черетлĕ хут асăрхаттарчĕ. Маска режимĕ, QR-кодпа усă курасси, социаллă дистанци — çак мелсем çине алă сулма юрамасть. Шел те, хăш-пĕр заведени хуçисем яваплăха туйманни те пулать — çакăн çинчен граждансем социаллă сетьсенче пĕлтереççĕ. Пĕр тĕслĕхе ЧР Пуçлăхĕ пайăррăн асăнчĕ. Каçхи клубсене çĕрле ĕçлеме чарнă, Шупашкарти «9-мĕш квартал» вара çĕрле те уçă иккен — Олег Алексеевич право хуралĕн органĕсене явăçтарса тĕрĕслев ирттерме сĕнчĕ.

Чи кирли вара, паллах, вакцинаци: «Инфекци ерсен те çынсем чире çăмăлрах тӳссе ирттерĕç». Çавна май республикăн тĕп санитари врачĕн уйрăм сферăсенче ĕçлекенсене пурне те прививка тумалли çинчен калакан йышăнăвĕ пирки аса илтерчĕ. Вăл чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. ЧР Пуçлăхĕ вакцинациленмен ĕçченсене ĕç укçине упраса хăвармасăр отпуска яма сĕнчĕ. Ĕç паракан çак требование пăхăнмасан ун тĕлĕшпе тивĕçлĕ санкцисемпе усă курмалла. Транспорт сферине, ЖКХна, потребитель рынокне çакă чи малтан пырса тивмелле.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов асăннă йышăнăва пурнăçламалли план хатĕрленине çирĕплетрĕ. Унта прививка тутарман çынсене дистанци мелĕпе ĕçлеттермеллине те палăртнă. Йышăнура асăннă сферăсенче çынсене вакцинацилессине раштавăн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле — çакна министерство çирĕп тĕрĕслесе тăрĕ.

Патшалăх бизнеса пулăшать

Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертӳçин Марина Петровăн доклачĕ тема тăсăмĕ пулчĕ теме те юрать — вăл пандеми тапхăрĕнче патшалăх налук тӳлекенсем тĕлĕшпе палăртнă çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ. Чи малтанах — РФ Правительствин ĕçлемелле мар кунсемшĕн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшас тĕлĕшпе кăларнă йышăну. Вĕсене субсидипе пулăшма палăртнă. Марина Валерьяновна çак пулăшу ĕçлекен кашни çын пуçне ĕç укçин чи пĕчĕк виçипе шайлашуллă пулнине çирĕплетрĕ. Паллах, сăмах официаллă майпа ĕçлекенсем пирки пырать. Олег Николаев каланă тăрăх, хăш-пĕр предприниматель хăйсен патĕнче çĕр е ытларах çын ĕçлет тесе мăнаçланать, официаллă майпа ĕçлекен вара чылай сахалрах. Паллах, пулăшу официаллисемшĕн кăна пулĕ, акă мĕншĕн çынсене саккунпа килĕшӳллĕн ĕçе йышăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Марина Петрова налук тӳлессин çĕнĕ режимĕпе çыхăннă лару-тăрупа та паллаштарчĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем пирки каларĕ. Вĕсен республикăра шута илнĕ йышĕ паян чăннипех пысăк — 24,6 пин ытла çын. Чăн та, Чăваш Енре ĕçлекенсен шучĕ чылай пĕчĕкрех — 17,4 пине яхăн, апла пулин те çак йыш пĕлтĕрхи утă уйăхĕнчен тытăнса тӳленĕ налуксен калăпăшĕ курăмлă — 52,5 миллион тенкĕ. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекен 10 пин ытла çын патшалăх коронавирус тапхăрĕнче уйăрнă пулăшупа усă курнă. Пандемие пула сиен тӳснисен шутне кĕртнĕ бизнес та налук тӳлес енĕпе панă çăмăллăхсемпе усă курать — пулăшу калăпăшĕ вун-вун миллион тенкĕпе танлашать. Çав шутра — пуçласа регистрациленнĕ предпринимательсене вăхăтлăха налуксенчен хăтарни те. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ĕнене пĕтĕлентерме ăçта каймалла?

Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри кил хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăха 115,9 пин пуç шута илнĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, ĕнесемпе пушмак пăрусене вăкăрпа ертмелле мар, çакă чир-чĕре сарăлма пулăшать. Çавна май ыйту çуралать: пирĕн тăрăхра килте тытакан ĕне-тынана искусственнăй майпа пĕтĕлентерес ĕçе епле йĕркеленĕ? «Хыпарăн» çак тата ытти ыйтăвне Чăваш Енĕн патшалăх ветеринари службин ертӳçи Константин Викторов хуравлама килĕшрĕ.

— Республикăра ĕне-тынана пĕтĕлентермелли 252 пункт ĕçлет, çав шутра патшалăх ветеринари учрежденийĕсен çумĕнче — 74, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен харпăрлăхĕнче — 33, ял хуçалăх предприятийĕсенче — 109, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 36 шутланать. Пунктсем çуллен хушăнаççĕ. ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче лартнă тĕллеве пурнăçласа кăçал Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсенчи ветучрежденисен куçса çӳрекен вунă пунктне уçрăмăр. 2022 çулта тата вун пĕр пункта ĕçе кĕртме, республикăн мĕн пур ял тăрăхне çитме тĕллев лартрăмăр. Кăçалхи тăхăр уйăхра ветучрежденисен пункчĕсене 3884 ĕнене çавăтса пынă е специалистсене киле чĕннĕ. Çав шутра кил хуçалăхĕсен — 3862, хресчен-фермер хуçалăхĕсен 22 пуçне пĕтĕлентернĕ. 2019 тата 2020 çулсенчи çав тапхăрта кил хуçалăхĕсен 3692 тата 3613 ĕнипе пушмак пăрăвне искусственнăй майпа пĕтĕлентернĕ.

— Килте усраканнисене пурне те искусственнăй майпа пĕтĕлентерме май пур-и?

— Пур. Ĕçе йĕркелеме пунктсем те, оборудовани те, специалистсем те çитеççĕ.

— Патшалăх ветучрежденийĕсен çумĕнчи е куçса çӳрекен пунктсенче ĕнене пĕтĕлентернĕшĕн мĕн чухлĕ тӳлемелле?

— 1000-1800 тенкĕ. Пулăшу шутне ĕне вырăнта хускалмасăр тăтăр тесе выльăха лăплантарни, клиника тĕрĕслевĕ, консультаци, амалăх органĕсене тĕпчени, пĕтĕлентерни кĕреççĕ. Çавăн пекех материалсем /мамăк, пĕр хут усă курмалли перчетке, зоошприц, спирт, шĕвĕ азот тата ытти те/, транспорт, бензин, вăкăр вăрлăхĕ хака кĕреççĕ.

— Константин Вячеславович, кил хуçалăхĕнче ĕнене искусственнăй майпа пĕтĕлентерме мĕнле хатĕрлемелле?

— Выльăх чупас шухăшлине ун çине пăхсах ăнланатăн. Вăл канăçсăрланать, сăлтавсăрах мĕкĕрет, юртать, кумать, сĕт маларахринчен сахалрах антарать, начар çиет, ĕнесем çине сикет… Выльăха гинекологи диспансеризацийĕ витĕр кăларса çие хăварассине пĕлмелле, маларах пĕтĕленменнине, искусственнăй майпа пĕтĕлентерме вăхăт мĕн чухлĕ пуррине уçăмлатмалла. Сывă ĕне-тынана çеç пĕтĕлентермелле.

— Çак майпа хăçан тата миçе хут усă курма юрать?

— Пĕрремĕш хут ĕне ирхине канăçсăрлансан — каç кӳлĕм, çĕрле мĕкĕрме пуçласан ирхине пĕтĕлентермелле. Иккĕмĕш хут 10-12 сехетрен пĕтĕлентермелле. Искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен опытлă оператор ĕне фолликули «пиçсе çитнине» амалăхне пăхсах палăртать, чуптармалли тапхăрĕ вĕçленес умĕн пĕр хутчен пĕтĕлентерет.

— Çакă вăкăрпа чуптарнинчен чăннипех те лайăхрах-и?

— Капла тусан ĕнепе вăкăра пĕр-пĕринчен ерекен чир-чĕр куçмасть. Çавăнпа патшалăх ветучрежденийĕсен специалисчĕсем кил хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх тытакансене искусственнăй майпа пĕтĕлентерни ĕнене сиен кӳменнине, ăна вăкăрпа чуптарсан амак ерес хăрушлăх пуррине ăнлантараççĕ.

— Ветслужба пункчĕсене кирлĕ оборудованипе, приборпа, ĕç хатĕрĕпе туллин тивĕçтернĕ-и?

— Тивĕçтернĕ. Кашнинчех УЗИ-сканер та пур. Пункт республикăри кашни районтах ĕçлет. Çапах Канаш районĕнче ытларах: 9. Патăрьелпе Красноармейски тăрăхĕсенче — 8-шар, Елчĕк районĕнче — 5. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Мĕн улшăннă?

Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре чылай çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ — вĕсемпе кĕскен паллаштарар.

Иртнĕ эрнерен пуçласа этил спирчĕ хушмасăр тăвакан алкоголь /сăра, сăра шĕвекĕсем, сидр, пуаре, кăрчама çак шута кĕмеççĕ/ производителĕсен тĕп технологи оборудованийĕн производство хăватне шутласа палăртнине кăтартма тытăнмалла. Вĕсем Росалкогольйĕркелӳ реестрĕнче капланĕç. РФ Патшалăх Думин Председателĕн Вячеслав Володинăн шучĕпе, саккуна кĕртекен улшăнусем граждансен сывлăхĕпе пурнăçне хӳтĕлеме тивĕç. Ку суя продукци рынока тухасран сыхланма пулăшасса шанаççĕ. Çапла майпа патшалăх суррогат туса кăлармашкăн усă курма май пур производство хăвачĕсене тĕрĕслесе тăрассине тата çирĕплетет.

Тĕп банк банксене, микрофинанс организацийĕсене, кредит кооперативĕсене чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен хăйсен кредичĕсене реструктуризацилеме ыйтакан граждансен, пĕчĕк тата вăтам бизнес кăмăлне шута илме сĕнет. ТБ çак ыйтупа хатĕрленĕ çырура кредит организацийĕсене тупăшĕ кивçене татмалла мар шая анса ларнă клиентсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарнă. Çапла тумалли сăлтавсен шутне заемщик е унăн çемйин членĕсем коронавируспа чирлени те пур. Сăмах май, статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи авăнччен граждансем банксене кредитсене реструктуризацилеме ыйтса 4 миллиона яхăн ыйту панă.

Чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче ют çĕршыв биометри паспорчĕсене нумай функциллĕ центрсенче ШĔМ сотрудникĕсем хатĕрлесе пама пултарнин вăхăчĕ вĕçленет. Малашне пĕтĕм процедурăна МФЦ ĕçченĕсем пурнăçлĕç. Ют çĕршыв паспортне илмешкĕн гражданинăн заявлени çырмалла, МФЦна çитмелле. Унта çынна штрих-код параççĕ. Ăна криптобиокабинăра сканерламалла. Гражданин биометри кăтартăвĕсене парать: сăн, пӳрне йĕрĕсем. Çавăн пекех унăн паспортне сканерлаççĕ. Унтан паспорт хатĕр пуласса кĕтмелли çеç юлать.

Коронавирусран сыхланса вакцинациленнине ĕнентерекен сертификат сăн-сăпачĕ улшăннă. Унта прививка туни çинчен калакан кăтартусене кăна мар, ковидпа чирлени, вакцинăпа усă курма юраманни çинчен те çырма пуçланă. Унта çавăн пекех çын ячĕ-шывĕ, паспорт кăтартăвĕсем, прописка адресĕ, ытти кăтарту пур. Çĕнетнĕ документа граждансене чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа пама тытăннă. Ăна Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче электрон мелпе хатĕрлеççĕ. Çынсене маларах панă сертификатсем вара порталта хăйсем тĕллĕнех çĕнелĕç. Пурин те пĕр харăс мар — 2022 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Александр БЕЛОВ: Ирĕклĕхшĕн çунакан журналист ăна тупатех

Вăл çырма кăна мар, каласа кăтартма та пĕлет. «Пирĕн ĕçре профессионал йышлă мар», — тет. Хăйĕн профессионализмĕ пирки вара иккĕленмелле мар-тăр — çакна РФ Правительствин массăллă информаци хатĕрĕсем енĕпе паракан премине тивĕçни те çирĕплетет. Ĕç биографийĕн пысăк тапхăрĕ хаçат ĕçĕпе çыхăннă. Паян вăл — округри «Правда ПФО» интернет-хаçатăн тĕп редакторĕ. Унпа, Александр Беловпа, журналист ĕçĕн илĕртӳлĕхĕпе кăткăслăхĕ çинчен калаçрăмăр.

Шупашкар тăван хула пулса тăнă

— Александр Борисович, эсир Саратовра çуралнă. Чăваш Ене мĕнле майпа лекрĕр?

— Эпĕ 1971 çулта шкул пĕтертĕм. Шăпах — еврейсем Израиле эмиграципе йышлăн куçнă çул. Вăрттăн хушу пулнă: еврейсене аслă шкулсене йышăнмалла мар. Вĕсене мĕншĕн вĕрентмелле, пурпĕр куçса каяççĕ. Логика пур вĕт — тĕрĕссипе, куншăн кӳренмелле те мар. Çак лару-тăрура мĕн тумалли те паллă марччĕ. Пач ăнсăртран кукаçи патне авалхи пĕлĕшĕ пырса кĕчĕ. Вĕсем таçта Тутарстанра, Краснодар крайĕнче нефть приискĕсенче пĕрле ĕçленĕ — пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Мана курчĕ те — ăçта вĕренме кĕрессипе интересленчĕ. Хăй Шупашкарта ĕçлет иккен — унта пыма сĕнчĕ: «Сана вĕренме илеççех». Вăт çапла шутламан-туман çĕртен хальччен пачах пĕлмен Шупашкара килтĕм. Вĕренме кĕтĕм, кунтах юлтăм.

— Апла тăк тепĕр ыйту та — «мĕнле майпа?» ярăмранах: эсир экономика факультетĕнче вĕреннĕ вĕт, журналистикăна мĕнле майпа лекнĕ?

— Ку вара — малтан палăртнипе килĕшӳллĕн. Шкулта вĕреннĕ чухнех чаплă совет журналисчĕн Анатолий Аграновскин очеркĕсен кĕнеки алла лекнĕччĕ. Ятне те астăватăп: «Слово и дело» — экономика, тĕрĕсрех, экономикăри çынсем çинчен. Хулăнскер. Литература мар, «Известия» хаçатра пичетленнĕ очерксенчен тăрать. Чи асра юлнă очерк — Святослав Федоров Шупашкарта тĕлĕнмеле операцисем туса çынсене куракан туни пирки.

— Эппин, кунта киличчен Шупашкар çинчен пач илтмен мар…

— Çакна кăна пĕлнĕ. Тата тепĕр самант пур. Унашкаллисем çын пурнăçĕнче сăн ӳкерчĕк пек çырăнса юлаççĕ. 8-9-мĕш классенче пулас — географи урокĕ. Мана доска умне кăларчĕç те çĕршывăн автономлă мĕн пур республикин тĕп хулисене çырма хушрĕç. Пурне те çыртăм — Чăваш Ене сиктерсе хăварнă. Туссем вăрттăн пăшăлтатаççĕ — лайăх илтĕнмест: «Чеб… Чеб…» Шутлатăп: Чебаркуль-ши? Мана «5» лартса пачĕç, анчах таçта çӳл тӳпере çакна асра тытса юлнă пулас — Шупашкара килмелле тунă. Пĕлсе пĕтер, Ижевска сиктерсе хăварнă пулсан паян унта пурăнаттăм, тен…

Хайхи очерксен пуххи пирки. Питĕ тĕлĕннĕччĕ: мĕнешкел кăткăс пулăмсем çинчен çапла илемлĕ те интереслĕ хайланă — манăн та çапла çырасчĕ. Анчах эпĕ ун чухнех ăнланнă: экономика çинчен çапла çырас тесен ăна кăштах та пулин ăнкармалла. Çавăнпах палăртса хунăччĕ: экономикăна вĕренĕп, анчах журналистикăра ĕçлĕп.

Хаçатри сас палли хакĕ

— Пурнăçăрти пысăк тапхăра сиктерсе хăварса эсир «Советская Чувашия» хаçатран кайни патне çитер-ха…

— Хăш хучĕ патне? Эпĕ унтан темиçе хут та кайнă вĕт.

— Эпĕ пĕрин пирки кăна пĕлетĕп — сире пĕр сас паллине пула, хаçатра Пушкăртстанăн ун чухнехи президенчĕн Хамитовăн хушаматне йăнăш пичетленĕ тесе, «СЧран» кайма хистени çинчен…

— Ну, Хамитов вырăнне ăнсăртран Халитов çырни — ячĕшĕн каланă сăлтав кăна. Çыраканни те эпĕ мар, урăх журналист пулнă. Манăн унтан кайма тивесси пĕчĕккĕн капланса пычĕ. Тĕрĕссипе, çакă часах пулманнинчен хам та тĕлĕннĕччĕ — каймашкăн чылай маларах сĕнессе кĕтнĕччĕ. Вĕсем вара çемçерех пулчĕç, çакна тăсса пычĕç. Ун чухнехи пичет министрĕпе лайăх хутшăнаттăм, вăл мана хаçат редакторĕ пулма та сĕннĕччĕ. Паллах, хирĕçлерĕм: Африкан Соловьев — манăн тус, ăна мĕнле тĕртсе ярас — совеç пур вĕт, кун хыççăн çĕр çывăраймăп. Унтан тата НацТВна сĕнчĕ. Унта мĕнле ĕçлĕп — чăваш чĕлхине пĕлместĕп-çке, ĕçтешсемпе мĕнле калаçăп — кулăшла!

Африкан отпускраччĕ, эпĕ ун вырăнне юлнăччĕ. Вăт, Хамитов вырăнне хаçатра Халитов тухса кайнă. Журналист заметка илсе пынăччĕ, номере васкавлăн тем çыраттăм та — çав заметкăна вуламарăм, темех çук тесе «çаплипех пар» терĕм. Паллах, вуламалла пулнă. Вăт, çавăнтан сăлтав туса хучĕç те: «Сире пула чутах Хамитов визичĕ пăрахăçланман. Юрать, Минниханов мар, вăл самолета çурма çултан каялла çавăратчĕ».

Министр «сиртен заявлени кĕтетĕп» терĕ. Çырса патăм. «Мĕншĕн — ман ятпа? Директорсен канашĕн председателĕн ячĕпе çырмалла». Çийĕнчен тата ĕçтешсем мана хӳтĕлесе çыру çырнă. Тупа тăватăп: ăна çырнине эпĕ пĕлмен. Кĕтмен çĕртен редакцие министрпа унăн çумĕ пырса кĕчĕç: «Эрнекун та — эсир паян ĕçе иртерех пĕтеретĕр пуль терĕмĕр…» Пирĕн вара шăматкунхи номере кăлармалла — пĕр вăхăт та çук. Пурпĕр коллектива пухма хушрĕç…

Мана ун чухне «Правда ПФО» интернет-хаçата куçма сĕннĕччĕ ĕнтĕ, çавăнпа ĕçрен кайма тивнине питĕ лăпкăн йышăнтăм. «СЧран» пĕрремĕш хут кайни вара чăннипех трагеди пек пулнăччĕ.

— Ун чухне мĕншĕн тата?

— Çавăншăнах… Николай Федоров командипе питĕ кăткăс хирĕç тăру пулнăччĕ. Федоровпа хăйĕнпе мар, унăн командипе. Ун чухне те, 1994 çулта, «СЧ» тĕп редакторĕн çумĕн должноçĕнчен хăтарчĕç. Саккуна пăсса. Эпĕ суд урлă ĕçе таврăнтăм, компенсаци илтĕм те ĕçрен хамăн ирĕкпе хăтарма ыйтса çыртăм. «Вечерняя газета» хаçата ĕçлеме кайрăм. Чăваш Енĕн журналистика энциклопедийĕнче унашкалли эпĕ пĕртен- пĕрре пулĕ: хаçатри ĕçрен хăтарнин шучĕпе рекордсмен. Тăватă е пилĕк хутчен – тĕп-тĕрĕс астумастăп та.

Сакăр хут çырнă

— Эсир пичетре — хаçатсенче — нумай çул ĕçленĕ. Вĕсемшĕн чун ыратмасть-и?

— Пĕрремĕш хутĕнче кайма йывăр пулчĕ: эпĕ кунта миçе çул тăрăшрăм — кăларса çапрĕç… Çавăн хыççăн 11 çул тĕрлĕ хаçатра ĕçлерĕм. Таврăнтăм — Африкан каялла чĕнчĕ. Унччен «СЧсăр» пуçне ăçта та пулин ĕçлесси пирки шухăшлама та пултарайман. Интернет- хаçат маншăн чăннипех çĕнĕлĕх, тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Интернет анлăшĕнче хаçат кăларасси ун чухне пирĕн патра пуçланатчĕ кăна. Ансат пулмарĕ, анчах çак ĕç пĕтĕмпех ярса илет: юрату пек — çамрăк та илĕртӳллĕ хĕрарăма савнă пек. Пĕтĕмпех манатăн — мĕнешкел телей! Халĕ хама урăх çĕрте курмастăп та.

— Асăрхатпăр ĕнтĕ: блогерсем тапăнса килеççĕ. Сирĕн шухăшпа, çакă та — журналистика-и?

— Астăватăр-и: пĕр вăхăт Мускав журналисчĕ Сергей Ломакин кунта телевиденипе «Приложение силы» кăларăма ертсе пычĕ. Хăй те Ольга Петровăна «Личная библиотека» кăларăмра питĕ хитре интервью панăччĕ. Вăл мемуарсем пирки «литература мар, аса илӳсем вĕсене пичетленĕ хут хакне те тăмаççĕ» тенĕччĕ. Лайăх интервью, анчах çак шухăшпа эпĕ килĕшместĕп. Мемуарсем унăн авторĕ тавра чăмăртаннă тĕнчене кăтартаççĕ, вĕсене хаваспах вулатăп. Вĕсем литература мар — çакна ăнланатăп, унта çут çанталăка илемлĕ сăнлани çук, вĕсенче фактура шыратăп. Эпĕ çыратăп, эсĕ, тепри — пĕтĕмĕшле ӳкерчĕк сăнланать. Паянхи çамрăксем хальхи историе пачах пĕлмеççĕ вĕт. Вĕсемшĕн 15-20 çул каялла мĕн пулни те паллă мар. Хамăрăн дневниксенче вара чăнлăха упраса хăваратпăр.

Блогсем мана килĕшеççĕ. Телеграм-каналсене /сăмах мессенджерти блогсем пирки пырать. – Ред./ вара тӳсме пултараймастăп. Унта хаклине нимĕн те курмастăп: пĕр-пĕр хаçатра курнине сенсаци хыççăн хăваласа хăйсен информацийĕ пек пичетлеççĕ, нимĕн чухлĕ вăй хумасăр пӳрнерен ĕмсе кăлараççĕ. Чăнласах интереслĕ информаци пур тăк «Хыпара», «Советская Чувашия» хаçата кайма, пирĕн пата килме пулать — тархасшăн, унта пичетле. Анонимлă телеграм-каналсем — çӳп-çап кăна. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Паллă балерина пулас тесе ыратнине чăтаççĕ

«Шел те, хальхи ачасем пурте хăй тĕллĕн пурăнма хăнăхман. Паллă балерина пулас тесен пĕчĕклех балет «нушине» тӳсмелле, ыратнине чăтмалла. Сакăр çул вĕренсен кăна (18-20 çулта) артист ятне тивĕçееççĕ. Балет ташăçин ĕçĕ çăмăл мар. Суранлансан та сцена çине тухма тивет. Ахальтен-им унăн ĕçне шахтерăннипе танлаштараççĕ, 20 çултан пенсие яраççĕ. Чылайăшĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшать», — чуна уçса каласа кăтартрĕç Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнчи балет студийĕн паянхи педагогĕсем. Вĕсен пăшăрханăвĕ ахальтен мар.

Историе аса илер

Чăваш балечĕн труппи 1966 çулта чăмăртаннă. Çав çул Шупашкара Ленинградри хореографи училищинчен вĕренсе тухнă 12 çамрăк артист килнĕ. 1967 çулта вĕсем сцена çинче пĕрремĕш спектакль — «Жизель» — лартнă. 70-мĕш çулсенче пултаруллă ачасене балет ăсталăхне вĕрентес тĕллевпе театрта студи уçнă. Унтан балет ӳнерĕнче палăрнă чылай артист çунат сарнă.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн ĕçченĕсем тăрăшнипех 1999 çулта Шупашкарта балет шкулĕ йĕркеленнĕ. Вăл 1-мĕш вăтам шкулта вырнаçнă, унтах пулас артистсем пĕтĕмĕшле пĕлӳ илнĕ. Репетицисене театра çӳренĕ. Вĕсем сцена çине тухма хăнăхса пынă. 14 çулта ачасем куракан умне 4 спектакль /«Дюймовочка», «Пинокио», «Приключение Али-Бабы», «Красавица и Чудовище»/ кăларнă. 9-мĕш класс хыççăн чылайăшĕ Шупашкарти музыка училищине вĕренме куçнă, чи пултаруллисене ытти хулари хореографи училищисене янă. Анчах çĕнĕ стандартсене килĕшсе тăманнипе /шкул валли уйрăм çурт кирлĕ пулнă, унта — репетици тумалли залсем, сцена, хывăнса тăхăнмалли пӳлĕмсем/ 2013 çулта шкула хупнă, театрта балет студийĕ туса хунă.

Лидия Говорченко педагог-репетитор каласа кăтартнă тăрăх, занятисем эрнере виçĕ хут иртеççĕ. «Балет шкулĕнче кашни кун хатĕрленнĕ. Шкулта тĕрлĕ енлĕн /балет историне, фортепиано калама вĕреннĕ, классика, гимнастика, сывлав, практика занятийĕсем иртнĕ/ аталантарнă тăк халĕ ташă занятийĕсем кăна иртеççĕ. Шел те, ют хулана вĕренме каякансенчен нумайăшĕ каялла таврăнмасть. Пирĕн чĕкеçсем чăваш театрĕнче кăна мар, ытти хулари театрсенче те ташлаççĕ. Пирĕн пата вара ытти регионтан килеççĕ. Чăваш сцени çинче хамăрăннисенех курас килет. Кăçал ак икĕ хĕр Хусанта тата Йошкар-Олара вĕреннĕ хыççăн таврăнчĕç», — терĕ Лидия Владимировна. Сăмах май, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕсем Анастасия Абрамова, Ульяна Альпидовская, Виктория Севоян Шупашкарти балет шкулĕнчен вĕренсе тухнă.

Театра ачасем питĕ кирлĕ

ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Светлана Львова та пĕчĕк артистсемпе чылай çул ĕçлет. «Театра ачасем питĕ кирлĕ. Вĕсем кордебалетра ташлаççĕ, массăллă сценăсенче тухаççĕ. Студие пурне те йышăнатпăр. Унта епле çӳресси кашнин хăйĕн ирĕкĕ: ачасем пур занятие те килмесĕр тăма, вĕренӳ çулĕ варринчех пăрахса кайма пултараççĕ. Балет шкулĕнче вара ку енĕпе çирĕпчĕ. Дисциплинăна пăсма юрамастчĕ. Шкула пултаруллисене кăна йышăннă. Япăх вĕренекенсене кăларса янă», — терĕ Светлана Александровна. Хальхи ачасем балет ташăçин ĕçне пулас професси вырăнне хумаççĕ. Студире тĕрлĕ ӳсĕмри 100 ытла ача ăсталăха туптать. Унта 6-7 çулсенчисем те, 9-мĕш класра вĕренекенсем те пур.

Мĕн тĕллевпе çӳреççĕ-ха балет студине? «Чылай ачан çурăм шăмми кукăр, утти япăх, ури лапăллă. Çак çитменлĕхсенчен хăтăлас тесе килеççĕ. Тухтăр сĕннипе. Хальхи ачасемпе ĕçлеме йывăр. Пĕр хусканăва темиçе хут тума ӳркенеççĕ. Педагог хушнине итлеменнисем те çук мар. Тăрăшмаççĕ, кăтарту патне талпăнмаççĕ. Вĕсем тӳрех сцена çине тухма ĕмĕтленеççĕ. Анчах унта тухиччен мĕн чухлĕ вăй хумаллине шута илмеççĕ. 1,5 сехет хатĕрленнипе çитĕнӳ тăваймăн. Паллах, вĕсен йышĕнче те маттуррисем те пур. Вĕсем малалла каяççĕ. Пирĕн вĕренекенсем Питĕрти, Хусанти, Пермьри, Йошкар-Олари балет шкулĕсенче пĕлӳ илеççĕ. Унта 10-11 çултах, 4 класс хыççăнах вĕренме илеççĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ яма васкамасть», — чунне уçрĕç педагогсем. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Аçуна ан вăрç. Вăхăчĕ çапла килсе тухрĕ»

Темĕн те тӳсме, курма тивнĕ «вăрçă ачисен». Пĕрисем хăйĕн чи çывăх çыннин — Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă ашшĕн — ытамĕнче пулнине астумаççĕ те, теприсем вара тăванĕн сăнне сăн ӳкерчĕксенче кăна курнă. Виççĕмĕшĕсен çывăх çыннине хаяр вăрçăран кĕтсе илме телей пӳрнĕ. Паян вулакансене паллаштаракан çынсем те — Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара пурăнакан Людмилăпа Алексей Дмитриевсем — «вăрçă ачисем».

Асăнмалăх — çыру тата сăн ӳкерчĕк

Людмила, ялти пек каласан — Люся, 1937 çулта Лаш Таяпари Софья Арефеевнăпа Федор Кириллович Самсоновсен çемйинче кун çути курнă. Йĕкĕт тăван килне савнă хĕрне илсе пыриччен Хĕрлĕ çарта тăнă, Карели тăрăхĕнче шурă финсемпе тата Хĕвел тухăç Монголире Япони самурайĕсемпе çапăçнă. Яла таврăнсан вырăнти хуçалăхра — Крупская ячĕллĕ колхозра — бригадирта ĕçленĕ. Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнсан хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Самсонов коммунист Хĕвел анăç фрончĕн 144-мĕш дивизийĕн стрелоксен 449-мĕш полкĕнчи автоматчиксен ротин политрукĕ пулнă. Кăштахран рота командирĕн çумне çирĕплетнĕ ăна. Çапăçури паттăрлăхшăн «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. 1943 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Смоленск облаçĕнчи Чащи сали çывăхĕнчи хаяр çапăçура пуç хунă. Ун умĕн Федор Кириллович юратнă тĕпренчĕкĕ — улттă тултарнă Люся — патне ятран çыру янă. «Юратнă хĕрĕм, Люда. Сана асăнмалăх сăн ӳкерчĕк ярса паратăп. Сирĕнпе пĕрле сахал пурăнмалла пулчĕ. Уншăн аçуна ан вăрç. Вăхăчĕ çапла килсе тухрĕ… Эпĕ вăрçăран таврăнаймасан çак сăн ӳкерчĕке пăхса мана аса илсе пурăн. Люда, аннӳне итле. Шкулта лайăх вĕренме тăрăш. Лайăх вĕренсен кăна çын хушшинче сумлă пулăн. Сан аçу» — çырнă йĕркесене Людмила Федоровна пин-пин хут вуланă. Тен, ача чухне ашшĕн чун-чĕринчен шăранса тухнă сăмахĕсен пĕлтерĕшне ăнланса та çитереймен пулĕ, каярах вара чи çывăх çыннинчен пил вырăнне юлнă сарăхнă хута çумра илсе çӳренĕ. Хăйĕн аллипе чĕнтĕрлесе çыхнă сăмса тутрипе чĕркенĕ виç кĕтеслĕ çырăва эпир те тытса куртăмăр.

— Аттене астумастăп, анчах вăл манпа юнашар пулнине яланах туйса тăратăп. Аттен çырăвĕ мана çын пулма вăй пачĕ, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшрĕ. Эпĕ аттепе аннен пĕртен-пĕр хĕрĕ, йăмăкăмсемпе шăллăмсем пулман. Анне мана пĕчченех ӳстерчĕ, урăх качча тухас темен. Ачасене питĕ юрататтăм, çавăнпах вĕрентекен пулас терĕм. Канашри педагогика училищинче вĕрентĕм, кăштахран тĕп хулари педагогика институтĕнче те пĕлӳ пухма пуçларăм, анчах качча тухса мăшăрпа Казахстанри Актюбинск облаçне ĕçлеме тухса кайрăмăр та институт дипломне илме май килмерĕ. 40 çула яхăн Лаш Таяпари вăтам шкулта пуçламăш классенче ачасене çырма, шутлама, вулама вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăма пулăшрăм. Кашниех хамăн тăван тĕпренчĕкĕмсем вырăнĕнче пулнă, пĕрне те сасă хăпартса кӳрентермен. Халĕ вĕсем мана ырăпа аса илеççĕ, тĕл пулсан ăшшăн калаçаççĕ, — чунне уçрĕ ĕнерхи учительница. — Аттен вил тăпри çинче икĕ хутчен пулса куртăм. Пĕрремĕшĕнче ун патне аннен саламне илсе çитертĕм. Унтан таврăнсан вăл нумай та пурăнмарĕ — пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ.

Пултаруллă йăх

Алексей Александрович та Лаш Таяпаран, вăл çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ Александр Дмитриев вăрçăра çапăçнă. Амăшĕ Феодосия Воронова колхозра вăй хунă. Мăшăрне фронта ăсатсан Феодосия Николаевна тăватă ачапа тăрса юлнă. Ун чухне Алюш виççĕре пулнă. Вăрçă нушине ăна чăтса ирттернĕ çын кăна пĕлет. Арçын ачан ун тутине ытла та ир астивмелле пулнă. Ашшĕ Çĕнтерӳпе таврăнсан çемьере тата виçĕ ача кун çути курнă. Дмитриевсен йăхĕ авалтанпах пултаруллă та ăслă çынсемпе палăрса тăнă. Алексей те шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. Енчен те вăтам шкул пĕтерсе пĕр-пĕр института е университета вĕренме кайнă тăк математик е чаплă инженер пулатчех унран. Сăмахран, тăван йăмăкĕ Валентина шкула ылтăн медальпе пĕтерсе педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Анчах Алексей Дмитриев çемьене çăмăл пултăр тесе шкул хыççăн хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Виçĕ çул тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Ульяновскри автошкулта вĕренсе икĕ çул колхозра водительте тар тăкнă. 1957-1960 çулсенче çарта службăра тăнă, унтан каллех шофер тивĕçĕсене пурнăçланă. Çемье чăмăртанă хыççăн Людмилăпа Алексей Дмитриевсем çерем çĕр уçма Казахстана тухса кайнă. Çемье пуçĕ хром руди кăларакан карьерта водительте, Людмила Федоровна ача садĕнче воспитательте вăй хунă. 1968 çулта тăван яла таврăнсан вĕсем хăйсен профессийĕсемпе ĕçлесе пурăннă. Кил хуçи 1979 çулта Куйбышев /халĕ Самар/ облаçĕнчи Усольери ял хуçалăх техникумĕн механика уйрăмĕнче куçăн мар майпа пĕлӳ илнĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.