Комментировать

26 Авг, 2021

Тантӑш № 32 (4751) 26.08.2021

Çĕнĕ çемьере хÿтлĕх тупнă

Вăрнар районĕнчи Шĕнер Ишек ялĕнче пурăнакан Дианăпа Даша Петровăсене «Тантăш» хаçатпа Галина Кадыкова вĕрентекен туслаштарнă. Маттур хĕрачасем халĕ редакцие çыру хыççăн çыру вĕçтереççĕ, хăйсемпе пулса иртнĕ кăсăклă самантсем çинчен пĕлтерсех тăраççĕ. «Ĕçчен, сăпайлă, лайăх ачасем», — çапла хаклаççĕ вĕсене ял çыннисем те.

Пĕртăвансене уйăрман

Диана, Даша тата Вова нумаях пулмасть çывăх çыннине çухатнă. Вĕсенчен аякрамар пурăнакан, икĕ ывăлĕпе хĕрне ура çине тăратнă Убаковсем пĕртăвансене шелленĕ. «Ачасем çитĕнсе тухса кайрĕç, эпир иксĕмĕр кăна, атя-ха, пĕртăвансене аякка ярар мар, хамăр пата илер», — çакăн пек калаçу пулнă арăмĕпе упăшкин. Убаковсем пĕр шухăшлă пулса 2 хĕрачапа 1 арçын ачана хăйсен çунатти айне илнĕ.

— Çывăх çыннисем тимлĕх уйăрманнипе вĕренӳре кая юлнăччĕ ачасем. Çырнă чухне йăнăш нумай тăватчĕç, тетрачĕсем çырлана кайнă пекех хĕп-хĕрлĕччĕ. Халĕ ун пекех мар. Çур çул йывăр пулчĕ, урок туса çур çĕр иртни 2-чен те лараттăмăр. Çапах хĕрачасем вĕренесшĕн тăрăшаççĕ, самаях туртăнчĕç. Чылай улшăну куртăм. Эпир вĕсене хăнăхрăмăр, вĕсем — пире. Халĕ пĕртăвансем хамăр ачасем пекех туйăнаççĕ, — тет Римма Витальевна.

Ачасем ăна анне тесе чĕнеççĕ.

— Пĕррехинче тĕп сакайĕнчен тухрăм та ачасем урайĕнче мана кĕтсе ларнине асăрхарăм. Шыв сыпнă тейĕн, хăйсем шăп-шăпăртах, куçĕпе мăч-мăч тутараççĕ. «Мĕн айăпа кĕтĕрха, мĕн турăр?» — тетĕп хайхисене. «Сире анне тесе чĕнме юрать-и?» — теççĕ хайхисем. Мана анне, мăшăра Витя тете тесе чĕнеççĕ вĕсем. Пире, аслисене, хисеплесе «эсир» тесе калаççĕ. «Анне, сире кофе туса парас-и? Витя тете, сире пулăшаси?» — тесе тăпăртаттарсах тăраççĕ, — палăртрĕ ачасемшĕн çывăх çын пулса тăнă Римма Убакова.

Дежурство йĕркеленĕ

Убаковсем иккĕшĕ те вырăнти почта уйрăмĕнче вăй хураççĕ. Аслисене килсерен хаçат валеçме Дианăпа Даша та пулăшаççĕ. Велосипед çине ларса хайхискерсем урамсем тăрăх вĕçтереççĕ. Çырусене, таварсене аслисем хăйсемех кирлĕ вырăна çитереççĕ. Кил-çуртра та, пахчара та ĕçлеме ӳркенмеççĕ пĕртăвансем. Дианăпа Даша калаçса татăлса дежурство та йĕркеленĕ. Хĕрачасем черетленсе ирхи 5 сехетре тăрса амăшне килти ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Римма Витальевна ачасене вăратас мар тесе будильнике те сӳнтерсе пăхать, анчах хĕрачасем ир-ирех тăрса лараççĕ.

— Эсĕ çывăрмастăн та пирĕн мĕнле ыйха туртас? — теççĕ хайхисем. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Экскурсия в краеведческий музей

На летних каникулах мы с младшим братом и мамой побывали в краеведческом музее города Мариинский Посад. При входе увидели макеты диких животных, обитающих в наших краях. Экскурсовод провела для нас подробную экскурсию, познакомила нас с бытом купцов и крестьян, историей XIX века. К слову, здание музея раньше было старинным купеческим особняком.

В музее много экспонатов, благодаря которым можно представить богатую жизнь купцов, как они по вечерам читали романы, играли на музыкальных инструментах, устраивали приемы, балы, пиры, деловые встречи для многочисленных гостей.

В отличие от зажиточных людей, жизнь простого народа была сложной. От рассвета до заката им приходилось работать в поле, где они выращивали для себя хлеб, и в подворье, где содержали скот.

Избушки крестьян были маленькими, темными, топились по-черному. Одежда и обувь изготавливалась самостоятельно. Дети с ранних лет приучались помогать родителям по хозяйству. Мы познакомились с орудиями труда крестьян, даже попробовали намолотить зерна в жерновах, и, стоит отметить, эта задача оказалась не из легких. <...>

Татьяна ЧЕЛТЫКИНА, 7-й класс.

Мариинско-Посадский район, Шоршелская школа им. А.Г. Николаева.

♦   ♦   ♦


Чăваш эрешĕллĕ пĕчĕк лаша

Вĕрентекенсен çурлан 13-мĕшĕнче иртнĕ конференцийĕнче Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисен финалĕн çĕнтерӳçисемпе призерĕсене чысланă. Маттурсен йышĕнче Никита Долгов та пулнă. Вăл технологи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра кăçал призер ятне тивĕçнĕ.

— Пирĕн туслă çемье Елчĕк районĕнчи Тăрăм ялĕнче пурăнать. Эпир Даша йăмăкпа иксĕмĕр Елчĕкри вăтам шкулта ăс пухатпăр. Атте Сергей Витальевич ИЗО, технологи, черчени учителĕнче тăрăшать, анне Галина Егоровна – почта уйрăмĕн ертӳçи. Çавăн пекех пирĕнпе пĕрле асанне Зоя Егоровна та пур, — паллаштарчĕ хăйĕн çемйипе арçын ача.

Никита шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Чи юратнă предмечĕсем — технологи, вырăс чĕлхи, обществознани, истори, математика тата географи. Вĕсене вăл çăмăллăнах парăнтарать. Уроксем хыççăн арçын ача кружока васкать. Кунта вĕренекенсем тĕрлĕ инструментпа, детальпе паллашаççĕ, пĕрпĕр япала ăсталама вĕренеççĕ. Кăçалтан Никита — Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕн вĕренекенĕ те.

— Унта атте ертсе кайрĕ. Ун чухне эпĕ олимпиадăн финалне хатĕрленеттĕм. Технопаркра тĕрлĕ енлĕ аталанма май пур, эпĕ вара «Хайтек» текеннине суйласа илтĕм, — каласа кăтартрĕ Никита.

Шкул ачи район, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче палăрни, паллах, хăйĕншĕн кăна мар, вĕрентекенĕсемшĕн те чыс. Çĕнтерес тесен нумай вĕренмелле, тăрăшмалла. Пушă вăхăта сая яманни ăнăçу патне илсе çитеретех — çакна арçын ача лайăх ăнланать.

— Олимпиадăн финалне тăрăшса хатĕрлентĕм. Шкулта çеç мар, килте те нумай ĕçлерĕм. Аттене тата «Кванториум» технопаркĕн вĕрентекенне Алексей Казакова тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем мана самаях пулăшрĕç, — терĕ вăл.

Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин финалĕ Санкт-Петербургри пĕр университетра иртнĕ. Пĕрремĕш кунне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăксем регистрациленсе хăна çуртне вырнаçнă. Иккĕмĕш кунĕнче вĕсен чертеж тăрăх тимĕртен кĕлетке ăсталамалла пулнă. Чи малтанах Никита линейкăпа виçсе хурçă çинче йĕрсем палăртнă, унтан схема тăрăх пăчкăпа касса кăларнă, çав пайсене пĕр-пĕринпе сыпăнтарнă. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.