Комментировать

23 Сен, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 37 (1214) № 23.09.2021

Ал вылявĕ те — чĕлхе

Тус-тăвана, пĕлĕш-тантăша аякранах алă сулатпăр. Салам янине тӳрех тавçăрать вăл. Хирĕç сывлăх сунать. Пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланма май паракан хускану сахал-и? Пуç пӳрнине тути патне илсе пырать, калăпăр, амăшĕ. Аслă ывăл-хĕрĕ кĕçĕнни тутлăн çывăрнине ăнланать те — шăп пулать. Е тата троллейбус-автобусра ларса пыратпăр тейĕпĕр. Чарăнура тахçанах курман юлташ тăра парать! Анса юлма май çук — халăх лăк! тулли, транспорт та кĕç-вĕç алăкне хупать ĕнтĕ. Çапла, «Эсĕ мана телефонпа шăнкăравла» тесе систерме май пур. Алла чăмăртамалла, пуç тата кача пӳрнесене тăсмалла, хăлха çумне тытмалла. Çыхăну хатĕрĕ пирки систернине кашни тавçăрать. Çак хусканусем, паллах, пирĕн хушăра хăйсем тĕллĕн аталаннă. Анчах чылайăшĕ ăнланать вĕсене.

Çĕршывра вара ал вылявĕн темĕн тĕрлĕ чĕлхи пур. Чĕлхе тесех каламалла вĕсене. Сасă çуккипе кăна улшăнса тăраççĕ эпир хăнăхнă пуплеврен. Хăлха илтменнисен пĕтĕм тĕнчери федерацийĕ ал выляв 300 ытла чĕлхине шутласа кăларнă. Вĕсен хушшинче пĕри — кашни çĕршывра йышăнни — пур. Шăпах унпа сывлăх тĕлĕшĕнчен улшăнса тăракансем пысăк тĕл пулусенче усă кураççĕ. Хăть те хăш чĕлхе хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Хускану тунипе çыхăннăскерсем те расна, кашни хăйне май пуян-мĕн. Йывăррисем те пур вĕсен хушшинче. Пĕтĕм тĕнчипе йышăнни вара — ансат шутланать. Ăна патшалăх чĕлхисен йышне кĕртнине те каламалла.

Асăннă чĕлхен пĕлтерĕшĕ пирки аса илтерес, ыйтусене ытларах сӳтсе явас тĕллевпех ПНО Ассамблеи авăн уйăхĕн 23-мĕшне Пĕтĕм тĕнчери ал выляв кунĕ тесе палăртнă. Илтмен çынсен прависене туллин пурнăçлас тĕллев те пур унăн шăнăрĕнче. Чи çывăх çыннисен сассине илтеймен ачана ку чĕлхепе май пур таран маларах паллаштарни те пĕлтерĕшлĕ-çке. Хăть те мĕнле пепкен те, ыттисенчен уйрăлса тăраканскерĕн те, ӳсме, тĕрĕс аталанма ку е вăл чĕлхене пĕлмелле. Ăна вĕренмелле, хăнăхмалла.

1951 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче шăпах хăлха илтменнисен пĕтĕм тĕнчери федерацине туса хунă. Сусăрсен прависене хӳтĕленипе пĕрлех ал выляв чĕлхисене сыхлассипе те тимлĕ ĕçлет вăл. Уяв çамрăк-ха – 2017 çулта кăна йышăннă ăна, анчах унăн пĕлтерĕшĕ капашсăр. Хăлха илтменнисен 135 наци ассоциацине пĕрлештерет вăл. Пĕтĕм тĕнчери 72 миллион ытла çын правине хӳтĕлет. Ахальтен мар ятарлă кун уйăрас шухăша 97 çĕршыв хапăлласа йышăннă. ПНО резолюцийĕ патшалăхсене ал вылявĕн чĕлхине май пур таран ытларах аталантармаллине аса илтерет, вĕрентӳ вара ансат пулса пымалла. Обществăра ирттермелли ĕç те йышлă. Сывлăх енчен уйрăлса тăракансене ыттисен тимлĕх уйăрма пĕлсен аванччĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Виçĕ ятпа ÿснĕскер

Миçе хутчен тĕл пулман-ши унпа — кашнинчех сăвăласа сывлăх сунать, шӳтлет, кăмăллăн йăл кулать. 74 çула çитнине пăхмасăр хастарлăхне çухатмасть Георгий Ефимов-Тусли. Тепĕр тесен, ватăлма вăхăчĕ те çук хаçат çывăх тусĕн. «Вĕресе тăмашкăн вучаха вуттине пăрахсах тăмалла», — тет журналист, çыравçă, публицист, сăвăç, прозаик, купăсçă, тавра пĕлӳçĕ, çав вăхăтрах шӳте ăстаскер. Чун-чĕрене хĕртсе, хавхалантарса тăраканни вара темĕн чухлех общество ĕçĕнче палăрса тăраканăн.

Сахăр катăкĕ

— Шӳтлеме яланах ăста пулнă эпир. Ку пахалăх йăхран пырать тесен те йăнăш мар. Анне те çаплахчĕ — хăть те мĕнле пулăма та сăмах çаврăнăшĕсемпе çавăрттарса калатчĕ. Виçĕ пĕр тăван тăлăх ӳснĕ вĕсем. Чи асли — Хресчен. Ун хыççăн — Елен. Анне — Нина, 1927 çулта çуралнă. Хресчен упăшки вăрçăра вилнĕ. Елен качча кайман. Апай мана килте çуратнипе унăн ача урăх пулман. Çапла мана, пĕр ывăла, виçĕ хĕрарăм ӳстернĕ.

Юмах каламасăр çывăрма вырттарман. «Ăçтан тупаççĕ? Мĕнле калаççĕ? Ун чухлĕ ăçтан пĕлеççĕ?» — шухăшлаттăм. Упа та, кашкăр та, чăх-чĕп те пурччĕ сăнарсен хушшинче. Уйрăмах Елен аппа халапсене ăста çаптаратчĕ. Чĕлхе-çăвар ăсталăхĕ — пĕтĕмпех анне енчен, — каласа кăтартать Георгий Леонидович.
Виçĕ хĕрарăм пĕр ачана пĕчĕкренех сăвă калама хăнăхтарнипе пĕрлех аллине çурла тыттарнă. Пылак çимĕçпе те иртĕхтереймен.

— Ас тăватăп-ха, пĕр çӳллĕ сентре пурччĕ пирĕн. Сахăр катăкĕсем выртатчĕç унта. Пылак çиес килнĕ ĕнтĕ манăн, аслисем килте çук чухне хăналанма шухăш тытнă. Сахăр илме хăпарса кайрăм хайхи. Пĕр хушăран анне катăксене шутланă: пĕри тухмасть. Ман çине пăхать. «Эсĕ йăкăртман пуль?» — ыйтать çепĕççĕн. Тунмарăм. Текехрен сахăра пытармарĕ вăл, анчах нумай çиме хушмарĕ. «Шăлу пĕтет», — терĕ, — тăсăлать кăсăклă калаçу.
1966 çулта каччăн салтака кайма ят тухать. Хĕсметре Германире, Чехословакире пулать вăл. Артиллерист-наводчике амăшĕ те мар, Елен аппăшĕ çыру çырса хавхалантарать.

— Службăра маттур пул тесе çыратчĕ вăл. Кашни йĕркине сăвăлатчĕ. Эпĕ те ăна илемлĕн хуравлаттăм. 1968 çулта киле ячĕç. Кунччен малтан хĕсметре юлма сĕнчĕç. Алманчă ачи Ваня Максимов килĕшрĕ, подполковнике çитрĕ. Елен аппа мана юлма хушмарĕ. «Пĕртен-пĕр ывăл, пире кам пăхать?» — тесе çырчĕ.

Вăрçă чарăнсан почтальона çирĕплетнĕччĕ ăна. Хаçат-журналпа питĕ туслăччĕ вăл. Елена Егорова ятпа хăй те çыратчĕ. Кĕнеке нумай вулатчĕ.

Клуб ĕçченĕ

— 1969 çулта ялта çĕнĕ клуб кирли пирки калаçма пуçларĕç. Правленин кивĕ çуртĕнче вырнаçнăччĕ малтанхи. Унта ĕçлекен Ираида Фадеева Шупашкара куçса кайрĕ. Елен акай сăмахĕ вырăнлă пулчĕ татах: «Эсĕ купăс калатăн, ял халăхĕ хаклать сана. Клубра çавăн пеккисем кирлĕ те», — терĕ. Чăн та, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хушшинче ят-сум пурччĕ. Виçĕ ятпа çӳреттĕм ялта. Хут çине — Георгий. Атте-анне Якур тесе чĕнетчĕ. Ял хушшинче çамрăксем: «Якур — ват çын ячĕ, Юркка пул», — терĕç.

Ялта пуху пырать. Колхоз пред-седателĕ Леонтий Васильевич ирттерет ăна. Клуб кивĕ, витĕр çил вĕрет. Пухăва çамрăксене те чĕннĕ. «Клуб тумалла», — кăшкăраççĕ пурте. Тĕрĕссипе, эпĕ салтака кайичченех шавлатчĕç-ха кун пирки. Анчах никам та яваплăха хăй çине илмен. Комсомол организацийĕн секретарĕччĕ эпĕ ун чухне. Леонтий Васильевич тăчĕ те: «Тăнлă, ăслă, ĕçлекен çын кирлĕ», — терĕ те ятăма асăнчĕ. Ун чухне турткалантăм-ха. Клуб ертӳçин тивĕçне пурнăçлама тытăнсан текех хирĕçлеймерĕм. Строительство бригади шанса пачĕç.

РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ Николай Скворцов тата Григорий Игнатьев строитель, эпĕ курăк çине выртрăмăр та — проект туса та хутăмăр: клубра 120-150 çын вырнаçмалла, библиотека та кирлĕ... Никĕсне ятăмăр, хăпартрăмăр — малалла ĕç каймасть. Кăшкарĕ ларать — пĕр хăма çук. Улатăр районĕнчи Кирене çул тытрăмăр. Лăсăллă йывăç кăлартăмăр, хамăр ялтах хăма çуртăмăр та — клуба тăрăларăмăр, — аса илмелли темĕн чухлех Георгий Туслин. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


«Кĕнеке çырма та пултаратăп»

Вăрăм ĕмĕрлисен йышĕнче — Муркаш районĕнчи Москакассинче пурăнакан Неонила Белова. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче 105 çул тултарать вăл. Ӳсĕмне пăхмасăр хастарлăхне çухатман Неонила Степановна. Пĕр ĕмĕр ытла кун кунлаканскер паянхи ырлăхпа савăнса хваттерĕнче пĕчченех хуçаланать. Хура- шурне вара пурнăçра самай курнă вăл, апла пулин те хавас та уçă кăмăлне çухатман.

1916 çулта Муркаш районĕнчи Иштерек ялĕнче çуралнă Неонила Степановна. Ашшĕ Австри вăрçинчен сусăрланса таврăннă. «Темле майпа çакланса юлнă эпĕ», — шӳтлет вăрăм ĕмĕрлĕскер хăй çуралма пултарни пирки. Çут тĕнчене килсен вара ашшĕ пĕчĕк хĕрне шăтăка чавса чикме хатĕрленнĕ. Çемьери 8 ачаран тăваттăшĕ выçăран пĕчĕклех вилнĕ-çке. Ку та пурăнаймасть тесех шухăшланă кил хуçи. Анчах амăшĕ упăшки тăпра ăшне чикме хатĕрленнĕ хĕрне хӳтĕлеме васканă: «Вăрăм ĕмĕрлĕ пулать вăл», — тенĕ.

Неонила Степановнăн шăпи тикĕс çулпа чупман. Мĕн пĕчĕкрен ыйткаласа çӳреме тивнĕ. Атăл тăрăхне выçлăх çулĕ килсен уйрăмах йывăр пулнă. Пĕррехинче аппăшĕпе пĕр яла çул тытать кĕçĕнни. Асли йăмăкне илсе каясшăн та пулман-ха, анчах Неонила юлмасть. «Камăн ачи пултăн, хăш ялсем?» — тĕпчет çăкăр татăкĕ паракан. «Пушмак Çтаппанĕн», — хуравланă пĕчĕкскер, Башмачникова хушаматпа çӳрекенскер. Хăйĕнпе паллаштарнăшăн вăрçать аппăшĕ хайхине. Те вăтаннăран, текехрен ятне те калама хушмасть.

7 çула çитсен Ишлей тăрăхĕнче чăпта çапнă çĕрте ĕçлеме пуçлать Неонила. Курăс хутнă çĕрте тăрăшать. Çур çĕрте тăратса кăларса янă ăна килĕнчен, çавăнпах çывăрма выртнă чухне çăпатине те салтман мăнтарăн хĕрача.

13 çула çитсен конюха вырнаçать маттурскер. Колхозсем йĕркеленĕ тапхăр пуçланать. Анчах пĕрлештернĕ хуçалăха кĕме выльăх та пулман çемьере. Аслă конюх Неонилăна тиха кӳлме вĕрентме сĕнет. Парăнмасть хĕрача, шаннă ĕçе пурнăçлать. Лашине çăварлăхласа арçынсемпе тан Атăл леш енне вăрмана çӳрет.

Пĕррехинче палламан çын пынă колхоза. Çамрăксене Шупашкара йыхравланă. Завод тунине, унта ĕçлеме çын кирлине пĕлтернĕ. Виçĕ хĕр унта кайма килĕшнĕ. Вĕсен йышĕнче — Неонила Степановна та. Çапла 1936 çулта çĕнĕ ĕçе пикеннĕ. Малтан завод валли вырăн хатĕрленĕ май вăрман каснă, ытама та кĕмен тĕреклĕ юмансене йăвантарнă. Каярах кирпĕч хунă хĕр. 320-мĕш завод ĕçченĕ пулса тăнă. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Киввине те тиркемеççĕ

Ывăлĕсене те, хăйне те юрăхлă

Красноармейски салинче пурăнакан Станиславпа Мария Андреевсен ачисем куç умĕнчех çитĕнеççĕ, вăй илеççĕ. Вĕсене пĕр вĕçĕм урăх çи-пуç кирлĕ. Çĕннине туянма вара тăкаклă. Çитменнине, çамрăк мăшăр килте юсав ĕçĕсем пуçланă. Укçа-тенкĕ çитсе пымасан мĕн тумалла-ха?

Красноармейскинчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр çумĕнче япала йышăнакан тата валеçекен «Эпир пĕрле» пункт ĕçлени чылайăшĕн укçине перекетлеме май парать. Мария Андреева та çак пулăшупа кăмăллă.

Хальхинче хĕрарăм кĕçĕн ывăлĕ валли ăшă çи-пуç суйларĕ. Ку тумтирпе пĕчĕкскерне хĕллехи сивĕ те хăратмĕ. Хăйĕн валли те килĕшӳллĕ пушмак тупăнчĕ. Тем тесен те, япаласем айккинчен çĕнĕ пекех курăнаççĕ.

Интернат шкулта вĕреннĕ Мария Андреевăна патшалăх хваттерпе тивĕçтернĕ. Халĕ çамрăк хĕрарăм — декрет отпускĕнче. Мăшăрĕ строительство организацийĕнче вахта мелĕпе ĕçлет, инçе çула тухса çӳрет.

Марийăна çывăх çыннисен хӳттинче çитĕнме пӳрмен. Пĕчĕк хĕрне амăшĕ пăхман. 5-мĕш класа çитиччен ашшĕн килĕнче çитĕннĕ вăл. Шкулта ĕлкĕрсе пырайманнине, килти лару-тăрăва шута илсе хĕрачана Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкри интернат шкула вырнаçтарнă. «Тăраниччен çитернĕ, тăхăнтарнă, çуралнă кунсене хаваслă паллă тунă», — ӳпкелешмесĕр аса илет Мария Андреева. 9-мĕш класс хыççăн çамрăк Етĕрнене çул тытнă. Хулари училищĕре штукатур-маляра вĕреннĕ. Унтан тăванĕ сĕннипе Сĕнтĕрвăррине çитнĕ. Çакăнти училищĕре повар-кондитер дипломне илнĕ.

Хĕр пулас мăшăрĕпе интернет уçлăхĕнче паллашнине пытармасть. Чун суйланă яш — Канаш районĕнчи йышлă çемьерен. Ахăртнех, пĕрремĕш тĕл пулăва мĕнешкел хытă кĕтнĕ вĕсем. Кайран çемье çавăрма, ача-пăчаллă пулма ĕмĕтленнĕ. Çамрăксем хăйсен вăйне шанса малалла ăнтăлни куç кĕрет. Шухăшлани пурнăçа кĕни, паллах, хавхалантарать мăшăра.

«Упăшкапа иксĕмĕрех килте юсав ĕçĕсем пуçларăмăр. Пӳлĕмсене çĕнетрĕмĕр. Алăксене тинтерех улăштартăмăр», — хальхи ĕç-пуç тавра сăмах хускатсан палăртрĕ икĕ ача амăшĕ.

«Эпир пĕрле» пункт ĕçлени çинчен районти опека пайĕн ĕçченĕсем каланă ăна. Унтанпа çамрăк хĕрарăма кирлĕ нумай хатĕрпе тивĕçтернĕ. Çын тăхăннине те тиркемест Мария. Ара, çав япалана çуса тасатнă, утюгпа якатнă. Хăш чухне вара çĕнни те лекет. Ăна тăхăнма та ĕлкĕреймен. Лавккаран илнĕренпе вăхăт сахал иртнĕ-и, нумай-и — çи-пуçа ятарлă пункта леçнĕ.

«Куллен тăхăнмалли кĕпепе куртка кăна мар, уявра саркаланса çӳремелли çӳллĕ кĕлеллĕ пушмак та панă мана», — калаçăва тăсать Мария Андреева. Апла тăк унăн япала шыраса хăшкăлмалла мар. Хĕрарăм йăлтах пĕр çĕрте суйлама хăнăхнă.

«Икĕ уйăхри пепкене ятарлă хутăш çитеретпĕр. Вăл самаях хаклă. Унсăр пуçне çитĕнекен ывăлсем валли темĕн те пĕр туянмалла», — çемье бюджетĕнчи кашни тенкĕ шутлине палăртать кил хуçи арăмĕ.

Икĕ ача амăшĕ кĕçĕннине ача садне вырнаçтарсанах ĕçе тухасшăн. Упăшкипе арăмĕн пĕрлехи тупăшĕ ура çинче çирĕп тăма май парĕ.

Мария Андреева пĕччен пурăнакан ашшĕне пулăшнине палăртать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Ĕмĕт тинĕс хĕррине çитернĕ

Ăмăрт кайăкпа сăн ӳкерĕннĕ

«Манпа пĕрле ĕмĕтлен» ыр кăмăллăх проекчĕ çинчен хаçатра çырнăччĕ. Кăçал Чăваш Енре пурăнакан тепĕр çамрăкăн ĕмĕтне пурнăçлама пулăшнă вăл. 17 çулти Егор ӳкерме юратать. Вăл вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс илемне сăнлама тĕв тунă. Çапах куçпа курмасăр унăн хăватне туяймăн. Апла пулин те «Манпа пĕрле ĕмĕтлен» ыр кăмăллăх проекчĕпе килĕшӳллĕн иртекен конкурса хутшăннă вăл. Шухăшĕнчи тинĕсе ӳкерсе кăтартнă.

«Сочие кайма ят тухсан савăнтăмăр паллах. «Анне, сана йывăр пулмасть-и?» — иккĕленчĕ ывăлăм. «Унашкалли пурнăçра пĕрре пулать. Кайса килетпĕрех», — хавхалантартăм ăна çула пуçтарăннă май», — каласа кăтартать Егорăн амăшĕ Надежда Александровна.

Вĕсем çурла уйăхĕн вĕçĕнче инçе хулана самолетпа вĕçнĕ. Чăваш Енрен килнисене кĕтсе илнĕ, хăна çуртне вырнаçтарнă, тавралăха кăтартнă. «Ку тăрăх юмах тĕнчине аса илтерет», — çакнашкал пĕтĕмлетнĕ çула тухнисем. Вĕсем тинĕс, ту анлăшне курнă. «Тинĕс хĕрринче Егор хăйне сывлăхлă çын пекех туйрĕ, унăн сăн-пичĕ телейпе çиçрĕ», — палăртать ывăлне çут тĕнче кăтартнă хĕрарăм. Упăтепе, ăмăрт кайăкпа сăн ӳкерĕнни, Олимп вăййисене хутшăннă спортсменсен ялĕпе паллашни вĕсен асĕнче юлнă. Амăшĕпе ывăлĕ тинĕс хĕрринче каннă, хĕвел çинче хĕртĕннĕ. Çапах шыва кĕме тăхтанă. Кам пĕлет, тен, çитес çулсенче çакăнта çемйипе çитĕç вĕсем? Ун чухне чун каничченех шывра чăмпăлтатĕç.

Туслă йыш

Егор 10 уйăхрах утма пуçланă. 5-мĕш класа çитиччен тантăшĕсемпе пĕрле вылянă, чупнă. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн арçын ачан чир пулни палăрнă. Çавна май унăн алă-ури вăйсăрланнă.

Аслă Елчĕкре тĕпленнĕ Мешковсен 3 ача çитĕнет. Кĕçĕннисем пиччĕшĕпе Егорпа çав тери туслă. Асли йăмăкĕпе шăллĕне ӳкерме вĕрентет, шкултан киле панă ĕçсене пурнăçлама пулăшать. Антон Егора ятарлă хусканусем тума пулăшать. Милена уçăлма тухсан та пиччĕшĕпе юнашар пулма тăрăшать.

«Çул çӳрев кăмăла кайрĕ. Егор амăшĕ çумĕнче хăйне хăтлă туйрĕ. Мана ывăлăн çĕкленӳллĕ кăмăлĕ хăпартлантарчĕ», — чунне уçать чăваш хĕрарăмĕ. Тинĕс хĕрринчен тăванĕсем валли асăнмалăх парнесем илсе килнĕ вĕсем. Çак япаласенчен чылайăшне шапа хуранĕпе усă курса ăсталанă.

Егор акăлчан чĕлхине тăрăшса вĕренет. Пуласлăхра ку енĕпе ĕçлес туртăм та пур унăн. Хальлĕхе вара çамрăк колледжра дистанци мелĕпе пĕлӳ илет. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.