Комментировать

3 Сен, 2014

Чăвашăн ăш пиллĕхĕ иксĕлми

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç, федерацин территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ. Канашлăва хутшăннисене вăл Пĕлÿ кунĕпе саламланă.

ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов уяв саманчĕсем çинчен пĕлтернĕ, республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче савăнăçлă линейкăсене, мир урокĕсене тивĕçлĕ шайра ирттернине палăртнă. Уяв кунне Шупашкарти коопераци институчĕн çуртне мина хуни çинчен электрон почтăпа хыпарлани пăлхану сĕмĕ кÿнĕ. ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов полици сотрудникĕсем кирлĕ ĕçсене туса ирттерни çинчен каланă: институт çурчĕсене, çывăхри территорие тĕрĕсленĕ, иккĕлентерекен япаласем тупман. Вĕренÿ учрежденийĕ палăртнă йĕркепе ĕçлет.

Михаил Игнатьев право йĕркине пăснă çынна тупасса шаннине пĕлтернĕ, влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисене сыхă пулма, граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтермешкĕн мерăсем йышăнма чĕнсе каланă.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин инноваци инфратытăмĕн объекчĕсене йĕркелени çинчен каласа кăтартнă. Çак тĕллевпе 2014 çулта РФ Экономика аталанăвĕн министерстви ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрĕç.

Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕнче паянхи промышленноç хăвачĕсене çĕнетсе улăштараççĕ, производствăн инноваци аталанăвне хăвăртлатаççĕ, çав шутра вак тата вăтам предприятисенче те. РФ Экономика аталанăвĕн министерстви конкурс кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен инноваци инфратытăмĕн объекчĕсене йĕркелеме тата аталантарма панă 4 заявкăна ырланă. Пысăк проектсенчен пĕри - Шупашкар хулинчи Индустри паркĕ. Ăна пĕлтĕр тума пуçланă, строительство ĕçĕсене вĕçлеме 2014 çулта федераци бюджетĕнчен 137,4 млн тенкĕ уйăрнă /Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен - 34,4 млн тенкĕ/.

Иккĕмĕш объект - Прототипировани центрĕ. 2014 çулта бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнисĕр пуçне /федераци бюджетĕнчен - 6,4 млн тенкĕ тата ЧР республика бюджетĕнчен - 1,6 млн тенкĕ/ Прототипировани центрĕ бюджет тулашĕнчи çăл куçсен шучĕпе хăйĕн аталанăвĕ валли 9,8 млн тенкĕ ярать.

Строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков Пĕтĕм Раççейри шыв каналĕсен VII конференцине пĕтĕмлетнĕ. Çурла уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче иртнĕ конференци ĕçне 327 çын - влаçăн федераци тата регион органĕсен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсен, ăслăлăх тĕпчев институчĕсен, бизнес представителĕсем, экспертсем - хутшăннă.

Канашлура Украинăн Чăваш Енре вăхăтлăх пурăнакан гражданĕсене пулăшу кÿрессине сÿтсе явнă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ачасене шкулсене, ача сачĕсене вырнаçтарас ыйтусене туллин татса панине палăртнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев Украинăран килнĕ, вăхăтлăха пурăнма ирĕк илнĕ вăй питти 707 çынран 167 гражданина Чăваш Енри предприятисемпе организацисене ĕçе вырнаçтарнине пĕлтернĕ. Куçса килме тивнĕ çынсен 40 ытла проценчĕ ĕç тупса пама ыйтнă.

Çывăх вăхăтра Чăваш Ене Украинăран тепĕр ушкăн килсе çитмелле. Вăхăтлăх пурăнмалли вырăнсем йĕркеленĕ.

А.ЛЬВОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.