Комментировать

5 Сен, 2014

Темшĕн шăтмасть

«Хресчен сасси – Кил» хаçата пурнăçра кирлĕ сĕнÿсем панăшăн, вулакансен ыйтăвĕсене уçăмлă хуравланăшăн чĕререн тав тăватăп. Эпир хамăр пахчара тем те çитĕнтеретпĕр, анчах черемша текеннине ниепле те ÿстерейместпĕр. Кĕркунне те, çуркунне те акса пăхрăмăр. Темшĕн шăтмасть. Çулçи сĕтеклĕ те усăллă теççĕ. Мĕнле çитĕнтермелле-ши?

Елена Пыркина. Çĕрпÿ районĕ, Ункăçум.

Черемша е хир суханĕ (хир ыхри) çитĕнтерме ансатах мар. Чи малтанах ун валли меллĕ вырăн хатĕрлемелле. Ку вăл – хÿме, çурт, сарай, йывăç сулхăнĕ лекекен нÿрлĕрех вырăн пулмалла. Хĕвеллĕ вырăнта вăл япăх ÿсет, çулçи хытать, вĕтĕлет. Лаптăка малтан шĕшкĕ, хурама е хурăн çулçинчен хатĕрленĕ çĕрĕк тăприпе сапмалла (1 тăваткал метр пуçне 1-2 витре). Çĕр çăмăл та кăпăшка пултăр. Йÿçек çĕре извеçлеме тивет.

Черемша вăррине туяннă чух çакна пăхмалла: çаврака та яка пулччăр, типсе пĕркеленни шăтмасан та пултарать. Чи лайăххи вара – тин вăрă пулнине тупни е туянни. Вăрлăха хуппи хытиччен акма тăрăшмалла. Вăл питĕ хăвăрт хытать. Кайран ăна, нăкăланса йăлтăрккаланнăскерне, вăратма йывăр. Вăрлăха авăн уйăхĕнче нÿрлĕ çĕре сапса хăвармалла. Утă-çурла уйăхĕнче аксан лайăхрах тени те пур. Çĕр çумне кăшт пусарса çиелтен çĕрĕк тăприпе, торфпа е çулçăпа витмелле. Йĕр туса акма та юрать, анчах 1 сантиметртан тарăнрах вармалла мар.

Вăрлăха тăпра тултарнă пысăках мар савăта акса çĕр ăшне чавса чикни аван. Юр айĕнче хĕл каçнă хыççăн апрельте пĕрре виççĕмĕш пайĕ шăтмалла. Çуркунне те акма юрать, анчах ун пек чухне вăрра нÿрлĕ хăйăрпа хутăштарса 2,5-3 уйăх таран 0-3 градус сивĕре тытмалла. Стратификаци тумасан (сивĕре тытмасан) вăрлăх икĕ çултан çеç шăтса тухать. Пĕр сухан-тымар пуçне пĕр çулçă тухать, ландыш çулçи майлăскер.

Вăрăран ÿстернĕ черемша çулçине виçĕ çултан татма юрать, анчах харăс пурне те татмалла мар – çĕнĕ сухан тымар тума тутлăхлă япаласем кирлĕ. Ӳсен-тăран çулçине чечеке лариччен татса çимелле.

Çакна та шута илмелле: черемша вăй илсе вăрлăх тума пуçласан, чечек тунине вăхăтра татса тăмасан темиçе çултан унпа çум курăкĕпе кĕрешнĕ пекех тертленме тивĕ.

Унччен те акнă тетĕр, çав лаптăка урăх нимĕн те лартман е чавман пулсан, ахăртнех, тепĕр çул сирĕн вăрлăх шăтса тухма та пултарать. Хăшĕ-пĕрин вăл çапла виççĕмĕш çулне чиперех шăтать.

Черемшапа апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте те, медицинăра та анлă усă кураççĕ. Вăл цингаран, атеросклерозран, шăнса пăсăлсан, ÿт-тир чирĕсенчен пулăшать, хырăмлăха лайăхрах ĕçлеттерет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.