Комментировать

6 Сен, 2014

Тĕнчипе палăрнă спортсменсен тăрăхĕнче

Атьăр-ха, Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашпа Асламас таврашне çитсе килер. Манпа пĕрле çил ачисемпе ăмăртма хатĕр-и? Кайрăмăр апла... Сăмах май, эпĕ нихăçан та мопедпа ярăнса курман. Ку хутĕнче хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр Иван шăпах çак транспортпа пĕр ялтан теприне илсе çитерчĕ.

Тĕрĕссипе, йăлтах пăтăрмахран пуçланчĕ. Фотоаппарата манса хăварнине ГАЗеле ларсан тин асăрхарăм. Çапах пулăшма хатĕррисем - кашни утăмрах, вĕсемпе çыхăнма кăна май тупмалла.

Мăн Чурашри вăтам шкул вĕрентекенĕпе Александр Сергеевпа тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Вăлах фотоаппарат тупса пама шантарчĕ.

Чемпионсен çулĕпе

Мăн Чураш шкулĕнче юсав ĕçĕсем пуçланнăччĕ. Кĕçех спорт залĕ те çĕнелсе хăтлăланĕ. "Унччен физкультура урокĕ стадионта иртĕ", - хăйне сырса илнĕ ачасене ăнлантарать Александр Дмитриевич. Унта сывлăха çирĕплетме пĕтĕм услови пур. Выляма та вырăн çителĕклех.

Физкультура вĕрентекенĕ хăйĕн ĕçне чунран парăнни тÿрех паллă. Ачасен кашни çитĕнĕвĕ хавхалантарать ăна. Юсав вăхăтĕнче кубокпа медальсене кăтартайманшăн пăшăрханса та илчĕ Александр Дмитриевич. Юрĕ, тепре тĕл пулмашкăн сăлтав пултăр. Журналистсем çул çÿреме юратаççĕ.

Çавнашкалах çăмăл атлетика тата кире спорчĕ енĕпе тренерта тăрăшать вăл. Унăн вĕренекенĕсем районпа республика шайĕнче кăна мар, Раççейре те малти вырăнсене йышăнаççĕ. Александр Иванов, Светлана Кочкова, Игорь Кукушкин, Михаил Исак уйрăмах маттур. Сăмах май, çак тăрăхра тĕнчипе палăрнă спортсмен сахал мар. Валерий Кочков, Вениамин Григорьев, Георгий Никифоров, Наталия Иванова чемпионсене ял-йыш асра тытать. Çакăнта вĕсен ячĕпе ăмăртусем йĕркелеççĕ.

20 çул ытла ачасемпе ĕçлет Александр Сергеев. Мăн Чурашра кăна мар, Кăташра та, Палтайра та лайăх пĕлеççĕ ăна. Унта та ырă ятлă вĕрентекен.

Хĕрсем хулара пурăнасшăн

Çемье çавăрма вара вăхăт пулман Александр Дмитриевичăн. Вăл - Сергеевсен 6 ывăлĕнчен чи асли. Малтан кĕçĕннисене ура çине тăратма пулăшнă паллах. Эх, вăхăт мĕншĕн пĕр шелсĕр малалла васкать-ши?

"Ырă шухăшпах килнĕ иккен пирĕн тăрăха..." - çемье телейне тупасси пирки сăмах пуçарсан калаçăва хутшăнчĕç Александр Сергеевăн тăванĕсем.

Физкультура вĕрентекенĕн чун киленĕçĕ çинчен ытларах пĕлес килчĕ. Кĕнеке вулама юратать вăл. Истори романĕсем ытларах кăсăклантараççĕ ăна. Килти хуçалăхра ĕçлесе ывăнсан вăлтапа юхан шыв хĕррине кайса ларать Александр Дмитриевич.

Пахчари, хирти ĕçсене техника çăмăллатни çинчен вăрах калаçрăмăр унпа. Чăнах, хĕрсем мĕншĕн хулана тухса тараççĕ-ши?

"Чипер юлăр, Мăн Чураш тăрăхĕнче тĕпленнисем..." - мопед тапрансан сыв пуллашрăм ял-йышпа. Çил манăн сăмахсене таçта çити вĕçтерчĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.