Комментировать

15 Окт, 2021

Больницăра сипленекенсен шучĕ нумайланнă

«Юлашки вăхăтра лару-тăру йывăрланчĕ. Чирлекенсен шучĕ ӳснипе больницăсенче койкăсем çитми пулнă, кислородпа тивĕçтерекен хатĕрсем сахалланнă. Çĕнĕ мерăсем йышăннă хыççăн лару-тăру лайăхланасса шанатпăр», — палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, ковидпа чирлисем валли больницăсенче хушма койкăсем хатĕрленĕ. Акă Çĕнĕ Шупашкарти медцентрăн ача-пăча стационарĕнчи 80 койкăна «хĕрлĕ зонăна» куçарнă, Улатăр районĕнчи тĕп больницăра хушма 25 койка пулĕ. Хальхи вăхăтра коронавирус уйрăмĕсенче 3335 ытла çын сипленет, вĕсенчен 105-шĕ ИВЛ-аппаратпа сывлать. 8072 çын килте медпулăшу илет. Иртнĕ эрнере вакцинациленекенсен шучĕ нумайланнă имĕш. Хальлĕхе хăлăхăн 62 проценчĕ прививка тутарнă, анчах аслă ӳсĕмрисем иммун тытăмне çирĕплетме васкамаççĕ — 45 процент. Çав вăхăтрах вакцинаци кăтартăвĕ 50 процента çитмен район-хула та нумай. Патăрьел, Канаш, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче кăна ку енĕпе аванрах.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, ковидпа чирлекенсен йышĕ 14 процент ӳснĕ. Яланхи пекех 65 çултан аслăраххисем ытларах нуша кураççĕ, çав вăхăтрах 30-49 çулсенчисене те чир ураран ӳкерет. Вĕрентӳ, транспорт, суту-илӳ, пулăшу сферисенче ĕçлекенсене инфекци уйрăмах ерет. ОРВИпе чирлекенсен йышĕ унчченхи пекех пысăк, иртнĕ эрнере 9540 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсенче те лару-тăру япăхланнă. 126 организацире чир тупса палăртнипе 174 класпа ушкăна дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă, садиксенчи хăш-пĕр ушкăна карантина хупнă, Çĕмĕрлепе Шупашкар районĕсенчи икĕ шкула ĕçлеме вăхăтлăха чарнă. Роспотребнадзор ĕçченĕсем куллен рейда тухаççĕ. 120 обьекта тĕрĕслесе чылай çитменлĕх тупнă. Акă Шăмăршăри вăтам шкулăн кивĕ çуртĕнче юсав пынипе ачасем виçĕ сменăпа вĕренеççĕ. Транспорт, апатлану, пулăшу сферин предприятийĕсене мобильлĕ ушкăнсем те час-час тĕрĕслеççĕ. Юлашки вăхăтра районсемпе хуласенче вĕсем 4000 хут рейда тухнă, 47 протокол çырнă.

Цифра министрĕ Кристина Майнина QR-код тытăмĕ епле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. Вăл каланă тăрăх, вакцинаци тунине, ковидпа чирлесе ирттернине тата инфекци çуккине ĕнентерекен сертификатсене электронлине тата хутпа пичетленине кăтартма юрать. QR-кода сканерлакан тытăм хальлĕхе 1140 организацире ĕçлет. Ку çĕнĕлĕхпе уйрăмах апатлану предприятийĕсенче анлăн усă кураççĕ. Çĕнĕ мерăсене йышăннă хыççăн, экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова каланă тăрăх, кафе-ресторана çӳрекенсен йышĕ 70 процент чакнă.

Олег Николаев ковидпа çыхăннă лару-тăру самайланмасан хушма мерăсем йышăнассине пĕлтерчĕ. Халăх йышлă çӳрекен учрежденисен /суту-илӳ, апатлану, культурăпа кану/ ĕçĕ-хĕлне вăхăтлăх чарса лартма пултарĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: