«Чăваш хĕрарăмĕ» 38 (1215) № 30.09.2021
Курава — сертификатпа
Ӳнер музейĕ шăмат кунсерен 12 сехетре уçăлать. Çак вăхăт тĕлне чаплă картинăсемпе илĕртекен çурт тĕлне çынсем пухăнма та тытăннăччĕ. Паллах, вĕсенчен хăшĕ-пĕри акци çинчен илтсе ятарласа пынă, теприсем çакăн çинчен касса умне çитсен тин пĕлчĕç. Александр Степанов, тĕп хулари 40-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентекенскер, хăй çав тери хисеплекен сăрă ăсти Праски Витти çавра çулĕ тĕлне хатĕрленĕ куравпа паллашма тĕв тунă. Ковид каварлă вирусĕнчен те, грипран та вакцинациленнĕ вăл. Хăрушă чиртен сыхланассине шкул ĕçченĕ тӳрĕ тивĕçĕ тесе шухăшлать: унăн хăйĕншĕн çеç мар, ачасен сывлăхĕшĕн те яваплă пулмаллине çирĕплетет вĕрентекен. Чăн та, ӳнер тĕнчипе паллашас тĕллев тытнисене вакцинаци сертификачĕ чăрмав кӳмелле мар тесе шухăшлать вăл. Çапах та çакнашкал ыйту паянхи эпидлару-тăрăва кура сиксе тухнине ăнланать.
Андрей Андреев икĕ ачипе уçăлма тухнă. Ӳнер музейне кĕме шухăш тытнăскерсем кассăра QR-код пирки кăсăклансан малтанах тĕлĕннĕ. Çакнашкал паллă тӳлевсĕр кĕме май пани кăмăла çĕкленине пытармасть ывăлĕпе хĕрĕн тавра курăмĕшĕн тăрăшакан арçын. Шкул çулĕсенче хăй те кăранташ, сăрă, киçтĕк алла илме юратнăскерĕн туртăмĕ 8 çулти хĕрне куçнă. Андреевсене культура тĕнчипе тачă çыхăну тытма нимĕнле чир-чĕр те чăрмав ан кӳтĕрччĕ.
Чăваш наци музейĕ те иртнĕ шăмат кун республика çыннисене, аякран килнĕ хăнасене яланхиллех хапăл пулчĕ. Вакцинациленнисем ятарлă акципе тӳлевсĕр кĕчĕç. Вĕсене виçĕ тĕрлĕ курав кĕтрĕ. Пĕрне Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне, теприне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсене халалланă. Виççĕмĕшĕ Петр Егоров паллă скульптор кун-çулĕпе пултарулăхне уçса парать. Ольга Коршунова пай пуçлăхĕ ăнлантарнă тăрăх, вăхăтпа чикĕленекен куравсене ытларах çын куртăр тесе шăпах çак экспозицисемпе паллаштарма шухăш тытнă та при-вивка тутарнă çынсене. Асăннă музей тĕрлĕ акцие тăтăшах хутшăнать. Çакă управа çӳрекенсен йышне ӳстерессипе те, курма килекенсене тăван ен культурипе çывăхлатассипе те çыхăннă. Тĕслĕхрен, «Пушкин карттипе» кунта çĕнĕлĕхе пуçарнă малтанхи кунсенчех ĕçлеме пуçланă. <...>
Ирина ПУШКИНА.
Тутлă та: паха та
Республикăри 410 шкулта 145 пин ача пĕлӳ илет. Кĕçĕн ӳсĕмрисем — 65 пин шăпăрлан — вĕренӳ организацийĕнче тӳлевсĕр апатланать. Сахал тупăш илекен нумай ачаллă çемьере çитĕнекен 11,5 пин вĕренекен те çакнашкал çăмăллăхпа усă курать.
Шкул ачисен апатланăвĕ тĕрлĕ çивĕч ыйту çуратать. Çул çитменнисен сывлăхшăн усăллă, ӳсĕмне кура тивĕçлĕ апат çимелле — ку пуриншĕн те паллă. Çавăн пекех çимĕçĕн тутлă пулмалла — унсăрăн ăна çăвара та илес килмĕ. Тĕрлĕ ыйту виççĕмĕш сăлтавпа та — укçа- тенкĕ тăкакĕпе — сиксе тухма пултарать.
Пытармăпăр: апат пахалăхĕ, ун валли уйăракан бюджет тĕлĕшпе шкулти мĕн пур ачан тата ашшĕ-амăшĕн кăмăлне тивĕçтерме ансат мар. Çапах та лару-тăрăва ырă енне улăштарма май пур. Шупашкарти 47-мĕш шкулта асăннă ыйтупа «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Унта пĕлӳ çурчĕн ертӳлĕхĕ, аслă классенче вĕренекен хастарсем, столовăй заведующийĕ хутшăннă. Аслисем ачасенчен шкулта сĕнекен апатран мĕн килĕшнине, мĕн тивĕçтерсех кайманнине палăртма ыйтнă. Вĕсем меню пуянрах пуласса кĕтнине палăртнă. Вĕренекенсен шухăшĕпе, вĕри тĕрлĕ апата суйламалăх пĕçерсен кашни хăйне килĕшекеннине çиме пултарĕ, çапла майпа выçă юласси никама та хăратмĕ. Администраципе столовăй ертӳçин тĕллевĕ вара шăпах — кашни ачана вĕри апатпа тивĕçтересси.
Кăçалхи утă уйăхĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ йĕрке йышăнчĕ: авăн уйăхĕнчен пуçласа сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьесене тӳлевсĕр апатлантармалла. Паллах, çакăн валли муниципалитет бюджетĕнчен ятарласа укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Йышăнура палăртнă тăрăх, çăмăллăхпа усă куракан пур ача та çирĕплетнĕ стандартпа апатланма тивĕç. 47-мĕш шкулта та çĕнĕ йĕркене хута янă. 6 ачаллă Ларионовсем, тĕслĕхрен, патшалăх çакнашкал тĕревĕпе питех те кăмăллă. Ольга Александровна палăртнă тăрăх, асăннă пĕлӳ çуртне виççĕн — Яна, Лев, Иван — çӳреççĕ. Электромеханика колледжĕнче пĕлӳ илекен Виктор та, 18-мĕш шкула 9-мĕш класа çӳрекен Андрей те тӳлевсĕр апатланаççĕ. Ваня апата тиркемест те — мĕн панине çиет-мĕн, Левăпа Яна вара суйласа апатланма пăхаççĕ. Юрать-ха амăшĕ ачисене ирсерен пăтă çитерме тăрăшать — кĕçĕн тата вăтам классенче пĕлӳ илекенсем шкултан таврăниччен выçсах çитмеççĕ. «Çемьене тăрантарма укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Мăшăр Юрий Николаевич ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе тата тĕпренчĕксемшĕн тухакан пособипе йӳнеçтерсе пыратпăр», — хута кайнă çăмăллăх хăйсемшĕн чухах пулнине пытармасть йышлă çемьери кил ăшшин управçи. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Пĕр-пĕрин патне — хăнана
«Пысăк гастрольсем» федераци программи пурнăçланнă май Чăваш Енре Свердловск облаçĕнчи Новоуральск хулинчи Пукане театрĕ хăнара пулчĕ. Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен Урал тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем Чăваш патшалăх пукане театрĕнче виçĕ спектакль: «Черная курица или Подземные жители» (А.Погорельский юмахĕ тăрăх), «Мишка косолапый» (А.Мирошкин), «Про Дюймовочку» (Н.Шувалов) кăтартрĕç.
Пирĕн пуканеçĕсем те çак кунсенче гастроле Новоуральск хулине кайнă. Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем «Спящая КАРсавица» /С.Дорожко/, «Умка» /Ю.Яковлев/ спектакльсем кăтартнă. Кунпа пĕрлех Свердловск çĕрĕ çинчи куракана Петĕр Хусанкай çырнă «Кăвакарчăн» мюзиклпа та паллаштарнă. Наци чĕлхипе хатĕрленĕ ĕçе илсе кайни ахаль мар — Екатеринбургра Чăваш культурин кунĕсем иртнĕ.
Театрта юлашки вăхăтра савăнмалли хыпар сахал мар. Хире- хирĕçле пысăк гастроле хутшăннипе пĕрлех нумаях пулмасть пирĕн пуканеçĕсем Владимир облаçĕнче иртнĕ «Ылтăн çĕрĕ» фестивале кайнă.
Чăваш артисчĕсем «Три толстяка» /Ю.Олеша/ спектакльпе паллаштарнă. Кăнтăр-Сахалин утравĕнчен килнĕ режиссер Антонина Добролюбова хатĕрленĕ ĕç тӳресене те тыткăнланă. Ахальтен мар спектакле «Куракансем кăмăлланă ĕç» номинацире палăртнă. Суок сăнарне калăпланă Эльвира Соколова ятарлă парнене тивĕçнĕ. Çак хаклав çав тери пĕлтерĕшлине палăртать театрăн илемлĕх ертӳçи Юрий Филиппов.
— Питĕ хумхантăмăр. Тĕрлĕ чăрмав та сиксе тухрĕ. Ниме пăхмасăр хамăр ĕçе тивĕçлĕ кăтартрăмăр. Чăваш театрĕ тĕлĕнтернине пытармарĕç тӳресем — вĕсем вара пысăк та паллă çынсем. Фестивальсенче ĕçсене питех те çирĕп хаклаççĕ. Çакна шута илсех «Оскар» тивĕçнĕ пекех савăнтăмăр, — палăртрĕ Антонина Александровна. Вăрăм çула тухма хатĕрленнипе артистсем фестиваль вĕçленессе кĕтсе илеймен. Ырă хыпара Шупашкарта пĕлнĕ. Свердловск облаçне савăк кăмăлпа тухса кайнă. <...>
Татьяна НАУМОВА.
Сăмахсăр калаçатăп
Кĕрхи паркра иккĕн. Мĕн тума кирлĕ пире кам та пулин пурри? Икĕ çын тĕл пулсан... Хура асфальт çинче чечеклĕ кавир тата хӳхĕм курăнать. Кĕрен пилеш сапаки çинчен куç каймасть. Эсĕ — мана, эпĕ сана куçран пăхса тăратпăр.
— Кĕтсе хăшкăлтăм, ăçта çухалтăн?
— Эпĕ те... тунсăхларăм.
— Курас килет-çке.
— Манăн та...
Эпир чĕнместпĕр. Ку ахаль кăна, эпир шухăшлани. Куçпа куç калаçни. Эс калас тени. Мăн кăмăллăх пире çак сăмахсене калама ирĕк памасть. Вăл пире сăнчăрласах лартнă тейĕн. Иксĕмĕр те пĕр-пĕрин патне туртăнатпăр. Анчах... çакăн çинчен сăмахпа калама пултараймастпăр.
Аллу мана çупăрлать, çӳçĕме ачашлать. Вĕри сывлăшу пӳлĕне-пӳлĕне тухать.
— Мĕншĕн чĕнместĕн? — ыйтатăп санран.
— Эпĕ калаçма пĕлместĕп, — илтĕнет санăн кăмăлсăртарах сассу. Кăмăлсăр-ши? Тен, туйăнать çеç.
Кашни çын хăйне евĕр. Хăшĕ илемлĕ сăмахсене çу пек юхтарать, тепри ăшĕнче çунсан та çиеле кăлармасть. Эпĕ сан шухăшусене вулама пĕлместĕп. Унашкал пултарулăха Турă паман мана.
Айван та иккен эпир. Ытларах хăлхапа итлетпĕр. Чунрине пĕлме тăрăшмастпăр. Мĕнех, хĕрарăма Пӳлĕхçĕ çапла тунă пулĕ. Турă çырнинчен иртеймĕн.
Урамра кĕркунне. Ытла та илемлĕ кĕркунне. Эс пуррипех çак хитрелĕхе асăрхатăп. Эс пуррипех асамлăхпа киленетĕп. Эпĕ санпа, пĕр санпа сăмахсăр калаçатăп. Сан куçунта телей куратăп. Сана çакăншăн ăшра тав тăватăп. <...>
Лидия САРИНЕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...