Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов Раççейре пурăнакан чăваш халăхне чĕнсе калани
2021 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен Раççейре Халăх Çыравĕ иртмелле. Пĕтĕмпе 33 ыйтăва хуравлама тивĕ. Çав шутра 23-шĕ социаллă пурнăçпа, демографипе çыхăннисем. Вĕсен хушшинче хăш чĕлхе тăваннине палăртмалли ыйту та пур.
2010 çулхи Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей Федерацийĕнче чăвашсем шучĕпе пиллĕкмĕш вырăнта, пурĕ 1 миллион та 400 пин çын шутланаççĕ. Вĕсенчен 814 пин çын Чăваш Республикинче, ыттисем республика тулашĕнче пурăнаççĕ. Ку вăл 2002 çулхи Çырав кăтартăвĕнчен 14% сахалрах.
Хисеплĕ ентешсем, Раççей регионĕсенче тĕпленнĕ чăвашсем! Хальхи Çыравра хăвăра ЧĂВАШ тесе палăртма ан манăр, ан вăтанăр. Ашшĕ-амăшне хисеплекен çын тăван чĕлхене те хисеплĕ, нихăçан та, нимĕнпе те улăштармĕ. И.Я. Яковлев халалне асра тытса пурăнар. Чăваш халăхĕн чĕлхи ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пултăр. Тăвансене, йăх-пĕлĕшсене, чăвашла пĕлмен, анчах та чунра чăваш юнĕ чупакан паллакансене те çакăн çинчен каласа ăнлантарăр.
Чăвашлăх — пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çăлкуç. Ăна упраса аталантарса пырасси — пирĕн тивĕç. Чăваш çĕршывне юратни, авалхи халăх пулнипе мăнаçланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр!
Николай УГАСЛОВ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ