Комментировать

26 Авг, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 33 (6381) № 26.08.2021

Кинора ӳкерĕниччен Фрося Бурлакова сăнарне тишкернĕ

Арина Петрова Инстаграмра çĕнĕ проект валли артистсене шыранине вуласа пĕлнĕ. Ют чĕлхесен факультетĕнче пĕлÿ пухакан хĕр тĕрĕслев витĕр тухнă. Утă уйăхĕн вĕçĕнче Арина «Вупăр» кинофильмра ÿкерĕннĕ. Фильм юпа уйăхĕн вĕçĕнче пысăк экран çине тухĕ.

Италие, Индие çитнĕ

Шупашкарта çуралнă Арина Петрова — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 4-мĕш курс студентки. Вăл акăлчан тата нимĕç чĕлхисен учителĕ пулма хатĕрленет.

«Чĕлхесене ăса хыватăп, ют çĕршывсен культури, йăли-йĕрки пирки ытларах пĕлетĕп», — терĕ хĕр. Арина пĕлӳ пухнă 41-мĕш вăтам шкулта AFS программа пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшӳллĕн вĕренекенсем ют çĕршыва çитеççĕ, унти çемьере пурăнаççĕ, шкула çӳреççĕ, культурăпа паллашаççĕ. 8-мĕш класра пĕлӳ пухнă чухне Арина Италири Линьяно хулинче пулнă. Венецирен инçех мар вырнаçнăскерте тĕлĕнмелли пайтах.

«Итальянсем акăлчанла лайăхах пĕлмеççĕ иккен. Çемьере мана ăнланмарĕç. Çул çӳревĕн пĕрремĕш кунĕнчех тунсăх пусрĕ. Раççей, Чăваш Ен, Шупашкар пирки шухăшласа кулянтăм, макăртăм. Итали — илемлĕ çĕршыв. Венецире каноэпе ярăнаймарăм — хаклă пек туйăнчĕ. Пĕрре лармашкăн 50 евро тӳлемеллеччĕ. Манăн çемье Итали хĕрне Джулийăна йышăнчĕ. Эпир пĕр-пĕрин патне çыру çӳретрĕмĕр, шухăшсене пĕлтертĕмĕр. Джулия Шупашкарта сивĕ пулнăшăн кулянчĕ. Вăл çуралса ӳснĕ Линьянора сывлăш температури 5 градус сивĕрен чакмасть», — пĕлтерчĕ Арина.

10-мĕш класра пĕлӳ пухнă чухне вăл Индие çул тытнă. Чăваш ачисен ушкăнĕ Вăтаçĕр Ази çĕршывĕнче 3 эрне пурăннă. Нью-Делие вĕçсе çитнĕ çамрăксем самолетран ансанах халăх йышлă пулнине асăрханă. Çынсем шуранка ӳтлĕ туристсем çине куç илмесĕр пăхнă. Шкул ачисен ылмашăну программипе çитнĕ яш-хĕрĕн вĕренӳ учрежденине çӳреме тивнĕ. Чăваш ачисене ăшшăн кĕтсе илнĕ, кашни утăмра автограф ыйтнă. Арина индуссемпе çăмăллăнах туслашнă. Хăшĕ-пĕринпе халĕ те çыхăну тытать, соцсетьре çырусем вĕçтерет.

«Нью-Делирен инçех мар вырнаç нă паллă вырăнсене çитсе куртăмăр. Çав вăхăтрах чуна çӳçентерекен ӳкерчĕксем те пулчĕç. Индире ĕне — сăваплă чĕр чун. Ăна пусма, вĕлерме юрамасть. Ĕнесем хула урамĕсемпе çӳреççĕ, суту-илӳ центрĕсем патĕнчи çӳп-çап куписенче çимелли шыраççĕ. Пуянсемпе чухăнсен хушшинчи уйрăмлăх тӳрех куçа тăрăнчĕ. Ачаллă çемьесем урамра палаткăсенче пурăнаççĕ, асфальт çинчех çывăраççĕ, таса мар шыв ĕçеççĕ», — çул çӳреве аса илчĕ Арина. Индире вăл сĕтел хушшине ларсан тăранмасăрах тухнă. Унти апат-çимĕçе техĕмлĕх нумай яраççĕ. Çăнăхпа шывран çăрнă чустаран пĕçернĕ пашалу çеç Аринăн кăмăлне кайнă.

«Халăх культурине пĕлес тесен ют çĕршывра çур çултан сахал маар пурăнмалла», — терĕ çул çӳреве юратаканскер. Вăл хăçан та пулин Индие таврăнасшăн, унпа çывăхрах паллашасшăн. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


Стратеги пурнăçа улăштарма тивĕç

Чăваш Енре цифра21.рф сайт ĕçлеме пуçланă. Унта цифра трансформацийĕн стратегийĕн мĕн пур проекчĕпе паллашма май пур, хăшĕ-пĕриншĕн сасăлама та пулать.
Тунтикун Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура цифра министрĕ Кристина Майнина цифра трансформацийĕн стратегийĕпе паллаштарнă. Ăна Правительство пуçлăхĕн тивĕçлĕ хушăвĕпе çирĕплетнĕ, ĕçсен графикне хатĕрлесе ĕçе пуçăнмалли юлнă.

Документ тĕллевĕ анлă. Кристина Андреевна стратегире патшалăх управленийĕпе çыхăннă ĕç нумаййине çирĕплетнĕ — виçĕ теçетке проект палăртнă. Çавăн пекех сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентӳпе, ăслăлăхпа, ял хуçалăхĕпе çыхăннă проект нумай. Пĕтĕмпе — федераци тата регион шайĕнчи 128 проект. Çав шутра — пĕчĕк ялсене те интернет илсе çитересси, медицина учрежденийĕсенче электрон черетсем йĕркелесси, IT-классем уçасси, регионăн туризм карттине хатĕрлесси тата ытти те. Пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков 17 отрасле пырса тивекен стратегие пурнăçлама хатĕрленнĕ май федераци, республика бюджечĕсенчен уйăракан укçапа пĕрлех бюджет тулашĕнчи çăл куçсене те явăçтармалли пирки каланă. Тепĕр самант — стратегире палăртнă проектсене патшалăхăн халь ĕçлекен программисемпе çураçтарасси. Вăл çак ĕçе вăраха ямасăр пурнăçлама чĕнсе каланă. <...>

Наталья ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


86-ри хĕрарăм вакцинациленнĕ

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕнче хăш-пĕр районта чару мерисене çирĕплетнине пĕлтернĕччĕ. Иртнĕ эрнере сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Пăрачкав районĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă, унта вакцинаци ĕçне мĕнле йĕркеленипе паллашнă.

Малтанах министр Ряпино салинчи фельдшерпа акушер пунктне çитнĕ. Унта ирех халăх пухăннă. «Эпĕ вакцинациленнĕ, — тенĕ тухтăр патне çитнĕ 86-ри хĕрарăм. — Çамрăксем гаджета алăран ямаççĕ, интернетри хыпарсене вулаççĕ. Никам тĕрĕслемен информацие мар, тухтăрсене ĕненмелле. Прививка хыççăн хама питĕ лайăх туятăп».
Владимир Геннадьевич ял тăрăхĕсен ертӳçисемпе тĕлпулу ирттернĕ, районти ларутăрăва сӳтсе явнă.

«Халăха коронавирус инфекцийĕнчен сыхлас тесен пĕрле калаçса татăлса ĕçлемелле. Администраци пуçлăхĕсен, больницăсемпе ФАПсен ертӳçисен пĕр харăс тимлемелле. Регионта вакцина дефицичĕ çук! Халăхăн ăçта тата хăçан прививка тутарма май пурине пĕлмелле, графиксене хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Лару-тăру çивĕч, инфекцие парăнтарайманнисен йышĕ пысăк, çавăнпа вакцинациленмеллех. Прививка инфекцие çăмăлрах чăтса ирттерме пулăшать», — тенĕ министр. Пăрачкав районĕнчи общество канашĕн председателĕ Николай Лоскутов унпа килĕшнĕ. Вăл вакцинациленесси пирки чылай шухăшланă. Çывăх тусĕсем коронавирус инфекцине пула вилсен прививка тутарнă. «Пурăнас килет! Халăх сывлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ: тĕрлĕ вакцина кӳрсе килеççĕ, çитме меллĕ вырăнта прививка тăваççĕ. Мĕнпе тав тăватпăр? Маска та тăхăнма пăрахрăмăр. Кашни эрнере пасара çитетĕп — халăх чару мерисене пачах пăхăнмасть. Рейдсене çирĕпрех ирттермелле, вĕсен усси пултăр. Ыйтăва комплекслă татса памалла», — тенĕ Николай Лоскутов. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ таврăниччен пурăнма тăрăш»

«1939 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче ирхине юр çурĕ. Тетене сентябрĕн 10-мĕшĕнче армине мобилизацилерĕç. Улатăрти распоряженипе октябрĕн 1-мĕшĕнче каялла таврăнчĕ», — кун пирки Патăрьел районĕнчи Упамсара пурăннă Василий Леонтьев хăйĕн кун кĕнекинче çырнă. Çак сăмахсен вĕçĕнче пăнчă ларать: автор малашне пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине тек асăнман.

Шăллĕне шăлаварне хывса панă

Унтанпа 82 çул иртнĕ пулин те кун кĕнекинче çырни лайăхах вуланать. Василий Тихонович унта ачалăхĕпе çамрăклăхĕ, çемьеленни пирки шăрçаланă. Кун кĕнеки унăн ывăлĕшĕн Геннадишĕн ылтăнран та хаклăрах. Мĕншĕн тесен ашшĕнчен юлнă пĕртен-пĕр япала вăл. Унсăр пуçне Леонтьевсен килĕнче Василий Тихонович вăрçă хирĕнчен янă çыру упранать. Ăна 1943 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче çырнă.

«Çак киле 1963 çулта качча килсен чăланта урайĕнче ăнсăртран тупрăм ăна. Хуняма арчинчен тухса ӳкнĕ-ши? Çырăва вуласа тухрăм. Чун хурланчĕ. Кăна çухатмалла мар тесе тӳрех сĕтел сунтăхне чикрĕм», — аса илчĕ Геннадий Васильевичăн мăшăрĕ Клавдия Петровна.

Вăрçăра писарь пулнă Василий Тихонович фронтран чылай çыру вĕçтернĕ, анчах пĕрне çеç упраса хăварма май килнĕ. «Эпĕ паянхи куна сывлăхлă, аванах пурăнатăп. Ĕçлессе çав вырăнтах ĕçлетĕп. Халĕ вăхăтлăха писарь пулса ĕçлетĕп. Ĕç манăн паянхи куна йывăр мар. Малашнехине нимĕн те пĕлместĕп. Ку вырăна мана вăхăтлăха анчах тесе куçарнăччĕ. Эпĕ ку ĕçе кладовщикран тухсан кĕтĕм те халĕ те çавăнтах ĕçлетĕп», — хыпарланă арçын.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Василий 23 çул тултарнă. Вăл вĕреннĕ çын пулнă, çавăнпах ăна колхоз председательне суйланă. Анчах çамрăкскер çак должноçа йышăнма килĕшмен. Вĕренес туртăмĕ унăн ача чухнех пулнă. Кун пирки вăл кун кĕнекинче те çырнă. Василий Упамсари шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн кӳршĕ Турхан ялне çул тытнă. Унта ăс пухма тытăннăха, анчах амăшĕ ывăлне ярасшăн пулман.

Вася 5 уйăх вĕреннĕ хыççăн пăрахнă, килĕнче ĕçлесе пурăннă. Тепĕр çулхине каллех шкула кайнă, анчах мал ĕмĕтлĕскерĕн каллех тĕллевне пурнăçлама май килмен. Часах унăн ашшĕ пурнăçран уйрăлнă. Ывăлĕн вĕренес туртăмĕ пысăккине кура амăшĕ Василие шкула кайма чарман. Пиччĕшĕ авланса уйрăлса тухсан Васьăпа амăшĕ иккĕн пурăнма тытăннă. Арçын ача çывăх çыннине шелленипе, вăл пĕччен пулнипе пĕлӳ çуртне çӳреме пăрахнă. Пурĕ вăл 8 класс пĕтернĕ. Василий Тихонович ялти «Хĕрлĕ уçланкă» колхозра счетоводра ĕçлеме тытăннă. 20 çулта Александра Кузьминичнăпа çемье çавăрнă. «Вара манăн пурнăç урăхла кайрĕ. Çамрăк шухăша пĕтерсен ваттисен ретне кĕртрĕç», — çырнă арçын кун кĕнекинче. Лайăх ĕçленине кура вăхăт иртсен Василий Леонтьева налук службине ĕçе йыхравланă. Çамрăк арçын хăйне шаннă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Часах ăна Шупашкара налук агенчĕсен курсне янă. Кайран карьера картлашкипе хăпарма май килнĕ: патшалăх банкĕнче кассăра ĕçлеме тытăннă. Управляющи отпуска каймассерен Василий Тихоновича ун вырăнне хăварнă. Кассăра ĕçленĕ май унăн час-часах ял тăрăх кайса халăхран укçа пуçтарма тивнĕ. Вăл ку ĕçе кăмăлламан, çавăнпа ĕçрен кайма шухăшланă. Кайран ăна çавах каялла таврăнма ыйтнă.

1941 çулхи кĕркунне унăн ирсĕр тăшманпа çапăçма каймашкăн ят тухнă. Василие ăсатнă чухне мăшăрĕ килĕнче пулман, чирлĕскер больницăра сипленнĕ. Вăл упăшкине курмасăрах юлнă. 10 уйăх тултарнă ывăлĕ Геннадий сăпкара выртнă. Василий ăна юратса аса илнине çырура та асăннă… <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Африка мурне пула ферма пушанса юлнă,

е Çынсем чунне хытарса килти сыснана çунтарма пани çинчен

Пĕр кунра — 200-е яхăн сысна. Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш ялĕнчи «Новый путь» хуçалăхри фермăри выльăха Африка мурне пула çунтарма тивнĕ.

Шупашкар арçынни сунара кайсан…

Кунашкалли пирĕн республикăра юлашки хут 2016 çулта пулнăччĕ. Пăрачкав районĕнчи пĕр хуçалăхра сысна çури вилсен, лабораторире тĕрĕслев ирттерсен унăн Африка мурĕ пулнине çирĕплетнĕччĕ. Кун хыççăн çак тăрăхри ялсенче сысна усракансем шар курма тытăннă: специалистсем выльăха килĕрен пуçтарса çӳресе çунтарнă. Вĕсене компенсаци тӳленĕ-ха, анчах çынсен 2 çул сысна усрама юраман.

Африка мурĕ кăçал та Раççейри чылай региона калаçтарать. Чир кӳршĕллĕ Чулхула облаçĕнче, Мари Республикине те нуша кăтартма ĕлкĕрнĕ ав. Пĕр уйăх каялла Мари Элти Горномарийск районĕнчи пĕр фермер хуçалăхĕнче 17 сысна вилнĕ. Лаборатори тĕпчевĕ палăртнă тăрăх, выльăх Африка мурĕпе чирленĕ. Çак амак пирĕн республикăна унтан килме пултарнă тесе шухăшлаççĕ.

Ара, чирлĕ чĕр чуна Мари Элпа чикĕре вырнаçнă ялтан инçех мар тытнă. Шупашкарти пĕр арçын Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнче сунарта пулнă чухне хир сыснине персе вĕлернĕ. Чĕр чуна экспертизăна панă та виçĕ кунран вăл чирлине пĕлнĕ.

Мур сарăлас хăрушлăх пысăккине кура çак районти Çатракасси, Çĕньял Очăкасси, Торинкасси, Шупуç, Ятман, Очăкасси, Катăкуй, Шетмĕпуç, Тури Панкли, Анатри Панкли, Нӳрет, Вăрманкасси, Хурăнкасси ялĕсене карантина хупнă. Çул çинче блок-постсем вырнаçтарнă. Яла килекен, каякан кашни машинăна дезинфекциленĕ. Сысна аш-какайне тата выльăха илсе тухакан, кӳрсе килекен ан пултăр тесе çирĕп тĕрĕсленĕ. Çапах ку çынсене хăратман: пĕрисем сысна какайне илсе тухма хăтланнă, анчах палăртнине пурнăçлайман. Африка мурне пула чи пысăк тăкак тӳсекенни Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕшри хуçалăх пулнă. Интернетри пĕр социаллă сетьре вырăнта ӳкернĕ видео анлă сарăлнă. Пĕр çын ял хĕрринче сыснасене çунтарнине ӳкерсе илнĕ. Чылайăшне ку ӳкерчĕк çӳçентернĕ. «Хир сыснисем таçта та çӳреççĕ. Ахăртнех, вĕсем выльăха пытарнă вырăнсенче те чакаланнă», — çырнă пĕри. Чир сарăлнин чăн сăлтавне никам та пĕлеймĕ-тĕр.

Мăн Шĕвĕшри ферма халĕ пуш-пушах. Çурлан 12-мĕшĕнче унта специалистсем çитсе сыснасене çывăрмалли эмел парсан çунтарнă. Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕн кăмăлĕ пусăрăннă. Халăх унччен çак фермăран какай туяннă-çке-ха. Выльăха пĕтернĕрен çынсем те ĕçсĕр юлнă. «Пĕр хир сыснине пула сывă выльăх, çурисем шар курчĕç», — пăшăрханаççĕ ялта пурăнакансем.

Карантин зонине лекнĕ ялсенчи выльăха илсе тухмашкăн 3 бригада йĕркеленĕ. Сыснасене Муркаш районĕнчи Вăрманкасси ялĕ хĕрринче çунтарнă. Кун валли ятарласа вутă, автомобиль покрышкисем хатĕрленĕ. Ку ĕçе çурлан 19-мĕшĕччен пурнăçланă. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Путма пуçласан фуфайкипе аттине хывса ишсе тухнă

Вăрçă вăхăтĕнче Сăр юхан шывĕ хĕрринче окоп чавни Анастасия Захаровăн чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Мĕн виличчен вăл выçлăхран хăраса пурăннă. «Хĕл каçма нӳхрепе çĕр улми ытларах хумалла, выльăх валли утă çителĕклĕ хатĕрлемелле», — тенĕ пĕрмай. «Анне çĕр улми нумай пулсан та суттармастчĕ. «Ĕлĕк ахаль те выçă нумай ларнă», — тетчĕ. Çăнăх-кĕрпе нумай илсе хума калатчĕ. Çăкăр уншăн ылтăнран та хаклăрахчĕ», — аса илчĕ Анастасия Константиновнăн хĕрĕ Вера Чернова.

Икĕ ывăлне — фронта

Анастасия Захарова 1918 çулта Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Аннăпа Кĕçтенттин 6 ачана кун çути парнеленĕ. Пĕр хĕрĕ хĕрлĕ шатрапа чирлесе пĕчĕк чухнех пурнăçран уйрăлнă. Тепĕр ывăлĕ те нумай пурăнман, ача чухне вĕри шыв тултарнă савăта кĕрсе ларнă, пиçсе кайнăскер çавăнтах вилнĕ. Колхозсем йĕркеленсе кайсан Аннăпа Кĕçтенттин унта ĕçленĕ. Çемье пуçĕ 1930-мĕш çулсенче пурнăçран уйрăлнă. Анна 4 ачапа юлнă. Каярахпа вăл тепĕр ывăл çуратнă, ăна Еремей ят хунă. Пĕччен хĕрарăма йывăр килнĕ. Ачисене тăрантарас тесе фермăра выльăх валли пĕçернĕ хĕрлĕ кăшмана, çĕр улмине вăрттăн хĕве чиксе килнĕ.

Анна хутла пĕлмен, хăйĕн ятне çеç çырайнă. Йывăр вăхăт пулсан та ачисене шкулта вĕрентме тăрăшнă. Анастасия 4 класс пĕтернĕ, кайран амăшĕпе пĕрле колхоза ĕçлеме çӳренĕ. Вăрçă пуçлансан пурнăç тĕпрен улшăннă. Ялта арçынсем юлман, фронта илсе кайнă. Анастасия Захаровăн шăллĕсене те Димитрипе Василие повестка тыттарнă. Димитрий таврăнайман, вăл хыпарсăр çухални пирки пĕлтерекен хут килнĕ.

«Кукамай пĕрмай йĕнине каласа паратчĕ анне. Вăл вăрçăра вилнĕ ывăлĕшĕн пенси илсе тăратчĕ, — терĕ Вера Чернова аса илӳ çăмхине сӳтнĕ май. — Василий вăрçăран хăрах урасăр таврăннă. Вăл авланнă, вĕсен хĕр çуралнă. Фронтри суранĕсене пула 1947 çултах вилнĕ. Хĕрĕ Нина пурăнать-ха». Аннăн кĕçĕн ывăлĕ Ямук та /Еремея ялта çапла чĕннĕ/ авланнă, анчах Турă вĕсене ача паман. Çемьере чи асли пулнă Праски ĕмĕрне качча каймасăрах, ача-пăчасăрах ирттернĕ. Анастасия та çемье çавăрман, хăйĕн валли хĕр çуратнă.

«Анне мана 35 çулта çуратнă. Пĕр килте 4 хĕрарăм пурăнтăмăр: кукамай, Праски аппа, анне тата эпĕ. Атте камне пĕлсех ӳсрĕм, хамăр касри Алексей Корниловчĕ. Вăл ялтан хулана тухса кайнă, аннене те пĕрле пыма чĕннĕ. Вырăсла пĕлместĕп, тăхăнмалли çук тесе анне килĕшмен. Атте хулара авланнă, арăмĕ ман пекех Вера ятлăччĕ. Вĕсен ача пулман. Иккĕшĕ пирĕн пата килсе çӳретчĕç. Хамăр урамра пурăнакан асанне патне пĕрмаях каяттăм. Пĕррехинче атте пирĕн пата килчĕ те: «Эпĕ кунта пурăнма юласшăн», — терĕ. «Халь тин эсĕ мана мĕн тума кирлĕ?» — терĕм. Эпĕ ун чухне 13-14 çултаччĕ. Çавăн хыççăн вăл нумай пурăнаймарĕ, вилчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ ăна «атте» тесе те курман пулĕ. Унăн амăшне «асанне» тесех чĕнеттĕмччĕ», — ачалăхне аса илчĕ Вера Алексеевна. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.