Комментировать

29 Окт, 2021

«Хыпар» 120-121 (27853-27854) № 29.10.2021

Хими терапийĕ хыççăн ачана ĕмĕлкесем курăннă

«Ачасен усал шыçă пулмасть тесе шухăшлаттăм. Эпĕ йăнăшнă. Ывăл чăтса ирттернине никама та сунмăп», — терĕ Надежда иртнине куç умне кăларса.

Ӳт кăвакарсан…

Андрей тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Пултаруллă ача музыка шкулĕнче ăс пухнă, бал ташшисене вĕреннĕ, каратэ секцине çӳренĕ. 2010 çулта амăшĕ 10-ри ывăлĕн йĕтес шăмми тĕлĕнче ӳчĕ кăвакарнине асăрханă. Ачапчан тӳрĕ çул çинчех такăнса ӳкесси, сĕтел-пукана çапăнасси пулать. Çавна май Надежда кăвакарнă вырăн часах тӳрленессе шаннă. Вăхăт иртнĕ — суран вырăнĕнче мăкăль ӳснĕ. Шикленнĕ хĕрарăм ывăлне больницăна илсе кайнă. Хирург амăшне лăплантарнă.

«Мăкăле сăнатпăр, ӳссен касăпăр», — тенĕ медик. 4-мĕш класра вĕренекен ача тыткаларăшĕнче нимĕн те улшăнман, вăл яланхиллех хастар пулнă. Чăн та, кулянмашкăн сăлтав çук та темелле, анчах ача ӳчĕ айĕнчен мăкăрăлса тăракан мăкăль пысăкланнă.

Сисчĕвленнĕ амăшĕпе ывăлĕ каллех больницăна çул тытнă. Хирург мăкăле касса кăларма сĕннĕ. Надежда унпа килĕшнĕ. Пĕрремĕш операци 2010 çулта иртнĕ. Мăкăле гистологи тĕпчевне янă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ лăплантарнă — усал шыçă мар!

«Мăкăле касса илнĕ хыççăн Андрея шкула ямарăм — операци хыççăнхи çĕвĕ ӳт илтĕр терĕм. Ача пĕрле вĕренекенĕсемпе çур çултан çеç тĕл пулчĕ. Çак тапхăра аса илме йывăр. Ывăлăн организмĕнче каварлă чир амаланни пирки шухăшлама та пултараймарăмăр. Пире мĕн чухлĕ асап кĕтнине те тавçăрмарăмăр, — куççульне чараймарĕ амăшĕ. — Шкулти тăхтавра пĕр арçын ача Андрея пырса çапăннă, операции тунă вырăна лектернĕ. Суран шыçăнчĕ, кăвакарчĕ. Эпир каллех больницăна васкарăмăр. Ӳт айĕнче юн кĕвелнĕ, шĕвек пухăннă иккен. Ачан каллех хирург çĕççи айне выртма тиврĕ».

Больницăра кулянса ларни, тухтăр пӳлĕмне кĕрес умĕнхи пăлхану манăçа тухма пуçланă. Анчах çулталăкран амак каллех хăйĕн пирки аса илтернĕ — йĕтес шăмми тĕлĕнче мăкăль ӳснĕ. Надеждăпа Андрей татах больницăна çитнĕ.

Ку хутĕнче те тухтăр ачана операци тума сĕннĕ. Амăшне унăн сăмахĕсем иккĕлентернĕ. Хĕрарăм мăкăль ӳснин сăлтавне тĕпчеме ыйтнă. Çакăн хыççăн вĕсене Мускаври Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи ăслăлăх центрне каймашкăн направлени панă. Надежда тĕрлĕ сăлтава пула çула тухайман, ывăлĕпе пĕрле ашшĕ кайнă. Унта ачан чир историне тĕрĕсленĕ, анализсем илнĕ.

Вăл хальхи пек астăвать: упăшки шăнкăравланă та Андрейăн усал шыçă аталаннине пĕлтернĕ. Хими терапийĕ, операци тумалла иккен. Надежда вăхăта сая ямасăр Мускава тухса кайнă. Амăшне малалла пулса иртнине аса илмешкĕн пушшех йывăр. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


Игорь ЖИВОЕВ: Çитĕнекен ăру çинче перекетлемелле мар

Хĕрлĕ Чутай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕрентӳ пайĕн ертӳçи Игорь Живоев ĕçе яланах лайăх кăмăлпа килме хăнăхнă. Игорь Нестрович пытармарĕ: пурнăçра вăл япăх çынсене тĕл пулман, ку уншăн пысăк телей. Ĕçре çапах стресс тени пулатех-мĕн. Ун пек чухне «Хастар» ФСКна çул тытать. Вăл хăйĕн валли аталану формули шухăшласа кăларнă: паян — ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах пурăнмалла. Тата — тĕллевсем лартма хăрамалла мар.

— Районсенчи кивелнĕ шкулсене тĕпрен юсама тытăнчĕç. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне эсир епле ĕлкĕртĕр? Мĕнле йывăрлăхсем пулчĕç?

— Пĕтĕмпех вăхăтра пурнăçланă, авăнăн 1-мĕшĕнче пур шкул та ачасене йышăнма хатĕр пулнă. Администраци 50 процентран ытларах кивелнĕ шкулсене тĕпрен юсама тĕллев лартрĕ. Ятарлă программăна кĕнĕ хыççăн, 2018 çулта, Мăн Этмен шкулĕн фасадне юсама тытăнтăмăр. 2019 çулта юсавăн иккĕмĕш тапхăрĕ пычĕ. Ун чухне подрядчике пула йывăрлăхсем сиксе тухрĕç — вĕренӳ çулĕ кĕç-вĕç пуçланмалла, юсав ĕçне вĕçлемен. Прокуратурăна явăçтарма тиврĕ. Шкул коллективĕ те кар тăрса пулăшрĕ. Подрядчике кăна шаннă пулсан ĕçсем вăхăтра вĕçленейместчĕç. Ӳлĕмрен ун пекки пулман. Хăш-пĕр организаципе вăй хума кăмăллă, вĕсем яваплăха туйса ĕçсене палăртнă тап-хăрпа килĕшӳллĕн туса пыраççĕ. Кирек кампа ĕçлесен те ыйтусем сиксе тухсан пĕрле татса пама тăрăшатпăр. Кăçал стройматериал хакĕсем хăпарнă пирки вĕсен пахалăхĕпе çыхăннă йывăрлăхсем пулчĕç. Пĕлтĕр те харăсах темиçе шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пычĕç. Вăл шутра Çĕнĕ Атикасси шкулĕ çĕнелсе илемленчĕ. Ку шкул уçăлнăранпа 104 çул çитрĕ. Чылайранпа ăна юсаманччĕ. Шкул тулашĕнче те, шалта та калăпăшлă ĕçсем пычĕç. Строительсен умне тĕллев лартрăмăр: шкулăн хăтлă та хитре, хăрушлăхсăр кăна пулмалла мар, хальхи вăхăт ыйтнине те тивĕçтермелле. Электропралуксене, пушар сигнализацине, коммуникацисене йăлт улăштарнă, столовăя юсанă. Хусанушкăнь шкулĕ те ачасене çĕнĕ сăн-сăпатпа кĕтсе илчĕ. Унта та курăмлă та калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă.

— Ача-пăча искусствисен шкулĕ хăйĕн çурчĕ çуккипе асапланатчĕ. Ку ыйтăва татса панăшăн питĕ савăнтăм.

— Районта искусствăсен шкулĕ унччен пĕчĕк пӳлĕмсенче хĕсĕнкеленĕ. Пĕлтĕр шкула район центрĕнче садик пулнă çурта патăмăр. Анчах унта юсав тумаллаччĕ. Ку тĕллев валли федераци тата республика бюджечĕсенчен 20 миллион тенкĕ уйăрчĕç. Капиталлă юсав иртнĕ хыççăн çурт паллами улшăнчĕ. Вăл чăн-чăн искусство керменĕ пулса тăчĕ: тулашне хальхи йышши плиткăпа илемлетнĕ, тăррине, чӳречисене, коммуникацисене улăштарнă, пӳлĕмĕсене хăтлăлатнă... Ачасем пултарулăхне лайăх условисенче аталантарччăр, конкурссенче пирĕн район чысне тивĕçлĕ хӳтĕлеччĕр тесе строительсем пысăк ĕç пурнăçларĕç.

— Райцентри шкула та асăрхамасăр май çук. Вăл илемĕпе ытти çуртран уйрăлса тăрать. Унта та юсав ирттернĕ-тĕр?

— Ăна 2019 çулта юсама тытăнтăмăр. Ун чухне «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 20 миллион тенкĕ уйăрнăччĕ. Юсавăн пĕрремĕш тапхăрĕнче чӳречесене, радиаторсене, шыв пăрăхĕсене улăштарнă, тăрă витнĕ. Пĕлтĕр ĕçсем малалла пычĕç. Шкула тулаш енчен ăшă тытакан материалпа, тимĕр кассетăпа çĕнетрĕç. Кашни класа сивĕ тата ăшă шыв пымалла тунă. Классене те юсанă. Çавăн пекех çулталăк каялла «Рябинушка» садике тĕпрен юсарăмăр. Унта ĕçсем виçĕ тапхăрпа пычĕç, виçĕ подрядчик тăрăшрĕ. Никĕсе çирĕплетнинчен пуçласа тăррине улăштарни таранах ĕçсем пурнăçланă. Унччен садикре сивĕччĕ, çумăр аннине пула нӳрĕччĕ. Ĕлĕк тăрă витнĕ чухне рубероидпа усă курнă. Вăл пирĕн патри сивве чăтаймасть, çурăлать те шыв ярать. Халĕ çĕнĕ йышши материалсемпе усă кураççĕ, вĕсем ăшă лайăх тытаççĕ. Каласа хăварам: 4 çулта 6 вĕренӳ çуртĕнче капиталлă юсав иртнĕ. Уйăракан укçа калăпăшĕ çулсерен ӳссе пырать. Эпир кашни тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнă, каялла тавăрса паман. Пысăк шкулсене юсаса пĕтертĕмĕр, халĕ сахал комплектлисене çĕнетме тытăнмалла.

— Ку аван, мĕншĕн тесен тĕп шкулсене юсасси пирки сăмах хускатсан вĕсене хупас ыйту тухма пултарать.

— 2016 çулта кун пирки хытах шавлатчĕç. Халĕ сисмен. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Канашне янă Çырура та районсенчи сахал комплектлă шкулсене упраса хăварма чĕнсе каланă. Пирĕн районта Шулĕ, Мишер, Тури Çĕрпӳкасси ялĕсенче пĕчĕк шкулсем пур. Ачасем вĕсенче сахал пулсан та хупас ыйту тăмасть, мĕншĕн тесен шкул — культура центрĕ, ял вучахĕ, чĕри.

— Хальхи вăхăтра пуçлăхсем тӳрех шкула тытса тăрасси тăкаклă пулни пирки калаççĕ-çке.

— Çитĕнекен ăру çинче перекетлесен пирĕн пуласлăх иккĕленӳллĕ. Хупма питĕ çăмăл, çĕнĕрен уçма вара — çук. Эпĕ вĕренӳ тытăмĕнче 25 çул ĕçлетĕп. Ун чухне районта 17 шкулччĕ, халĕ — 9. Уйрăмлăхĕ пысăк. 2016 çултанпа вĕрентӳ пайне ертсе пыратăп. Унччен 20 çул шкулта директор пултăм. Эпĕ физикăпа математика учителĕн дипломне илнĕ. Тури Çĕрпӳкасси шкулĕнче 17 çул тăрăшрăм. Çав вăхăтра çĕнĕ шкул çĕкленчĕ унта. Мăн Этмен шкулне вара виçĕ çул ертсе пытăм. <...>

Алина ИЛЬИНА.


Египетра çĕр улми ярса пĕçернĕ яшкашăн тунсăхланă

Иринăпа Саша Лампасовсем çул çӳреме питĕ юратаççĕ. Ара, тăван тăрăхри илеме хăнăхса çитсен тĕнчери тĕлĕнтермĕшсене те курас килет-çке. Отпуск çитичченех тĕнче атласне кăларса хураççĕ те хăйсене илĕртекен çĕршыва шырама тытăнаççĕ… Египетра пулса курас ĕмĕт те тахçанах çуралнă вĕсен. Анчах вăхăтран вăхăта çĕршыв чиккисене хупни çеç тытса тăнă. Палăртнă шухăша пурнăçлама авăн уйăхĕнче май килнĕ.

Хăйăр — пур çĕрте те

Сашăпа Ирина Египета Мускавран вĕçнĕ, çавăнпа малтанах çĕршывăмăрăн тĕп хулине çитнĕ. Унта кăштах каннă хыççăн икĕ хутлă самолетпа çула тухнă. Тăватă сехет вĕçсе Хургадăна çитнĕ, тӳрех визăшăн тӳленĕ. Кайран автобус вĕсене хăна çуртне илсе кайнă. Унтан вара тинĕс инçе те мар — 3 минут çеç утмалла. Çавăн пекех унта туктукпа /вырăнти транспорт/ та çитме пулать. Паллах, Египет — вăйлă хĕртекен хĕвел çĕршывĕ. Кăçал çанталăк хамăра та чăтăмлăх енчен çирĕп тĕрĕслерĕ те — Чăваш Енри шăрăх çу кунĕсене тӳссе ирттернĕ хыççăн Кăнтăр тăрăхĕнчи 38 градуса хăнăхма йывăрах килмен ĕнтĕ. Чи малтанах хăйăр илĕртнĕ çамрăксене. Вăл — пур çĕрте те. Çавна пулах Египетра ешĕл курăк курма та хĕн, хăна çурчĕсен çывăхĕнче çитĕнет-ха вăл, ытти çĕрте вара – çук. Йывăçсенчен пальмăсене час-часах асăрхатăн.

Краб çиме хăнăхнă

Кăнтăр енчи çĕршывсенчи апат-çимĕç темшĕн хаяртарах пек туйăнать — сая каясран хăранипе пăрăçа хĕрхенмесĕр силленĕ пекех. Чăн та, хăшĕ-пĕри çăвара çунтаракан апата питĕ кăмăллать, анчах унашкаллине пурте килĕштермеççĕ-çке. «Пĕрисен организмĕ çавнашкал апата йышăнмасть, çавăнпа малтанлăха пĕр-икĕ кун аптăракансем те пулчĕç. Юрать, пире ун пек йывăрлăхсем нушалантармарĕç. Малтанхи кунсенче мĕн çини пĕтĕмпех килĕшетчĕ, анчах 5-6-мĕш кунсенче тăван тăрăхри яшкашăн тунсăхласа çитрĕм. Вĕсен апачĕ пачах та пирĕнни пек мар, яшкана çĕр улми те ямаççĕ», — кăмăлсăррăн палăртрĕ Александр Лампасов. Апла пулин те улма-çырлана тăраниччен çиме май килни савăнтарнă çамрăксене. Иçĕм çырли те, банан та, апельсин та темĕн чухлех. Канма пынă вăхăта тата шăпах манго пиçсе çитнĕ. Тинĕс çимĕçĕсене те самаях тутаннă вĕсем: тĕрлĕрен пулă, пысăк краб… «Тĕрĕссипе, унччен краб тутанса курманччĕ, çавăнпа ăна мĕнле çимеллине те, ăçтан пуçламаллине те тӳрех тавçăраймарăмăр. Çынсене пăхкаласа вĕрентĕмĕр», — йăл кулса аса илчĕ Саша.

Апат-çимĕç тĕрлĕрен пулни аван ĕнтĕ. Аш- какай /ĕне, тĕве, чăх/ енчен çитменлĕх тӳсмен çул çӳревçĕсем. Кама мĕн килĕшнине суйлама хăна çуртĕнче виçĕ ресторан уçнă: итальянсенне, ази тăрăхĕнчине тата вырăнтине. Унта кĕме ятарлă талон кирлĕ. Шел, Ази ресторанĕ çав тапхăрта ĕçлемен. Итальянсен ресторанĕнче вара Лампасовсем икĕ хутчен пулнă. Пысăк пицца, тĕрлĕрен салат, аш-какай... Египетра та хăвна Италири пек туйма пулать иккен. Вырăнти ресторанта вара Египет халăхĕсен наци кухнипе паллашма май килнĕ. Унта та аш-какайран хатĕрленĕ апат нумай пулнă, икерчĕ пеккине те хурса панă. Çавăн пекех каркаде чейĕ ĕçтернĕ — шăрăх çанталăкра вăл шăпах вырăнлă. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Ачасем машина айĕнче упаленсех çын пулчĕç»

«Юратура пĕтĕмпех хĕрарăм татса парать, арçын юратать çеç. Хĕрарăм çук тесен арçын нимĕн те тăваймасть. Çемье пурнăçне епле йĕркелесси те этемлĕхĕн черчен çурринчен нумай килет. Анчах ку тĕлĕшпе иккĕшĕн те нумай вăй хумалла», — шухăшне палăртрĕ Красноармейски районĕнчи Янкасра пурăнакан Анатолий Ершов.

Раççейре паллă тăвакан Ашшĕн кунĕ умĕн (ăна кăçал юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçласа уявланă) Анатолипе Екатерина Ершовсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă.

«Вăхăт чуппине чатăр карса тытса чарма çук — ир пулать те каç пулать. Рейсран килетĕн те машина патĕнче чакаланатăн. Ачасене воспитани парас ĕçре йывăрлăхĕ мăшăрăм çине ытларах тиеннĕ. Ачасем пĕчĕкрех чухне те уйăхра пĕрре-иккĕ машинăпа аякри çула тухаттăмăр. Халĕ вĕсем çитĕнчĕç, рейса хăйсем тĕллĕн çӳреме тытăнчĕç те инçе çула тата ытларах тухатăп», — çапла пуçларĕ калаçăва çемье пуçĕ хăйсем пирки каласа кăтартма ыйтсан.

Анатолипе Екатерина Ершовсем 38 çул шăкăл-шăкăл, килĕштерсе пурăнаççĕ. Мĕн пур ыйтăва пĕрле татса параççĕ, савăнăçа пĕрле пайлаççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ӳстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Анатолий Валентинович 1961 çулта Янкас ялĕнче çуралнă.

Виçĕ ачаллă çемьере ӳснĕ. Янкасри, Красноармейскинчи шкулсенче пĕлӳ илнĕ хыççăн Шупашкарти 18-мĕш училищĕре автокрановщика вĕреннĕ. Диплом илсен Ял хуçалăх химине ĕçлеме вырнаçнă, унта ашшĕпе пĕрле вăй хунă вăл. Çара кайса килсен те малтанхи ĕç вырăннех таврăннă. Пурăна киле КАМАЗ шанса панă ăна. Предприяти салансан пĕр усламçă патне ĕçе вырнаçнă. Каярахпа хăй пысăк машина туяннă…

«Эпĕ пулас мăшăрăмпа мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ӳсрĕм. Катя — хамăр ялтанах. Эпир унпа 7-мĕш класранпах туслă. Шкул пĕтерсен вăл мана салтака ăсатрĕ, кĕтсе илчĕ. Çар хыççăн пĕрлешрĕмĕр. Яш чухне Катя мана тиркесрен питĕ хăраттăм… Маншăн вăл — чун варли. «Иккĕмĕш çурри» теççĕ-и-ха ăна вырăссем? «Пĕрремĕш юратăва» качча илни, манăн шухăшпа, — питĕ лайăх. Катя лайăх йăва çавăрма пултарчĕ. Вăл — çемье вучахĕн чăн-чăн управçи. Ачасене мана хисеплеме вĕрентрĕ. Пирĕн çемье питĕ туслă. Кашни канмалли кун ачасемпе, мăнуксемпе пуçтарăнатпăр. Уявсене яланах пĕрле ирттеретпĕр. Çулсеренех ачасемпе, мăнуксемпе пĕрле кăнтăра канма каятпăр. Кăçал, сăмахран, Краснодар крайĕнче пултăмăр. Çакă пирĕн пĕрлĕхе, туслăха тата çирĕплетет.

«Юратупа шанчăклăхшăн» медале пани, чăн та, ырă кĕтменлĕх пулчĕ», — хавхаланăвне пытармарĕ Анатолий Валентинович.

Ершовсен ывăлĕсем Валентинпа Александр — водительсем. Хĕрĕ Марина Красноармейски районĕн администрацийĕнче вăй хурать. Валентинпа Александр хăйсен «фурисемпе» тĕрлĕ çĕршыва çӳреççĕ, тавар турттараççĕ. Вĕсем çемьеллĕ. Пурте Красноармейски салинче пурăнаççĕ. Екатерина Ильиничнăпа Анатолий Валентиновичшăн 7 мăнукĕ — чăн-чăн йăпанăç. Аслă Ершовсем тăван ялĕнче, Янкасра, капмар çурт çĕкленĕ. Ачисемпе мăнукĕсем кашни канмалли кун ашшĕ-амăшĕн килне васкаççĕ. Мунча хутаççĕ, шашлăк ăшалаççĕ. «Мăнуксем ачасенчен «тутлăрах» теççĕ-и-ха? Тĕрĕсех. Мăнуксем шкула кайма пуçласан пĕррехинче канмалли куна килеймерĕç. Ай-яй, вĕсемсĕр мĕнле йывăр! Чунра тем çитмест… Шавлаççĕ пулсан та мăнуксемпе лайăх», — калаçăва сыпăнтарчĕ кил хуçи.

Ачасене воспитани пама, çемье пурнăçне йĕркелеме çăмăл мар. Чылайăшĕ çакна ашшĕ-амăшне пăхса туса пырать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Окопсенче пулса курни асра нумайлăха юлать

Çĕмĕрлери 3-мĕш вăтам шкулти «Поиск» шырав отрячĕн хастарĕсем Сăр хӳтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен аса илĕвĕсене çырса илме темиçе çул каяллах пуçланă. Çакнашкал информацие паянхи кун та пуçтараççĕ вĕсем. Окоп чавнисен аса илĕвĕсемпе сăн ӳкерчĕкĕсене сайта вырнаçтараççĕ.

Уçă тӳпе айĕнчи музей

«Пирĕн пата хӳтĕлев сооруженийĕсене тума хутшăннă çынсен тăванĕсем те килеççĕ. Хăйсен аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн аса илĕвĕсене тупнине пĕлтереççĕ. Пирĕн тăрăхра пысăк пĕлтерĕшлĕ çав ĕçе хутшăннă çынсем те пур. Шел, хăшĕсем хăш тĕлте чавнине лайăх астумаççĕ, мĕншĕн тесен 80 çулта çав вырăнсем питĕ улшăннă. Кунта тахçан хальхи пек вăрман пулман», — каласа кăтартрĕ «Поиск» шырав отрячĕн ертӳçи Виктор Ласс. Ĕç паттăрлăхĕ кăтартнă çынсен аса илĕвĕсене видео ӳкерсе илнĕ, вĕсем халĕ хула музейĕн фондĕнче упранаççĕ. Виктор Владимирович информатика учителĕ пулнă май хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă ветерансем пирки электронлă информаци бази йĕркелесшĕн.

Отряд 2013 çулта Сăр хӳтĕлев чиккин Çĕмĕрлери лаптăкне чавса-юсаса çĕнетме пуçланă. Пархатарлă ĕçĕн пуçаруçи — вырăнти тавра пĕлӳçĕ Анатолий Пояндаев. Рельеф уйрăмлăхĕсене пула — çӳллĕрех çĕрте вырнаçнă лаптăка Сăр çыранран тухсан та шыв илмен, унта çитме çăмăл мартан ăна сухаламан — вун-вун çул иртнĕ пулин те окоп йĕрĕсем сыхланса юлнă. Тавра пĕлӳçĕ çав вырăнсене 2011 çулта тĕпченĕ, архива кайсан Сăр хӳтĕлев чикки шăпах çав тĕлтен иртнине пĕлнĕ. Хăйпе пĕр шухăшлă çынсемпе вăл истори вырăнне çĕнетмелли план-проекта хатĕрленĕ. Унăн пуçарăвне Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулта ырласа йышăннă. Сăр çыранĕ çывăхĕнчи лаптăка унта вĕренекенсемпе ĕçлекенсем кашни çулах чавнă. Ку ĕçе çавăн пекех «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн хастарĕсем, республикăри суд приставĕсем, Вырăс географи обществин хастарĕсем, волонтерсем хутшăннă. Пурте пĕрле вĕсем 70 метр окопа реконструкциленĕ. Унтах — çĕнĕрен тунă пулемет ячейкисем, миномет площадки, дзот, блиндаж, çĕр пӳрт.

«Эпир окоп пулнă вырăнтах чаватпăр. Анатолий Пояндаев яланах пирĕнпе юнашар. Маларах реконструкциленĕ çĕртен çур километр аяккарах командир пункчĕ пулнă вырăна чавса кăлартăмăр. Эпир унта пăтасем, тăпсасем, ăскăч, кĕленчесем, тăватă юпа тупрăмăр. Пуран аялти йӳнĕсем те çĕрменччĕ-ха, вĕсене виçсех пăхрăмăр: 4х8 метр калăпăшлăччĕ», — хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕ Виктор Владимирович.

Халĕ çав вырăнта — уçă тӳпе айĕнчи музей, вăл Çĕмĕрлери историпе тавра пĕлӳ музейĕн экспозицийĕн пайĕ шутланать. Вăхăт пур чухне унта «Поиск» отряд ертӳçипе хастарĕсем те экскурси ирттереççĕ, хăнасемпе курма килнисене кăсăклăрах пултăр тесе шкул музейĕнчи экспонатсене те пĕрле илеççĕ. Çак отряд уçă тӳпе айĕнчи музейре йĕркепе тасалăх хуçаланччăр тесе тăрăшать. Йывăç турачĕ хуçăлса ӳкнĕ-и е кам та пулин çӳп-çап пăрахса хăварнă-и — тасатаççĕ. Мĕн те пулин юсамалла чухне те çак ĕçрен пăрăнмаççĕ. Сăмах май, ку музее хĕлле те çитсе курма пулать. Сăртан инçех мар вырнаçнăскере пулăçсем утнă сукмакпа çитме май пур.

«Эпир ачасемпе архивра тĕпчев ĕçĕсем ирттерни аван паллах, анчах вĕсем окопсене хăйсен куçĕпе курни, унта утни, çак траншейăсене пăхса-сăнаса тăни, субботниксем ирттерни асра нумайлăха юлать. Çакă çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ пама та пулăшать. Кăçал эпир хӳтĕлев чиккин лаптăкне анлăлатма пуçларăмăр. 2 траншейăна пĕрлештерес тесе 25 метр чаврăмăр. Тата тепĕр çавăн чухлĕ чавмалла. Хӳтĕлев чикки зигзаг евĕрлĕ пулнă, эпир те çав линипех чаватпăр», — ăнлантарчĕ Виктор Ласс. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


«Икĕ аллăм та хăмпăланса тухрĕ, юнланса пĕтрĕ»

«Пĕррехинче ял канашне чĕнтерчĕç, окоп чавма каймалли çынсен списокне вуласа пачĕç. Пире лав çине лартса Сăр хĕррине илсе кайрĕç. Манпа пĕр çултисем пурте çак йывăрлăхсем витĕр тухрĕç», — çапла аса илнĕ окоп чавнă вăхăта Пăрачкав районĕнчи Степановка ялĕнче (халĕ Октябрьски) 1925 çулта çуралнă Надежда Мартынова (Галямина).

1941 çулхи кĕркуннепе хĕлле питĕ сивĕ çанталăк тăнăран окоп чавнă çĕрте ĕçлекенсенчен нумайăшĕ шăнса чирленĕ. «Сивĕ те çиллĕ кунсенче уйрăмах кансĕрччĕ. Тумтир енчен те чаплах марччĕ: пирĕн ун чухне хальхи пек ăшă йĕм те, шăлавар та пулман, çавăнпа ура çеç мар, пĕтĕм кĕлетке питĕ шăнатчĕ. Пит-куçа тăм илетчĕ. Пăрачкавра хваттере янăччĕ пире. Çĕрле унта таврăнаттăмăр та тумтире хывсан ура хырăм патне çитичченех хĕп-хĕрлĕ пулнине асăрхаттăмăр. Çавăнпа урана пĕçĕ таранах çĕтĕкпе йăваласа çыхма пуçларăмăр. Колхозран пирĕн валли апат-çимĕç илсе килчĕç, çав çынсем урлă аннесене пире ăшăрах йĕмсемпе алсишсем парса яма ыйтрăмăр. Çывăх çыннăмăрсем байкăран ваткă шăлавар çĕлесе парса ярсан савăнтăмăр. Çĕр чул пекех хытăччĕ, ăна чавма питĕ йывăрччĕ. Икĕ аллăм та хăмпăланса тухрĕ, юнланса пĕтрĕ. Çĕр кăштах ирĕлтĕр тесе кăвайт чĕртеттĕмĕр. Чăн та, çакă вăхăтлăха çеçчĕ. Пĕрмай кăвайт чĕртейместĕн-çке, ĕçлемелле, нормăна тултармалла. Ун чухне питĕ çирĕп ыйтатчĕç», — куççуль витĕр каласа кăтартнă çулсем иртнĕ май Надежда Ивановна.

Тыл ĕçченĕн аса илĕвĕсемпе пире унăн мăнукĕ Валерий Галямин (сăн ӳкерчĕкре), Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн патшалăх инспекторĕ, паллаштарчĕ. «Асанне тата унпа пĕрле ĕçленисем малтанлăха çеç çĕр выртма Пăрачкава кайнă. Çанталăк татах сивĕтсен çĕр пӳртрех çĕр каçма юлнă. Çулĕ те çывăх мар, çитменнине, çуран кайма тивнĕ. Çĕр пӳртре тимĕр кăмака пулнă, ăна хутса ăшăннă. Ку кăмака умĕнче пĕрин хурал тăма тивнĕ. Асанне апат-çимĕç енчен те чаплах пулманни пирки аса илетчĕ. Паллах, 16-17-ри хĕрсене çеç мар, пурне те йывăр пулнă. Вăрçă пырать-çке, çавăнпа нăйкăшман. Фронтра çапăçакансене пушшех те çăмăл маррине ăнланнă, вĕсене мĕнпе те пулин пулăшма ăнтăлнă», — çывăх çыннин пурнăçĕ пирки каласа кăтартрĕ Валерий Иванович. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.