«Хыпар» 108-109 (27841-27842) № 01.10.2021
Кунта шкул ачисем те професси илĕç
Техника вăйĕ тем пек пысăк пулсан та экономика аталанăвĕнче çын пĕрремĕш вырăнта тăрать, çавăнпа: «Кадрсем йăлтах татса параççĕ», — тени пирĕн чĕлхе çинчен каймасть-ха. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче професси хатĕрлевĕн çĕнĕ самана ыйтакан центрĕ уçăлчĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, кунта вĕренӳ сферинче тата ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсене васкавлăн хатĕрлеме май пулĕ. «Ку — республикăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл ĕç паракансемшĕн кăна мар, çынсемшĕн те, вĕрентӳ учрежденийĕсемшĕн те, влаç органĕсемшĕн те, муниципалитет пĕрлешĕвĕсемшĕн те усăллă», — терĕ Олег Алексеевич.
Асăннă центра «Вĕрентӳ наци проекчĕпе килĕшӳллĕн хута янă. Кунта яш-кĕрĕмпе хĕрупраçа кăна мар, пенси çулне çывхаракансене те вĕрентĕç. Республика Пуçлăхĕ çĕнĕ центра пуçаруллă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. «Пирĕн тĕллев — ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва пĕлсе тăрасси тата обществăри улшăнусене çийĕнчех шута илесси, кирлĕ специалистсене тăхтаса тăмасăр, çав вăхăтрах çӳллĕ шайра хатĕрлесси», — палăртрĕ вăл.
Паллах, специалистсене кунта «Ворлдскилс» стандарчĕпе килĕшӳллĕн хатĕрлĕç. Çав вăхăтрах васкавлă программăна пăхăнса та пĕлӳ парĕç. Центрта студентсем валли хальхи йышши мастерскойсем уçнă. Кунта професси илмен çынсем те, 50 çултан иртнисем те вĕренме пултараççĕ. ЧР вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, центрта шкул ачисен те пĕрремĕш профессие илме май пур. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Мĕн çиетпĕр: мĕн ĕçетпĕр?
Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ытларикун иртнĕ ларăвĕнче ку хутĕнче ĕçме-çиме тавра тĕплĕ калаçу пулчĕ.
Çак сферăри надзор ыйтăвĕпе сăмах илнĕ май ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса юрăхлăх вăхăчĕ 40 кунран пысăкрах сĕт юр-варне обязательнăй майпа маркăламалла. Республикăри предприятисем çак требование пăхăнаççĕ — продукцие сутлăха маркăласа кăлараççĕ. Раштавăн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара упрамалли вăхăчĕ 40 кунран сахалрах продукцие те маркăламалла — ку асăннă ĕçĕн тепĕр тапхăрĕ пулать.
Чăваш Енре сĕт юр-варĕ туса кăларас енĕпе 18 организаци ĕçлет. Вĕсенчен çиччĕшĕ маркировкăпа çыхăннă пирвайхи тапхăра лекнĕ, хĕле кĕриччен вара тата 11 организацин продукцие маркăламалли оборудовани вырнаçтарса ĕлкĕрмелле. Сăмах май, çав оборудовани йӳнĕ мар — 3 миллион тенкĕ патнелле, апла пулин те предприятисем саккун требованийĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе чăрмавсем сиксе тухмалла мар. Маркăлани продукцие фальсификацилесрен сыхланма, унăн пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне тивĕçтерме пулăшĕ.
Апат-çимĕçпе çыхăннă лару-тăрăва хакланă май Сергей Геннадьевич республикăн туса кăларакан продукци калăпăшне ӳстермелли ресурссем нумай енĕпе пысăккине палăртрĕ. Аш-какай, сĕт-çу продукцийĕ — пур енĕпе те производствăна ӳстермелли майсем пур. Кăштах кăна мар — вун-вун процент чухлĕ. Пандеми тапхăрĕнче продукци туса кăларасси чакни палăрнă, халĕ вара, çирĕплетсех каларĕ министр, производство ерипен вăй илсе пыни палăрать. Апла тăк предприятисен хайхи усă курман ресурсĕсем те ĕçлесе каяс вăхăт та çитĕ.
Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская тĕрĕслев ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Ку енĕпе халĕ ансат мар — тĕрĕслевсен шутне чакарнă. Апат-çимĕç пахалăхĕпе, хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă требованисене пăснă тĕслĕхсене, тĕпрен илсен, шкулсемпе садиксене, социаллă учрежденисене тĕрĕсленĕ май тăрă шыв çине кăлараççĕ — предприятисем вĕсене ĕçме-çимепе тивĕçтернĕ чухне йĕркене пăхăнманни пулать. Кăçалхи сакăр уйăхра апат-çимĕçĕн тата ăна хатĕрлемелли чĕр таварăн тĕрĕслеме илнĕ 8,4 пине яхăн тĕслĕхĕнчен 2,8% гигиена нормативĕсене тивĕçтермен.
Гигиена енĕпе юрăхсăр тĕслĕхсем аш-какай продукцийĕ тĕлĕшпе уйрăмах нумай – 4,3%. Ачасене çитерме ятарласа хатĕрлекен апат-çимĕç, кулинари изделийĕсем, сĕт юр-варĕ тĕлĕшпе те нормативсемпе килĕшсе тăманнин тӳпи вăтам виçерен пысăкрах. Надежда Феофановна «хура списока» лекнĕ предприятисене ятран асăнчĕ. Шел те, унта такам та пур — уйрăм предпринимательсенчен тытăнса ял хуçалăх продукцине тирпейлекен пысăк, ятлă-сумлă предприятисем таран. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çĕнĕ парламент ĕçе пуçăнчĕ
Тавлашусăр-калаçусăр мар…
Юнкун çĕнĕ парламент спикера суйларĕ, комитетсен председателĕсен пуканĕсене камсем йышăнасси тата ытти самант уçăмланчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш сессийĕ кĕтменлĕх кӳмерĕ. Çапах саккун кăларакан органра пĕр вăхăт хуçаланнă лăпкăлăх тапхăрĕ вĕçленни те куçкĕрет палăрчĕ — çакна пĕрремĕш пухăвах уççăн çирĕплетрĕ.
Тишкермелле
Сессие çулĕпе чи аслă депутат пулнипе усă курса Николай Угаслов уçрĕ — Тĕп суйлав комиссийĕн председательне Александр Цветкова сăмах пачĕ. Вăл ПК суйлавĕ ăнăçлă иртнине, унта суйлавçăсен 56% яхăн йышĕ хутшăннине çирĕплетрĕ. Ултă партии 5% чикки урлă каçнă, çапла майпа Чăваш Ен парламенчĕ пуçласа ултă партии представителĕсенчен тăрĕ. Çапах мандатсен шучĕпе пурпĕр «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пуринчен малта — унăн 30 депутат. Коммунистсем ПКра çиччĕн ĕçлĕç, «Тĕрĕс Раççей» элчисем — тăваттăн, либерал-демократсен, «Пенсионерсен партийĕн» тата «Çĕнĕ çынсем» партин — пĕрер мандат.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та трибуна умне тухрĕ — çĕнĕрен суйланнă депутатсемпе алла-аллăн ĕçлессе шаннине палăртрĕ. Пĕрле пурнăçламалли ĕç вара чăннипех нумай — социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи стратегийĕ кăна мĕне тăрать! Вăл çывăх вăхăтра республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕн проектне хатĕрлесе çитерессине палăртрĕ — ăна депутатсемпе пĕрле тишкерсе йышăнмалла. Олег Алексеевич халăх суйланă çынсене республика интересĕсене тĕпе хурса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Политиксем тепĕр чухне партисен интересĕсене мала хуни палăрать — ку, ун шучĕпе, тĕрĕс мар.
Спикер — Леонид Черкесов
Депутатсен парламентри пĕрлешĕвĕсене çирĕплетрĕç. Кашни партин — хăйĕн фракцийĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракцине Николай Николаев ертсе пырĕ. Коммунистсен пуçĕнче — Алексей Шурчанов, эсерсен — Владислав Солдатов. Фракцисен йышĕ те, паллах, мандатсен шутне кура. Çавна май виçĕ фракцире — пĕрер депутат кăна, вĕсемех — Константин Степанов /РЛДП/, Николай Степанов /«Пенсионерсен партийĕ»/ тата Ксения Семенова /«Çĕнĕ çынсем»/ — фракцисен ертӳçисем. Пĕчченшерĕн пулни вĕсене хастар пулма нимĕн чухлĕ те чăрмантармасть — çакă сессире те çирĕпленчĕ.
Калăпăр, парламент спикерне суйланă чухне. Çак должноçа «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕ Леонид Черкесов йышăнасси маларахах паллăччĕ те — «единороссем» унăн кандидатурине сĕнни тĕлĕнтермерĕ. Анчах ку должноçа куç хывнисем татах пур иккен. РФКП фракцийĕнчи Андрей Никитин депутат партин республикăри уйрăмĕн лидерĕн Александр Андреевăн кандидатурине сĕнсе Чăваш Енри коммунистсен ретĕнче килĕшӳ çуккине пурте курмалла палăртрĕ. РФКП фракцийĕн ертӳçи Алексей Шурчанов фракци ларăвĕнче Черкесовшăн сасăлама йышăнни çинчен пĕлтерчĕ-ха, анчах регламент вăл е ку депутата фракци шухăшне хирĕçлеме чармасть иккен — Андреев кандидатурине сасăлава кăларма тиврĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.