«Хыпар» 117-118 (27850-27851) № 22.10.2021
«Чăвашсен йышĕ ÿсессе шанатпăр»
Мухтавлă поэтăмăр иртнĕ ĕмĕртех «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» тесе çирĕппĕн шанса каланă. Мăнаçлă çак сăмахсене тӳрре кăлармалли вăхăт çитрĕ.
Раççейре юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм халăх çыравĕ пуçланчĕ. Вунă çулта пĕр хутчен иртекен çак мероприятин пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Унăн тĕллевĕ, паллах, çĕршывра пурăнакансен шутне пĕлесси çеç мар. Çырав вăхăтĕнче пухнă информаци малашлăхра патшалăхăн экономика тата соци-аллă пурнăç аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртмалли çăл куçсенчен пĕри пулса тăрĕ. Çавăн пекех кă-тартусем демографи аталанăвне тишкерме, социаллă программăсемпе проектсене хатĕрлеме пулăшĕç. Апла тăк çырава хутшăнакан кашни çын çĕршыв историне çырма, пулас ăрăвăн кун-çулне палăртма тӳпе хывни пулĕ.
Çыравăн курăмлă тепĕр енĕ — гражданин хăй хăш халăх çынни, мĕнле чĕлхепе куллен ирĕклĕн калаçнине уççăн палăртма пултарни. Чăвашсем Раççейри пысăк йышлă пилĕк халăх шутне кĕреççĕ. 2010 çулхи çырав кăтартнă тăрăх, тĕнчере 1,43 миллион чăваш пурăннă. Çак хисеп, шел те, вунă çул маларахри çырав палăртнинчен 200 пин çын сахалрах. Пăшăрхантаракан пулăм паллах. Сăлтавĕ, ахăртнех, демографин кăткăс лару-тăрăвĕпе те, ассимиляципе те тӳррĕнех çыхăннă. Сăмахран, чăвашсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ ытти халăх çыннисемпе çемье çавăрса пурăнать. Чылай чухне çавăн пеккисем арăмĕн е упăшкин чĕлхине, нацине тăван тесе палăртаççĕ. Паллах, капла юрамасть! Манăн шухăшпа, чăваш пулса çуралнă çыннăн ĕмĕрне чăваш пулсах ирттермелле.
«Кун пирки ĕçтешсемпе те, пĕлĕшсемпе те час- часах сăмах хускататпăр, — терĕ Чăваш наци те-лекуравĕн журналисчĕ Ирина Лампасова. — Чăваш халăхĕ — мăнаçлă халăх. Пирĕн çакна хамăрăн та пĕлмелле, ыттисене те пĕлтермелле, çитĕнекен ăрăва та аса илтерсех тăмалла. Çырава пĕрремĕш кунах Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă хутшăнтăм. Хам пирки «чăваш» тесе палăртрăм. Ку çырав ăнăçлă иртессе, вăл чăвашсен шутне ытларах кăтартасса шанса тăратăп».
Шел те, чăвашла калаçма вăтанакансем те пур. Ун пек çын хăй чăваш пулнăшăн аванмарланать-ши е ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçсан хăйне мĕскĕн çын вырăнне хурасран шикленет-ши? «Çынна мĕнле чĕлхепе калаçнипе мар, ăна ăсне кура, унăн ĕçĕсене пăхса хак параççĕ, — терĕ манăн тахçантанпах канăç паман ыйтусене хуравланă пекех Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн ертӳçи Вера Архипова. — Чăваш халăхĕ мĕн авалтан вăйлă, паттăр пулнă. Юмах-халапра çырăнса юлнă Улăп, Некей чăн пурнăçран илнĕскерсем — Чăваш паттăрĕсем! Паян та нумай вĕсем пеккисем. Малашлăхра та пулĕç. Чăваш — мухтавлă ĕçĕсемпе тĕнче умне тухма пултарнă наци! Тăван халăх йышне упраса хăварас тесен хальхи çыравра хамăр хăш йăхран тухнине тĕрĕс пĕлтернине нимĕн те çитмĕ. Хамăрăн тымара татса вăйсăрлатма парас марччĕ. Эпĕ хам пирки ЧĂВАШ, усă куракан чĕлхе те ЧĂВАШ тесе палăртнинче нимĕн япăххине те курмастăп. Тăван чĕлхепе калаçма, ачасене чăвашлăха хисеплеме, чăвашла калаçма вĕрентме май пурришĕн савăнатăп кăна».
Шупашкарти 78-мĕш ача садĕнче воспитательте ĕçлекен Алина Савельева та çырава хаваспах хут-шăннине пĕлтерчĕ: «Ыйтусене чăвашла та хуравлама май пурри уйрăмах савăнтарчĕ. Ачасем кăнтăрлахи ыйха путрĕç те çине тăрсах çырав хучĕсене шĕкĕлчеме пуçларăм. Çак ĕçе вĕçлесен хам чăваш пулнипе мăнаçланса тӳрех Инстаграма сторис вырнаçтартăм. Тĕрĕссипе, çыравра тăван чĕлхепе усă курма май пулни питех те кăсăклантарчĕ. Апла тăк чăваш пĕтмест- ха! Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» Сăмах май, кăçалхи çырав хучĕсене ултă халăх чĕлхипе хатĕрленĕ. Çак шута чăваш чĕлхине те кĕртни — тĕнчери çĕр-çĕр чĕлхерен пирĕнне суйлани — хăйне евĕрлĕ тата питĕ курăмлă пулăм. Ыйтусене китай чĕлхипе танах чăвашла та хуравлама май пурри, манăн шухăшпа, чăннипех те мăнаçланмалли сăлтав.
Республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем хăйсем чăваш пулнипе тата та ытларах мăнаçланаççĕ. Акă, сăмахран, Иркутск облаçĕнчи Вероника Тимофеева каланă тăрăх, вĕсем çак хут-лăхра пурăнакан халăхсемшĕн шăпах чăваш халăхĕн илемлĕ тĕрри-эрешĕпе, юрри-ташшипе, хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркипе интереслĕ. Çак самантсемпе йăхташăмăрсем туллин усă кураççĕ. Авăн уйăхĕ-нче иртнĕ суйлава та вĕсем чăваш халăх тумне тăхăнса кайнă. Çыравра та хăйсем чăвашран тухнине уççăн палăртнă. Тĕрĕссипе, аякри çĕрсенче пурăнакан йăхташăмăрсенчен чылайăшĕ тăван чĕлхепе калаçмасть пулин те хăйне чăвашсен шутĕнчен кăлармасть. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Аякри чăвашăн куççульне кам шăлĕ?
Мĕн тери çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа, мал ĕмĕте шанса, тăван халăхăн çутă пуласлăхне ĕненсе пуçтарăнчĕ чăваш 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче хăйĕн Аслă пухăвне. Икĕ кун ĕçлерĕ Чăваш наци конгресĕ. Тăван халăхшăн чăннипех çутă уяв пулчĕ. Çав вăхăтра кирек хăш чăваш та тĕнчене, акăш-макăш пысăк сăрт-тăва тепĕр май çавăрса хума вăй çитерессĕн туйăнатчĕ.
Ылтăн халăх
Тĕнче тăрăх сапаланнă чăвашсене пĕрпĕринпе çывăхлатасси, çыхăнтарасси çавăнтан пуçланчĕ. Унтанпа 29 çул иртрĕ. Çак тапхăр пысăк та, пĕчĕк те мар. Ыран вара Раççейĕн, НППП, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă йăхташсем ЧНКн 11-мĕш Аслă пухăвне хутшăнĕç. Сӳтсе явмалли, канашламалли, чуна уçса каламалли сахал мар вĕсен. Конгресс утса тухнă çула та тишкерĕç, малашлăх пирки те пуç ватĕç.
Çĕнĕ вăхăт ертӳçĕсен, пултарулăх çыннисен, ахаль халăхăн çунатне çĕклерĕ. «Мĕн канăç памасть?» — ыйтнăччĕ эпĕ пĕрремĕш Аслă пуху уçăличчен темиçе делегатран. Акă мĕн хуравланăччĕ Геннадий Волков академик: «Чăваш халăхĕ — ылтăн халăх. Анчах эпир хамăрăн пĕлтерĕше хаклама пĕлместпĕр. Паянхи Аслă пуху нимĕн те памасан чăвашăн урăх шанăç çук, çакăн хыççăн та пăр тапранмасан эпир ниме те тăмастпăр. Шупашкарта пурăнакансенчен çурри ытла — чăвашсем. Анчах наци шкулĕсем пур-и-ха унта? Çапах манăн шанчăк пур, конгресс «çанталăка» улăштарĕ. Чăвашăн мĕскĕнлĕхĕ паянхи лӳшкесе тăракан çумăрпа иртсе кайтăрччĕ».
Ĕмĕрсен хушшинче, йывăр тапхăрта халăхăмăр пĕрре кăна мар пĕрле пухăнса канаш тунă пулĕ. Тĕрĕссипе, эпир хамăрăн историе лайăх пĕлетпĕр, тарăн тĕпченĕ тесе мăнаçланма пултараймастпăр, çавăнпа чылай ыйтăва хуравлама йывăр. Çапах 1917 çулта чăваш халăхĕн пĕрремĕш съезчĕ иртнине пĕлетпĕр. Ун пирки Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш тата хисеплĕ президенчĕ Атнер Хусанкай ЧНКн пĕр съездĕнче тĕплĕн чарăнса тăнăччĕ. «1917 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чĕмпĕрте иртнĕ вăл. Унта хутшăннисенчен ытларахăшĕ Иван Яковлевăн чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕсенчен пысăк пайĕ хăйĕн вĕрентекенĕн шухăшĕпе килĕшмен пулсан та вĕсене пĕр тĕллев — халăхшăн ĕçлесси — пĕрлештерсе тăнă. Çапла тĕрлĕ сийри чăваша интеллигент-и вăл е çĕр ĕçченĕ-и, тĕн çынни-и е çарта тăракан-и — кирек хăшĕшĕн те халăх интересĕ тĕп вырăнта пулса тăрать. Пĕрлĕх, чăмăртану, аталану — çак тĕллевсем хавхалантарнă чăваша», — тенĕччĕ Атнер Петрович. Унăн шухăшĕпе, паянхи кун та çаплах. Анчах хальхи саманан хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур. Вĕсенчен пĕри — глобализаци. Чăваш ăна хирĕç тăма пултарĕ-и?
«ЧНК кирлĕ мар», — тесе калакан пулман
Юлашки 29 çул пирки мĕн калама пулатьха? Манăн шухăшпа, çак тапхăр валли палăртнă ĕçсен пĕр пайне пурнăçа кĕртнĕ. Патшалăх шайĕнче чĕлхене аталантарассипе йышăннă саккунсем, программăсем ĕçлеççĕ. ЧНК витĕмĕ пулнах ку енĕпе. Диаспорăпа ĕçлесси йĕркеленсе çитрĕ, нихăçан курман-илтмен, пĕлмен чăвашсем патне халĕ чăн-чăн тăвансем патне кайнă пекех çӳретпĕр. Тахçанах вăраннă Уралпа Хусан чăвашĕсем, Атăлçи тăрăхĕнче вырнаçнă Самарпа Чĕмпĕр хулисенчи тăванăмăрсем, Мускавпа Беларуçри патриотсем, Питĕрпе Балтикăри туссем патĕнче пулса курни конгресс хастарĕсене кăна мар, мана та хавхалантарнă. Çеçпĕл çулĕпе Шупашкартан Теччĕне çитиччен йĕлтĕрпе чупнă эрне те куç умĕнчех. Чăваш маттурĕсем темиçе çул каялла Шупашкартан пуçласа Иркутск таран çула тухрĕç. Çул çинче вун-вун тăрăхра чарăнса унти йăхташсене тăван чĕлхепе янăракан илемлĕ юрăпа, чуна пырса тивекен кĕвĕ-çемĕпе савăнтарчĕç. Чăваш наци конгресне йĕркелекенсенчен пĕри, чылай вăхăт ЧНК вице-президенчĕ пулнă, Ваттисен канашне ертсе пынă Виталий Станьял конгресăн пĕлтерĕшне акă мĕнле хаклать:
— Конгреса йĕркелес ĕç 1992 çулта мар, чылай маларахах пуçланнă. Пытармасăр каласан, конгресс идейи манра çуралнă. Студентсемпе таçта аякка кайса çӳреттĕмĕр. Ниçта та пĕрлĕх кирлĕ мар тесе калакан пулман, пур çĕрте те чăвашсем пĕрлешесшĕнччĕ. Мана маттур чăвашсем хӳтĕлерĕç, Атнер Хусанкай депутат урлă ЧР Аслă Канашне тухрăмăр. Унăн ертӳлĕхĕ пире майлă пулчĕ, йĕркелӳ ĕçĕн пысăк пайне хăй çине илчĕ. Чиперех ĕçлесе кайрĕ конгресс. Унта ĕçленĕ чухне пĕрре те укçа ыйтман, хамăрăн нухрата панă. Конгресс пирки тĕрлĕ шухăшлакан пулсан та вăл хăйĕн ĕçне турĕ, халăха пĕрлештерме пултарчĕ. Ырă ĕçĕсем пулчĕç, халĕ те пайтах, çавăнпа ырласа каламалли шутсăр нумай, анчах хăшне-пĕрне чĕпĕтсе илмелли те пур. Шел, апла тунин усси çук, мĕншĕн тесен унашкал çынсем хăйсем тĕрĕс мар пулнине ăнланасшăн мар. Вĕсен шайĕ çавăн пек. Пурнăç хăвăрт улшăннă май юрласа-ташласа кăна пурăнмалла мар. Конгресăн тулайри — диаспорăри – чăвашсемпе ĕçлемелли нумай. Халăх йышĕ чакать, пурнăçа упрасси, ăна аталантарасси — Чăваш наци конгресĕн тĕллевĕ. Республикăра ку енĕпе çыхăннă пулăмсене ертсе пыма пирĕн Правительство пур, анчах аякри чăвашсемпе ĕçлекен кирлĕ. Унăн куççульне кам шăлса ярĕ, унăн савăнăçне кам пĕрле пайлĕ? Конгресс пулмалла. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Упăшкине, ывăлне пытарнă
Валентина Покшубина Пушкăртстанри чăваш ялĕнче Тăлпасра пурăнать. «Манăн, пенсири çыннăн, сак çинче хĕвел çаврăнăш вăрри шĕкĕлчесе кӳршĕсемпе талпас çапса анчах лармалла та, анчах темшĕн те чун ыратать-çке», — тет вăл. Хăйсен тăрăхĕнче чăваш сахалланса пыни, усал шыçăпа чирлесе çынсем нумаййăн вилни, ытти ыйту пăшăрхантараççĕ ăна.
«Çырăнччăр та пурăнччăр»
Валентина Сергеевна Авăркас районĕнчи Бишкаин ялĕнче /тутарларан «пилĕк хурăн» тесе куçать/ 11 ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Ашшĕ — скотникре, амăшĕ дояркăра ĕçленĕ. Ачасем ялта чăвашла калаçса çитĕннĕ, вырăсла пĕлсех кайман. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн университета документсем пама кайсан вырăсла ăнлантарайманшăн Валентина хăранипе кăвакарса кайнă.
Биолог дипломне алла илсен çамрăк учителе Макарово ялĕнчи шкула ĕçлеме янă. Ку ялта ытларах мăкшăсем пурăннă. Хĕр чухне Валентина чăваша кăна качча тухатăп тесе хăйне сăмах панă, ытти наци каччисемпе калаçман. Çартан таврăннă мăкшă каччи Петюк унпа паллашма пырсан та хăваласа янă. Карта урлă каçса тарнă чухне шăлаварне çурса пăрахнă йĕкĕт. Çирĕп кăмăллă курăнакан хĕр учитель патне пыма ӳлĕмрен шикленнĕ. 23-ри Валентина ун чухне хваттерте, карчăкпа старик патĕнче, пурăннă. Петюкăн амăшĕ, 7 ачаллăскер, шкулти пухăва час-часах çӳренĕ. Валентинăна вăл хăйĕн пекех чăваш пулнишĕнех килĕштернĕ, кин тăвас тенĕ. Хĕрпе татăклăн калаçиччен пулас тăхлачисемпе паллашма кайнă. Унччен маларах Бишкаин ялĕн çыннинчен çапла каласа янă: «11 ачаллă Хĕлип Çеркейĕсен, пирĕн пекех çук çынсен, хĕрне килĕшме пыратпăр». Кун хыççăн Валентинăн амăшĕ алăка эрнипех питĕрсе пурăннă, никама та кĕртес темен. Хайхи хăнасем çитсен те хапхана уçман. Хĕрĕн хресна амăшĕ, 60-сенчи хĕрарăм, кун пирки пĕлсен чупса пынă та карта урлă сиксе каçса евчĕсене уçса кĕртнĕ. «Вальăпа Петя пĕр-пĕрне юратаççĕ, çамрăксене хирĕç каяр мар», — тесе пĕр эрнерен хĕр килĕшме килессине пĕлтернĕ. «Çураçма пырса ан çӳрĕр, хĕре илĕр те кайăр, çырăнччăр та пурăнччăр», — çапла каласа ăсатнă хăнасене Валентинăн ашшĕ. Мăшăр туй тумасăрах çырăннă. Петюк трактористра ĕçленĕ май колхоз панă çуртра пурăннă вĕсем, кĕçех Наташа çут тĕнчене килнĕ. 1981 çулта çемье Авăркас районĕн центрне, Тăлпас салине, пурăнма куçнă. Йыш хушăнса пынă: Саша, Сережа, Володя çуралнă.
Шкул Покшубинсен çурчĕпе юнашарах вырнаçнă. Унта биологи учителĕнче Валентина Сергеевна 31 çул тăрăшнă. «Пĕтĕм вăй-хала, сывлăха парса ĕçлерĕм. «Пушкăрт Республикин вĕрентӳ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята, кăкăр паллине, Владимир Путинăн 100 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕм. 57 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм. «Ĕç ветеранĕ» ята илмешкĕн тепĕр çулталăк вăй хума кăмăлăм пурччĕ. Анчах пире, виçĕ пенсионера, яхăнне те ямарĕç. Ĕçсĕр юлнăшăн малтанхи çул самай кулянтăм. Шкул умĕпе иртнĕ чухне кăшкăрса макăраттăм. Пĕтĕм пурнăç унта иртрĕ-çке. Шкул пахчи валли мĕн чухлĕ калча ӳстереттĕм, теплицăна пăхса тăраттăм. Тивĕçлĕ кану ӳсĕмне çитсен кирлĕ мар çын пулса юлтăм... Кайран лăплантăм, килте пурăнма хăнăхрăм», — каласа кăтартрĕ аякри чăваш хĕрарăмĕ.
Ачисемшĕн
20 çул каялла Валентина Сергеевна мăшăрне çухатнă. Асфальт сарнă çĕрте тракторпа ĕçленĕ вăл ун чухне. Хурамалта асфальт хума пуçланă та территорие шăлма хушнă. Пĕрле ĕçлекенĕ эрех ĕçнĕрен Петьăна чĕнсе кăларнă. 3 çухрăм та каяйман — трактор тайкаланма пуçланă: тормозĕ ĕçлемен унăн. Техника арçын çине ӳксе вилмеллех амантнă. Арăмĕ ун чухне 42-ре пулнă. Володьăпа Сережа — 11-те тата 13-ре, Сашăпа Наташа 2-мĕш тата 4-мĕш курссенче вĕреннĕ. Иккĕшĕ те пединститутăн географи факультетĕнче ăс пухнă. Ашшĕн воспитанийĕсĕр арçын ачасем эрех ĕçме, пирус туртма вĕренесрен амăшĕ хăраман мар. Çамрăк та шухă вăхăтра вĕсенчен тем те кĕтме пулать-çке. Мăшăрĕ вилсен вăл урăх качча тухман, ачисемшĕн пурăннă. «Пĕр ĕçе те пĕччен туман эпĕ. Каланине ачасем йăлтах итлетчĕç. Петя вилнĕ чухне çурт хăпартса лартнă кăначчĕ, стенасене якатнăччĕ. Çутă та пулман пирĕн. Ачасем пӳлĕмсем турĕç, обой çыпăçтарчĕç, урай сарчĕç... Гаражне хăйсемех хăпартса лартрĕç, картине çĕнĕрен тытса çавăрчĕç. Çăвĕпе утă, улăм хатĕрлетчĕç. Тонни-тоннипе тырă илсе килетчĕç. Хулана тухса кайиччен выльăх апачĕ йăлт хатĕрлесе хăваратчĕç. Усал йăласемпе туслашма, тен, вĕсен вăхăт пулман. Тен, Турри ку инкекрен хăтарчĕ. Пĕчĕкренех ачасене калаттăм: «Пирус туртиччен кукăль илсе çийĕр. Сăра ăша яриччен банан туянса çийĕр». Вĕренсе тухсан Саша учительте ĕçлес килменнине пĕлтерчĕ. Банкир пулас тесе экономика факультетне кĕчĕ. Кайран банкра ĕçлерĕ. Мал ĕмĕтлĕччĕ, карьерăшăн тăрăшатчĕ. «Çын укçине шутласа ывăнтăм», — тесе малалла вĕренме кайрĕ. Кайран райпора бухгалтерта вăй хучĕ», — аса илчĕ Валентина Сергеевна. Шел те, аслă ывăлĕ пирки иртнĕ вăхăтра калаçма тивет. 2018 çулта каччă тăватă кун килĕнче чирлесе выртнă, ӳт температури 39 градус таран хăпарнă унăн. «Пирĕн патра ун чухнех коронавирус евĕр чир çуретчĕ. Анчах пире никам та хальхи пек хăратман, изоляци туман. 5-мĕш кунне васкавлă медпулăшу чĕнтерсе больницăна ăсатрăмăр. 3 каç выртнă хыççăн пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче вăл вилчĕ. Ӳпки икĕ енчен шыçнă терĕç. Тепĕр çулхине çавăн евĕр чирпе хамăр тăрăхри 16-ри хĕр, пĕчĕк ача вилчĕç», — хурланчĕ амăшĕ. Саша 36-ра пулнă, çемье çавăрман. Вăл пĕр хĕре юратнă. Пике качча кайсан урăххине савайман.
Сережа аграри институчĕн электрофикаци факультетĕнче ăс пухнă. Аспирантура хыççăн вунă çула яхăн преподавательте ĕçленĕ. Халĕ Ĕпхӳре инженерта вăй хурать. 34-ри йĕкĕт авланма васкамасть-ха. Кĕçĕнни Володя шкул хыççăн амăшĕ хистенипе сĕт производстви енĕпе специалиста вĕренме кĕнĕ. 2-мĕш курсра вăл ăнланнă: ку ĕç ăна килĕшмест. Институтран кайма та шухăшланă каччă. «Вĕренме ан пăрах, димлома мана килсе пар», — тенĕ амăшĕ. Чăнах та, вăхăт çитсен документа ăна тыттарнă та хăй малалла вĕренме кайнă. Строительство енне чунĕ туртнă унăн. Халĕ вахта мелĕпе çурçĕрте прорабра ĕçлет. Мăшăрĕпе пĕр хĕр ӳстереççĕ. Наташа института хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн тӳрех качча тухнă, мăшăрĕпе Свердловск облаçне куçса кайнă. Вăл — шкулти завуч. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Аслă çула пирĕн татмалла мар»
Пурнăçра çыннăн тĕрлĕ çулпа утма тивет. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри манăçать. Çав вăхăтрах асра юлаканни те пурах. Манăн та пур ун пекки. Ачалăхăмри çул. Мăн çол тетчĕ ăна 1902 çулта çуралнă мăн асанне. Эпир унта чупма, выляма çӳреттĕмĕр. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаттăмăр. Вăл çулпа каярахпа Танăш пĕвине шыва кĕме кайнă. Анчах мĕншĕн Мăн çол тенине мăн асаннерен ыйтман. Сарлака пулнăран çапла каланă тесе шухăшланă... Чăнах, самай сарлакаччĕ вăл. Икĕ айккипе çул пулнине çирĕплетекен тĕмескесемччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл Хурăнлă çул пулнине пĕлтĕмĕр. Ĕлĕкхи çулăн паллисем упранса юлнă-ши? Аваллăха упрас тесе мĕн те пулин тăваççĕ-и? Асăннă ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе Красноармейски районне çул тытрăм.
Ристансене çăкăр пама янă
Мăн асанне каласа кăтартнă тăрăх, вĕсене ача чухне ашшĕ-амăшĕ Мăн çол хĕррине ристансене çăкăр пама янă. Лешсен çăкăр татăкне илсен куçĕ шывланнă-мĕн... Çав вăхăтрах çывăх çыннăмăр çак çул çинче ашкăнма юраманни çинчен пĕрре кăна мар аса илтеретчĕ. Халăхра ку çула темĕнле те каланă: Хурăнлă çул, Хурăнлăх çулĕ, Кĕтерин çулĕ, Ристансен çулĕ, Почта çулĕ, Аслă Çĕпĕр çулĕ, Тимĕр тăлă çулĕ. Вырăсла та унăн ячĕ тĕрлĕрен: Великий тракт, Сибирский тракт, Великий кандальный путь, Владимирка, Екатерининский тракт...
Манăн çулăм Элĕк районне кĕрекен Мартынкассинченех пуçланчĕ. Сăмах май, пĕр вăхăтра вăл Красноармейски районне кĕнĕ. Асăннă ялта пурăнакан Виталий Анисимов ăнлантарнă тăрăх, Мартынкассисем те Хурăнлă çула Мăн çол /«Мăн чол» тенĕ пекрех илтĕнет/ теççĕ. Вăл ку ял çумĕпе иртет. Çулăн палли юлман ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче Мартынкасси шкулĕн вĕрентекенĕсен пуçарăвĕпе ачасене икшер рет хурăн ларттарнă. Вĕсем аванах çитĕннĕ.
«Астăватăп-ха: унта урапа йĕрĕ пурччĕ. Хурăнĕсем хăрса пĕтнĕччĕ. Ĕне çитерме çӳреттĕмĕр. Ялта, Матвеевсен килĕнче, ристансене çĕр каçарнă. Илья Матвеевич 3 пӳлĕмлĕ çурт лартнă. Пĕринче — ямшăксем, тепринче — кил хуçисем, виççĕмĕшĕнче ристансем çĕр выртнă. Вĕсене апат пĕçерсе çитернĕ. Кил хапхи çумĕнче лаша кăкармалли тимĕр ункăсем пурччĕ. Маларах аслă çулпа утакансем Николай Андрияновичсем патĕнче чарăннă. Вĕсене ялта «Катайки» тетчĕç, ял çыннисем «каторга», «каторжник» сăмахсене уçăмлăн калайман. Паянхи кунчченех упранса юлнă çав сăмах. «Катайки Микула» тетпĕр çав вырăнта пурăнакана», — каласа кăтартрĕ 89 çулти Тамара Анисимова. Сăмах май, вăл хăй вăхăтĕнче шкулта физикăпа математика вĕрентнĕ.
Тимĕр укçа шырама килеççĕ
Тамара Тихоновнăпа пĕрле истори кĕнекисене уçса пăхрăмăр, Хурăнлă çул пирки интернетра мĕн çырнине тишкертĕмĕр. 18-мĕш ĕмĕрте, тĕрĕсрех — 1733 çулта, унччен маларах хунă çула тĕпе хурса сенат Аслă Çĕпĕр çулне тума хушу кăларнă. Унпа килĕшӳллĕн унăн Питĕртен тытăнса Мускав, Муром, Хусан, Пермь, Екатеринбург, Тюмень, Тобольск, Иркутск хулисен çумĕпе выртмалла пулнă. Ку Вырăс патшалăхĕ хĕвел тухăçнелле сарăлса пынипе, 1472 çулта Раççей Пермьпе, 1489 çулта Вяткăпа, 1552 çулта Хусанпа пĕрлешнипе, Çĕпĕрĕн мăнаçлă çĕрĕсене тытса илнипе çыхăннă. Çул тăвассин тепĕр тапхăрĕ II Кĕтерин патша 1775 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшӳллĕн кĕперсем тăвассипе пулса пынă.
Красноармейски районне кĕрекен Анаткас çумĕнче, Аслă Çĕпĕр çулĕ иртнĕ вырăнта, çухрăм юпи, информаци стенчĕ, «Çĕпĕр çулĕпе» этнокартиш тунă. Ун çумĕнче ĕлĕкхи урапапа çуна вырăн тупнă. Аваллăх управçипе пире Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Полина Николаева паллаштарчĕ. Красноармейски районĕ йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине халалласа 2015 çулта Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче уяв иртнĕччĕ. Ăна епле йĕркелессине палăртса ятарлă программа хатĕрленĕччĕ. Мăн Шетме Кĕтерин патша каретăпа килнине кăтартнăччĕ. Ун чухне бюджетра нухрат çукчĕ, çавăнпа йăлтах вырăнти халăх вăйĕпе йĕркелерĕмĕр. Культура ĕçченĕ Галина Власова музей йĕркелеме хăйсен ампарне пачĕ. Авалхи çуна, урапа тупса пырса лартрăмăр. Аваллăх управçинче тимĕр тăлă та пур. Ял халăхĕпе икĕ рет хурăн /йăлтах Хурăнлă çул пулнă вăхăтри пек, ун чухнехи йĕркене пăхăнса/ лартрăмăр. Дворик патĕнче те çухрăм юпипе информаци стендне /унта Çĕпĕр çулĕ пирĕн тăрăхран епле иртнине ӳкерсе кăтартнă/ меллештертĕмĕр. Мĕнле те пулсан асра юлмалли япала туса хăварасчĕ теттĕм. Пуçарнă ĕçе каярахпа тата аталантарасшăнччĕ, Анаткас çумĕнче иртен-каяна Турра кĕлтума Çветтуй Николай ячĕллĕ часавай ларттарасшăнччĕ. Сăмах май, Çĕпĕр çулĕ тăсăлса выртнă вăхăтра Дворикре чарăнмалли вырăн пулнă. Унта Турра пуççапма часавай та лартнă. Çветтуй Николай часавайне «пуçаруллă бюджет» программипе çĕклеме пулать. Ял халăхĕ хирĕç мар. Пире кăштах пулăшу, тĕрев кăна кирлĕ. Анчах яла кĕнĕ çĕрте, сулахай енче, тирпейсĕр халĕ: тислĕк куписем, утă купин тĕпĕсем... Çак вырăна тасарах, тирпейлĕрех тытасчĕ, унта выльăхсене çӳретес марччĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Хваттер пулсан та икĕ хутлă çурт лартнă
Ирина Сергеева Красноармейски районĕнчи Васнар ялĕнче Михаил Илларионовичпа Елена Матвеевна çемйинче çуралса ӳснĕ. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ тантăшĕсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман: шкулта тăрăшса вĕреннĕ, общество ĕçне хастар хутшăннă.
Ачалăхри ĕмĕтне пурнăçланă
Умра тĕллев пулсан пурнăç тулăхрах, хаваслăрах. Ĕмĕт тени пысăк-и е пĕчĕк-и — пĕлтерĕшлех те мар, чи кирли — вăл ан сӳнтĕр.
Ирина та мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ шухăш-тĕллевпе çунатланнă, палăртнине пурнăçлассишĕн тăрăшнă. Ваттисем ахальтен каламан: «Тăвалла пулсан та малаллах». Ирина пурнăçĕнче шăпах çак принципа тĕпе хурать. «Хамăр алăпа тунă япала хисеплĕ, эпир ăна яланах пысăка хурса хаклатпăр», — терĕ вăл. Çакăн пек сăмахсене кирек мĕнле ĕçе те хăйне çеç шанса тăвакан çын кăна калама пултарать. Ирина Михайловнăн шкулта вĕреннĕ чухнех фармацевт пулас ĕмĕчĕ тĕвĕленнĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕллевпе алла аттестат илсен вăл Чĕмпĕр хулине çул тытнă, унти колледжа вĕренме кĕнĕ.
— Пĕчĕк чухне питĕ тухтăр пулас килетчĕ. Каярахпа шухăш улшăнчĕ. Тăван халăха тата чăваш чĕлхине юратса ӳснĕрен учителе вĕренме ĕмĕт çуралчĕ. Юлташăмпа иксĕмĕр аслă шкула экзамен тытма кайрăмăр. Çав самантра вĕрентекен ĕçĕ патне чун туртманнине ăнлантăм. Хими предметне юратнине шута хурса фармацевтах каяс терĕм. Пирĕн атте совхозра комбайнпа ĕçлетчĕ. Анне мана ун патне хире апат леçме яратчĕ. Атте апатланнă хушăра комбайна кĕрсе лараттăм, хура курупкăри эмелсене тыта-тыта пăхаттăм. Ун чухне вĕсем мĕншĕн кабинăра выртнине те, ячĕсене те чухламан. Мана çав эмелсемпе выляма килĕшетчĕ. Çакă та, ахăртнех, аптека ĕçченĕ пулма хистенĕ. Тата ку профессипе ялта та, хулара та ĕçлеме пулать тесе шухăшларăм. Фармацевт профессине суйласа илнĕшĕн халĕ савăнатăп кăна. Манăн ĕç çынсен сывлăхне упрассипе çыхăннă. Кашниех чирлеме пултарать. Эмелсĕр сипленме йывăр, — калаçрĕ Ирина Сергеева. — Пирĕн çемье миллионерсен шутĕнче мар. «Çĕр тенкĕ вырăнне çĕр тус пултăр» каларăша тĕпе хуратăп та хам пирки чи пуянни тесе калатăп. Маншăн чи пысăк пурлăх — çумри мăшăр, хĕрĕм Ульяна. Тăвансемпе тус-пĕлĕш нумай пулни те савăнтарать. Ялта виçĕ ачаллă çемьере, ĕçченлĕхпе сăпайлăхсăр пуçне нимĕнпе те уйрăлса тăман атте-анне килĕнче ӳсни, малтан вăтам пĕлӳ илни, унтан колледж, академи пĕтерсе квалификациллĕ специалист пулса тăни те маншăн — пысăк телей.
Ахаль фармацевтран ертӳçе çитнĕ
Ирина Михайловна Чĕмпĕрти колледжран вĕренсе тухнă хыççăн тăван тăрăхне таврăннă, анчах ĕç вырăнĕ тивĕçменнипе районти тĕп болницăн ача-пăча уйрăмне санитаркăна вырнаçнă. Ун чухне больница ертӳçинче Владимир Чернорубашкин ĕçленĕ. Вăл хĕре хавхалантарнă, больница çумĕнче кĕçех аптека уçăлассине пĕлтернĕ. Анчах Ирина çак саманта кĕтсе илес темен — Шупашкара çул тытнă, унта пĕр çулталăк аптека базинче ĕçленĕ. Район больницинче аптека пункчĕ уçăлсан каялла таврăннă.
Кăшт вăхăтран район центрĕнче çĕнĕ аптека уçăлнă. Ирина Михайловна унта фармацевтра çеç мар, ертӳçĕре те ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах Пермьри фармацевтсене хатĕрлекен академирен вĕренсе тухнă, провизор профессине алла илнĕ.
Маларах коллективра 11-ĕн ĕçленĕ, паян — 8-ăн: Зоя Иванова бухгалтер, Елена Антонова тата Ирина Лаврентьева менеджерсем, Лариса Маркова ертӳçĕ çумĕ — фармацевт, Мăн Шетмĕ аптекинче вăй хуракан Светлана Александрова тата район больницинче ĕçлекен Людмила Иванова.
Коллективра Ирина Михайловнăна хисеплеççĕ, шанаççĕ. Ĕçри ăнăçлăх пĕтĕмпех кунта вăй хуракансенчен килет. «Клиентсем вĕсене ырă ĕçшĕн тав туни савăнтарать», — терĕ ертӳçĕ.
Ертӳçĕн тивĕçĕ самай — вăл эмелшĕн те, ĕçлекенсемшĕн те яваплă. Тепĕр чухне хăй те касса умĕнче тăрать. «Эпĕ сиплевçĕ мар, анчах эмелсен пахалăхне тата уссине лайăх пĕлетĕп. Çынсене пулăшма пултараканнине кăна сĕнетĕп. Эмел ĕçсе чир-чĕртен сывални çинчен клиентсем телефонпа шăнкăравласа е тĕл пулсан пĕлтереççĕ», — сăмахне тăсрĕ ертӳçĕ. <...>
Мария РОМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Вăрçă çулĕсенче те картина ÿкермесĕр пурăнайман
Çапла, Шупашкар та вăрçă çулĕсене астăвать, вăл та Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Хальхинче çĕршывăмăрăн историйĕнчи хаяр çулсене халăхăмăр мĕнле тӳссе ирттернине тĕп хуламăр ӳнерçисен куçĕпе хаклăпăр. Чăн-чăн искусствăшăн кану çук, художниксем инкеклĕ кунсенче те ӳкермесĕр пурăнайман. Вăрçă çулĕсенчи Шупашкара сăнлакан ӳкерчĕксемпе паллашма вара Чăваш патшалăх ӳнер музейне çитрĕм.
Ӳнерçĕсем те эвакуаципе килнĕ
Кашни картинăн — хăйĕн пурнăçĕ, сăнама пуçлатăн та çав вăхăта ун чухнехи лару-тăрăва кĕрсех каятăн. Тĕрлĕ художникăн ĕçĕпе пуян ӳнер музейĕнче куравсем, экскурсисем, презентацисем, концертсем, пултарулăх тĕлпулăвĕсем час-часах йĕркелеççĕ. Историйĕ те кăсăклă.
1939 çулта Чăваш патшалăх ӳнер галерейине çирĕплетнĕ. Унăн фончĕ Чăваш Енри ӳнерçĕсен, вырăс тата совет ăстисен живопиçĕн, графикăн, скульптурăн тата декоративлă ал ĕç искусствин 293 хайлавĕнчен тăнă. Çакна халалласа ун чухне ĕçлеме чарăннă Введени соборĕнче курав ирттернĕ. Çав çул вĕçнелле ӳнер галерейинче 1036 ĕç пухăннă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан галерейăн фончĕсене хупнă. Вĕсем виçĕ çула яхăн Успени чиркĕвĕнче упраннă. Галерея пĕрех ĕçленĕ. Нимĕçсем тапăннă хуласенчен чылай çынна хăрушлăхсăртарах вырăнсене эвакуациленĕ, çав шутра – Чăваш Ене те. Тăшман тапăннă хуласенчен ӳнерçĕсем те Шупашкара çул тытнă. Куçса килнĕ тата вырăнти художниксен ĕçĕсен куравĕсене парксенче, «Родина» кинотеатрта, Хĕрлĕ çар çуртĕнче, театрта ирттернĕ. 1944 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче галерея курма пыракансем валли тепĕр хут уçăлнă. Паянхи кун музей фондĕнче 30 пин ытла ӳнер хайлавĕ упранать.
Вăрçă çулĕсене сăнлакан ӳкерчĕксемпе музейĕн графика фончĕн управçи Валентина Боброва паллаштарчĕ. Вăл çак уйрăмра 20 çула яхăн ĕçлет. Шупашкарпа çыхăннă истори пулăмĕсене те, уйрăмах вăрçă çулĕсене, тĕплĕн тишкернĕ.
— Вăрçăччен Чăваш художникĕсен союзĕнче 13 çын пулнă, вĕсенчен 7-шĕ тӳрех фронта кайнă. 50 çултан каçнисем çеç юлнă, — каласа кăтартрĕ Валентина Эдуардовна.
Вăрçа хутшăннă çамрăк ӳнерçĕсен йышĕнче минометчиксем те, летчиксем те, танкистсем те пулнă. Вĕсем тăшманпа çĕр çинче те, шывра та, сывлăшра та çапăçнă. Ленинграда ирĕке кăларма та, Мускавпа Сталинграда хӳтĕлеме те, Кенигсберга илме те, Польшăна ирĕке кăларма та, Прагăшăн çапăçма та, Берлина штурмлама та хутшăннă. Паттăрсен кунĕсене сăнлани Федор Осиповпа Василий Макаров ӳнерçĕсен фронтри ӳкерчĕкĕсенче упранса юлнă. Тыткăнра пулнă Александр Пахомов ӳнерçĕн «Рисунки кровью» кĕнекинче вара фашистсем концлагерьсенче совет салтакĕсене мĕнле асаплантарнине кăтартнă. Владимир Панин чăваш ӳнерçи Парамушир утравне ирĕке кăларассишĕн паттăррăн пуç хунă совет салтакĕсене халалласа хатĕрленĕ 11 метр çӳллĕш палăка ав Çурçĕр Курильск хулинче вырнаçтарнă. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Мĕн тĕслĕ тутăр çыхтарассине те пĕрле сÿтсе явнă
«Ачасен хамăрăн историе пĕлмелле. Вĕсем чăн-чăн патриот пулса çитĕнччĕр тесе тăрăшатпăр.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки каласа кăтартатпăр, çав çулсем çинчен ӳкернĕ фильмсене пĕрле пăхатпăр», — теççĕ Шупашкарта пурăнакан Маринăпа Александр Спиридоновсем. Вĕсем кăçал хăйсем хатĕрленĕ ĕçпе республикăри «Сăр чикки — манăн çемьере» онлайн-конкурсра çĕнтернĕ.
Хĕрарăмсен ĕçне сăнланă
Спиридоновсен ывăлĕ Артем вĕренекен пĕлӳ çуртĕнче — Шупашкарти 37-мĕш шкулта — конкурс пуласси пирки пĕлтернĕ, ачасене Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисем пирки пĕр-пĕр ĕç хатĕрлеме сĕннĕ. «Маларахри çулсенче хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхĕ пирки питех çырман-калаçман, çавăнпа малтан мăшăрпа интернета кĕрсе вуларăмăр. Окоп чавма ытларах хĕрсемпе хĕрарăмсене, ватăсене илсе кайнине пĕлтĕмĕр. Тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене явăçтарнă унта. Хĕллехи сивĕ çанталăкра ĕçленĕ хĕрсемпе хĕрарăмсен ĕçне кăтартас килчĕ», — ăнлантарчĕ Марина Витальевна.
1,8 метр тăршшĕ, 1 метр сарлакăш инсталляцие çемье 3 каçра ăсталанă. Унта хӳтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕрте 9 хĕр-хĕрарăм мĕнле ĕçленине лайăх сăнланă. Тăваттăшĕ шăн çĕре таккаса окоп чаваççĕ, тăпрана çӳлелле ывăтаççĕ. Иккĕшĕ тăпрана наçилккапа йăтаççĕ. Тепĕр иккĕшĕ тăрăшсах вутă касаççĕ. Пĕри кăвайт чĕртнĕ те апат пĕçерет. Нихăшĕ те пушă тăмасть, пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Нимĕн тумасăр тăрас тăк шăнса кӳтме те пулать. Çанталăк калама çук сивĕ тăнине хĕрарăмсем хулăн тутăр çыхни те çирĕплетет.
«Садикре е шкулта пĕр-пĕр уяв тĕлне мĕн те пулин ăсталама ыйтсан эпир мăшăрпа, ачасемпе мĕн тăвассине сӳтсе яватпăр. Хальхинче те хăшĕн тутăрĕ, юбки, фуфайки мĕн тĕслĕ пуласси, урине мĕн тăхăнтартасси тавра калаçрăмăр. Никĕсне упăшка фанерăран касса кăларчĕ, çыпăçтарчĕ. Пуканесене «мамăкран — тетте» технологие тĕпе хурса ăсталарăм: пралука фольгапа йăваларăм, ун çине çилĕмпе мамăк çыпăçтарса пытăм. Çакăн валли пĕр каç иртрĕ. Пĕр кун типĕтнĕ хыççăн çыпăçтартăмăр. Ачасем касма та, çыпăçтарма та пулăшрĕç. Унтан 10 сантиметр çӳллĕш пуканесене тумтир тăхăнтартрăмăр. Чечек лартма хатĕрленĕ тăпрана хутăмăр, юр вырăнне — мамăк. Йывăç турачĕсем — чăн-чăннисемех. Вĕсене ятарласа татрăмăр», — хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕ Марина Спиридонова. Çапла 2-мĕш класра вĕренекен Артем «Сăр чикки» ĕçпе шкулта çĕнтернĕ. Шупашкарти шкулсен хушшинче йĕркеленĕ тупăшура та малтисен шутне лекнĕ. Класс ертӳçи республикăри онлайн-конкурса хутшăнма сĕнсен Спиридоновсем хирĕçлемен.
Хăйсем ăсталанă ĕç пирки ролик ӳкернĕ, анкета ыйтăвĕсене хуравланă. Кил-йыш «Сăр чикки — манăн çемьере» конкурсăн «Декораципе хушма сăнарлă пултарулăх» номинацире çĕнтернине пĕлсен, паллах, питĕ савăннă. «Чыслав утă уйăхĕнче Наци библиотекинче иртрĕ. Унта Артемпа кайрăмăр. Çĕнтерӳçĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç: пĕрисем юрларĕç, теприсем сăвă каларĕç, виççĕмĕшĕн ӳкерчĕкĕ хитре. Çав мероприятии кăсăклă пулчĕ, пире питĕ килĕшрĕ. Артем уйрăмах савăннă, ăна дипломпа пĕрлех парне — конструктор — пачĕç. Ку пирĕн республика шайĕнчи конкурсри пĕрремĕш çĕнтерӳ пулчĕ», — чунне уçрĕ Марина Витальевна. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Тăм илнĕрен ура пÿрнисем татăлса ÿкнĕ
Çĕрпӳ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕнче пурăнакансемшĕн тата çав тăрăхра çуралса ӳснисемшĕн кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ нумайлăха асра юлĕ. Çав кун ялта харăсах икĕ палăка савăнăçлă лару-тăрура уçнă: пĕри — Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халаллани, тепри — çар морякĕсен, пирĕн çĕршывăн тинĕс чиккисен хӳтĕлевçисен, ячĕпе.
Астăвăм аллейинче — палăк
«Хӳтĕлев чиккисен строительстви — калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Шел, ун çинчен пире шкулта вĕрентмен, çав стройкăна хутшăннă çынсем те вăл тапхăр пирки питех калаçман. Тури Шурçырма ялĕнчен те темиçе çын окоп чавма кайнă.
Çавсен паттăрлăхне халалласа пысăках мар палăк уçас терĕмĕр», — каласа кăтартрĕ ял старости Николай Мартынов. Пулас палăкăн макетне Николай Павлович хăех хатĕрленĕ: вăл Шупашкарти агрегат заводĕнче чылай çул художник-оформительте ĕçленĕ-çке-ха. Тивĕçлĕ канăва тухсан мăшăрĕн тăван ялне куçса кайнă. Хăй Комсомольски районĕнче çуралса ӳснĕ. Николай Павлович ял ырлăхĕшĕн тăрăшнине кура ăна Тури Шурçырмасем çулталăк каялла староста пулма шаннă. Унран маларах Владимир Барышев староста пулнă, ăна çынсем Патăрьел ял тăрăхĕн депутатне суйланă.
«Эпĕ ялти ыр кăмăллăх фондне те ертсе пыратăп. Çынсем ялшăн усăллă ĕçсене пурнăçлама кирлĕ пулĕ тесе укçа параççĕ: кам 50, кам 100 тенкĕ. Палăка тума çав фондăн укçипе усă куртăмăр. Сăмах май, унăн макетне хатĕрлесен ял тăрăхĕнче ĕçлекенсене, район депутачĕсене, вырăнта пурăнакансене те кăтартрăм, пĕрле сӳтсе яврăмăр. Палăк валли пысăк чул илсе килтĕмĕр, ун çине вывеска вырнаçтартăмăр.
Хӳтĕлев чиккисене тунисен чул та кăларма тивнĕ-çке-ха. Окоп чавнисен ĕç хатĕрĕсене кăтартас терĕмĕр: кĕреçе, лум, кирка. Кивĕ кĕреçепе лум кашни килтех пур — ку енĕпе чăрмав пулмарĕ. Чăн-чăн кирка тупаймарăмăр, çавăнпа ăна хамăр ăсталарăмăр. Пирĕн ялти астăвăм объекчĕ хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалласа Çĕрпӳ районĕнче уçнă пĕрремĕш палăк пулчĕ», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Николай Павлович.
Ялта Астăвăм аллейи тăвасси Владимир Барышевпа Николай Мартыновăн тахçанхи ĕмĕчĕ пулнă. Виçĕ çул каялла кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсене халалласа палăк уçнă. Ун таврашĕнчи лаптăка хăтлăлатнă. Ку уйăхра уçнă астăвăмăн икĕ чулĕ те унпа юнашарах вырнаçнă. Йĕркелӳçĕсем Астăвăм аллейине малашне тата анлăлатасшăн. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...