Комментировать

5 Сен, 2014

Чăвашла вĕренме Люксембургран килнĕ

Шел те, юлашки çулсенче хулари халăх кăна мар, ялти те вырăсланса пырать. Ял çыннисем ачи-пăчипе чăвашла мар, вырăсла калаçнине илтсен кăмăл хуçăлать. Ачасем аслисенчен вĕренеççĕ. Шăпăрлан тăван чĕлхепе пуплесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Ачасене пĕчĕкренех чăвашла вĕрентменни тăван чĕлхешĕн çунакан чылай çынна пăшăрхантарать. Сăлтавĕ те пур: ЮНЕСКО пирĕн чĕлхене пĕтме пуçланисен йышне кĕртнĕ. Çапах ырă тĕслĕх çук мар. Ачана ашшĕ-амăшĕ вырăсла вĕрентнĕ хыççăн лешĕ ÿссен тăван чĕлхене хăй тĕллĕн тĕшмĕртнĕ. Сăмахăм Тутар Республикинче çуралнă, Воркута хулинче ÿснĕ Александр Савельев пирки. Вăл Мускавра чăваш курсĕ йĕркелени пирки хаçатра çырнăччĕ. Паян вулакансене тĕлĕнмелле тепĕр çынпа паллаштарасшăн. Вăл пирĕн республикăран самай аякра пурăнать пулин те чăваш чĕлхипе кăсăкланать. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.