Çамрăксен хаçачĕ 36 (6384) № 16.09.2021
Лос-Анджелесри ачасем кăмака яшкине килĕштернĕ
Патăрьел районĕнчи Тури Чакăра çуралса ÿснĕ Надежда Арутюнян /хĕр чухнехи хушамачĕ Едриванова/ АПШри Лос-Анджелес хулинче пурăнать. Тăван тăрăхĕнчен ытла инçе тĕпленнĕ пулин те вăл кашни çулах яла килме тăрăшать.
Куçаруçă пулма ĕмĕтленнĕ
Эпĕ Аслă Чемен шкулĕнче акăлчан чĕлхи вĕрентетĕп. Надежда та ман патра ăс пухрĕ. Вăл шкула кайичченех вулама, çырма, шутлама пĕлнĕ. Пур предметпа та «5» паллăсемпе вĕренекенскер пĕтĕм çĕре ĕлкĕрме тăрăшатчĕ. Спортпа питĕ туслăччĕ, уйрăмах çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнӳсем тăватчĕ. Ӳкерме, юрлама ăстаччĕ, ташăсене хăех вĕрентетчĕ, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăра палăратчĕ. Хĕрача ют чĕлхе урокне юратса çӳретчĕ. Шкулти кĕнекесемпе çеç мар, вулавăшран хушма литература илсе те пĕлĕвне тарăнлататчĕ. Куçаруçă пулма, ют çĕршыва кайса курма ĕмĕтленетчĕ.
2002 çулта Надежда Аслă Чементи вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вырăс тата акăлчан чĕлхисен факультетне вĕренме кĕчĕ. Унта та Надя хăйне лайăх енчен çеç кăтартрĕ. 3-мĕш курс пĕтерсен ăна ют çĕршыв студенчĕсемпе улшăнса вĕренмелли ятарлă программăпа Америкăна кайма суйласа илчĕç. 3 уйăх иртнĕ, киле таврăнма вăхăт çитнĕ, анчах йывăрлăхсем сиксе тухнăран хĕр тăван çĕршыва таврăнайман.
Кунти дипломпа ĕçе илмеççĕ
Мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ енлĕ аталанса ӳснĕскер пурнăçăн анлă çулĕ çине тухсан та çухалса кайман. Малтанхи 3 уйăхра Надя Флорида штатĕнчи Орландо хулинче горничнăй пулса ĕçленĕ, унтан Калифорнири Лос-Анджелесра официанткăра тăрăшнă. Вĕсем юлташĕпе, Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катекри Ольга Падисовăпа, хваттер тара тытса пурăннă. Ĕçленĕ хушăрах колледжа вĕренме кĕнĕ, мĕншĕн тесен Раççейре илнĕ дипломпа унта ĕçе илмен. Экзамен йышăнакансем чăваш хĕрĕ акăлчан чĕлхине тата математикăна лайăх пĕлнинчен тĕлĕннĕ. Пĕтĕмĕшле предметсемсăр пуçне Надя ют чĕлхе грамматикине, вулама тата калаçма пĕлнине экзамен тытса çирĕплетнĕ. АПШра чĕлхе пĕлĕвĕн шайĕсем пур. Пике тĕрĕслев ĕçĕсене пурне те «5» паллăлăх пурнăçланă, ăна 4-мĕш шай панă. Надьăна эмигрантсене вĕрентме сĕннĕ, хĕр савăнсах килĕшнĕ. 5-мĕш шая çитсен вăл американсемпе пĕр программăпа ăс пухма тытăннă. Сертификат /пирĕн — диплом/ илнĕ хыççăн университетра малалла финансиста вĕреннĕ. Унсăр пуçне Надя риэлтор курсĕсене пĕтерсе лицензи илнĕ. Палăртса хăварам: АПШра ăна илме питĕ йывăр, çапах хĕр пĕрремĕш хутĕнчех экзаменсене ăнăçлă тытнă. Çавăн пекех унăн страхлакан компанин агенчĕн лицензийĕ те пур. Ăна та Надя çăмăллăнах алла илме пултарнă. Америкăра çак лицензисем питĕ кирлĕ. Вĕсемсĕр ĕçлеме йывăр. Йĕрке çирĕп пулнăран хулăн енчĕк те пулăшмасть. Хăшĕ-пĕрин экзамена темиçе хут пама тивет.
Тӳлевлĕ вĕрентеççĕ
Пулас мăшăрĕпе Надежда 2006 çулта официанткăра ĕçленĕ чухне паллашнă. Ваге Арутюнян Арменире çуралса ӳснĕ. Вăл та çак тытăмрах вăй хунă. Хĕрпе каччăлла 4 çул çӳренĕ хыççăн çамрăксем çемье чăмăртанă, мăшăрĕн тăван çĕршывĕнче чаплă туй кĕрлеттернĕ. Вĕсене саламлама ресторана тăван-пĕлĕшĕ йышлă пуçтарăннă.
2010 çулта Арутюнянсен ывăл çуралнă. Пĕрремĕш тĕпренчĕкне вĕсем Роберт ят панă. Тепĕр 6 çултан Надя тепĕр хутчен амăшĕ пулнă. Хальхинче вăл мăшăрне йĕкĕреш, Дэвид тата Дэниэл ывăлсем, парнеленĕ. Ачасем — чăн-чăн пăхаттирсем, иккĕшĕ те 3,5 килограмшар çуралнă. Халĕ асли Роберт 9 çулта. Вăл 4-мĕш класс пĕтернĕ. Ăна ашшĕпе амăшĕ укçа тӳлесе вĕрентет. Роберт ăс пухакан шкула чылай эрмен ачи çӳрет. Кунта арçын ача вырăс чĕлхипе литератури, математика, истори, ăслăлăх, физкультура предмечĕсене вĕренет. Аслăрах класрисен, 9-12-мĕшĕсенче ăс пухакансен, хăйсене кирлĕ предметсене суйлама ирĕк пур. <...>
Надежда КОШЕЛЕВА. Патăрьел районĕ, Аслă Чемен ялĕ.
♦ ♦ ♦
«Çамрăксене ялта та пурнăç лайăххине кăтартасшăн»
Çак кунсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Ертсе пыракансен команди» конкурсăн çурма финалĕ иртрĕ. Тупăшăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри çамрăксене социаллă пурнăçпа экономика, обществăпа политика тытăмĕнче ертӳçĕ должноçĕсенче ĕçлеме илĕртес тĕллевпе пуçарнă. Вăл кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленет.
Салам сăмахĕсем янăранă хыççăн сцена çине конкурсăн пĕлтĕрхи çĕнтерӳçисене йыхравларĕç. Патăрьелти 1-мĕш шкул директорĕ Наталия Андреева тупăшу хыççăн хăйĕн пурнăçĕнчи улшăнусем пирки каласа кăтартрĕ. Пĕлтĕр ăна районти депутатсен пухăвĕн йышне кĕртнĕ. Вăл халăх ăна шаннине тата ĕненнине туять. Унăн тепĕр тĕллевĕ ял шкулĕсене пулăшассипе çыхăннă. Пĕлтĕр вăл пĕр пĕлӳ çурчĕн кураторĕ пулса тăнă. Унăн директорĕпе пĕрле вĕсем çĕнĕ программăсем çырнă. Вĕсемпе усă курса ачасен пĕлӳ шайне ӳстересшĕн, шкула районта чи лайăххисен йышне кĕртесшĕн. «Манăн шухăшпа, кашни ялта, ан тив вăл пĕчĕк пулсан та, шкул пулмаллах. Кирек ăçта та ачасен пĕр пек условире вĕренмелле. Пĕлӳ çурчĕ хупăнсан ял пĕтес хăрушлăх пысăк. Çавăнпа эпир ку тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлесшĕн. Çамрăксене ялта пурнăç лайăххине кăтартасшăн», — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ пĕлтĕрхи «Ертсе пыракансен команди» конкурсăн çĕнтерӳçисенчен пĕри Наталия Андреева.
Конкурсăн çурма финалне хутшăннă Вероника Семенова та хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме яла илĕртесшĕн. Çавна май вăл çамрăксене пĕрремĕш ачине çуратсан — хваттер, иккĕмĕшĕ çут тĕнчене килсен — хамăр çĕршывра туса кăларнă çăмăл машина, виççĕмĕш тĕпренчĕк кун çути курсан ялта коттедж парнелеме сĕнет. Унăн шухăшĕпе, нумай ачаллă çемьере çитĕнекенсене тӳлевсĕр аслă пĕлӳ илме май туса парсан, диплом илсен хамăр тăрăхрах ĕç вырăнĕпе тивĕçтерсен вĕсем Чăваш Енре тĕпленеççех. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Веçех чăтнă, хырăм выççине çеç ирттереймен
1941 çулхи кĕркунне, нимĕç фашисчĕсем Мускав çывăхĕнче пулнă чухне, Куславкка районĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнче окоп чавма пуçланă. Хӳтĕлев чиккине вăрман патĕнчен тунă. Çак йышра 14-ри Валентина Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Платонова) та пулнă.
Ку районти Мĕниçырми ялĕнче йышлă çемьере çуралнă вăл. Ултă ачаран — тăваттăмĕшĕ. Вăрçă пуçлансанах пиччĕшĕсене Николайпа Иван фронта илсе кайнă, каччăсем çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Окоп чавма тытăнсан амăшĕн Фекла Александровнăн йывăр ĕçе хутшăнма тивнĕ.
1941 çулхи кĕркунне ытла та ир килнĕ. Çумăр пĕр чарăнми лӳшкенĕ, çынсем пылчăк çăрнă. Кĕтмен çĕртен çанталăк шăнтнă. Сывлăш температури 45 градуса çитнĕ. Вĕçен кайăксем те çĕре ӳкнĕ, çынсен алли-урине, питне тăм илнĕ. Окоп чавакансем Куснарта пурăнакансем патне хваттере кĕнĕ. Çуртра 3-4 çын кун кунланă. Йĕпе тумтире, пушмака типĕтме май пулман: пӳрте хутса ăшăтман. Çавăнпах çири тума хывмасăрах çывăрнă. Çăпатапа çӳрекен Фекла Александровнăн ура пӳрнисене тăм илнĕ, вăл текех çĕр чавайман. Çав вăхăтра ĕçрен пăрăнакансене айăплама тăнă. Çапла 14-ри Валентина амăшĕ вырăнне окоп чавма кайнă. Ача тесе пуçран ачашламан ăна: шăннă çĕре лумпа, катмакпа катса кĕреçепе ывăтнă. Йывăр пулсан та Валентина шăл çыртса аслисемпе тан норма тултарнă. Веçех чăтнăха, анчах хырăм выççине нимĕнле те ирттереймен. Хĕрача апата килтен йăтса килнĕ. Ан шăнтăр тесе ăна хĕве чикнĕ. Окоп чавакансем валли шыв вĕретнĕ, çавна ĕçкеленипе çырлахнă.
«Аннепе çывăх çыннисен пурнăçĕ çăмăлах пулман. Вăрçă çулĕсенче кукаçи инсульт хыççăн вилнĕ. Вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. «Атте çиейместчĕ те, апата çăварĕнчен кашăкпа яраттăмăр. Мĕн тери йывăр пулнă», — тĕкĕртен пăхса макăра-макăра каласа кăтартатчĕ анне», — аса илчĕ Валентина Степановнăн аслă хĕрĕ Зинаида Чернова. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Чир çĕнĕ вăйпа сарăлас хăрушлăх пур
Малашне Чăваш Енре массăллă мероприятисене коронавирусран прививка тутарнисене е ПЦР-тест панисене çеç кĕртĕç. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавируса сарăлма парас мар енĕпе ĕçлекен оперштаб ларăвĕнче пĕлтернĕ.
«Вакцинаци çынна вируспа тĕл пулсан чире çăмăлрах чăтса ирттерме май парать. Наука çакна çирĕплетет. Эпир пурте ăнланатпăр: вакцинаци чиртен туллин хӳтĕлеймест, çын чирлеме пултарать. ПЦР-тестпа эпир çыннăн организмĕнче вирус çуккине çирĕплететпĕр. ПЦР-тест — аргумент мар, хушма мера çеç. Çын виçĕ кун каялла илнĕ теста кăтартать, анчах çав вăхăтрах вăл вирус саракан çын пулма пултарать. Кайран мĕн? Енчен те вăл вакцинациленмен, çавнашкаллипех тĕл пулать тĕк сăнчăр малалла каять. Вакцинациленнĕ çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнсан хăрушлăх пĕчĕкрех», — тенĕ Олег Алексеевич.
Юлашки вăхăтра килте сипленекенсен йышĕ чакнă. Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче унашкаллисем 5478 çын пулнă тăк авăнăн 10-мĕшĕнче — 4860. Çапах лару-тăру çăмăл мар. Коронавируспа чирлекенсен йышĕ ӳссе пырать. «Тăваттăмĕш хум çывхарать. Хăш-пĕр регион чирлекенсен йышĕ ӳснине палăртнă, çавна май сывлăх сыхлавĕнчи пĕтĕм ресурса каллех мобилизацилеççĕ. Кунашкаллисен йышĕнче — пирĕн кӳршĕ Тутарстан», — пĕлтернĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов. <...>
Анатолий КОЛЬЦОВ, Патăрьел районĕнчи Турханти тухтăр амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика врачĕ:
— Коронавирус чăннипех те йывăр чир. Вăл пирĕн патра сарăлма тытăнсан пурне те ураран ӳкернĕ пек туйăнчĕ. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Прививкăна вăхăтра тутармасан чир çапса ӳкерет. Ялти çынсене коронавирус хăрушлăхĕ пирки каласа парсан чăнах та ăнланаççĕ, вакцинациленме килĕшеççĕ. Çапах йывăрлăхсем те пур. Тĕслĕхрен, çынпа калаçнă хыççăн: «Вçо, прививка тутаратăп», — тет. Анчах ачисем, тăванĕсем хуларан килеççĕ те /е телефонпа шăнкăравлаççĕ/: «Мĕн тума прививка тутаратăн? Интернетра çавăн пек çырнă», — теççĕ. Ялта пурăнакансем, ватăраххисем, интернета ытлах кĕмеççĕ, çынпа çын калаçнине итлеççĕ. Вара тăванĕсем çавăн пек каласан хăш-пĕр çын вакцинациленме килĕшмест. Унашкаллисем сахал, çапах пур. Пĕтĕмĕшле илсен, Турхан ял тăрăхĕнче прививка тăвас енĕпе лару-тăру лайăх. Патăрьел районĕпе илес тĕк, манăн участокра чи нумай çын вакцинациленнĕ. Эпĕ 14 ялти çынсене пăхса тăратăп. Коронавирусран прививка тăвас енĕпе пĕччен мар, пысăк ушкăн ĕçлетпĕр, фельдшерсем, волонтер шкул ачисем пулăшаççĕ. Малтанах вакцинациленесси пирки иккĕленнисем халĕ килсе прививка тутараççĕ, «Çынран юлтăм-ха», — теççĕ. Теприсем Мускавра пулнă.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...