Комментировать

16 Сен, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 36 (1213) № 16.09.2021

«Хаяр» серепене çаклансан…

Лавккана кĕнĕ вăтам ӳсĕмри тăртаннă сăн-питлĕ хĕрарăмпа 8-9 çулсенчи хĕрачана никамах та сăнаса пăхмарĕ. Пурте сентресен хушшипе уткаланă май хăйсене кирлине туянчĕç. Карçинккана самантрах самай тултарнă амăшне имшеркке тĕпренчĕкĕ темĕн пăшăлтатрĕ, аллипе тĕллесе кăтартрĕ. «Хакне куртăн-и?! 80 ытла тенкĕпе пылак çав шыва туянмалла-и? Çырлах, ахаль те сан валли тутли темĕн те хутăм: чăх какайĕ, турăх, кĕлентĕр… Сĕткен тата — ытла ан иртĕх-ха». Калаçу чылайăшĕн хăлхине кĕчĕ. Çитмĕлсенчи пĕр арçын сăмси айĕнче мăртăхкаласа та илчĕ: «Сĕткен валли укçуна шел-ха эппин. Пыр чӳхемелли шĕвекшĕн вара эрнипе «салтакра» пулнă май миçе тенкĕ кăларса ывăтрăн-ши? Юрать хăть Машука кӳршĕсем шеллеççĕ». Сăмахне вĕçлемесĕрех касса умĕнчен улма-çырла шывĕллĕ савăтсем патнелле пычĕ те пĕр курупкине карçинккана хучĕ. «Кучченеç ку, Маша, ан вăтан», — укçа тӳленĕ хыççăнах тăсса пачĕ ăна имшеркке хĕрачана. Машукăн куçĕ савăнăçпа çиçнине хăш-пĕри асăрхарĕ-тĕр, чылайăшĕ сăнамарĕ те.

Çын ĕçке ернипе çыхăннă тĕрлĕ тĕслĕх куллен тенĕ пек куç тĕлне пулать. Килпетсĕр ӳкерчĕке курсан та ют çын чирĕн тарăнăшне тĕпчекен-кăсăкланакан нумай-и? Вăхăт таппипе тан утма васканă май татса памалли çĕр-çĕр ыйту — кашнин хăйĕн. Пĕрисем тĕллевĕсене пурнăçлама талпăнса çĕр çĕмĕрнĕ вăхăтра теприсен алăри чĕлпĕрĕ лĕнчĕр каять…

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуллен пĕтĕм Раççейре урă пурнăç кунне паллă тăваççĕ. Кăçал та тĕрлĕ регионра, тĕрлĕ муниципалитетра эрех-сăра сиенĕпе кĕрешме чĕнекен тĕрлĕ ĕç-пуç сахал мар иртнĕ. Обществăна сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурса пурăнма хăнăхтарас тĕллевлĕ куна календаре 1914 çултах кĕртнĕ. Пĕр çул маларах православи чиркĕвне çӳрекенсем Урă пурнăç кунне ирттернĕ. Çавăн чухне, хальхи стильпе авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ — Иван Пророк пуçне каснă кун. Тĕне ĕненекенсем типпе çирĕп пăхăннă вăхăтра çакнашкал куна календарьте палăртни вырăнлă тесе йышăннă Сăваплă Синод.

Истори страницисене уçкаласа пăхсан çакна та пĕлме пулать: Раççейре урă пурнăçа халалланă кун эрех-сăра лавккисем ĕçлемен, суту-илӳ ытти вырăнĕнче те вăхăтлăха алкоголь шĕвекĕ сутма чарнă. Чиркӳсенче хĕреслĕ çул хывнă, утнă вăхăтра сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшĕ çинчен каланă. Çак кун пачăшкă урă пурнăçа пăхăнма сăмах паракансене пил панă.

Хальхи вăхăтра граждансен уявĕ шутланать, çав-çавах Урă пурнăç кунне сăваплă вырăнсенче те паллă тăваççĕ. Ĕçке ернĕ тăванĕ-пĕлĕшĕ сиплентĕр тесе ыйтакансем çурта лартаççĕ. Усал «симĕс çĕлен» наркăмăшĕнчен тасалайманнисем чиркӳ енне хăйсем те çул тытаççĕ. Ятарлă турăш умĕнче кĕлĕ туса алкоголь серепинчен тухмашкăн пулăшу ыйтаççĕ. Çакнашал утăмпа сывалас сукмак çине 100 ĕçкĕçрен пĕри тухсан та — тем пекехчĕ.

Хаяр шĕвек сиенĕ çинчен калаçу пуçарнă май çакă пĕлтерĕшлĕ: усал витĕмне мĕнле виçепе палăртмалла- ха? Мĕн таран хаяр шĕвеке мĕн чухлĕ ăша ярсан чăннипех чан çапмалла? Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн ку енĕпе çирĕплетнĕ стандарт пур. Унпа килĕшӳллĕн, халăх çулталăкра кашни çын пуçне 8 литр таран алкоголь шĕвекĕ тăкаклани — сисчĕвленмелли чикĕ. Унран малалла йышăн ăс-тăнĕ сапаланма пуçлать тесе палăртаççĕ экспертсем. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Ыйхă — çирĕп, апат паха пултăр

Кĕрхи-çурхи йĕпе-сапа вăхăтра, çанталăк питĕ хăвăрт улшăнса тăнă чухне ача-пăчана та, аслисене те инфекци тĕрлĕ чирĕ çыпăçасси часах. Мĕнле мелсемпе сыхланмалла ку е вăл амак ересрен? Респираторлă чир, грипп е коронавирус чирĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пулать-и? Вĕсен паллисем мĕнлерех? Прививка усă кӳрĕ-и?

Çак ыйтусем тавра Шупашкарти хула клиника 1-мĕш больницин терапи участоксен уйрăмĕн ертӳçипе Галина ПЕТРОВĂПА калаçу пуçартăмăр.

— Çанталăк сивĕ те, ăшах та мар чухне тĕрлĕ вирус организма хăвăртрах витĕм кӳме пуçлать. Юлашки эрнере хăйсене япăхрах туйнине пула тухтăр патне çитекенсен йышĕ палăрмаллах ӳсрĕ. Чăн та, вĕсенчен нумайăшĕ тăрук аптранă, чылайăшĕ — шăнса пăсăлнипе.

Ăнсăртран çыпăçнă вируслă инфекци хăйне мĕнле кăтартасси кашни çыннăн тĕрлĕрен пулма пултарать. Пĕрин чирĕ çиçĕмле хăвăртлăхпа иртет, теприн вăраха тăсăлать. Çавăнпа та харпăр хăй пĕлнĕ пек, юлташ-кӳршĕ сĕннипе, фармацевт канаш панипе сипленни юрăхсăр. Килти, алă айĕнчи эмелпе, виçине тĕрĕс палăртмасăр, сиплев курсне чуххăммăн кăна уяса кĕрешмелле мар чирпе. Тухтăрпа канашламалла. Вăл кăна сире мĕнлерех чир канăçсăрлантарнине, тĕрĕс мĕнле сипленмеллине пĕлме пултарать. Кашни микроорганизм, вирус та çав шутра, пурăнасшăн тăрăшать. Унпа малтанхи вăхăтрах кирлĕ пек кĕрешмесен тĕрлĕ препарат ăна витĕм кӳреймессе те пултарать. Пĕр-пĕр эмеле «туйма» пăрахнă усал пĕр çынран теприне ернĕ май ыттисен организмĕнче те хăтлă пурăнать, йăлана кĕнĕ сиплев витереймест ăна. Шăпах çакăн пек чухне çĕнтерме пулăшакан çула тухтăр тĕрĕс кăтартасса шанма май пур.

— Çапах та чăнлăхри лару-тăрăвах таврăнар. Хăй сывах маррине ăнланса илнĕ çын район центрĕнчен аякри ялта пурăнать, унта аптека çук, вăхăт каç енне сулăннă, транспорт тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар тейĕпĕр…

— Малтанхи кунсенче кирек мĕнле инфекцие хăвалас тесен ăшă шĕвек нумай ĕçмелле. Хăмла çырли, хурлăхан, шăлан çырли хушнă чей е морс, тĕрлĕ курăк-çулçа вĕретсе тăрăлтарнă шыв сиен кӳрекен япаласене — токсинсене — организмран тасатса кăларма пулăшать. Çакна çирĕп пăхăнмалла: антибиотик ĕçме нихăçан та тӳрех тытăнмалла мар. Вируспа кĕрешекен препарат яланах кирлĕ пулса тухмасть. Ӳт температурине пĕчĕклетекен, лăймакаллă сий вĕрĕлнине хирĕç сăмсана тумлатмалли е пыра сирпĕтмелли-чӳхемелли эмелпе усă курма юрать паллах. Анчах — асăрханса. Сăмахран, юн пусăмĕ нормăран пăрăннă тăк — асăрханмалла. Витаминлă апат, çителĕклĕ таран çывăрни-канни, кăмăл- туйăм лăпкăлăхĕ — çаксем йăлтах чир шала каясран сыхланма пулăшаççĕ.

— Грипран та, хальхи вăхăтра вара коронавирусран та сыхланма çынсене вакцинациленме сĕнеççĕ.

— Эпĕ те сĕнетĕп. Сăмах май, грипран кашни çулах çемйипех прививка тутаратпăр. Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ штамран сыхлаканни пур. Коронавирус — çĕнĕ йышши чир. Унăн штамĕсем улшăнса пыраççĕ. Çав тери хăйне евĕр инфекцие тĕпчесе кăна пыраççĕ. Чирленĕ хыççăн мĕнле кăткăслăхсем пуласса тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлместпĕр. Çавăнпа та вăл организма вăйлă шар кăтартасран сыхланса вакцинациленни вырăнлă. Манăн та чирлесе ирттерме тиврĕ, апла пулин те вакцинаци витĕр тухрăм. Часах çур çул çитет унтанпа, çĕнĕрен хӳтĕленме хатĕрленетĕп. <...>

Ирина ИВАНОВА калаçнă.

♦   ♦   ♦


Сивĕ те, çумăр та хăратмасть вĕсене

Унăн пурнăçĕнче спорт паян пысăк вырăн йышăнать. Çамрăк чухне те хастар пулнă-ха. Шкулта вĕреннĕ чухне çуран та, йĕлтĕр сырса та сахал мар чупнă. Предприяти чысне тĕрлĕ ăмăртура хӳтĕленĕ. Çемье конкурсĕсене хутшăнма мăшăрне те пĕрре кăна мар ӳкĕте кĕртнĕ. Амăшне кура ачисем те тĕрлĕ хускану тума ӳркенмен. Пĕри ташăпа, тепри гимнастикăпа, виççĕмĕшĕ акробатикăпа туслашнă. Кĕçĕн хĕрĕ çине тăнипе скандинавсен уттипе паллашнă амăшĕ. 65 çулта спортăн ку тĕсĕн вĕрентекенĕ пулса тăнă.

68 çулти Валентина Видманова паян сывă пурнăç йĕркин чи хастар тусĕсенчен пĕри. Хăй куллен хускалнипе кăна çырлахмасть вăл. Çынсене алла патак тытса тĕрĕс утма хăнăхтарать. Эрнере çакăн валли тăватă кун уйăрать пулсан, тата иккĕшне гимнастикăна çӳрет Валентина Васильевна.

— Хускану тума социаллă центра çиччĕмĕш çул каятăп. Хăйне евĕр чун апачĕ ку. Ветерансен хушшинче ирттернĕ спартакиадăра пĕлтĕр скандинавсен мелĕпе утнисĕр пуçне чупма сĕнчĕç. Килĕшме килĕшрĕм-ха, анчах аптрасран питĕ хăрарăм. Апла пулин те финиша çитнĕ тĕле тӳнмерĕм те, вилмерĕм те. Эстафетăра малтисен йышĕнче пултăмăр. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа пĕрремĕш хутчен чупрăм. Скандинавсен мелĕпе куллен утни пулăшрĕ ку çитĕнĕве тума. Малтан картлашкаран та аран хăпараттăм. 4 мăнук, 1 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Пушă вăхăт тупса вĕсене те тимлĕх уйăрма тăрăшатăп. Анчах та спорта пăрахса чупмастăп. Ачасем те çакна лайăх пĕлеççĕ. Мана мар, хăйсене шанса çуратнă вĕт, — шӳтлĕн каласа кăтартать Валентина Васильевна.

Шупашкарти «Спартак» стадионра скандинавсен уттине кăмăллакансемпе эрнере виçĕ хутчен заняти ирттерет Валентина Видманова. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче хулан çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче пурăнакан хастарсем «шыраса тупнă» маттур хĕрарăма. Гузовский ращинче «Хăпартлануллă утăм» секци йĕркелеме кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Унта çӳрекенсене тĕрĕс утмашкăн вĕрентме ыйтнă. Килĕшнĕ Валентина Васильевна. Халĕ кашни шăмат кун кăнтăрлаччен ращана васкать. Кунта ăна 70, 80 çултан иртнĕ хĕрсем кĕтеççĕ. Кулленхи пурнăçран ыррине кăна илме ăнтăлакансем пирки шăпах çапла калас килет те. Сывлăх — илемпе, илем çамрăклăхпа çыхăннă вĕт.

Питсем — хĕрлĕ, кăмăл — савăк

Секци хастарĕ Ирина Миловидова та çакнах çирĕплетет.

— Пурнăç — хусканура, илем — эпир сывлăхлă пулнинче, — тет вăл. — Хускану вăй-хал та хушать, кăмăла та çĕклет. Пĕр шухăшлă çынсемпе курса калаçни те мĕне тăрать пирĕн ӳсĕмре. Мĕн пур йывăрлăха парăнтарма пултарасса пĕлсе тăни чунра хăпартлануллă туйăм çуратать. Тĕрлĕ чир-чĕре те парăнмастпăр-ха. Йышра — вăй. Çакнашкал шухăш-кăмăлпа пурăнни япăх-и вара? — палăртать 71 çула кайнă Ирина Ивановна.

Ирина Миловидова ращара скандинавсен уттин секцийĕ уçăласса хăй тытăмлăх вырăнти организацийĕ урлă пĕлнĕ. Ку пуçару тӳрех илĕртнĕ ăна. Хастарсен йышне кĕме васканă. Чăннипех те маттур та çирĕп тĕллевлĕ вĕсем — алла патак тытса утакансем. Çумăр çăвать-и, тăман вĕçтерет-и, шартлама пите чĕпĕтет-и — палăртнă вăхăтра пурте вырăнта.

— Вăрманта уçă сывлăшра пулни мĕне тăрать-çке! Тепĕр тесен, йывăçсем пире шăрăх хĕвелтен те, сивĕ çил вĕрнинчен те хӳтĕлеççĕ. Эпир çамрăк чухне юр ӳкнĕ-ӳкмен хĕлле пурте йĕлтĕр сыратчĕç. Велосипедпа ярăнасси те хăйне май модăраччĕ. Халĕ çамрăксем урлăхларах пурăнаççĕ: ытларах пĕр вырăнта лараççĕ. Эпир 30 градус сивĕре уроксем пулмасан та урама тухаттăмăр. Тăвайккинчен ярăнаттăмăр, «вăрçăлла» тесе юрпа перкелешеттĕмĕр, айкашаттăмăр. Çулла лапталла выляттăмăр, чупаттăмăр-сикеттĕмĕр. Тимур командисем пурччĕ, халĕ волонтерсем теççĕ-ха вĕсене. Çуллахи вăхăтра пахчара ĕçлеттĕмĕр, вăрмантан тухма пĕлмен. Аслисене пулăшаттăмăр: çум çумлаттăмăр, пахча шăвараттăмăр. Халĕ ачасене тĕрлĕ вăйă лапамĕ те урама илĕртмест тепĕр чухне. Пирĕн мĕн пулнă-ха? Пĕр-пĕр çурт-сарай тăрринчен юр ăшне сикеттĕмĕр. Пăр тăрăх та чупаттăмăр. Питсем — хĕп-хĕрлĕччĕ, кăмăл — савăкчĕ. Халĕ те çак туртăм çĕнтерет — уçă сывлăшра пулас килет. Утнă чухне тĕртĕмсем ĕçлеççĕ. Шăмă сыпписем те хускалаççĕ. Епле ан килĕштĕр-ха çакă? — тет Ирина Миловидова. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Çывăх юлташпа шанчăклăрах

Çĕнĕ Шупашкарти Наталия Григорьевăн икĕ хĕрĕ хăйсен пурнăç çулне тупнă. Йăмăкĕн ывăлĕсене те çитĕнтерме пулăшнă вăл. Унсăр пуçне ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасене çунат айне илес ĕмĕтпе хĕмленнĕ хĕрарăм. Хăй каланă тăрăх, 15 çул çак шухăшпа пурăннă. Çав вăхăтра Ача çуртĕнче çитĕнекен тĕпренчĕксемпе пĕр чĕлхе тупас тĕллевпе нумай вуланă, вĕреннĕ, тĕпченĕ.

«Турă çул кăтартрĕ»

Малтанах çул çитмен çамрăка хăйĕн хӳттине илме палăртнă Наталия Мефодьевна. Ĕмĕте пурнăçлас тĕллевпе Псков облаçне тухса кайнă. Анчах 16-ри каччă унпа çула тухма килĕшмен. Ку тăрăхра тĕпленнĕ аппăшĕпе çыхăнăва татас темен вăл. Çакăн хыççăн хĕрарăма урăх ачана опекăна илме сĕннĕ. Ун чухне 8 çулти Мишăна килĕштернĕ Наталия Григорьева. Кĕскен калас тăк — тăван амăшĕ ывăлне тантăшĕсемпе пĕрле шкула яма «маннă». Тĕпренчĕкĕн малашлăхĕ шухăшлаттарман- тăр ăна. Наталия Мефодьевна хăех пепкене пĕрремĕш класа ăсатнă. Арçын ачана вулама, çырма çеç мар, çынпа хутшăнма та вĕрентнĕ.

«Мишăна мĕнешкел хытă юратнине пĕр хам кăна пĕлетĕп», — хĕрарăмăн сăн-пичĕ йăл кулăпа çуталать. Тĕпренчĕкĕ нумай ыйту хуравне шыранине калать Наталия Григорьева. Сăмахран, ăна мĕнле шыраса тупнă? Мĕне кура суйланă? Мĕншĕн маларах, чун чăтмалла мар ыратнă вăхăтра, пыман? «Турă çул кăтартса ячĕ...» — калаçăва çакнашкал пуçланине пытармасть Наталия Мефодьевна. Арçын ача хăй те ачашланма юратнине тахçанах сăнанă хĕрарăм. Малтанхи уйăхсенче вара шăпăрлан çавăтăнса утма та пĕлмен.

Гитара кирлĕ

Мишăна опекăна илнипе çырлахман Наталия Григорьева. Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр çитĕнекен ытларах ачана пулăшма тĕв тунине уççăн палăртать вăл. Новосибирскри «Солнечный город» ыр кăмăллăх фончĕ пуçарнă «Наставник ĕçĕ» программа шăпах татăклă йышăну тума хистенĕ хĕрарăма. Сăмах май, çак проект 2014 çултанпа пурнăçланать. Хальлĕхе Раççейĕн 18 регионĕнчи ырă кăмăллă çынсем ку ĕçе хутшăнаççĕ. Кăçалхи пуш уйăхĕнче çак программа Чăваш Ене те çитнĕ. Ку ĕçе республикăри «Это чудо» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркелесе пырать. Наталия Григорьева çав проекта хутшăнма май килниех хавхалантарнине пытармасть. Вăл — пирĕн тăрăхри малтанхи наставниксенчен пĕри. Программăна пурнăçа кĕртмешкĕн Пăрачкаври Ача çуртĕнче пурăнакан çамрăксене суйланă.

Халĕ Наталия Григорьева 16-ри Кирилăн — чи çывăх юлташĕ. 9-мĕш класран вĕренсе тухакан çамрăкăн икĕ шăллĕне те хăйĕн хӳттине илнĕ хĕрарăм. Наталия Мефодьевна иртнĕ канмалли кунсенче, ытти чухнехи пекех, арçын ачасене хăнана илсе килнĕ. «Çемье бюджетне йĕркелеме хăнăхатпăр, лавккара сутакан япаласен хакне тишкеретпĕр...» — хутшăнăва ансат чăнлăхран пуçланине калать вăл. Çапах пуласлăха пĕрле палăртни нимрен пĕлтерĕшлĕ. Кирилл, тĕслĕхрен, хăйĕн пурнăçне çăлавçă ĕçĕпе çыхăнтарасшăн. Çулла Ача çуртĕнчи тĕпренчĕксем лагерьте каннине пула вăхăта пĕрле ирттерме май килмен. «Пĕр-пĕрне кӳрентерекен сăмахсемпе калаçни чыс кӳменнине ăнлантаратăп. Арçын ачасем «тавтапуç» теме тинех хăнăхрĕç», — калаçăва тăсать наставник. Кирилл ыйтнипе арçын ачасене тăван амăшĕ патне илсе кайнă хĕрарăм. «Çула тухмалла марччĕ», — тĕпренчĕкĕсене çут тĕнче кăтартнă çын пурин çине те алă сулнине шута илсе çакнашкал пĕтĕмлетӳ тунă вĕсем. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.