Комментировать

3 Сен, 2021

«Хыпар» 96-97 (27829-27830) № 03.09.2021

«Чи лайăх кукамайсенчен пĕри эпĕ пулăп»

Галина йывăр чирленине пăхмасăр хĕрне çапла каланă Галинăн пурнăçĕ ялти ытти хĕрарăмăннинчен питех уйрăлса тăман: качча кайса икĕ ача çуратнă, ĕçлет, пахча çимĕç ӳстерет, выльăх усрать. Мăшăрĕпе икĕ хутлă çурт хăпартнă. Ашшĕ-амăшĕ сывă, хунямăшĕ те хăйсен ялĕнчех пурăнать, пурте пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ — тата мĕн кирлĕ? Анчах усал шыçă тупса палăртни хĕрарăмăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл:

Кĕрхи çумăрлă каç…

— Район центрĕнчи лавккара сутуçăра ĕçленĕрен мана упăшка ирхине çăмăл машинăпа леçсе яратчĕ, каçхине килсе илетчĕ. Водитель прави хамăн та пурччĕ-ха, анчах темшĕн руль умне ларман. Те хăранă? Пĕррехинче упăшка ĕçпе Шупашкара кайсан район центрĕнчен çуран килмелле пулчĕ. Автобуссем каçхи 5-ччен çеç çӳреççĕ, лавкка вара 9-ччен ĕçлет. Кĕрхи çумăрлă каç киле çитиччен йĕп-йĕпе пултăм. Çула кĕскетес тесе пысăках мар вăрман витĕр утрăм. Çавăн чухне питĕ хытă хăрарăм. Темĕнле сасă илтнĕрен сиккипе чупрăм. Те йытă-качака çӳрет, те ӳсĕр арçынсем — пĕлсе пĕтерме çук. Чĕре сиксе тухасла хыттăн тапрĕ. Киле çитсен темччен лăпланаймарăм, çĕрле те йĕркеллĕ çывăраймарăм. Çавăн чухне машинăпа хам çӳременшĕн питĕ ӳкĕнтĕм. Водитель правине илнĕ хыççăнах руль умне лармасан мĕн пĕлни те пурăна киле манăçа тухать.

Икĕ эрнерен пĕр сăлтавсăрах кĕлетке температури хăпарма пуçларĕ. Ăна чакаракан эмеле ĕçетĕп — кăштахран каллех кăмака пек пĕçерме пуçлатăп.

Çĕрле çумăр айĕнче киле таврăннăранпа урăх ниçта та шăннине астумастăп. Апла мĕншĕн халĕ тин чирлерĕм-ши вара? Çапла темиçе кун асапланнă хыççăн тухтăр патне кайрăм. Анчах вăл çырса панă антибиотиксене ĕçни те пулăшмарĕ. Температура кăштах чакать, каярахпа каллех хăпарать. Вăй çук, нимĕн те тăвас килмест. Питĕ хытă тарлатăп. Хул айĕ ыратнă пек туйăннăран тытса пăхрăм та — пысăк мăкăль алла лекет. Манăн лимфа тĕввисем хальччен пысăкланманччĕ вĕт-ха тесе шухăша кайрăм. Тарланă хыççăн сивĕрех шывпа çăвăннă-ши — астумастăп.

Терапевт сĕннипе малтан — флюорографи, унтан рентген тĕрĕслевĕ витĕр тухрăм. Специалистсем ӳпкере тĕттĕмрех пăнчăсем курăннăран туберкулез мар-ши терĕç. Тĕплĕнрех тĕрĕсленме Шупашкара ячĕç. Туберкулез мар иккен. Компьютер томографийĕ, УЗИ тутарма тиврĕ. Шăпах çак тĕрĕслевсем манăн хул айĕнчи тата мăй таврашĕнчи лимфа тĕввисем пысăкланнине кăтартрĕç. Тĕрĕс диагноз лартас тесен биопси тумаллине, вăл çеç шыçă мĕнлине кăтартассине пĕлтерчĕç.

Çакна илтсен чун питĕ хурланчĕ. Усал шыçă чирĕсем ытла хăрушă пулнине, вĕсем кирек кама та вĕлерме пултарнине лайăх пĕлетĕп-çке. Аппан ачине, шкула та кайманскере, çулталăк каялла пытартăмăр. Лейкозпа чирлĕскере сыватма май килмерĕ. Уншăн кулянса мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши? Нивушлĕ манăн та сивĕ тăпра айне кĕрсе выртма тивет? Эпĕ хĕрĕх çула та çитмен вĕт-ха. Çук, манпа ун пекки пулма пултараймасть тесе хама лăплантарма тăрăшрăм. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Ватăсем тăван килне аса илсе питĕ тунсăхлаççĕ

Станислав Федоровича шанма пулать. Вăл сăмаха яланах тытать. Çурăлса каять, анчах тĕллеве пурнăçлатех. Кирек епле ĕçе пуçăнсан та ăнăçлă вĕçне çитерет. Çак сăмахсем — Трак енре пурăнакансем Красноармейскинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ертӳçи Станислав Григорьев пирки каланăскерсем.

Кашни ĕçе чĕре витĕр кăларать

Григорьевсен несĕлĕсен кун-çулĕ — Трак тăрăхĕнче чылай ĕмĕр каялла тымарланнăскер. Ку йăхри çынсем тăван халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ ашшĕ килĕн вучахне упрать.

Станислав Федорович та, çамрăк чухне хулара ĕçлеме вырнаçнă пулин те, мăн аслашшĕсен йăлине тĕпе хурса тăван килне таврăннă. Çывăх çыннисем çут тĕнчерен уйрăлнă пулин те, сăмах май, ашшĕ Федор Григорьевич 99 çула, амăшĕ Юлия Петровна 93 çула çити пурăннă, вĕсен хуçалăхне паянхи кун та тирпейлĕ тытать. «Çĕр çинче атте килĕнчен ырăраххи пур-ши? Эпĕ çакăнта вăй-хал илетĕп. Атте пахчи çырманалла тухать, унта çӳреме кăмăллă, илемлĕ. Пӳрте кĕрсен аттепе анне ăшшине туятăп», — терĕ Станислав Федорович.

Унăн ашшĕ Федор Григорьевич ĕмĕрне тĕрлĕ вырăнта ертӳçĕре ĕçлесе ирттернĕ. Çапах кун-çулĕн пысăк пайĕ, тĕпрен илсен, ЖКХ тытăмĕпе çыхăннă. Красноармейски районĕнче çак сфера аталанса вăй илни унăн пултарулăхĕпе тӳррĕнех çыхăннă. Ертӳçĕ ăсталăхĕ ашшĕнчен ывăлне те куçнă. Станислав Федорович Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕнче вăй хунă, район администрацийĕн строительство тата коммуналлă хуçалăх пайне ертсе пынă. Çак çулсенче район центрĕ палăрмаллах улшăннă. Инфратытăм çĕнелнинче те, социаллă объектсем хута кайнинче те, урамсене çул сарнинче те, тротуарсем тунинче те, çĕнĕ микрорайонсене газ, шыв, электричество çитернинче те Станислав Федоровичăн тӳпи пысăк. Районти ялсенче çул тăвассишĕн те нумай тăрăшнă вăл. Кашни ыйтăва чĕре витĕр кăларса татса пама хăнăхнăскер пуçланă пĕр ĕçе те вĕçне çитермесĕр чарăнман. Вĕçне çитерни çеç мар, кашнинчех ăнăçлă тата тухăçлă пулса тухнă.

Халĕ акă Красноармейскинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центра ертсе пыма пуçланăранпа нумай та вăхăт иртмен. Апла пулин те ĕç тухăçлăхĕ халех курăнать. Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерствин баланс комиссийĕн ларăвĕнче Станислав Григорьевăн виçĕ уйăхри ĕçне пысăка хурса хакланă.

Мĕншĕн хисепрен тухать?

«Манран час-часах: «Хальхи ĕç килĕшет-и?» — тесе ыйтаççĕ. Ватă аттепе аннене пăхнăран çак ĕçе лайăх ăнланатăп. Сăмахран, 35 çулта чухне çак тивĕçе пурнăçлама шаннă тăк ватă çынсемпе хама мĕнле тытмаллине чухламан та пулăттăм», — терĕ Станислав Федорович калаçăва тăсса.

Красноармейскинчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн ĕçĕ, тĕпрен илсен, 60 çултан аслăраххисене пулăшассипе çыхăннă. Районта кун йышшисем 2,8 пин ытла çын. «Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă май тепĕр тивĕç те хушăнчĕ. Аслă ăру çыннисене усал чиртен прививка туса хӳтĕленме май пурри çинчен ăнлантарма ялсем тăрăх çӳретпĕр, — пĕлтерчĕ центр директорĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕнни йÿнĕрех, анчах тухăçлăрах

Чăваш Енре туса кăларакан ракета пăр çăвассинчен хӳтĕлĕ «Ростех» патшалăх корпорацийĕн «Технодинамика» холдингĕ пăр çăвассинчен хӳтĕленмелли çĕнĕ «Алазань-8М» ракета тата ракетăсене вĕçтерсе ямалли «Эльбрус-А» хатĕрĕн тĕрĕслевне вĕçленĕ.

Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ хатĕрленĕ изделисем хăйсен Федерацин гидрометеорологи тата тавралăх мониторингĕн служби Нальчикре ирттернĕ тĕрĕслевре хăйсен тухăçлăхне çирĕплетнĕ. Пăртан сыхланмалли ракетăсене персе ямалли «Эльбрус-А» хатĕрсем ял хуçалăхĕн метеохӳтĕлевне тивĕçтерме пулăшаççĕ. Оборудование тĕрлĕ калибрлă ракетăсен управленийĕн цифрăллă автомат системипе тивĕçтернĕ, унчченхи хатĕрсен кунашкал майсем пулман. Çĕнĕ техникăн параметрĕсене малтанах палăртма пулать: персе ямалли вăхăт, ракетăсен шучĕ, азимут тата ытти те. Çийĕнчен системăна çын сассине паллама та «вĕрентнĕ».

— Шупашкарсем хатĕрленĕ «Эльбрус-А» пăр çăвасран хӳтĕленмелли 16 ракетăна пĕрин хыççăн теприне черетпе персе яма май парать, — пĕлтернĕ «Технодинамика» холдинг гендиректорĕ Игорь Насенков. — Паянхи кун Раççейре метеорологи процесĕсене витĕм кӳмелли 200 ытла пункт ĕçлет. Вĕсенчен ытларахăшне çĕнетмелле. Эпир шутланă тăрăх, ракетăсене персе ямалли 150 яхăн хатĕре улăштармалла. Изделисем тĕрлĕ азимутпа вĕçеççĕ, çапла майпа витĕм кӳрекен лаптăк та анлăланать.

Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă «Алазань-8М» пирки калас тăк — çак линейкăри изделисем Раççейре туса кăларакан, ял хуçалăх культурисене пăр çапасран сыхланмалли пĕртен-пĕр хатĕр шутланаççĕ. Статистика пĕтĕмлетнĕ тăрăх, çĕршывăн кăнтăр енчи регионĕсенче пăр çапнипе çуллен тыр-пулăн 15% таран пайĕ пĕтет, çавăнпа хӳтлĕх технологийĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

«Алазаньпе» усă курни ял хуçалăх продукцийĕн пăр çунипе çыхăннă çухатăвĕсене пилĕк хут чакарма май парать. Раççейре пăртан хӳтĕлекен лаптăк 2,3 миллион гектарпа танлашать.

Унчченхи «Алазань-6» ракетăпа танлаштарсан, «Алазань-8М» тухăçлăхĕ чылай пысăкрах. Çав вăхăтрах унăн калибрĕ пĕчĕкрех, çавна май ăна хатĕрлеме кирлĕ материалсен калăпăшне 20% чухлех чакарма май килнĕ — хак та пĕчĕкленнĕ. В.И.Чапаев ячĕллĕ завод гендиректорĕ Михаил Резников пĕлтернĕ тăрăх, шанчăклăрах çĕнĕ ракетăсене серипе кăлармашкăн хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Пирвайхи «Алазань-8М» ракетăсемпе пăр çăвасран хӳтĕлекен службăсене çитес çулах тивĕçтерме тытăнĕç. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


«Пурăнатăпах, сивве чăтса ирттеретĕпех»

Лидия Белкова [хĕр чухнехи хушамачĕ Владимирова] 1924 çулта Куславкка районĕнчи Кунерте çуралнă. 1941 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă, çав çулах Чăваш педагогика институчĕн студентки пулса тăнă. Вăрмар районĕнчи Кавал шкулĕнче ачасене математика вĕрентнĕ. 1944 çулта фронтран аманса таврăннă Конон Белкова качча тухнă. Çемьере икĕ ывăл çитĕннĕ. Каярахпа Белковсем Шупашкара пурăнма куçнă. Тĕп хулара Лидия Владимировна профессие улăштарнă, 30 çул ытла лента тĕртекен фабрикăра ĕçленĕ. Вăл 87-е çитсе пурнăçран уйрăлнă. Вĕренӳ çулĕ умĕн Лидия института килнĕ.

Çанталăкĕ ăшă тăнă. Пике çӳхе кĕпепе тата çăмăл туфлипе кăна пулнă. Çапах чăматанĕнче çӳхерех пальто та выртнă, ăна амăшĕпе кукамăшĕ кĕрхи кунсем валли çĕлесе панă. Тата ыттисен умĕнче ятуллăрах курăнтăр тенĕ ахăртнех.

Шел те, унăн çав çул тĕп хулари паллă институтра вĕренӳ сакки çине ларма май килмен. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнчи йышăнупа килĕшӳллĕн Чăваш патшалăх педагогика институтне Сĕнтĕрвăррине куçарма палăртнă. Атăл çинчи хулара ун валли кантурсене, клуба, общежитисене, вăрман техникумĕн столовăйне, Социализмлă культурăн çуртне уйăрса панă. Эвакуаци енĕпе ĕçлекен канашăн çав çулхи чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшӳллĕн Харьковран эвакуациленĕ электромеханика заводне пединститутăн вĕренӳ çурчĕсене, йывăçран, çавăн пекех кирпĕчрен хăпартнă общежитийĕсене панă.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн пединститут директорĕ 1941 çулхи чӳк уйăхĕнче ятарлă хушу кăларнă. Унпа килĕшӳллĕн пĕтĕм студент, çавăн пекех профессорсемпе преподавательсем, унти рабочисемпе служащисем чӳк уйăхĕн 9-мĕшĕнчен ятарлă строительство ĕçĕсене тухса кайнă. Çапла майпа 250 ытла студент тата преподавательсем Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пырса çитнĕ. Вĕсен хушшинче Лидия Владимирова та пулнă.

Йышпа пурнăçлакан ĕç Тăван çĕршывшăн мĕн тери кирлине Кунер пики питĕ лайăх ăнланнă. Хĕрĕх градуслă сивĕ те чун çирĕплĕхне парăнтарайман. Çывăх тăванĕсем çĕлесе панă симĕс пальто çав тапхăрта шăпах вырăнлă пулнă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.