Комментировать

4 Сен, 2014

Юрататпăр тĕнчене питĕ хытă...

Вĕçет хир çийĕн эрешмен карти,
Пахча тулли хăмла, улма та кавăн.
Юмахрилле çиçет вăрман çути,
Çулçăсене сăрларĕ кĕр çункавĕ.
Сисмесĕрех кĕскелчĕ кун утти –
Хĕвел çулне тытса пăрасшăн авăн.
Çĕн хăмлапа чашăлтатать пичке,
Ача-пăча та тытрĕ кĕнеке.
Василий Эктел.

Акă каллех вĕçтерсе çитрĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ: çĕнĕ кĕпе тумтирпе, атă-пушмакпа, сумка-портфельпе... Тетрачĕ те, ручки-кăранташĕ те вĕр-çĕнĕ. Ара, йăли çапла: çĕнĕ çула яланах çĕнĕлле пуçламалла. Савăнăçлă та капăр тумлă вĕренекенсемпе педагогсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕлÿ çуртне хавас кăмăлпа пуçтарăнчĕç. Йăл кулăллă пит-куç, чĕрĕ чечек çыххи – пурте кĕтнĕ уяв çинчен калаççĕ.

Малалла кашниншĕн çĕнĕ пурнăç, çĕнĕлĕх, кĕтменлĕх, йывăр самантсем, ыйхăсăр çĕрсем... Ашшĕ-амăшĕн канăçсăр кунĕ-çĕрĕ... Тарăн пĕлÿ каçалăкĕ... Вĕренÿ... Шкул сакки... Кирек епле пулсан та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем вĕсене çĕнтереççех!

Çак кун пĕр тăван Юлианăпа Евгения Рубцовăсем те Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ вăтам шкула васкарĕç. Асли – иккĕмĕш, кĕçĕнни пĕрремĕш класа кайрĕ.

– Эпĕ класс ертÿçине Светлана Валерьяновна Кедровăна аса илсе питĕ тунсăхларăм. Пĕрле вĕренекенсем те маншăн ют мар. Вĕсемпе курса калаçманни те чылай-çке.Чи савăнăçли – юратнă йăмăкăм та пĕлÿ çуртне çÿреме тытăнни. Пĕлтĕр вăл мана кăшт ăмсанатчĕ. Сумкăна тетрадь-ручка, кĕнеке чикнине курсан: «Килес çул эпĕ те шкул сукмакне такăрлатма тытăнатăп та-ха», – тетчĕ ассăн сывласа. Халĕ вăл та савăнăçлă. Çитменнине Пĕлÿ кунĕнче эпир иксĕмĕр вĕрентекенсемпе вĕренекенсен умĕнче юратнă шкул пирки юрă шăрантартăмăр. Пурне те килĕшрĕ ахăртнех пирĕн пултарулăх, кайран темччен алă çупрĕç. «Маттурсем!» – тесе кăшкăрчĕç. Çакă пире мĕн тери хавхалантарчĕ! – çĕкленÿллĕ кăмăлпа пуплет Юлиана.

Юрра-ташша юратакан пĕр тăвансем малашне сцена çинче кăна мар, вĕренÿре те чи хастаррисенчен пĕрисем пуласса шанаççĕ педагогсем.

«Анне, Рубцовсен урамĕ хăш тĕлерех-ши?»

Çичĕ уйăхра çут тĕнчене килнĕ Юлиана калаçма та, утма та час вĕренеймен. «Ах, ку таранччен чĕлхÿ уçăлмалла-ха та. Кашни кун эсĕ мĕн те пулин каласса кĕтетĕп çав», – тенĕ амăшĕ пĕчĕкскере утьăкка сиктернĕ май.

Пĕр кунхине паллакан хĕр арăмăн ачи, Юлианăпа пĕр çулхискер, сăвă хыççăн сăвă шăрантарнине курсан шалт тĕлĕннĕ Ольга Петровна. Тепĕр куннех Агния Барто кĕнекине алла илнĕ, тĕпренчĕкне юнашар лартнă та унти сăвăсене сасăпа вуланă. Пепке ун çине куç илми пăхнă. Пĕр эрнерен çав кĕнекери сăвăсене пăхмасăр шакăртаттарса каланă Юлиана. Чăн та, çакăн хыççăн чĕлхи йăлт уçăлнă хĕр пĕрчин. Аслисене тĕрлĕ ыйтупа анратма тытăннă.

...Пĕр кунхине çемье апата ларнă. Малтан ачисем валли пăтă, унтан хăйне валли пĕçернĕ чăх урисем пырса лартнă сĕтел çине Ольга Петровна. Сасартăк Юлианăн аллинчи кашăкĕ урайне ÿкнĕ.

– Анне, мĕн ку-у-у?! – кăшкăрнă пĕчĕкскер савăт çине куçне чарса пăхнă май.

– Урасем, – ăнлантарнă амăшĕ ăна.

– Тухатмăш карчăкăн-и? – тенĕ пĕчĕкскер шалт тĕлĕнсе.

Çакнашкал кулăшла самантсем татах та пулнă-ха. Троллейбусра пыраканскер халăх умĕнче кăшкăрса янă.

– Анне, анне тетĕп! Çитес чарăну Николаев урамĕ тет вĕт-ха. Пирĕн Рубцовсен урамĕ хăш тĕлерех-ши вара? Питĕ пĕлес килет, – кăсăкланнă пит-куçне пĕркелентерсе.

...Ольга Петровнăн телефонĕ шăнкăртатнă. Калаçса пĕтернĕ хыççăн:

– Ну, шăлтарчĕ-тĕк шăлтарчĕ-ĕ-ĕ! Пĕрех пĕр сăмахне те ĕненмерĕм, – тенĕ такампа пупленĕ хыççăн пуçне пăркаласа.

– Кам шăлтарчĕ? Чăвашсен унашкал сăмах пур-им? Илтмен пĕрре те, – тенĕ юнашарах ларакан мăшăрĕ.

– Пур паллах. Илтмен-им? Тĕплĕнрех каласан... суеçтернине çапла калаççĕ чăвашсем.

Сăмах çине сăмах пулнă май тавлашсах кайнă çамрăк мăшăр. Шăп çак вăхăтра Юлиана чупса çитнĕ те иккĕшĕн умне пырса тăнă.

– Итлĕр-ха! Пирĕн çемьере кам чи ăсли пулнине пĕлетĕр-и эсир?! – сассине хăпартнă пĕчĕкскер.

– Кам? – кăсăкланнă лешсем.

– Эпĕ! Анчах та ку таранччен «шăлтарчĕ» текен сăмаха хăрах хăлхапа та илтмен, – мăнаçлăн çеç хуравланă хайхискер пуçне каçăртса.

Унтан темрен такăннă та Юлиана урайне сирпĕнсе кайнă. Çук, макăрман вăл. Хăех тăнă та диван çине ларнă.

– Ах, анне, чĕре ыратса кайрĕ. Мĕн тумалла-ши? – тенĕ асаплăн.

Ольга Петровна хăраса ÿкнĕ. Алли-ури çыхланнă.

– Ах, тухтăра чĕнмелле пуль. Чим, хăш тĕлтен ыратать санăн чĕрÿ, кăтарт-ха, ачам, – пĕшкĕннĕ вăл тĕпренчĕкĕ умне.

– Ак кунтан, чĕр куççи тĕлĕнчен, – тенĕ урине сăтăркаласа.

...Сенкер экран уйрăмах илĕртнĕ ăна. Сăмса тутрипе сулкалашса артистсемпе пĕрле авкаланнă. Ача садĕнчен килнĕ чухне те:

– Анне, анне! Эпĕ кунĕпех хитре юрă çырас тесе шухăшларăм. Ĕç ăнчĕ. Акă итле, – тесе мĕн киле çитиччен юрласа пынă вăл.

Пепки юрă-ташă енне туртăннине кура пилĕк çула çитсен Ача-пăча пултарулăх çуртне çавăтса кайнă ăна амăшĕ. «Нюанс» эстрадăпа вокал уйрăмĕнче пултаруллăскере хапăлласах йышăннă. Тăватă уйăх иртсен çитĕнÿ тума тытăннă та Рубцовсен аслă ачи. Тĕрлĕ фестиваль-ăмăртуран пĕрре мар çĕнтерÿпе таврăннă. Халĕ авă унăн çÿлĕкне Кубоксемпе грамотăсем илем кĕртеççĕ.

Амăшĕн тăван ялне Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялне хăнана çÿреме кăмăллать Юлиана. Пĕррехинче, кукамăшĕн çуралнă кунĕнче, чун-чĕререн юрă шăрантарнă.

Хаклă çыннăм, савнă çыннăм,
Сан паян çуралнă кун.
Ĕмĕр-ĕмĕр сывă пурăн,
Эс пуртан юрлать ман чун.
Сар хĕвел паян, куратăр,
Иртенпех йăл-йăл кулать.
Вăл та çакă уявпа-тăр
Пĕр сана çеç саламлать.

Хăна-вĕрле темччен алă çупнă. Кукамăшĕ те, Зинаида Петровна, куççуль витĕр мăнукне ыталанă.

– Мана эсĕ пысăк та хаклă парнепе савăнтартăн, тавтапуç! – тенĕ çурăмĕн-чен лăпкаса.

...Халĕ Юлианăна пур çĕре те юрлама чĕнеççĕ. Аслă Çĕнтерÿ, Республика тата Хула кунĕсенче те унăн пултарулăхĕпе çĕр-çĕр çын паллашнă.

Хĕр ача вара ÿссен хĕреснамăшĕ пекех дизайнер пуласшăн.

– Паллах, юрра-ташша йăлтах манатăп тенине пĕлтермест ку. Пушă вăхăтра хама сцена кăчăк туртасса пĕлсех тăратăп, – тет Юлиана кăмăллăн.

«Маня, пăрçа çиес килет-и? Чăт ĕнтĕ тепĕр çулччен...»

Иккĕмĕш ачипе йывăр çын пулсан тухтăрсем Ольга Петровнăна:

– Çут тĕнчене ывăл килме хатĕрленет, – çирĕплетнĕ вĕсем.

Ку хыпар хайхискере хавхалантарнă. «Пĕрремĕшĕ – кĕмĕл, иккĕмĕшĕ ылтăн пулсан лайăхрах. Мăшăр та ывăл кĕтет авă», – тенĕ хырăмне ачашшăн сĕртĕннĕ май. Анчах хĕрех çуралнă.

Хăйсене килĕшекен ят тупайманран пĕр эрнеччен ятсăр пурăннă Рубцовсен ачи. Пĕрремĕш кунне – Полина, иккĕмĕш кунне – Саша, унтан Ариана, Аделина, Ася, Тая, Аня тесе чĕннĕ ăна Ольга Петровна.

– Капла мар-ха... Ача мĕн ятлине пĕлместпĕр вĕт, – тесе çурални çинчен ĕнентерекен хут çине Евгения тесе çыртарнă.

Женьăн шăм-шакĕ çав тери çемçешке пулнăран больницăра чылайччен сип-ленме тивнĕ вĕсен.

– Тем тесен те сирĕн ача пулас гимнастка. Ӳт-пĕвĕ пластилин пек. Алина Кабаева пек пултарулăхĕпе палăрĕ-ха, – тенĕ тухтăрсем çурма шÿтлевлĕн.

Тăваттă тултарсан вăл та аппăшĕпе пĕрле Ача-пăча пултарулăх çуртне çÿ-реме тытăннă. Уншăн та юрă-ташă чун уççи пулса тăнă.

Ольга Петровна Юлиана валли чăваш кĕпи ятарлă çĕвĕçе çĕлеттернĕ пулсан, Женьăна вара хăех парне тăвас тенĕ.

– «Натали кĕпе тĕрлет, кам валли?» – текен йĕркесене улăштарса çапларах çавăрттарса хумалла çеç. «Улька кĕпе çĕлет. Кам валли? Женя валли», – тесе хăйпе хăй шÿтлесе алла йĕппе çип тытнă. – Чăн та, ачасене пĕчĕкрех чухне нумаях та кирлĕ мар пек. Халĕ шухăшламалли, малашлăх пирки çиччĕ виçсе пĕрре касмалли нумай. Вĕсемшĕн тăрăшсах авă хамах сăвăсем çырса юрра хыватăп.

Ĕнтĕ Женя та Юлиана пекех тĕрлĕ ăмăрту-фестивале хутшăнса пĕрре мар палăрнă. Анчах вăл та кайран пурнăçне сценăпа çыхăнтарас ĕмĕтлĕ мар.

– Ветеринар пулатăп! Эпĕ чĕрĕ чунсемсĕр пурăнаймастăп, – пат татса каларĕ вăл мăнаçлăн.

Чăнах, халĕ те кукамăшĕн Маня ятлă качакишĕн, чăххи-чĕппишĕн тунсăхлать. Çуллахи вăхăтра мĕн тери аванччĕ вĕсемпе пĕрле пулма! Курăк кăна мар, пăрçа та татса çитеретчĕ Маньăна. Лешĕ ăна курсан хăвăртрах ун еннелле васкатчĕ çав. Эх, тусне ачашласа çупăрланă май шăрантаратчĕ вара Женя хăй юратнă юррине!

Юрататăп тĕнчене питĕ хытă!
Тÿпене те сарă-сарă хĕвеле.
Вĕсемпе анчах чунра ман питĕ çутă.
Савăнар атя, туссем, манпа пĕрле.
Хĕвел пăхтăр ăшăрах,
Çумăр çутăр хытăрах,
Чечексем ешерччĕр халь
Кашни чунра.
Юр-юрлатчăр кайăксем,
Ан хурланччăр аннесем!
Хавас кулă çеç янратăр
Таврара!

Хулана кайма пуçтарăннă чухне, чăтаймарĕ, картише чупса тухрĕ Женя. Ун патне тухасшăн карта алăкне тĕртекен качака патне пырса тăчĕ.

– Пăрçа çиес килет-и? Чăт ĕнтĕ тепĕр çулччен. Ун чухне пăрçине кăçалхинчен те нумайрах, ывçи-ывçипе çитерĕп, – терĕ сухалĕнчен турткаласа.

...Кĕçĕнни аслине çав тери юратать. Шкултан Женя маларах килет те Юлианăшăн çав тери тунсăхланине палăртать.

– Хăçан киле таврăнать манăн пĕчĕк анне, – тесе кантăк умĕнчен кайма пĕлмест.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Шупашкар.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.