Комментировать

9 Сен, 2014

Йĕркене пăсакансене штраф тÿлеттермелле

Авăнăн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Строительство министрĕ Олег Марков Федерацин çурт-йĕр строительствин аталанăвне пулăшмалли фончĕпе /РЖС/ çыхăнса ĕçлени çинчен каласа кăтартнă.

Фонд ЧР Министрсен Кабинечĕпе çыхăну йĕркеленĕ май федерацин 76,1 гектарĕ çинчи 9 çĕр лаптăкне çаврăнăша кĕртнĕ. Шупашкар хулинчи 6,3 гектар çинчи çĕр лаптăкĕ çинче пурăнмалли 4 çурта хута янă, хваттерсен пурăнмалли лаптăкĕ 100 пин ытла тăваткал метрпа танлашать. 2011 çулта Çĕрпÿ хулинче 5,2 гектар çинчи лаптăкра 11 коттеджа хута янă.

Чăваш Енре патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр политикин тĕп тĕллевĕ - эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарса граждансен мĕн пур категорийĕ валли çурт-йĕр тумалли майсене тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра Çĕрпÿре 20 гектарпа танлашакан çĕр лаптăкĕпе /"Кăнтăр-2" микрорайон/ ĕçлеççĕ. Унта 2018 çулччен 20 пин тăваткал метр нумай хутлă 10 тата уйрăм çынсен пурăнмалли 16 çуртне хута яма палăртнă, çав шутра эконом-класа кĕрекен çурт-йĕр 50% кая мар. Çак вырăнта пурăнмалли 60 хваттерлĕ çурт тата 16 коттедж туса лартнă. 2014 çулхи раштав уйăхĕнче 60 хваттерлĕ пурăнмалли тата икĕ çурта хута ярасшăн.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата "РЖС" гендиректорĕ Александр Браверманн килĕшсе татăлнипе фонд республикăн Министрсен Кабинетне Шупашкар хулинче Етĕрне çулĕ тăрăх вырнаçнă 16 гектарлă çĕр лаптăкне тытса тăмашкăн полномочисене пама йышăннă. Унта 200 пин тăваткал метртан кая мар пурăнмалли çурт-йĕр тăвĕç.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - çакнашкал йышăнусем кăларнипе пурăнмалли çурт-йĕр рынокĕнче конкурентлă лару-тăру йĕркеленет, тĕрлĕ йышши "ĕçлĕ çынсем" валли çулсем хупăнаççĕ. Вĕсем çĕр лаптăкĕсене строительство валли тесе туянаççĕ, тĕрĕссипе, çĕре тепĕр хут сутса укçа тăваççĕ. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ федерацин хăш-пĕр чиновникĕ ăнланмаллах мар позици йышăннине палăртнă. Вĕсем республика территорийĕнче хăйсен полномочийĕсене пурнăçлаççĕ, çивĕч ыйтусене татса парассине тимлесех каймаççĕ.

Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампани мĕнле иртни çинчен пĕлтернĕ.

2014 çулта сывлăха çирĕплетмелли кампани пуçланнăранпа 85385 ача каннă, сывлăхне çирĕплетнĕ, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 10,2% пысăкрах. Çав вăхăтрах Чăваш Республикин Ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов каланă тăрăх - Çĕрпÿ тата Улатăр районĕсенчи лагерьсенче пĕрремĕш сменăра канмалли 200 путевкăпа усă курман. Ашшĕ-амăшĕ çак путевкăсене илме килĕшмен е вĕсене каярах сменăсем валли уйăракан путевкăсемпе улăштарнă.

Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев вăрмансемпе усă курнăшăн тÿлемелли парăмсем, административлă штрафсене шыраса илесси çинче чарăнса тăнă.

Чăваш Республикинче 146,2 пин гектар вăрмансемпе /вăрман фондĕнчи çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 24,5%/ усă кураççĕ. Вăрман лаптăкĕсене арендăна илнин 563 килĕшĕвĕ тата ялан усă курмалли 11 ирĕк вăйра. 2014 çулхи 8 уйăхра вăрмансемпе усă курнинчен федераци бюджетне 11,7 млн тенкĕ пырса кĕнĕ, республика бюджетне - 10,4 млн тенкĕ.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 17 арендатор тата вăрманпа усă курнă 27 çын федераци бюджетне - 16,4 млн тенкĕ тата республика бюджетне 30,5 млн тенкĕ парăма кĕнĕ.

ЧР Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх - тÿрĕ кăмăллă мар предпринимательсем яваплăхран пăрăнаççĕ, вĕсенчен парăмсене шыраса илме май та çук темелле. "Чăваш вăрман хуçалăхĕ" патшалăх унитари предприятине панкрута кăларнă, докуменчĕсене çунтарса янă. Халăх пурлăхне /вăрман - халăх пуянлăхĕ/ вăрлассинчен пăрнă çынсем МИХсенче статьясем саккас парса çыртарса пире пылчăкпа варалаççĕ. Çапах та эпир тÿрĕ кăмăлпа ĕçлĕпĕр, ку тытăмра йĕрке тăвăпăр", - тенĕ Михаил Игнатьев.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уй-хирти ĕçсем мĕнле пыни, районсем кĕрхи культурăсем акмалли плана еплерех тултарни, ял хуçалăх продукцийĕ сутмалли ярмăрккасем ирттерни çинчен каласа панă.

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене лаптăксен 85,7% çинчен пухса кĕртнĕ. Елчĕк районĕ тырра пухса пĕтернĕ, Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕсем те ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. 493 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, гектарăн вăтам тухăçĕ 21,9 центнерпа танлашать /иртнĕ çулта - 401,9 пин тонна тата гектартан 18,2 центнер/. Çĕр улмине 885 гектар çинчен пухса кĕртнĕ.

Хуласен администрацийĕсен оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх çурла уйăхĕн 23-31-мĕшĕсенче республикăн хула округĕсенчи ярмăрккасенче 59,8 тонна çĕр улми тата пахча çимĕç /784,4 пин тенкĕлĕх/ сутнă. Пенсионерсене, ветерансемпе инвалидсене туяннă ял хуçалăх продукцине тÿлевсĕр илсе пырса парассине йĕркеленĕ.

Юлашкинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăй регионăн автомобиль çулĕсем çинче пысăк груз турттаракан транспорт валли виçе тăрăх чикĕсем лартма хушни çинчен аса илтернĕ. "Иртнĕ эрнере Етĕрнере пултăм. Пĕр паллă та лартман, пысăк тиевлĕ машинăсем мĕнле çÿренĕ - çаплипех çÿреççĕ, çулсене мĕнле çĕмĕрнĕ - çаплипех çĕмĕреççĕ. Пирĕн йĕркене пăсакансене штраф тÿлеттермелле, çак укçа-тенкĕпе çулсене юсамалла", - сăмахне пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ финансистсене професси уявĕпе саламланă.

 

А.ЛЬВОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.