Комментировать

13 Авг, 2021

Виçĕ муниципалитетра массăллă мероприятисене ирттерме чарнă

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче вакцинаци çинчен нумай калаçрĕç.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 271 пин ытла çынна прививка тунă. Ку кăтарту 46 процентпа танлашать. Уйрăмах 60 çултан аслăраххисене вакцинацилемеллине палăртрĕç. Хальлĕхе 96 пинĕшĕ /пĕтĕмпе 247 пин çын/ прививка тутарнă. Акă Елчĕк районĕнче вакцинациленнисен шучĕ 42 процентпа танлашнă. Райадминистраци ертӳçи Леонард Левый каланă тăрăх, районти медучрежденисем ку енĕпе тăрăшуллă ĕçлеççĕ, халăхпа тĕл пулса прививка пĕлтерĕшĕ пирки каласа кăтартаççĕ. Шăмăршăра суйлавçăсемпе йĕркеленĕ тĕлпулусене районти тĕп больница ертӳлĕхĕ хутшăнать, мобильлĕ бригада пациентсене йышăнать. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев мобильлĕ пунктсемпе бригадăсен ĕçне вăйлатма хушрĕ. «Чире сарăлма парас мар тесен коллективлă иммунитета çирĕплетмелле», — терĕ регион ертӳçи.

Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, чирлекенсен шучĕ нумайланнипе республикăри тепĕр тăватă больницăри ковид уйрăмĕсенче койкăсен йышне /пĕтĕмпе — 2857 койка/ пысăклатнă. Хальхи вăхăтра стационарта нумай çын коронавирусран сипленет, вĕсенчен 60-шĕ — ИВЛ аппаратпа сывлать. 5180 çын килте медпулăшу илет. 147 пациент реабилитаци тухать. Кăçал 4000 ытла çын сиплев курсĕ витĕр тухнă.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская каланă тăрăх, чир 65 çултан иртнисене ытларах ураран ӳкерет. Телее, ачасен хушшинче чирлекен нумай мар, юлашки вăхăтра 43 тĕслĕхе кăна шута илнĕ. 4 садикре кăна чару мерисене çирĕплетнĕ. Ĕçлекенсем сахалрах чирлеме тытăннă — 16 % чакнă. Надежда Феофановна инфекци ĕçлеменнисен хушшинче ытларах сарăлнине палăртрĕ. ОРВИпе чирлекен йышланнă-мĕн, пневмонипе нушаланакансен шучĕ тăватă процент ӳснĕ. Тĕп санитари врачĕ çынсем общество вырăнĕсенче хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманнине те палăртрĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çывхарнă май вĕренӳ учрежденийĕсен санитари правилисене аса илтерчĕ.

Алла Салаева вице-премьер мобильлĕ ушкăнсем епле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Шупашкарпа Вăрнар районĕсенче 20 ушкăн тĕрĕслеве тухнă. Шупашкар хулинче ятарлă ушкăнсем рейдра 1760 хут пулнă. Улатăр хулинче, Улатăрпа Пăрачкав районĕсенче коронавируспа чирлекенсен шучĕ пысăк пулнипе тата вакцинаци ĕçĕ япăх пынипе чару мерисене çирĕплетрĕç. Асăннă муниципалитетсенче массăллă мероприятисем ирттерме юрамасть, общество апатланăвĕн предприятийĕсене 21 сехет хыççăн ĕçлеме чарнă тата кафе-столовăйсенче сĕтелсен шутне 50 процент чакарнă.

www.hypar.ru
 

 

Рубрика: