QR-кодсăр театра кĕреймĕн, кафере апатланаймăн
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев каллех коронавирус теминчен пуçларĕ: лару-тăру çава-çавах çивĕч…
Шкул ачисем тĕлĕшпе кăна ĕç-пуç çăмăлланас туртăм пур. Авăн уйăхĕнче вĕренӳ çулĕ пуçланнă май ачасемпе çыхăннă лару-тăру йывăрланма пултарасса малтанах пĕлнĕ, халь çав йывăрлăх сирĕлсе пыни сисĕнет. Анчах Олег Николаев шкулсенче ĕçлекенсем нумаййăн чирленине пытармарĕ. Кам прививка тутарман — ытларах вĕсем чирлеççĕ. Çакă та татăклă йышăну тума хистенĕ пуль: Олег Алексеевич юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса социаллă пурнăçпа культура учрежденийĕсене, общество апатланăвĕн пункчĕсене çынсене вакцинациленнине ĕнентерекен QR-кодпа е сертфикатпа кăна кĕртме пуçласси çинчен пĕлтерчĕ. Е коронавируспа чирлесе сывалнăранпа çур çул иртменнине, антителăсен виçи пысăккине çирĕплетекен справкăсем пулмалла.
Çак йышăну, паллах, нумай чăрмав кăларса тăратать. Калăпăр, çын кинона е театра билет илнĕ. Сертификат çуккине пула зала кĕреймест — укçа тавăрса памалла. ЧР Пуçлăхĕ культура учрежденийĕсен çак самантсене шута илмелли пирки асăрхаттарчĕ.
Хăш-пĕр муниципалитета пайăррăн сăмах тиврĕ. Патăрьел, Комсомольски районĕсене, Улатăра — унта чирлекенсен шучĕ уйрăмах пысăк-мĕн. Улатăрта ковид ернисене йышăнмалли койкăсем те пĕтнĕ, çынсене Патăрьеле леçме тивет — акă мĕн патне çитнĕ. Çавна май Олег Николаев çак районсен администрацийĕсен ертӳçисене чиртен сыхланас ĕçе вăйлатмалли пирки асăрхаттарчĕ.
Республикăн инвестици программи мĕнле пурнăçланнипе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Кăçал ун валли уйăракан укçа пысăк — 7,4 миллиард тенкĕ ытла. Программăна строительствăпа реконструкцин 140 объекчĕ кĕнĕ: граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарасси, çулсем тăваси, юсасси… Шел, ĕçсем тăсăлса кайнă объект та чылай. Унашкаллисен шутĕнче Дмитрий Иванович районсенчи пилĕк культура çурчĕн, республикăн Мускаври Ордынкăри представительствин çурчĕн, филармони реконструкцине, Çĕнĕ хулари икĕ зонăна çыхăнтаракан автоçула, ыттисене асăнчĕ.
Олег Николаев кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: ун шучĕпе, кашни тĕслĕхре тенĕ пекех яваплисем ĕçсем такăннин сăлтавĕсене тупма пулатараççĕ, анчах ку усă кӳмĕ. Вăл палăртнă ĕçсене май пур таран пурнăçлама чĕнсе каларĕ, тĕплĕрех калаçу вара ку темăпа инвестици политики енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче пулĕ — ăна çак кунсенчех йĕркелеме калаçса татăлчĕç.
Анчах строительствăпа юсав ĕçĕсен çивĕч ыйтăвĕ çакăнпа вĕçленмерĕ-ха — вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаан Дмитрий Захаров шкулсемпе садиксен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ, чылай объектра ĕçсем вăхăтра пурнăçланманнине пăшăрханса палăртрĕ. Муркаш районĕнчи Кашмашри çĕнĕ шкул тĕлĕшпе стрительство ĕçĕсем вĕçленнĕ, территорие хăтлăлатмалли ĕçсем пыраççĕ — вĕренӳ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕнче шкул ачасене йышăнатех. Элĕкри ача садне оборудованипе тивĕçтерес ĕç пырать — вăраха каймалла мар. Шупашкарти «Благовещенский» микрорайонти ача сачĕн проектпа смета документацине улăштарма тивнĕ, çавна май ĕçсене 50% кăна пурнăçланă, раштавăн 30-мĕшĕнче вĕçлеме шантараççĕ.
Йĕпреç районĕнчи икĕ шул тата садик юсавĕ юпа уйăхĕнче вĕçленет. Пăрачкав районĕнчи Напольнăйри шкул, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчех хута каймалла пулнăскер, çак эрне вĕçĕнче тинех алăкĕсене уçĕ. Çĕрпӳ районĕнчи Первомайскинчи шкул та çак кунсенче ĕçлесе каймалла, Шупашкар районĕнчи Апашри шкул, райадминистраци шантарнă тăрăх, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне уçăлмалла.
Етĕрне районĕнче те темиçе вĕрентӳ организацийĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Райцентрти 3-мĕш шкул тĕлĕшпе пушшех ыйту нумай. Ĕçсен калăпăшĕ те пысăк: тăрăран пуçласа фасад таран юсама палăртнă. Темиçе организаци ĕçлет, тăрă юсанă çĕрте вара, министр каланă тăрăх, никам та çук иккен. Вырăнти ертӳлĕх çакăн сăлтавне уçăмлатрĕ — хурлăхлă истори пĕлтерчĕ. Тăрра юсама Чулхула тăрăхĕнчи пĕр компанипе контракт тунă. Ĕçсемшĕн укçан пĕр пайне куçарса та панă. Çакăн хыççăн вара подрядчик çухалнă — «тупаймастпăр…»
Ку хыпар Олег Николаевшăн та кĕтменлĕх пулчĕ ахăр, вăл райадминистраци ертӳлĕхне çакăн çинчен вăхăтра пĕлтерменшĕн ӳпкелерĕ, ыттисене кунашкал тĕслĕхсем тĕлĕшпе пĕр тăхтамасăр чан çапмалли пирки асăрхаттарчĕ. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков енчен те асăрхаттару пулчĕ. Стройматериалсем хакланнине, ытти сăлтава пула хăш-пĕр объект валли хушма укçа кирлĕ. Сăмахран, Кашмашри шкул валли. Укçа уйăрма ыйтассипе çыхăннă хутсене хатĕрлессине вăл çак кунсенчех пурнăçлама сĕнчĕ. Финанс министерстви республика бюджетне улшăнусем кĕртмелли саккун проектне хатĕрлес ĕçе вĕçлесе пырать — хушма укçа уйăрассине унта шута илмелле.
Канашлура çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне мĕнле паллă тунине пĕтĕмлетрĕç. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, аслă ăрурисен шучĕ республикăра паян 305 пин çынпа танлашать. Çав штра 90-99 çулсенчи ватăсем — 5 пин çын. 100 çул урлă каçнисем — 49-ăн. Чăваш Енре пурăнакансенчен чи ватти — 107 çулта. Страховани пенсийĕн регионти вăтам виçи 15,6 пин тенкĕпе танлашать. Министр Ваттисен кунĕ тĕлне нумай мероприяти йĕркеленине çирĕплтерĕ — сăн ӳкерчĕксен «Чечеклĕ уçланкă» конкурсĕнчен пуçласа парикмахерскисем уяв кунĕнче пенсионерсене тӳлевсĕр йышăнни таран. Ветерансене вĕсем ĕçленĕ коллективсем те чысланă, укçан, парнесемпе хавхалантарнă. Пандемие пула, паллах, çынсем йышлăн хутшăнакан мероприятисем йĕркелемен, çапах уяв ăнăçлă иртнĕ темелле — ватăсене кӳрентермен.