Çамрăксен хаçачĕ 34 (6382) № 02.09.2021
«97 çулти кинемей те вакцинациленчĕ»
Сергей Илюткин çăмăлах мар тапхăрта, пирĕн çĕршывра коронавирус сарăлма тытăннă чухне, яваплă тивĕçе пурнăçлама тытăннă: ăна район больницин тĕп тухтăрĕ пулма шаннă. Çамрăк врачпа Вăрнар тăрăхĕнче каварлă чирпе мĕнле кĕрешни çинчен калаçрăмăр.
«Китай тĕслĕх кăтартрĕ»
— Сергей Владимирович, Вăрнар районĕнче коронавирус енĕпе лару-тăру еплерех? Чирлекен нумай-и?
— Юлашки кунсенче коронавируспа чирлекенсен йышĕ пĕчĕкленме пуçларĕ. Прививка туни ку хисепе ытларах чакарма пулăшатех. Тĕнчере саккăрмĕш уйăх ĕнтĕ ковидран вакцинаци тăвас ĕç пырать. Ку коллективлă иммунитет йĕркелеме пулăшать, чире сарăлма памасть.
— Коронавирус инфекцийĕ кама ытларах нушалантарать: çамрăксене е аслă ӳсĕмри çынсене?
— Чир вăй илме тытăнсанах уйрăмах ватăсем аптăратчĕç. Халĕ лару-тăру улшăнчĕ, ку амак çамрăксене те нушалантарма тытăнчĕ. Халĕ манăн ӳсĕмри çынсем те больницăра сипленеççĕ. 40-59 çулсенчи çынсем ытларах чирлеме тытăнчĕç. 65 çултан аслăраххисен те ковидпа аптăрас хăрушлăх пысăк, унсăр пуçне вăраха кайнă чирсемпе асапланакансем те ураран ӳкме пултараççĕ. Чи малтанах чĕре, сывлав органĕсен чирĕсемпе /сăмахран, астма, ӳпкен вăраха кайнă обструктивлă чирĕ/, онкологипе аптăракансем, самăррисем нушаланаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ инфекцие йывăр чăтса ирттерет. Çав вăхăтрах ОРВИ те ниçта та çухалманнине манмалла мар: çынсем чирлеççĕ. Эпидеми тапхăрĕнче гриппран прививка тутармаллах.
— Вăрнар тăрăхĕнче вакцинаци ĕçĕ мĕнлерех пырать? Прививка тутарас текенсем йышлă-и?
— Районта 6558 çын вакцинацин пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр тухнă. Ку — Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансен 21 проценчĕ. 5993 çын вакцинацие вĕçленĕ. Районти чылай организацире тăрăшакансем прививка тутарнă, вĕсем ку ĕçе хастар хутшăнчĕç. Йĕрке хуралçисем, сăмахран, пурте вакцинациленчĕç. Уйрăмах чире йывăр чăтса ирттернисем вакцинациленни пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланаççĕ. Çур çул каялла пĕр учителе коронавирус ураран ӳкерчĕ, вăл инфекцие йывăррăн чăтса ирттерчĕ. Нумаях пулмасть вăл больницăна прививка тутарма çитрĕ. «Вакцина мана кăна мар, пурне те сывлăха упраса хăварма пулăшĕ», — терĕ. Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче 97-ри кинемей прививка тутарчĕ. Вăл сывлăхран хакли нимĕн те çуккине палăртрĕ. Больницăна прививка тутарма çитекен кинемейсем нумай çул пурăнас, мăнукĕсемпе савăнса кун кунлас килнине калаççĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Çĕнĕ аппарат чире хăвăрт тупса палăртĕ
«Шкулсенче коронавирус хăрушсăрлăхне çирĕплетмелле, — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. — Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланать. Ачасем шкула каяççĕ те вирус каллех сарăлма пултарать. Çавна май хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла, шкулсенче тĕрĕслеве çирĕплетмелле».
Алла Салаева вице-премьер палăртнă тăрăх, Чăваш Енри вĕрентӳ учрежденийĕсенче вăй хуракан 22149 çын вакцинациленнĕ. Çакă вĕрентӳ тытăмĕнче тăрăшакансен 62,9% танлашать.
«Шупашкарта çавнашкаллисем — 75%, Улатăрта вĕрентекенсен 28% çеç прививка тутарнă», — уçăмлатнă Алла Леонидовна. Республикăра 290667 çын вакцинациленнĕ /çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне/. Красноармейски районĕнче прививка тутарнисем — 63,3%, Патăрьел районĕнче — 57,7%, Хĕрлĕ Чутай районĕнче — 54,9%, Шупашкар районĕнче — 53,8%, Канаш хулинче — 59,8%. Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Пăрачкав, Куславкка, Комсомольски, Етĕрне районĕсенче вакцинаци кал-кал пурнăçланса пырать.
Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Улатăр хулинче, Улатăрпа Пăрачкав районĕсенче коронавируспа чирлекенсен шучĕ пысăк пулнипе тата вакцинаци ĕçĕ япăх пынипе чару мерисене çирĕплетнĕ. Асăннă муниципалитетсенче массăллă мероприятисем ирттерме юраман, общество апатланăвĕн предприятийĕсене 21 сехет хыççăн ĕçлеме чарнă тата кафе-столовăйра сĕтелсен шутне 50% чакарнă. Алла Салаева Пăрачкав районĕнче чару мерисене пăрахăçлама сĕннĕ. Унта пурăнакансен 51,8% вакцинациленнĕ. Регион Пуçлăхĕ вице-премьерпа килĕшнĕ.
Олег Николаев мобильлĕ ушкăн сен йышне Роспотребнадзор управленийĕн ĕçченĕсене те кĕртме сĕннĕ. Вĕсем çын нумай пухăнакан вырăнта хăрушсăрлăх мерисене пăхăннипе пăхăнманнине палăртĕç, мерăсем йышăнĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Вăрмар районĕнчи лару-тăрăва сивленĕ. Унта халăхăн 38% çеç вакцинациленнĕ. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Алина АРТАЛИОНОВА, Муркаш районĕнчи Сыпайри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул директорĕ:
— Шкулăн хăрушсăр вырăн пулмалла. Вакцинаци тапхăрĕ пуçлансанах прививка тутарма шут тытрăм. Ертӳçĕн коллектива тĕслĕх кăтартмалла тесе шухăшлатăп. Паянхи кун тĕлне шкулта вăй хуракансен 85% вакцинациленнĕ. 3-шĕ хальлĕхе сывлăхне пула прививка тутарман. Эпĕ коронавируспа чирлемен. Тавах Турра, тăванăмсем те хальлĕхе çак мурпа аптăрамарĕç. Вакцинацие çăмăллăн чăтса ирттертĕм. Пĕрремĕш укол хыççăн пуç çаврăнчĕ, иккĕмĕшне тутарсан нимĕн те туймарăм.
♦ ♦ ♦
«Шурă тутăр çине хура пыйтăсем ӳкетчĕç»
1941 çулта Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавма хушу тухсан Вăрнар районĕнчи Тулти Пăртаса [халĕ Пăртас] та хĕр-хĕрарăма ĕçлеме илсе каякансем пынă. Ял халăхĕ лашапа килнĕ арçынсем мĕн тĕллевпе çитнине пĕлмен. «Ку ырра мар-ха», — шухăшланă тăхăр ача амăшĕ Домна Тимофеева. Çав çынсем унăн аслă хĕрне, 16-ри Марийăна, окоп чавма илсе кайнă.
Икĕ уйăх çăвăнман
Вăрçă пуçлансанах Домнăн мăшăрĕ тăшманпа çапăçма фронта тухса кайнă, вăл килне таврăнайман, çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Хĕрарăмăн тăхăр ачине пĕчченех ӳстерме тивнĕ. Вăл ачисене тăрантарас тесе лашапа ĕçленĕ, Хусантан яла колхоз валли тăвар турттарнă. Тепĕр чухне хĕрарăм тăвар паракансемпе калаçса татăлса таварне палăртнинчен ытларах илсе килнĕ. Ытлашшине катса юлнă та уйра пытарса хăварнă, кайран ăна пысăк çемйи валли илсе килнĕ. Хырăм выççине курăк çисе улталанă, ачисем çуркунне хирте крахмал пуçтарнă. Пĕччен хĕрарăмăн виçĕ пĕчĕк ывăлĕ выçăпа аптăраса пурнăçран уйрăлнă.
«Хĕрарăмсем çавах çирĕпрех иккен», — тенĕ вăл хурланса. Çемьере пĕртен-пĕр арçын — ывăлĕ Петĕр — юлнă. Домна Тимофеевнăна ялта хисепленĕ, вăл ачисене çирĕп тытнă. Петĕр улах ларма каякан аппăшĕсемпе йăмăкĕсене сыхлама çӳренĕ, çывăрма вăхăт çитсен вĕсене киле чĕнме пынă. Мария шкулта 4 класс вĕренсе пĕтереймен: амăшĕн тӳлеме укçа пулман. Хĕрача йăмăкĕсемпе шăллĕне пăхнă, вĕсем валли чăлха-нуски çыхнă. Пĕрин валли çыхса пĕтериччен теприн чăлхи çĕтĕлме ĕлкĕрнĕ. Йĕпе-сапа çанталăкра та ачасем çăпатапа çӳренĕ, тĕпне такан çĕлесе хунă. Вăл та часах çĕтĕлнĕ, çавăнпа вăрмана кайса çăкаран пушăт хатĕрленĕ, кайран ăна типĕтнĕ.
Марийăн пĕртăванĕсен те пĕлӳ илме май килмен. Чи кĕçĕн йăмăкĕ çеç Вăрнарта уçăлнă ял хуçалăх шкулĕнче вĕренейнĕ, кайран Шупашкарта бухгалтерсен шкулĕнче ăс пухнă, чылай çул заводра кассир пулса ĕçленĕ.
Мария Хусан çывăхĕнче окоп чавнă. Пăртас ялĕнчен унта 5 хĕр лекнĕ. Анчах тантăшсене уйăрнă, пĕр ялтан килнисем калаçса татăлса тарасран хăранă. Пĕр хĕр окоп чавнă çĕрте нумай ĕçлеймен, чирленĕскере ашшĕ-амăшĕ пырса илнĕ.
«Пуçлăхсем тутар пулнă. Апай /амăшне çапла каланă/ аса илнĕ тăрăх, вăл 2 уйăх ытла окоп чавнă. Пурăнма тесе хваттере кĕнĕ. Çын нумай пулнипе урайĕнче выртса тăнă. Пӳрте хутман, апачĕ сахал пулнă. Ир-ирех вăратса ĕçе васкатнă, тĕттĕмлениччен алăран лумпа кĕреçе яман. Апай темиçе çын патĕнче те пурăннă. «Хăш-пĕр хуçа лайăхчĕ. Хăйсем апат пĕçернĕ чухне пире те сĕтел хушшине чĕнетчĕç. Теприсем пач тепĕр май — пирĕнтен апат ыйтатчĕç», — тетчĕ. Ун чухне çăвăнмалли май пулман. Окоп чавакансем киле ямашкăн йăлăннă. «Ĕçлемелле», — пулнă пĕр хурав. Вĕсене киле яман. Кашни çыннăн норма тултармалла пулнă. Икĕ уйăх çăвăнманран хĕрсем пыйтланнă. «Йывăç турапа çӳçе тураттăм та шурă тутăр çине хура пыйтăсем ӳкетчĕç, ӳт кĕçĕтетчĕ», — аса илетчĕ апай», — каласа кăтартрĕ Мария Даниловнăн хĕрĕ Нина Иванова. Ырă çынсем вĕсене кĕл тупса панă. Хĕрсем унпа пуç çукаласа пурăннă. Пыйтăсем тумтир çинчех, уйрăмах çĕвĕ йĕрри патĕнче, чупнă. Мария çынсемпе калаçса татăлнă хыççăн окоп чавнă çĕртен тарма шухăшланă. Тăван ялне çитнĕ кăна — вĕсене шыраса пынă, каялла ĕçлеме илсе кайнă.
Маяк (ялта ăна çапла чĕннĕ) 18 çул тултариччен вăрман каснă çĕрте ĕçленĕ. Унăн йăмăкĕ Анна та ĕçе хутшăннă, вăл бригадирта тăрăшнă. Вăрман касакансене кашни кун çăкăр панă. Аппăшĕпе йăмăкĕ хăйсен пайĕсене тӳрех çисе яман. Çăкăр татăкĕсене пухса пырса яла илсе кайнă, пĕртăванĕсене çитернĕ. Амăшĕ куншăн калама çук савăннă.
«Тăла сырса çӳренине калатчĕ. Кунĕпех ĕçленĕрен вăл каç енне йĕп-йĕпе пулнă. Ирхине тăнă çĕре типсе ĕлкĕреймен. Вĕсем пурăннă баракра кăмака пулнă-ха, анчах вутти сахал, çавăнпа сайра хутра çеç хуткаланă», — аса илчĕ Нина Семеновна. Вăрман каснă çĕрте хĕрсем ĕçленĕ, арçынсенчен водитель кăна пулнă, вăл вăрçа лекеймен. Маякпа тантăшĕсем пĕренесене машина çине тиенĕ. Йывăç ӳксе çынсене амантни те пулнă. Хĕрсене сипленмешкĕн килне янă, кайран каллех ĕçе таврăннă.
«Апай ача чухнех укçа ĕçлесе илмелли майсем шыранă. Нухрата яланах амăшне панă, хăйĕн валли пĕр пус та хăварман. Вăрманта йывăç каснăшăн ăна çитсă панă. Кукамай пусмана ярса илнĕ те тӳрех виçме тытăннă. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Пурăнас кун-çул пулсан киле çаврăнса çитĕп…»
Красноармейски районĕнчи Шăпăрлăвар ялĕнче çуралса ӳснĕ Изосим Емельянов ашшĕне пĕрре те курман, вăл мĕнлерех иккенне сăн ӳкерчĕксем тăрăх çеç пĕлет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан унăн ашшĕ Димитрий фронта кайнă. Шел те, вăл унтан таврăнайман.
Килте 5 ача юлнă
Емельяновсем виçĕ пĕртăван ӳснĕ: Димитрий, Иван тата Анастасия. Иван авлансан çемйипе Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте тĕпленнĕ, унти шкулта учительте ĕçленĕ. Вăрçă пуçланиччен вĕсем тăван ялне куçса килнĕ. Анастасия хăйсен районĕн каччипех пĕрлешсе Кушар ялĕнче пурăннă. Чи асли Димитрий Ольгăпа çемье çавăрсан тĕп килтен уйрăлса тухса юнашар çурт лартнă.
Малтан Иван вăрçа кайнă, унтан Мĕтрин те ят тухнă. Арăмĕ Ольги 5 ачапа тăрса юлнă: Христина, Серафима, Елена, Ананий, Антонина. Çапăçу хирне кĕриччен Димитрин киле тепĕр хут кĕрсе тухма май пулнă. Çавăн чухне Ольгин çие юлнă.
«Атте вăрçăра разведчик пулнă. Пĕррехинче разведкăна вĕсем иккĕн кайнă. Аттене нимĕçсем персе амантнă, пуля пĕççине шăтарса тухнă. Тепĕр салтакĕ таçта çухалнă. Атте вăрçă хирĕнчен упаленсе тухнă. Аманнăскере Хусанти госпитале вырттарнă. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче манăн анне, пысăк хырăмлăскер, асаттепе пĕрле Хусана аттене курма кайнă. Кутамккана типĕтнĕ çăкăр чиксе çула тухнă. Ун чухне хурах нумай пулнă, ачасем те выçă çӳренĕ. Вĕсем çынсен кутамккине çĕçĕпе çурса çимеллисене вăрлани пирки каласа кăтартатчĕ анне. Çула тухсан хурахсенчен асăрханас тесе асатте малта пынă, анне — хыçалта.
Çапла эпĕ атте патне аннен варĕнче кайса килнĕ. Ача кĕтекен анне, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен икĕ ура лапписĕр таврăннă асатте çавăнта çити çуран кайса килнинчен тĕлĕнетĕп. Аттене курас килнĕ пуль çав. Ку вĕсен юлашки тĕлпулăвĕ пулнă. Эпĕ 1942 çулхи ака уйăхĕнче çуралнă. Атте эпĕ çут тĕнчене килнине пĕлсе юлнă, киле янă çырусенче манăн ята та асăнса салам çырма пуçланă», — сарăхнă çырусемпе паллаштарчĕ Изосим Димитриевич. Ашшĕ ăна «Сосим» тесе чĕннĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Мĕн шухăшлаттарать паянхи çамрăксене?
Иртнĕ эрнере «Хыпар» хаçат çумĕнче чăваш çамрăкĕсене пĕр тĕвве пухакан пĕрлешӳ йĕркеленчĕ. Унăн йышĕнче — журналистсем тата интернета чăвашла калаçтаракан блогерсем. Пĕрлешӳ ячĕ янăравлă — «Çамрăксен сасси». Ăна ахальтен йĕркелемен: «Хыпар» хаçат çак ятпа çĕнĕрен тухма пуçланăранпа кăçал 30 çул çитнĕ.
«Историе илес тĕк, «Хыпар» хаçат çумĕнче писательсемпе поэтсен пĕрлешĕвĕ яланах пулнă. Вĕсем хăйсен хушшинче çĕнĕ сăвăсемпе калавсене тишкернĕ. Эпир çак ырă йăлана чĕртме шут тытрăмăр — хастар журналистсемпе блогерсене чĕнсе çивĕч ыйтусене сӳтсе явас терĕмĕр», — пĕлтерчĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина.
Пĕрлешӳ хастарĕсем çĕкленĕ пĕрремĕш ыйту чăваш интеллигенцийĕпе çыхăнчĕ. Вăл халĕ пур-и? Интеллигентсем ăçта тата мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ? Çивĕч ăслă çамрăксем Чăваш Ен ят-сумне тĕнче шайне çĕклеме пултарнă мухтавлă ентешсене аса илчĕç. Тĕлпулăва пухăннисем хальхи вăхăтра «интеллигент» сăмахпа сахал усă курнине, вăл майĕпен çухалса пынине палăртрĕç. Пысăк çитĕнӳ тăвакан çынсем кашни тытăмрах пур. Паллах, вĕсем çамрăксене хăйсен тĕслĕхĕпе хавхалантараççĕ.
Калаçу майĕпен пурнăçра тарăн йĕр хăварнă, тĕслĕх шайĕнчи çынсем çине куçрĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ Ирина Алексеева чăваш литературин анинче тăрăшнă Петĕр Яккусенне асăнчĕ. Вăл университетра вĕреннĕ чухне ун пирки диплом ĕçĕ çырнă. «Кирек хăш вăхăтра шăнкăравласан та хуравлатчĕ, пулăшма тăрăшатчĕ. Килĕнче хăйне ялан лăпкă, чăн-чăн интеллигент пек, тытатчĕ. Шел, кăçал пурнăçран уйрăлчĕ. Пурнăçăма витĕм кӳнĕ тепĕр çынна та асăнам. Эпĕ журналистика пирки пачах та шухăшламан чухне Георгий Краснов çыравçă манра çырас пултарулăха асăрхарĕ. «Букварьтен — илемлĕ литературăна çити» конкурса хистесех хутшăнтаратчĕ. Тавах ăна куншăн», — палăртрĕ вăл. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...