Комментировать

22 Сен, 2021

«Хресчен сасси» 36 (2874) № 22.09.2021

Слет фермерсене пуçтарчĕ

Иртнĕ эрнере Етĕрне районĕнче республикăри фермерсен слечĕ иртрĕ. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç.

Слета хатĕрленнĕ май фермерсем куравярмăрккă йĕркеленĕ. Мероприятие пухăннисем, хăнасем «ПК «Кооператор», «Агрико», «Чебоксарская ягода», «Деревенский дворик, «Мелилотус», «Али», «Баракат» предприятисен, Р.Санзяпов, И.Семенов, О.Кошелева фермер хуçалăхĕсен, О.Шалеев, Ф.Чабатов, С.Михайлов пайтаç ăсен тата ыттисен продукцийĕсемпе паллашрĕç. Кăмăл тăвакансем тутлă апат-çимĕçе тутанса пăхма, туянма пултарчĕç.

Тĕлпулура ял хуçалăхĕнчи пĕчĕк тата вăтам бизнесăн субћекчĕсен представителĕсем яла аталантарассине, умри çул-йĕре сӳтсе яврĕç, çивĕч ытти ыйтăва хускатрĕç. Юлашки çулсенче хушма хуçалăхсем те аталанса пыраççĕ, ытлашши продукцие сутса тупăш илеççĕ. Ялсенче 2-5 ĕне тытакан çемье пайтах. Вĕсен усă куракан çĕрĕсем те самай. Ура çине çирĕп тăнисем фермер хуçалăхĕ йĕркелеççĕ. Олег Николаев хушма хуçалăхсене те агропредпринимательлĕхе тата ял хуçалăх потребитель кооперацине явăçтармаллине палăртрĕ. Çакă çемьесене чĕр тавара тупăшлă вырнаçтарма пулăшĕ, малалла аталанма çул уçĕ.

Кăçалхи январь тĕлне республикăра 2112 фермер хуçалăхĕ шутланнă. Вĕсен йышĕ ӳссех пырать. Çапах лайăх ĕçлекеннисемпе пĕрлех хут çинче шутланса тăраканнисем те пур-ха. Çавăнпа районсене агропромышленноç комплексĕнчи хуçалăхсене пĕтĕмĕшле инвентаризаци тума, производство ĕçĕ-хĕлне тытса пыман фермер хуçалăхĕсене палăртса ЧР Ял хуçалăх министерствине пĕлтермеллине палăртрĕç калаçура.

— Çивĕч ыйтусене сӳтсе явма, пĕр-пĕрин опычĕпе, çĕнĕлĕхпе паллашма ял хуçалăхĕнчи вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхпе иккĕмĕш çул тĕл пулатпăр. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Пĕрремĕш фермăсем ăнăçу патне çул уçрĕç

Каçал тăрăхĕнчи Çĕнĕ Шăхран ялĕнчи Григорий Атласкин çамрăк чухне çурçĕрти шахтăсенче чылай çул ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван тăрăха таврăннă. Ĕç вырăнĕ пирки шухăшлама тытăннă. Ара, вăй-хал пур чухне çыннăн «кĕрĕк арки йăвалас килмест-çке». Çитменнине, çак вăхăтра вырăнти «Комсомольский» совхоз саланнă май хуралтăсене сутма тытăннă. Григорий Атласкин та сысна фермине туяннă. 2004 çулта вара фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Малтанах сысна усранă, каярахпа вара мăйракаллă шултра выльăх çине куçнă. Паллах, алă çавăриччен выльăх-чĕрлĕхе кивĕ витере тытма тивнĕ. Телее, çак вăхăталла çемье фермине аталантарма федераци программи пурнăçа кĕнĕ. Григорий Васильевич 9 миллион тенке яхăн гранта тивĕçнĕ. Çавна май патшалăх пулăшăвĕпе, хăйĕн укçи-тенкипе тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕнчен илнĕ кредитпа 280 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ ферма тума шут тытнă. Паянхи кун ĕнесем унта вырнаçнă. Каçал енĕн пултаруллă, хастар арĕпе эпир унăн хуçалăхĕнче тĕл пултăмăр, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантăмăр.

Çĕнĕ ферма — пысăк савăнăç

— Асăмра юлнă самант: 2012 çулта пирĕн пата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килчĕ. Вăл фермăна пăхса çаврăнчĕ, ырларĕ. Çапла майпа Чăваш Республикинче çемье фермине аталантармашкăн грант илме пултарнă пĕрремĕш çынсем эпир пултăмăр: эпĕ, Ю. Голубев /Пăрачкав районĕнчен/, М.Тагеев /Сĕнтĕрвăрри районĕнчен/.
Каласа хăварам: ун чухне фермăна туса пĕтерме 24 миллион тенкĕ тухса кайрĕ. Çак оборудование вара Калугăран илсе килнĕччĕ. Пĕтĕмпе 7 миллион та 800 тенке ларнăччĕ пулмалла. Чи пахи тата çакă: специалистсене заводранах ярса параççĕ. Хатĕр-хĕтĕре вырнаçтараççĕ вĕсем, кирлĕ пулсан юсаççĕ те. Çулталăкне икĕ-виçĕ хутчен килсе тĕрĕслесе каяççĕ.

— Сирĕн бизнес 2012 çулта пуçланса кайнă тесен те юрать-тĕр?

— Тĕрĕсех, çавăн чухне пуçланчĕ. Çакăнта тăракан ĕнесене сумашкăн илсе килнĕ. Вĕсен ятарлă пӳлĕм пур, унта 12 ĕне сăвăнмалла. Пĕр доярка ĕлкĕрет.

— Миçе ĕне сирĕн?

— Сăваканни халь 130 пуç. Тепĕр ушкăн пур. Пăрулаттарса çак ушкăна кĕртсе пыратпăр. Ĕç-хĕл вăйлансах пырать. Ĕнесем сентябрьтен пăрулама пуçлаççĕ. Пĕтĕмпех куç умĕнче.

— Сĕт мĕн хакпа каять?

— Ялта 19 тенкĕпе пуçтараççĕ. Эпĕ вара 24-25 тенкĕпе паратăп. Кĕçех ĕне сумалли зал тăватпăр. Унта ĕнесем кĕрсе тăраççĕ, харăсах 12. Сĕт пăрăхĕ ĕçлет. Çав хушăрах сĕт пахалăхне автомат тĕрĕслесе тăрать. Пăрăхсене тутăхман тимĕртен тунă. Ĕçе пĕтĕмпех механизациленĕ. Тислĕк хырмалла мар. Мат сарса хунăран – ăшă. Ĕнесем кĕрсе çиеççĕ, тухаççĕ...

Сĕте килсе илсе каяççĕ. Комсомольскинче сĕт-çу завочĕ туса хучĕç те аванах ĕçлесе кайрĕç. Хăйма та, турăх та хатĕрлеççĕ... <...>

Геннадий МАКСИМОВ.

♦   ♦   ♦


Сывлăха упрать

Сентябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 33,2 пин çын коронавируспа чирленĕ, 2220-шĕ вилнĕ, 30,1 пинĕшĕ сывалнă. Асăннă вăхăт тĕлне 316 пин çын вакцинациленнĕ. Усал чир сарăлса пынăран республикăра кафесене, культура, спорт учрежденийĕсене QR-кодпа кĕртме тытăннă. Кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ха çынсем?

Патăрьел районĕнчи АПК ветеранĕсен союзĕн членĕ Галина ИВАНОВА:

— Тепле асăрхансан та кăçалхи февральте коронавируспа чирлерĕмех. Больницăра сипленме тиврĕ. Чире чăтса ирттерме йывăр пулчĕ. Усал амакпа асапланнисем кăна çакна ăнланаççĕ. Маларах чире мĕнле сиплемеллине те ăнланса-пĕлсе çитеймен. Халĕ лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Ăсчахсем ковида парăнтарма хăватлă эмелсем, вакцинăсем хатĕрлеççĕ. Ку енĕпе тухтăрсен опычĕ те ӳссех пырать. Чирлисене больницăна илсе çитерсен тӳрех тĕрĕслеме, сиплеме тытăнаççĕ, иккĕленсе тăмаççĕ. Эпĕ наукăна, медицинăна шанатăп. Çавăнпа хăрамасăрах вакцинацилентĕм. Ялти 87 çулти Раиса Васильева та хăй ирĕкĕпе прививка тутарчĕ. Камăн чирлес килтĕр? Шел, хăшĕ-пĕри тĕрлĕ сас-хурана итлесе çакăнтан пăрăнма тăрăшать. Ку тĕрĕс мар, республикăра пурăнакансен 60 процентĕнчен кая мар вакцинациленсен кăна пĕрлехи иммунитет пулĕ. Çавăнпа çак мероприятирен пăрăнмалла мар. Республика ертӳçисем ковид сарăласран мерăсем йышăннине ырлатăп. Унсăрăн коронавирус çулне пӳлеймĕн. 

♦   ♦   ♦


Михаил пиччен савăнăçĕ

Кил картинче хăма савалакан Михаил Замятина курсан тĕлĕнтĕм. Тăрăшса ĕçлекенскере сакăр теçеткерен иртнĕ тесе ниепле калаймăн. Вăл вара пахчара та ĕçлет, качакисене те пăхать.

Михаил Андреевич 1937 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Çурлатри ялта çут тĕнчене килнĕ. Çемьере пилĕк пĕртăван çитĕннĕ.
Шел, ыттисем пурнăç ран уйрăлнă ĕнтĕ. Унăн ачалăхĕ вăрçă тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. Çинĕ-çимен пурăнса та нăйкăшман, ыттисенчен юлмасăр колхозра ĕçленĕ. Ун чухне кашни ялтах лаша вити пулнă. Ĕçченскер бригадир ыйтнине хаваспах пурнăçланă.

Кĕнеке пĕлӳ çăл куçĕ пулнине ăнланнăскер чăваш, вырăс писателĕсен хайлавĕсене çине тăрсах вуланă. Куллен Муркашри шкула вĕренме çӳренĕ. Витререн тăкнă пек çумăр çуни те, куç курми çил-тăман алхасни те, шартлама сивĕ те ăна хăратман, çав-çавах çула тухнă, пĕлӳ илме васканă. Çичĕ çул вĕренмелли шкула лайăх паллăсемпе кăна вĕçленĕ вăл. Çулсем иртнине пăхмасăр халĕ те вĕрентекенĕсене ăшшăн аса илет.

Çемье кашнин пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çывăх çынсен кулли, ăшши, тĕревĕ тепле ывăннине те ирттерет, йывăрлăха çĕнтерме вăй-хал хушать. Михаил çемьере кĕçĕнни пулнă. Унăн икĕ аппăшĕпе икĕ пиччĕшĕ яланах шăллĕне пулăшма тăрăшнă. Тăванĕсене кура вăл хавхаланса вăй хунă, ырă пурнăç çитессе шаннă, кĕтнĕ. «Ĕçлесен çеç лайăх пурнăç тума пулать», — текен шухăш ăна халĕ те хавхалантарать.

Кашни çыннăн хăйĕн сукмакĕ, шăпи. Ăна тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле кăна. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарнă çынсен ĕçĕ те кал-кал пырать. Мĕншĕн тесен ăна ячĕшĕн мар, чун-чĕре ыйтнипе пурнăçлать. Михаил Замятин та суйласа илнĕ çул-йĕрĕпе çирĕп утать. Пĕлӳ патне те яланах туртăннă вăл, кĕнеке вулама юратнă. Çак йăла халĕ те сыхланса юлнă унăн. Михаил Андреевич Çурлатри пуçламăш, Муркашри вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Пĕр çул тăван колхозра вăй хунă. 1956-1960-мĕш çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă. Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче те вăй хунă вăл. Çав хушăрах куçăн мар майпа Мускаври пир-авăр институтĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. Ун хыççăн пултаруллă каччă Мускаври металлурги институтĕнчен вĕренсе тухнă, «Хура металл технологийĕ» специальноçа алла илнĕ. 1972 çултан тытăнса пенсие тухичченех Шупашкарти агрегат заводĕнче чукун шăратакан цех пуçлăхĕнче ĕçленĕ. <...>

Геннадий МОИСЕЕВ. Муркаш районĕ.

♦   ♦   ♦


Халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшнă

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх аграри университетĕнче патшалăх, политика, общество деятельне Петр Ивантаева асăнса тĕлпулу иртрĕ.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Хĕрлĕ Чутай районĕн ертӳçисем Иван Михопаровпа Владимир Мурайкин, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, республикăри АПК ветеранĕсен союзĕн членĕсем, Петр Васильевичăн тăванĕсем хутшăнчĕç.
Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин асăну кунне уçнă май Петр Ивантаевăн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Петр Васильевич 2020 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче 78 çулта пурнăçран уйрăлнă. Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сорăм ялĕнче çуралса ӳснĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ «Октябрь» колхозра агрономра тăрăшнинчен пуçланнă. Хастар çамрăка пуçлăхсем те асăрханă, яваплă вырăнсем шанса пама тытăннă. Хуçалăх председателĕ, районăн тĕп агрономĕ, КПСС Чăваш обкомĕн ял хуçалăх пайĕн инструкторĕ, «Чăвашхмельпром» производство пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ, Хĕрлĕ Чутайри КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ… — чылай çĕрте ĕçлеме тӳр килнĕ унăн. 1998-2000 çулсенче Петр Ивантаев ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕнче вăй хунă, социаллă ыйтусене татса панă. 2000-2002 çулсенче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ, виçĕ енлĕ комиссин координаторĕ пулнă вăл. Каярахпа Чăваш Ен Президенчĕн канашçи, Шупашкарти аш-какай комбиначĕн директорĕнче те тăрăшнă.

Чăннипех пуян кун-çул. Петр Васильевич ял хуçалăх отрасльне аталантарма курăмлă тӳпе хывнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман, «Чавал» ентешлĕхе аталантарнă, республикăри АПК ветеранĕсен организацине ертсе пынă, общество ĕçĕсене хастар хутшăннă.

Ăна ЧР Патшалăх Канашĕн тата РФ Патшалăх Думин депутатне суйланă. «Хисеп Палли», «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсемпе, чылай медальпе, Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.

— Петр Васильевич пурнăçран уйрăлни пирĕншĕн пысăк çухату. Вăл пурнăçа юратнă, хăйĕн ĕçне чунчĕререн пурнăçланă. Ыттисене ăнланма, пулăшма тăрăшнă. Çынна, унăн ырă ĕçне асра тытсан — вăл пурăнать, манăçа тухмасть. Эпир унăн пуçарăвĕсене малалла тăсăпăр, — палăртрĕ Сергей Геннадьевич.

Асăну кунне хутшăннисенчен нумайăшĕн хăй вăхăтĕнче Петр Ивантаевпа ĕçлеме, хутшăнма тӳр килнĕ. Халĕ вĕсем çак самантсене ăшшăн та хумханса аса илчĕç. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн

Муркаш районĕнчи Атикассинче пурăнакан Эльвирăпа Георгий Симаковсем пурнăç сукмакĕпе 40 çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Хăй вăхăтĕнче иккĕшĕ те ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Паян вĕсем — районти АПК ветеранĕсен союзĕн хастарĕсем.

Кил хуçи хĕрарăмĕ хăйĕн ĕмĕрне тĕрлĕ çĕрте экономистра ĕçлесе ирттернĕ. Вăрнар районĕнчи Хурăнсур Çармăс ялĕнче çуралса ӳснĕскер вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Сăмах май, аслă шкулта вăл мăшăрĕпе пĕрле вĕреннĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ тăван тăрăхĕнчи «Янгорчино» хуçалăхра пуçланнă. Унта вăл тĕп экономистра тăрăшнă. Каярахпа, качча кайнă хыççăн, Муркаш районĕнчи Жданов ячĕллĕ тата «Нива» колхозсенче вăй хунă. Паллах, тĕп экономистрах. Георгий Георгиевич асăннă хуçалăхсене ертсе пынă. «Мана 24 çултах колхоз председательне суйларĕç, — аса илет иртнине арçын. — Хăй вăхăтĕнче пирĕн хуçалăх районта, республикăра малтисен ретĕнчеччĕ. ВДНХ Хисеп хăми çине лекме те пултартăмăр. Колхозсем арканма тытăнсан район центрне ĕçлеме куçрăмăр».

Вăл каланă тăрăх, колхоз çĕрĕсене халĕ фермерсем уйăрса илнĕ. Вĕсем тĕш тырă, пахча çимĕç туса илеççĕ. «Уйхир çум курăкпа ашкăрса лармасть, çакăншăн чун савăнать. Фермерсем колхоз çĕрĕсемпе туллин усă кураççĕ. Шел, хуçалăх ячĕ сыхланса юлаймарĕ», — чун ыратăвне пайларĕ ĕнерхи председатель.

Эльвира Иосифовна Муркашра пĕр вăхăт налук уйрăмĕнче, унтан район администрацийĕнче тĕп экономистра тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне яланах тулли кăмăлпа пурнăçланă вăл.

Унсăр пуçне общество ĕçĕнче те хастар пулнă. Студент вăхăтĕнчех спортпа туслăскер час-часах ăмăртусене хутшăннă. Халĕ те вĕсенчен юлмасть. «АПК ветеранĕсен союзне кĕнĕ хыççăн ГТО нормине хӳтĕлемеллине пĕлтерчĕç: шывра ишессипе, çӳллĕшне сикессипе тата чупассипе ăмăртрăмăр. Эпĕ ылтăн значока тивĕçрĕм», — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.