Комментировать

22 Окт, 2021

Магистрантсем Чăваш Ен опычĕпе паллашаççĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Халăх хуçалăх тата патшалăх службин академийĕн магистранчĕсен ушкăнĕпе тĕл пулчĕ.

«РФ Президенчĕ халăх пурнăçне лайăхлатмашкăн тĕллев лартать. Пирĕн малалла тинкерсе хăюллă пулмалла, çине тăрса ĕçлемелле. 2020-2025 çулсенче Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программи пур, Аслă экономика канашĕ те тимлет. Академире пĕлӳ пухнă специалистсем республикăри администраци ертӳçисемпе семинарсем темиçе хут та ирттерчĕç», — терĕ Олег Алексеевич.

Магистрантсем ЧР Общество палатин ĕçченĕсемпе ыйтусем сӳтсе явнă хыççăн Сĕнтĕрвăрри районĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕсемпе курса калаçнă. Унтан Шуршăлти А. Г.Николаев космонавт летчикăн мемориал комплексне çитнĕ.

www.hypar.ru Ольга Калитова сăн ÿкерчĕкĕсем тата видео

 

Рубрика: