«Беслан ахрăмĕ»
Çапла ят панă Сĕнтĕрвăрринчи тĕп библиотека ĕçченĕсем хăйсем пухса хатĕрленĕ методика материалне.
Çурçĕр Осетире 10 çул каялла пулнă инкекпе паллаштаракан кăларăма слайд-презентаци, мероприяти йĕркелемелли сценарисем тата халал-сăвăсем кĕнĕ. Сăн ÿкерчĕкпе пуян материалта Беслан шкулĕ, унăн пĕр кунхи пурнăçĕ, теракт вăхăтĕнче вилнĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, вĕсен хуйхи-суйхи, кулянăвĕ сăнланнă. Пособи пурне те чрезвычайлă лару-тăрура мĕн тумаллине вĕрентет, çавăн пекех унта терроризм темине те анлăн çутатнă.
Аса илтеретпĕр: 2004 çулхи кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче Бесланри 1-мĕш вăтам шкула террористсем пырса кĕнĕ, 34 хурах пин ытла çынна тыткăна илнĕ. Телее, 918-шне çăлнă, анчах 270 яхăн çын унтах выртса юлнă, вĕсенчен 186-шĕ - ачасем.
Е.АНДРЕЕВ.