Тантӑш № 30 (4749) 12.08.2021
«Тинĕс шавĕпе вăранас килет»
«Артек», «Орленок», «Смена» ача-пăча центрĕсенче канма ĕмĕтленмен шкул ачи пур-ши? Паян Хура тинĕс хĕрринчи лагерьсене лекме пачах та кăткăс мар. Тăрăшулăхпа хастарлăх кăтартакансем вĕсенче темиçе хут та пулса кураççĕ. Шупашкарти 1-мĕш гимназире ăс пухакан Диана Иванова вара кăçал «Орленок» ача-пăча центрне пĕрремĕш хут кайма тивĕçнĕ.
Пандемие пула çула тухайман
Хĕрачан амăшĕ Светлана Алексеевна Шупашкарти пĕр колледжра вăй хурать. Педагогика ĕçченĕ пулнă май вăл вĕрентӳ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăрать, ывăлĕпе хĕрне аталантармалли мелсем шырать. Раççей шкул ачисен юхăмĕ пирки те Диана амăшĕнчен пĕлнĕ.
— Хастарсен ретне кирек мĕнле шкул ачи те лекме пултарать, регистрациленме харпăр кăтартусемсĕр пуçне атте-аннен килĕшĕвĕ кăна кирлĕ. Раççей шкул ачисен юхăмне кĕрсенех конкурссене хутшăнма тытăнтăм. «Шеф в школе» тата «В порядке» тупăшусенче мала тухса кухньăра усă курмалли хатĕрсем, кутамкка çĕнсе илтĕм. Унтан пĕр класра вĕренекен Ксюшăпа «В центре событий» конкурса хутшăнма шухăшларăмăр. Пирĕн шкулта икĕ мероприяти йĕркелесе ирттермеллеччĕ. Пĕрне «День рождения телефона», теприне «День прогуливания уроков» тесе ят патăмăр. Кĕçĕн классенче ăс пухакансене презентаци урлă телефон историне каласа кăтартрăмăр, вăйă ирттертĕмĕр. Мероприятисене пĕтĕмлетсе ролик хатĕрлерĕмĕр, унпа конкурса хутшăнтăмăр. Çĕнтернине пĕлсен Ксюшăпа иксĕмĕр те çав тери савăнтăмăр! — хăпартланса калаçрĕ Диана.
Анчах пандемие пула 2020 çулта çула тухма май килмен ачасен. Çапах та вĕсем хытах кулянман, ĕмĕт пурнăçа кĕрессе шаннă.
Тунсăхлама вăхăт пулман Çулталăкран шăнкăрав янăраса кайнă, Дианăна «Орленок» ача-пăча центрне çу уйăхĕнче иртекен сменăна йыхравланă. Чăваш ачисен делегацийĕ пуйăс çине савăк кăмăл-туйăмпа ларнă.
— Тинĕс хĕрринче çемьепе унччен те пулса курнăччĕ пулин те хăпартлануллă кăмăлпа çула тухрăм. Мана тӳлевсĕр путевка çĕнсе илни савăнтарчĕ. Туапсе çывăхĕнчи «Орленок» ача-пăча центрĕн тытăмĕнче темиçе лагерь, эпĕ «Олимпийская деревня» текеннине лекрĕм. Вăл тинĕс хĕрринчех мар, шаларах вырнаçнăччĕ. Пирĕн отряд «Олимп мафийĕ» ятлăччĕ. Унта 30 ачана яхăн пулчĕ, Чăваш Енрен эпир 3-ĕнччĕ. Пĕрремĕш кунсенчех отряд командирне суйларăмăр, 2 ача ертӳçĕ пулма кăмăл турĕç. Пĕрне отряд командирĕ, теприне унăн çумĕ пулма шанчĕç. Кану вăхăчĕн çурринче вĕсем ылмашăнчĕç. «Медийщиксене», экологсене палăртрăмăр. Пĕрремĕшĕсем соцсетьсенче отряд пурнăçне çутатса тăнишĕн яваплăччĕ, иккĕмĕшĕсем пӳлĕмсенче тасалăха тĕрĕслесех тăчĕç. Эпир пӳлĕмре тăваттăнччĕ, чăваш, удмурт, мăкшă ачисем туслă пурăнтăмăр.
Вера ШУМИЛОВА.
Ролик про любимый город
А вы знали, что в нашем городе есть место, похожее на базу повстанцев из филь«Звездные войны»?
Ученицы детского медиацентра «Куча мала!» Ксения Ксенофонтова и Лиза Зуйкова сняли ролик в «Тик-ток» про город Чебоксары и стали победителями конкурса «Страна открытий». Вскоре они отправятся в путешествие по России на детском поезде РЖД. 11 вагонов, в каждом – талантливые ребята страны.
Ксюша в своем ролике рассказала о том, как похож наш «Театр оперы и балета» на базу повстанцев из «Звездных войн».
– О конкурсе мне рассказала руководительница медиа-центра «Куча Мала!» Мария Владимировна, она же и подтолкнула к идее снять ролик о достопримечательностях нашего города. Я остановилась на Театре оперы и балета: необычный фасад здания мне напомнил базу повстанцев из серии фильмов «Звездные войны». И, конечно же, показала, как выглядит театр внутри, – рассказала Ксения.
А Лиза поведала о тракторном заводе «Четра».
– Я выбрала номинацию «Транспорт и космос», сняла памятник Андрияну Николаеву. Мария Владимировна помогла мне попасть на тракторный завод. Меня даже научили заводить трактор, ездить и поднимать ковш. Я посоревновалась с трактористом, кто быстрей покружится на бульдозере.
Но мне казалось, что информации маловато, и я решила показать музеи нашего города. Снимала немного, как бы мимолетно, но ролик получился полным и интересным.
Вера ШУМИЛОВА.
Хăйне евĕрлĕ кутамккапа тĕлĕнтернĕ
Çĕртме уйăхĕнче Атăл леш енчи «Буревестник» кану базинче «Çамрăксен наукăпа техника пултарулăхĕ» курав иртнĕччĕ. Унта хутшăннисем тĕрлĕ проектпа паллаштарнă. Маттурсен йышĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕн хастарĕ Тимофей Кириллов та пулнă.
Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкула 5-мĕш класа каякан Тимофей вĕренӳре лайăх паллăсемпе ĕл кĕрсе пырать, мĕн пĕчĕкрен техникăпа кăсăкланать.
Амăшĕ Юлия Павловна каланă тăрăх, çак туртăм унăн 3-4 çултах çуралнă, строительство материалĕсен, хуçалăх таварĕсен лавккине кĕрсен арçын ача яланах саппас пайĕсемпе ытти хатĕр патĕнче чарăнса тăнă.
Çак кăсăклăх вăхăт иртсен те çухалманнине кура амăшĕ арçын ачана Çĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркне ертсе кайнă.
— Мана кунта тӳрех килĕшрĕ. Герман Руссков вĕрентекенпе пĕрремĕш кунранах пĕр чĕлхе тупрăмăр. Халĕ унпа тăрăшса ĕçлетĕп, — пĕлтерчĕ Тимофей.
«Çамрăксен наукăпа техника пултарулăхĕ» курав «Çамрăксен хули» форум никĕсĕ çинче иртнĕ. Тимофей Кириллов кунта чи кĕçĕнни пулнă. Пухăннисене вун пĕр çулти арçын ача хăй ăсталанă çутă диочĕллĕ кутамккапа тĕлĕнтернĕ.
— Кутамккана чи малтан интернетра куртăм, хамăн та çавăн пек тĕлĕнтермĕш ăсталас килчĕ. Ăна тума Герман Руссков вĕрентекен нумай пулăшрĕ. Ĕçе вĕçне çитерме тăватă уйăх кирлĕ пулчĕ. Чи малтанах ахаль кутамкка çине тĕрлĕ тĕспе çутатакан çутă диочĕллĕ панель вырнаçтартăмăр. Ятарлă мобильлĕ приложенипе усă курса панель çине кирлĕ информаципе ӳкерчĕксене куçармалла турăмăр, — каласа кăтартрĕ арçын ача.
Татьяна ИШМУРАТОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...