«Чăваш хĕрарăмĕ» 35 (1212) № 10.09.2021
Уялла лашасем утма пуçласан…
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕренпе шыв-шур нумай юхса иртрĕ. Хаяр вăрçа чарма, çĕршыва хӳтĕлеме тăван Ĕмпĕрт Туçа халăхĕ те кар тăрсах çĕкленнĕ.
Йывăр çав çулсенче пирĕн ял Октябрьски районне кĕнĕ /халĕ — Çĕрпӳ районĕнче/. Нимĕçсем Мускава çĕнсе илесрен сыхланса тĕрлĕ тăрăхра хӳтĕлев чиккисем чавма пуçланă. Тăшмана чармалли окопсене тума пирĕн ял çыннисем те хутшăннă. Хусан чиккин çулĕ Октябрьскинчен инçе мар иртнĕ-çке. Çав вăхăтра эпĕ ултă çулти ача кăна пулнă.
Пирĕн кил Ĕмпĕрт Туçан хĕвел тухăç енче чи хĕрринчеччĕ. Урампа лаша кӳлнĕ лавсем иртсе каятчĕç. Вăрмарти элеватора тырă леçетчĕç вĕсем. Çула пĕр харăс 10-12 таран тухатчĕç. Кашни лавĕ çинче туллиех çын ларса пынине асăрхаттăм та — часрах урама вирхĕнеттĕм. Ял пысăкчĕ, урамĕсем вăрăмччĕ. Эпир пурăнаканни çухрăм ытла тăсăлатчĕ. Ял паян та çавнашкал калăпăшах-ха, пурăнаканĕ кăна чылай чакнă. Пушă пӳртсем тăлăххăн курăнаççĕ.
Окоп чавма çынсем кашни бригадăран пилĕкшер лашапа кайнине калаççĕ. Ялта 5 бригада пулнă. Лашасене çитерме утă-улăм тиенĕ лавсем те пулнă. Чĕнер ялĕнче ĕçленĕ пирĕн тăрăхрисем. Çынсем киле килмесĕр вăй хунă. Пирĕн килтен пичче Иван Дмитриевич тата Санюк аппа — Александра Дмитриева — кайнă. Кутамккана çимелли — килте пуррине — чикнĕ, çĕр улмипе купăста илсе кайнă. Ĕçлекенсем валли колхоз та кăштах çимĕç уйăрнă.
Пирĕн пичче Иван тимĕрçĕ пулнă. Çавăнпа малтанхи вăхăтра вăрçа яман ăна. Вăл окопсем чавнă çĕрте усă курма кувалтă, тимĕр савăл ăсталанă. Хăй те пĕрлех ĕçлеме кайнă. Ас тăватăп, пĕрре-хинче мана пичче: «Пирĕн урампа уялла лашасем утса иртме пуçласан мана тăрат. Эпĕ кăштах ăшăнам-ха», — терĕ. Тимĕрçĕ лаççинче чавнă çĕрте кирлĕ япаласем хатĕрлесе ывăннăскер кăмака çине улăхса выртрĕ. Эпĕ, пĕчĕкскер, «окоп» сăмах мĕне пĕлтернине пĕлмен, анчах пиччесем питĕ кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ ĕçре тăрмашнине ăнланнă.
Чĕнер пирĕн ялтан хăш еннерех, миçе çухрăмрине те чухламан çав тапхăрта. Октябрьски ялĕнчен хĕвел тухăç енче, Куславкка патнелле тухакан çул çинче- мĕн вăл. <...>
Мария ИЛЛАРИОНОВА. Çĕрпӳ районĕ.
♦ ♦ ♦
Волонтер куçĕ мĕншĕн шывланать?
Тантăшĕсемпе танлаштарсан ача чухнех хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăнă вăл. Ыттисем урамра пĕр шухăшсăр выляса çӳренĕ чухне унăн аппăшĕпе пĕрле килти хуçалăхра тăрмашмалла пулнă — ашшĕ аякра ĕçленĕ вăхăтра амăшĕпе кăна пурăнаканскерсем кĕрĕк арки йăваласа ларайман. Пуласлăх çулне хывма вăхăт çитсен физикăпа математикăна чунтан юратакан чиперкке радиоэлектроникăпа автоматика факультетне вĕренме кĕнĕ, ушкăнра пĕтĕм йĕкĕт хушшинче хĕрсенчен пĕччен пĕлӳ илнĕ. «Эпĕ мар тăк кам?» ыйтăва хăйĕн умне ялан лартакан хастар, хальхи вăхăтра Шупашкарти экономика-технологи колледжĕнче социаллă педагогра тăрăшакан Арина Максимова, волонтер ĕç-хĕлне 8 çул каялла кӳлĕннĕ. Ырă ĕçе хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтернĕ кунах ăна Чăваш патшалăх университечĕн волонтер центрĕн ертӳçине суйланă. Ыр кăмăллăх юхăмне пĕрре иленнĕскере çак ĕç-хĕлсĕр пурнăçĕ ытла кичем пек туйăнма тытăнать. Çапла 2018 çулта хăйĕн тавра пуçаруллă тус-юлташне пухса «Действуй» пĕрлĕх йĕркелет вăл. Çывăхрах паллашма кăмăл çуралчĕ-и Тăвай ен сăпайлă та маттур хĕрĕпе?
Пухăва лекессишĕн урок сиктернĕ
— Тăван Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчи шкулта саккăрмĕш класс таран вĕренсен аттепе анне мана Г.Лебедев ячĕллĕ интернат лицее ямашкăн шухăш тытнă. Унта физикăпа математика енĕпе тарăнрах вĕрентекен классем пурччĕ, çавăнта çул тытрăм. Çĕнĕ вырăна хăнăхрăм кăна — вуннăмĕш класран вĕренсе тухсан вăл хупăнчĕ. Тăван яла таврăнтăм, унтах аттестат алла илтĕм. Университета радиоэлектроника енĕпе вĕренме каймашкăн шухăш тытсан çывăх çынсем хирĕçлемерĕç. Атте хĕпĕртерĕ те çакнашкал утăм тума йышăннăшăн, — çапла пуçланчĕ Арина Павловнăпа калаçу.
2014 çулта пĕрремĕш курсра ăс пухаканскер университетра хастар яшсемпе хĕрсене сас пама ыйтнă пĕлтерĕве курнă: аслă шкулта волонтер центрĕ уçасшăн-мĕн. Иккĕмĕш сменăпа вĕреннине, пухăва пуçтарăнма палăртнă вăхăтра специальноçпа çыхăннă предметпа заняти иртессине, ăна сиктерсен кайран хăй тĕллĕн ăса илме тивессине пăхмасăр интереслĕ пуçару çинчен калаçнă çĕре кайнă. Тĕрлĕ факультетран пухăннă студентсенчен пулас пĕрлĕхĕн ертӳçине суйлама сĕнсен пурте шăп-шăпăрт ларнă. Паллах, çакă яваплăхпа çыхăннине пурте ăнланнă: пуçласа ямашкăн яланах йывăр-çке. Арина Максимова чăтса тăрайман — малтанхи икĕ эрнелĕхе тиеве хăйĕн çине илме килĕшнине пĕлтернĕ. «Чăн-чăн ертӳçĕ тупăниччен» ĕçлеме хирĕç маррине палăртнăскерĕн волонтер центрĕн тилхепине тăватă çул алăра тытма тивнĕ.
— Пурнăçра нумай чухне хама хам пăрлă шыва ывăтатăп. Паллах, тапаçланса тухмашкăн юнашар шанчăклă пулăшуçăсем, туслă команда пулсан çăмăлрах. Университет ректорне Андрей Алексан-дрова пирĕн шухăш-пуçарăва пурнăçа кĕртмешкĕн яланах хатĕр тăнишĕн паянхи кун та тав тăватăп. «Май килмест вĕт-ха» тени нихăçан та пулман, мĕн кирлипе тивĕçтерме тăрăшнă. Чи малтанхи вăхăтра экологи акцийĕ ирттертĕмĕр. Каярах ача çурчĕсене çӳреме тытăнтăмăр. Çĕмĕрлене, Пăрачкава, Улатăра… — ăçта кăна çитмерĕмĕр-ши! Транспорт ыйтăвĕ нихăçан та çивĕч тăман. Чăн та, çавнашкал социаллă учреждение хатĕрленмесĕр кайма çук. Эпир унта парне леçессишĕн кайман вĕт, ачасемпе вăхăта кăсăклă ирттерес, мĕнле те пулин аталантарас тĕллевпе çула тухнă. Квестсем, турист вăййисем, ăсталăх класĕсем ирттереттĕмĕр. Интернатра пурăнакансем çемьере çитĕнекен ывăл-хĕртен раснарах. Волонтерсем çуртсенчен йĕрсе тухатчĕç. Каялла килнĕ чухне кашниех шухăша путнăран транспортра шăплăх хуçаланатчĕ. Пĕр вăхăт çавнашкал йывăрлăхпа хамăр пĕлнĕ пек кĕрешрĕмĕр, кайран психологсене явăçтарма тытăнтăмăр. Шăпăрлансем пире яланах кĕтеççĕ, — чунне уçрĕ ыр кăмăллăх ĕçĕнче хăйне пурнăç шкулĕ витĕр тухнă пек туякан хастар. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Вăрçă ачисем
Нумай хура-шур куртăмăр эпир. Пире, аслăраххисене, вăрçă ачисем мар, вăрçă ĕçченĕсем тесен тĕрĕсрех пулĕ тесе шухăшлатăп.
Акă ман умра 1940 çулта шкул умĕнче тунă сăн ӳкерчĕк. Пĕрле вĕренекенсем сăнланнă унта. Пĕр хĕрача — Раиса Трофимова — çеç çук. Вăл çав кун шкула пырайман-тăр. Пирĕн ялта шкул пулман, эпир, Çĕрпӳ районĕнчи /ун чухне Красноармейски районĕччĕ/ Тури Шурçырма ачисем, Анатри Шурçырмана çӳренĕ. 3-мĕш класра пире çĕнĕ учительница вĕрентме пуçларĕ. Елена Павловна ят-лăччĕ вăл. Уявсем валли ташлама, юрлама, сăвă калама та хăнăхтаратчĕ. Ункă шывĕ мĕнле юхнине сăнама, Чăрăшкасси ялĕнче мĕн чухлĕ чăрăш çитĕннине шутлама экскурсине илсе кайнине ас тăватăп. Вăл тăрăшса ĕçленине кура эпир те уроксене лайăх итлеттĕмĕр. Çур класс «4» тата «5» паллăсемпе вĕрентĕмĕр. Сергей Тапотникова тата мана «Мухтав грамоти» пачĕç.
Колхоз ĕçне те савăнсах хутшăнаттăмăр, çав вăхăтрах малалла вĕренесси çинчен шухăшлат-тăмăр, анчах часах вăрçă пуçланчĕ. Арçынсем: аттесем, пиччесем, тăвансем — салтака кайма ты-тăнчĕç, лаша йышĕ те чакрĕ.
Вăрçă çулĕсенче мĕнле ĕç кăна пурнăçламан-ши ĕнерхи ача-пăча: çурлапа тырă вырнă, çум çумланă, утă çулнă, лаша кӳлсе суха тунă, тырă турттарнă, авăн çапнă… Аслисем хăйсемпе пĕрле явăçтарнă, вĕрентнĕ, хăнăхтарнă.
Юрать-ха шкулти туссемпе тунă пĕртен-пĕр çак сăн ӳкерчĕкĕ пур. Ун çине пăхса пурне те аса илетĕп. Пурнăç урапи кашнин хăйне май çаврăнчĕ. Федор Матвеев 38 çул автоколоннăра пĕр авари тумасăр ĕçлерĕ. Мăшăрĕпе икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерчĕç. Лиза Арсентьева — пир-авăр комбинатĕнче, Анастасия Андреева автомашинăсене юсакан заводра вăй хучĕç. Геннадий Ефимов ФЗОра вĕренсе тухрĕ те электроаппарат заводĕнче ĕçлерĕ. Сергей Тапотников институт хыççăн 45 çул юристра тăрăшрĕ. Нумайăшĕ телей таçта шырамасăр тăван ялтах ĕçлерĕ, çемье çавăрчĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...