Комментировать

20 Авг, 2021

«Хыпар» 90-91 (27823-27824) № 20.08.2021

«Упăшка чĕрĕ юлнинчен тухтăрсем те тĕлĕнчĕç»

Каласа кăтартнă чиркĕве пынă хĕрарăм

Хăш-пĕр çын çумне усал шыçă мĕншĕн çулăхать? Ăçтан тупăнать вăл? Этемĕн ку чире мĕнле йышăнмалла?.. Муркаш тăрăхĕнчи Александр Невский ячĕпе лартнă арçынсен мăнастирĕнчи Харлампий аттене çак тата ытти ыйтупа чăрмантартăмăр.

— Пĕтĕмпех Турă ирĕкĕпе пулса пырать. Чирлесе ӳкнĕшĕн çыннăн хăрамалла мар. Леш тĕнчене куçмашкăн хатĕрленме парать ăна Çӳл хуçа. Усал шыçă нушалантарасран питĕ шикленет халăх. Халĕ, тĕрĕссипе, рак кăна мар, коронавирус та ав мĕнле хăрушă. Унпа асапланакансен йышĕ нумайлансах пырать. Чирĕсенчен ытлашши шикленмелле мар, çылăха кĕресрен хăрамалла. Чир-чĕре пире ăса кĕме, тасалмашкăн Турă парать, унсăрăн эпир ăна манатпăр, — сăмахне çапларах пуçларĕ Харлампий атте. Сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн калаçăва шухăшлăн малалла тăсрĕ.

— Кашни çыннах Турă хăйне евĕр тĕрĕслев витĕр кăларать. Акă, сăмахран, алмаза илер-ха. Сăрă тĕслĕ хитрех мар чул вăл, анчах хăйраса якатсан илĕртӳллĕ кевер пулать. Енчен те алмаз чĕрĕ чун пулнă тăк хăйранă чухне ăна питĕ ыраттарĕччĕ. Çыннăн та йывăрлăхсене, хуйхасуйха тӳссе ирттермелле. Пурнăçа пире çавăншăн панă та. Турра йăлтах лайăх пулнишĕн, сывлăх пурришĕн мар, вăл Турă пулнишĕн юратмалла. Ара, йĕркеллĕ çынсем хăйсен ачисене, ашшĕ-амăшне çут çанталăк синкерĕсене уямасăр, топливо хакĕ ӳснине пăхмасăр юратаççĕ. Йăлтах йышăнмалла. Пирĕн пурнăç çавăн пек. Урăххи çук. Пĕлетпĕр: Турă хушăран пире йывăрлăхсем ярса парать, хушăран тĕлĕнтермĕшсем тăвать. Хутран-ситрен усал шыççи тăваттăмĕш тапхăра куçнă пациент та чĕрĕ юлать. Чăн-чăн тĕлĕнтермĕш ку. Ахăртнех, уншăн нумайăшĕ кĕлтунă.

— Харлампий атте, ракпа чирлекенĕн хăйне епле тытмалла? Мĕнле пурăнмалла унăн?

— Чирлĕ çыннăн чиркĕве туртăнма тăрăшмалла. Этеме вăй параканни шăпах Турă вĕт. Тӳрех хуçăлса ӳкни, паллах, вырăнсăр, чуна тасатмалла. Хăшне-пĕрне 2-3 уйăх е çур çул парать Турă. Ăна ĕненмелле. Шанăçа çухатмалла мар. Шанăç çук çынсем те пирĕн чиркӳре кĕлтунă хыççăн сывални пирки калаççĕ. Пурнăçра темĕн те пулать. Турă çынна юлашки минутра та вилĕм аллинчен туртса илме пултарать — унăн хăвачĕ пысăк.

— Хăшĕ-пĕри çывăх çыннин чирне хăйĕн çине ыйтса илет. Ун пек тума юрать-и? Çылăх мар-и ку?

— Ачасем е мăнуксем чирлесен эпир пурте çавăн пек тăватпăр. «Вĕсен вырăнне хамăр вилетпĕр пĕрреххут», — тетпĕр. Ку, тĕрĕссипе, эпир Турра ĕненменнине, шанманнине кăтартать. Турă ачасене пирĕнтен вăйлăрах юратать, вĕсене кашни çеккунтра пăхса, юратса тăрать. Кашнине мĕн памаллине хăех пĕлет. Çавăнпа çын чирне ыйтса илмелле мар. «Туррăн ирĕкĕ пултăр», — темелле. Хамăра çав чире ярса парсан, тен, чăтаймастпăр та… Усал шыçă пирки аттепе те калаçрăм. «Ракран хăрамалла мар. Вăл чир пулас тăк савăнатăп кăна. Турă леш тĕнчене куçма вăхăт парать, хатĕрлет», — терĕ çывăх çыннăм. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Ĕмĕрĕ пирĕн пурсăмăрăн та пĕрре кăна

Интернет саманин лайăх енĕсенчен пĕри — ProDoctorov.ru тата ытти сайтра тухтăрсене хакласа çырнипе паллашма май пурри. Вера Никитинăпа курса калаçнă хыççăнах вăл ырлакан врача çынсем мĕнле хак панине пĕлес килчĕ. Пурте мухтаççĕ. «Турă ăна ку тĕнчене тухтăр пулмах янă. Ăста специалист кăна мар, пысăк чĕреллĕ çын та вăл», — палăртнă пĕри. «Питĕ ырă кăмăллă тухтăр, пĕтĕмпех ăнланмалла калать, хăйĕн ĕçне «пиллĕклĕх» пĕлет», — çырнă тепри. Ыттисен хаклавĕ те çаксем евĕрлех. Хăйĕнпе, аслă категориллĕ тухтăрпа, тĕл пултăм.

— Людмила Георгиевна, эсир сунас ерсен пулăшу ыйтма килекен пациентсене мар, усал шыçăпа чирлекенсене йышăнатăр. Килĕшсемĕр: вĕсене урăх амакран сипленекенсемпе танлаштараймăн — пурин нушине те чун витĕр кăларма хăват ăçтан тупатăр?

— Эпĕ пĕчĕк чухне кукамай ракпа чирлерĕ. Шыççи, тĕрĕссипе, малтан пысăках та марччĕ, анчах ăна операци тутарма ниепле те ӳкĕте кĕртеймерĕмĕр. Усал шыççи пысăкланса, хăй айванланса пычĕ. Юлашки уйăхсенче питĕ асапланчĕ. Çавна курса тĕллев картса хутăм: онколог тухтăр пулатăпах. Чăннипе, самана улшăннă, медицина технологийĕсем аталаннă пулсан та кукамай пек шухăшлакансем паян та пур. Вĕсемпе уйрăммăн калаçатăп, пĕрремĕш хутĕнче операци тутарма килĕшменнисене йышăнăва иккĕмĕш-виççĕмĕш хут чĕнетĕп. «Турă мĕн чухлĕ панă, çавăн чуль пурăнăп», — хирĕçлет хăшĕ-пĕри. Тен, Турри ăна ытларах пурăнтăр тесе тухтăр патне вăхăтра лекме çул уçса пынă? Темшĕн вĕсем çакна ăнланасшăн мар. Кун пек чухне, паллах, чун ыратать. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартам: Лапсарта пурăнакан, 50 çултан каçнă арçын усал шыçăпа чирлени паллă пулчĕ. Пĕрре калаçрăм, тепре — ниепле те ӳкĕте кĕмест. Икĕ уйăхран хирург çĕççи айне выртма килĕшрĕ. Унтанпа вăхăт нумай иртрĕ ĕнтĕ — çулталăкра пĕрре тĕрĕсленме килет те кашнинчех тав тăвать. Халĕ анализĕсем те чиперех. Кĕçех, тен, учетран та кăларăпăр-и? Çапла, пациентсем тĕрлĕрен. Диагнозĕ çирĕпленсен пĕрисем макăрма тытăнаççĕ, теприсем кăшкăрса вăрçма пикенеççĕ, виççĕмĕшĕсем чĕмсĕрленсе хытса лараççĕ. Кашнин валлиех сăмах тупмалла. Пĕр меслет çук кунта: çулсем иртнĕ май пациента куçĕнчен пăхсах мĕн каламаллине туятăн. Йышăнăва килекен кашни çыннах çывăх тăван вырăнне хуратăп, кун пек чухне унăн чун ыратăвне ăнланма çăмăлрах. Ĕмĕрĕ вĕт пирĕн пурсăмăрăн та пĕрре кăна, пурин те хĕвел ăшшипе киленес, пурăнас килет… Арçынсен пысăк йышĕ больницăсем тăрăх вуçех çӳресшĕн мар, арăмĕсен урлă витĕм кӳме тивет. Пациентсем усал шыçăпа кĕрешме вăй-хал тупсан, сывалса учетран тухсан питĕ савăнатăп. Хам хăват ăçтан тупатăп тетĕр-и? Ĕç условийĕсем лайăх пулнăран. Пирĕн центр хулан тĕп больницин вĕр çĕнĕ поликлиникинче вырнаçнă: пӳлĕмĕсем ирĕклĕ, препарачĕ çителĕклĕ, маммографĕ те, томографĕ те, ытти оборудованийĕ те хальхи йышши, УЗИ аппарачĕсем эксперт класĕнчисем… Хавхалансах килетĕп ĕçе. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Чăваш Ене Санкт-Петербургран куçса килнĕ

«Пире Чăваш Ен те, кунта пурăнакансем те питĕ килĕшеççĕ», — теççĕ 7 çул каялла пирĕн республикăна Санкт-Петербургран куçса килнĕ Чуркинсем. Вĕсене ялти пурнăç илĕртет, çавăнпа çемье хулара мар, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче тĕпленнĕ.

Регионсен рейтингĕпе кăсăкланнă

Кил хуçи Кирилл Коми Республикинче çуралса ӳснĕ. Малалла вĕренес тĕллевпе Питĕр хулине кайнă вăл, унта 9 çул пурăннă. Çак хушăра вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ илнĕ. Пулас мăшăрĕпе, Санкт-Петербургра çуралса ӳснĕ Екатеринăпа, паллашса туслашнă, çемье çавăрнă. «Пурăна киле сывă апатланупа кăсăкланма пуçларăм. Экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç çиесчĕ, çĕрпе çывăхрах пуласчĕ тесе яла пурăнма куçас терĕмĕр. Ленинград облаçĕнчи ялсенче çурт шырарăмăр. Хамăра хак тĕлĕшĕнчен тивĕçтерекеннине тупаймарăмăр. Псков облаçĕ пире климат тĕлĕшĕнчен кăсăклантарчĕ: вăл çемçерех, Европăрине çывăхарах. Анчах çак облаçа кайса пăхрăмăр, унти лару-тăру питех килĕшмерĕ: ялсен пысăк пайĕ, 80% яхăнах ахăртнех, юхăннă. Пурăнмалли вырăна улăштарас тенĕ чухне регионсен рейтингĕпе те кăсăклантăмăр. Чăваш Ен чылай кăтартупа чи лайăх вунă регион йышĕнче пулни килĕшрĕ: тĕслĕхрен, экологи лару-тăрăвĕ енчен. Социаллă сăн-сăпачĕпе те илĕртрĕ вăл пире», — каласа кăтартрĕ Кирилл Чуркин.
Мĕншĕн шăпах Вăрмар районне суйланă-ха тата? Арçыннăн юлташĕ, офицер, Энĕшпуç ялĕнче çемйипе пурăннă, унта çурт туяннă.

Çар çынни Чуркинсене хăнана чĕннĕ. «Юлташ йыхравланăран килтĕмĕр, вĕсем патĕнче пĕр уйăх пурăнтăмăр. Пире кунти пурнăç килĕшрĕ. Çавăнпа Чăваш Ене 2014 çулта пĕр иккĕленмесĕрех куçса килтĕмĕр. Туссем патĕнче çулталăк пурăнтăмăр. Унтан çĕр лаптăкĕ туянтăмăр, хамăра ятăн çурт хăпартма пуçларăмăр. Манăн атте, Комире пурăнаканскер, мăшăрăн ашшĕпе пиччĕшĕсем пӳрт тума пулăшрĕç. Çĕнĕ 2017 çула çĕнĕ çуртра кĕтсе илтĕмĕр. Юлташăм çар контракчĕ вĕçленнĕрен çемйипе хăйĕн тăван тăрăхне, Ленинград облаçне, кайрĕ, эпир кунтах юлтăмăр. Пĕлтĕр мунча турăмăр», — сăмахне тăсрĕ Кирилл.

Ялти пурнăç ырлăхĕпе туллин киленеççĕ вĕсем. Юнашарах — çăл, унăн шывне кăмăлласа ĕçеççĕ. Инçех мар — юхан шыв. Пахчара тĕрлĕ çимĕç лартса ӳстереççĕ. Хăйсене çимелĕх улма-çырла туса илеççĕ. Кил хуçи арăмĕ техĕмлĕх тата эмел курăкĕсене те акать. Пĕр хушă чăх та усраса пăхнă. «Ялти пурнăçăн лайăх енĕ нумай. Ачасене кунта ирĕк, чупма-выляма вырăн çителĕклех», — теççĕ упăшкипе арăмĕ. Сăмах май, вĕсен икĕ ачи те — 7-ри Ульянăпа 3-ри Елисей — Чăваш Енре çуралнă. Çемье сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


«Цивиль» çурчĕсем – хăтлă пурнăç валли

Йывăçран пурăнмалли çуртсем тăвас енĕпе 15 çул ĕçлет те — «Цивиль» коттеджстроительство компанийĕ ăнăçăвăн пĕр историне çырнă ĕнтĕ, паян ăна малалла тăсать. Халĕ вара тепĕр истори пуçланă. Тĕрĕссипе, вăл та, пĕрремĕшĕ пекех, вăрманпа çыхăннă — компани сунар ĕçне аталантарма тытăннă.

Йывăç пӳртрен ырри çук

Мĕншĕн йывăç çуртсем тăваççĕ? «Цивиль» компанин строительство енĕпе ĕçлекен директорĕ Владислав Карзанов çакна хăй вăрманлă тăрăхра çитĕннипе, йывăç пӳртре çуралса ӳснипе ăнлантарать. Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукалсем авалтанпах вăрман ĕçĕпе пурăннă, халĕ те çаплах…

15 çулта компани çĕр-çĕр коттедж тунă. «Цивиль» çурчĕсем ыттисенчен уйрăларах тăни вĕсен сăн ӳкерчĕкĕсемпе паллашнă май та курăнать. Канада технологийĕ теççĕ — паян вăл вăй илсе пырать. Пысăк диаметрлă юпасем тăратаççĕ те вĕсен хушшине пĕренесем хурса стена çĕклеççĕ. «Тĕрĕссипе, — тет Владислав Васильевич, ку мелпе пирĕн тăрăхра авалтанпах усă курнă. Чăн та, çавнашкал майпа ытларах хуралтăсем çĕкленĕ, паян вара вăл пурăнмалли çуртсен строительствинче те меллĕ».

Сăмах май, çак меслет илемне, хăйне евĕрлĕхне Шупашкарсем хăйсем курса хаклама пултараççĕ. Общество транспорчĕн «Граждан урамĕ» чарăнăвĕ хыçĕнче йывăçран çĕкленĕ юмахри пек çурта нумайăшĕ курнă-тăр — унта «Цивиль» офисĕ вырнаçĕ. «Алăпа чутласа» тетпĕр вĕт — компанире ĕлĕкхи платниксем пек, асаттесен çурт пураламалли меслечĕсемпе, ĕçлеççĕ. Паллах, сăмах кашни пĕренене пуртăпа чутласа якатни пирки пымасть.

Компанин производство площадки

Çĕрпӳре вырнаçнă, унта йывăçпа ĕçлеме пĕтĕм оборудовани пур. Пулас хуçа суйласа илнĕ проектпа çĕклемелли коттеджа, тĕрĕссипе, çак площадкăра хатĕрлеççĕ, кайран заказчикăн çĕр лаптăкĕнче монтаж тăваççĕ. Çакă ĕçсене пысăк пахалăхпа пурнăçлама, çийĕнчен строительствăна хăвăртлатма пулăшать — пĕр уйăхрах пӳрте пурăнма кĕмешкĕн хатĕрлесе çитерме пулать. Производство площадкинче ялан ĕçлекенсен йышĕ 20-30 çынпа танлашать. Анчах компани çуртсене хăех монтаж тăвать — строительство площадкисенче те чăвашсемех тăрăшаççĕ, çавна май çуллахи вăхăтра саккас нумаййине кура йыш 60-70 çынна та çитет.

Шел те, чăрмавсăр мар. Строительство материалĕсем /çав шутра — хăма, йывăç/ тăруках хакланса кайрĕç вĕт — çакă йывăç коттеджсем тăвакансен умне те йывăрлăхсем кăларса тăратнă. Çуртсен хакне çапла тăруках тата стройматериалсенни пекех нумай пысăклатаймăн — тупăш чакасси каламасăрах паллă. Çапах пуç усмаççĕ — ĕçлеççĕ.

Çĕрпӳри производство тенĕрен, çав вырăна ăнсăртран суйласа илмен: федераци трасси çинче — вăрман кӳме те, хатĕр çуртсене ытти региона тиесе ăсатма та меллĕ. Вăрмана вара питĕ инçетрен те турттарма тивет. Компани пӳртсене хыр-чăрăшран кăна мар, Çĕпĕр кедрĕнчен те, лиственницăран та тăвать. «Цивиль» çурчĕсем Чăваш Енре çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче — Мускав таранах — çĕкленеççĕ. Чикĕ леш енне тухас тĕллевсем те пур. Компани ертӳçи нумаях пулмасть республикăн Экспорта пулăшакан центрĕпе килĕшӳ туни çинчен пĕлтерчĕ. ЦЭП пулăшăвĕ тĕрлĕ енлĕ — ют çĕршывсенчи выставкăсене хутшăнни таранах. Çак пулăшу Чăваш Енре тăвакан йывăç çуртсем валли чикĕ урлă çул уçас шанăç пур. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çыхăнуçă йăнăшсан салтак пурнăçĕ татăлма пултарнă

Паянхи кун тĕнчере çыхăну мелĕсем вăйлă аталаннă. Пĕр-пĕринпе сасă мелĕпе çеç мар, видеокурăнупа та хутшăнма пулать, кирлех пулсан çăмăллăнах сăн ӳкерчĕк те, текст та яраятăн. Анчах иртнĕ ĕмĕрте ку ыйту чылай кăткăслăх кăларса тăратнă. Телефон çыхăнăвĕ пулнă-ха, çапах вăл паянхи пек аталанман. Информацие вăхăтра пĕлтересси вара вăрçă вăхăтĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Унсăрăн тапăнăва тухма, стратеги операцийĕсене пурнăçлама хĕн. Çавăнпа çыхăну узелĕсем йĕркеленĕ.

1-мĕш полк тивĕçтермен

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вăхăтĕнче Шупашкарта та çавнашкал çыхăну узелĕ ĕçленĕ. Вăл 1942 çулта йĕркеленнĕ. Çак узел çĕршывшăн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине Раççейри шырав юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçи Евгений Шумилов тĕпченĕ. Хăйĕн ĕçĕнче вăл РФ Оборона министерствин «Хĕрлĕ çăлтăр» хаçатĕнчи йĕркесене илсе кăтартнă: «Шăпах хирти çак çыхăну узелĕ вăрçă условийĕсенче аслă çар ертӳлĕхне чаçсемпе тата подразделенисемпе çыхăнтарма пулăшать.

Пĕр сăмахпа, тĕп штабăн хирти çыхăну узелĕ — çĕршывăн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен пĕлтерĕшлĕ нервĕсенчен пĕри, унсăрăн тăнăç пурнăçра çеç мар, вăрçă вăхăтĕнче те çарсене ертсе пыма çук». Çак статья 2004 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче пичетленнĕ.

Палăртмалла: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи çулĕнче Шупашкарта çавнашкал çыхăну полкĕ иккĕ пулнă. Малтан 1-мĕш уйрăм саппас çыхăну полкне йĕркеленĕ. Анчах вăл хатĕрлекен специалистсен шайĕ командование тивĕçтермен. Унтан саппасри телеграф полкне туса хунă. Çапла майпа 1942 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи хушупа килĕшӳллĕн Огородников майор саппасри 8-мĕш телеграф полкне вăхăтлăх ертсе пырасси çинчен пĕлтернĕ. Полкра бодистсене, эстистсене, морзистсене, телефонистсене, станцие пăхса тăракансене тата авиапаллă паракансене вĕрентекен темиçе батальон йĕркеленĕ. Кунта вара специалистсене çӳллĕ шайра хатĕрленĕ. Виçĕ кунран 1-мĕш полка хупни çинчен пĕлтернĕ. 8-мĕш телеграф полкĕнче вĕренекенсен çар чаçĕсене çеç мар, фронт штабĕсене те, тĕп штаба та çыхăнупа тивĕçтермелле пулнă. Çыхăнуçăсен çаврăнăçулăхĕнчен питĕ нумай килнĕ: вĕсем мăранрах ĕçлесен е йăнăшсан пирĕн салтаксен пурнăçĕ татăлма та пултарнă.

Çур çĕрте строя тăнă

1942 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче çыхăнуçăсем канмасăр ĕçлеме тытăннă. Хирти çыхăну уйрăмĕнче ĕç-хĕле йĕркелеме наряда пĕр вăхăтра 91 салтак тухнă, вĕсен шутĕнче — 36 морзист, 12 эстист тата 9 бодист. Сасă куçаракан 57 аппарат пĕр харăс ĕçленĕ. Çыхăнупа тивĕçтерекенсен йышĕнче хĕрсем ытларах пулнă, 1942 çулта 8-мĕш полкра вĕсен йышĕ 1200-е çитнĕ. Евгений Шумилов тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, халĕ РФ Оборона министерствин тĕп архивĕнче упранакан полкăн алфавит кĕнекинче 2729 çыхăнуçă хĕре асăннă. <

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Ача кĕтекен амăшĕ вырăнне окоп чавнă

1941 çул вĕçĕнче, 1942-мĕшĕн пуçламăшĕнче хĕрарăмсем, ватăсем, çул çитмен çамрăксем шăнса чулланнă çĕре чавса алă вĕççĕн окопсем, çĕр пӳртсем, блиндажсем, дотсемпе дзотсем тунă. Çак ĕçре хăйĕн тӳпине Куславкка районĕнчи Карачра пурăнакан Мария Камчаткина та хывнă.

Тĕрмене лартнă

Мария Александровна пире хăйĕн килĕ умĕнче кĕтсе илчĕ. Виçĕ çултан пĕр ĕмĕре çитекенскер лавккана кайма тухнă. Мана ун патне илсе каякан Любовь Краскова, Карачри культура çурчĕн ертӳçи, ентешне курсан: «Маруç аппа юлашки вăхăтра самай йăвашланнă иккен. Ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕни ватă çыннăн чунне кăшлать ĕнтĕ. Николай Александрович пирĕнтен яланлăхах уйрăлнăранпа çулталăк та çитмен-ха. Унччен кинемей, ватă пулсан та, аванах çӳретчĕ, çирĕпчĕ», — терĕ вăл.
Маруç аппан тепĕр ывăл та Борис пулнă.

Вăл тата маларахах çĕре кĕнĕ. Маруç аппа паян пĕчченех пурăнать. Паллах, ватă çынна пăхакан çук мар, Николайăн хĕрĕсем хуларан канмалли кунсенче килеççĕ. Хăй вара вĕсем патне пурăнма каймашкăн васкамасть: «Хампа хам кăштăртатса çӳренĕ чухне тăван килтех пулас тетĕп, çамрăксене чăрмантарас мар, — тет. — Халĕ вĕт ялта та хулари пекех: çурта газпа хутса ăшăтатпăр, шыв пӳртех кĕрет. Хамăн, мăнукăмсен, вĕсен ачисен уйрăм пӳлĕм. Пурăн çеç, анчах çулĕсем кĕскелчĕç».

1924 çулхи чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Якуньккă ялĕнче кун çути курнă Мария Камчаткина /хĕр чухнехи хушамачĕ — Глебова/. Александр тата Матрена Глебовсен çемйинче пилĕк ача çуралнă. Анчах иккĕшĕ çĕре кĕнĕ, ыттисем, пилĕк хĕрĕ — Мария, Тоня, Зоя, Валя, Аля — паян та чĕрĕ-сывă. Вĕсенчен чи асли — Мария Александровна.

Вырăнти хуçалăхра вăй хунă Глебовсен ачисем те пĕчĕкренех уй-хир, ферма ĕçне çыпăçса пынă: ана-йăран çумланă, тырă вырнă, пуçтарнă, авăн çапнă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, утă çулнă. «Аннен пасарта туяннă пĕчĕк çава пурччĕ. Çавăнпа çулма вĕрентĕм. Качча килнĕ чухне анне ăна пĕрлех парса ячĕ. Халĕ те упратăп çав тупрана», — тĕлĕнтерчĕ Мария Александровна. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Çын çавăн чухлĕ чăнах алтма пултарнă-и?

24 çухрăма тăсăлакан хӳтĕлев чикки тăрăх утнă хыççăн çапла ыйтнă ачасем

Енĕш ялĕн çумĕ çырма-çатраллă, лакăм-тĕкĕмлĕ пулнишĕн çут çанталăка айăплама кирлĕ мар — 80 çул каялла окоп чавнăран пулнă варсем халĕ те упранса юлнă. Вĕсем çĕр пичĕ çинче çĕвексем евĕр курăнса хаяр вăрçă çулĕсене аса илтереççĕ.

Картинăпа такам та кăсăкланать

Вăрмар районĕнче те Хусан хӳтĕлев чиккине туни пирки вулакан пĕлет ĕнтĕ. Вăл Энĕшпуçран пуçланнă та Чупай, Кĕçĕн Чак, Анаткасси, Чĕкету, Çĕнĕ Кинчер ялĕсемпе, пурĕ 24 километр, тăсăлнă. Стратеги пĕлтерĕшлĕ объекта 1941 çулхи чӳк уйăхĕнче тума тытăннă. Кунта кунсерен çĕр-çĕр çын ĕçе хутшăннă. Вĕсем районти 53 ялтан пуринчен те тенĕ пекех килнĕ. Пĕрисем кăштахшар ĕçленĕ, теприсем ытларах. Ĕçлекенсем улшăнса тăнă. Аякран килнисем çын патĕнче выртса тăнă…

Асар-писер çав вăхăт пирки ашшĕамăшĕ аса илни Энĕшпуçра пурăнакан Иван Криковăн чунне кĕрсе вырнаçнă. 1992 çулта кун пирки «пысăк трибуна» çинчен калаçсах кайман, çамрăксем те кун пирки пĕлмен. Шкулти учитель Иван Васильевич хӳтĕлев чиккисем, Вăрмар районĕнчи пынă ĕç пирки ытларах та ытларах кăсăкланнă. Халăх паттăрлăхне асра хăварас тесе шкулти музей валли панорамăллă картина ӳкерттерме тĕллев тытнă. Ку ĕçе пурнăçлама рисовани учительне Валерий Дмитриева ӳкĕте кĕртнĕ. Çамрăк художник мĕнле ӳкермеллине малтанах ниепле те ăнкарса илеймен, картина пулса пĕтмен. Вара окоп чавнă вырăна кивĕрех тум тăхăннă 100 ачана илсе тухнă. Ĕç хатĕрĕсем тыттарса 2-3-шер метртан вал тăршшĕпе тăратнă, çĕр чавнă пек тума хушнă. Валерий Петрович çырма тепĕр енне каçса 150-200 метртан эскиз тума тытăннă. Кайран ăна панорамăна куçарнă. Учитель çав вăхăта мĕнле пур, çапла сăнланă. Ял варринчи Иван Богослов ячĕллĕ чиркĕве те, чукун çулпа пуйăс иртнине те, шкул çуртне те ӳкернĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче 30-40 градус сивĕ тăнă, вырăн-вырăнпа 50 градуса та çитнĕ теççĕ. Чавакансем шăннă çĕре кирккапа, лумпа катаççĕ. Ăшăнас тесе кăвайт чĕртнĕ. Унтах хаçат вулаççĕ. Юлашки хыпарсем шиклентереççĕ: нимĕç Мускав патне çывхарнă. Хусана çитме пултарать... 2 метр тăршшĕ, 3 метр сарлакăш панорамăра шăп çав саманта кăтартнă. «Картинăна ӳкернĕренпе музейре 30 пин ытла çын пулса курчĕ. Панорамăпа паллаштармасăр нихăçан та иртмен», — палăртрĕ ĕçне чунпа парăннă Иван Васильевич. Çав картина юлашки çулсенче самаях паллă пулса тăнă, унăн пĕлтерĕшне питĕ пысăк хак панă.

Иван Криков Хусанти химипе технологи институтĕнче вĕреннĕ. Çар кафедринче ăс пухса лейтенант званине илнĕ хыççăн салтака кайнă. Çартан аслă лейтенант пулса таврăннă. Хăйĕн профессийĕпе Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромра» 8 уйăх ĕçленĕ. 5-мĕш цехра, анилин тунă çĕрте, аппаратчик тивĕçĕсене пурнăçланă. Пĕр кунхине цехра пысăк авари пулнă, Иван Васильевич чутах вилмен. Кун хыççăн ĕçĕнчен сивĕннĕ, вăлунăн маррине туйса илнĕ. Хайхискер пурнăçа тĕпрен улăштарма шухăшланă. Чунĕ ыйтнипе ялти шкула ĕçе кĕнĕ. 35 çул военрук, ОБЖ вĕрентнĕ вăл.

Ачасене патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе ун пек ĕçлекен специалист чăннипех те питĕ сайра. 1985 çулхи ака уйăхĕнче вăл шкулта çар мухтавĕн музейне уçнă. Унта ытти çĕрте çук экспонатсем упранаççĕ. Сăмахран, вăрçăра çапăçнă салтакăн кун кĕнеки пур. Ахальтен мар музей те республикăра паллă пулса тăнă. Кунта журналистсем таçтан та килнĕ. 2005 çулта Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса çар мухтавĕн 1700 музейĕн хушшинче çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. <...>

Алина ИЗМАН.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.