Комментировать

11 Авг, 2021

«Хресчен сасси» 30 (2868) № 11.08.2021

Выльăх-чĕрлĕхсĕр картиш пушă

Аякри пĕчĕк ялсенче пурăнакансене укçа-тенкĕ ĕçлесе илме çăмăл мар. Çапах вĕсем пуç усмаççĕ, кил хуçалăхĕ аталантараççĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усраса хушма тупăш илеççĕ.

Муркаш районĕнчи Çĕньял Апашра 50 кил хуçалăхĕ. Çамрăксем хулана туртăнни, ял ватăлса пыни кунта та сисĕнет. Çирĕп çуртйĕрпе пĕрлех хупăнса лараканнисем те самай. Унччен нумайăшĕ Чапаев ячĕллĕ ЯХПКра вăй хунă. Вăл хупăнсан ĕçсĕр юлнă çынсем район центрне, хулана туртăннă. Хастаррисем вара вырăнтах укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли çул-йĕр шыранă. Çав шутра пĕртăван Владиславпа Валерий Васильевсем те.

Пиччĕшĕпе шăллĕ хулара алла професси илсен те тăван тăрăха таврăннă, мăшăрланса çурт-йĕр çавăрнă. Вĕсене пĕчĕк ялти лăпкă пурнăç килĕшет. Кунта кашни çынна витĕр курса-пĕлсе тăратăн. Пурте пĕр çемьери пек темелле. Ачаран чупса-выляса ӳснĕ урамсенчен, çамрăклăха ирттернĕ вырăнсенчен мĕнле уйрăлса кайăн? «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă», — терĕ кĕскен Валерий Васильев.

Ăна кура Владислав Витальевич аякка тухса кайман, вăрманçă ĕçне вĕренсе тухнă хыççăн ялта тĕпленнĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх вăрман инспекторĕ 10300 гектар вăрмана пăхса тăрать, çут çанталăк пурлăхне сыхлать. Сăмах май, 2019 çулта професси тĕлĕшпе вăл Раççей шайĕнче палăрма, конкурсра çĕнтерме пултарнă.

Тăвансем хальхи вăхăтра тăрăшсах хушма хуçалăха аталантараççĕ. Васильевсен картиш тулли ĕне выльăх, кайăк-кĕшĕк. Юлашки çулсенче пыл хурчĕсем те ĕрчетеççĕ. Ытлашши продукцие сутса услам илеççĕ.

«Арçыннăн хăй пурнăçĕнче çурт çĕклемелле, ывăл ӳстермелле, йывăç лартмалла», — тенĕ халăхра. Темиçе çул каялла Владислав та тĕп килтен уйрăлса тухса чаплă çурт-йĕр çĕкленĕ.

Эпĕ çитнĕ тĕле пиччĕшĕпе шăллĕ пӳрт умĕнчи утă пресламалли çĕнĕ агрегата тишкеретчĕç.

— Выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăна кăçал туянтăмăр. 500 пин тенке яхăн тухса кайрĕ. Хушма хуçалăхшăн хаклă ĕнтĕ, анчах мĕн тăвăн? Пирĕн усă куракан çĕрсем 10 гектар ытла. Алăпа çулса пуçтараймăн, кашнинчех çынран тара та илеймĕн. Çавăнпа курăк çулса пуçтарассине йăлтах механизацилеме тиврĕ. Маларах вара хушма хуçалăха аталантарма панă çăмăллăх кредичĕпе трактор туянса юлтăмăр. Каярахпа — çĕр ĕçне пурнăçламалли хатĕрсене те. Вĕсемпе те хамăрах ĕçлетпĕр, ыттисене пулăшса паратпăр. Ял çыннин темĕн тума та тивет. Пирĕн канса ларма вăхăт çук, — ăнлантарчĕ Валерий Васильев.

Утă хушма хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе тăрантармалăх та, сутлăх та çитет. Кăçал çу кунĕсем типĕ тăнăран курăк япăх çитĕннĕ, çавăнпа утă ыйтакан сахал мар. Владислав Витальевич икĕ ĕне, вăкăрсем усрать. Сĕтне патшалăха сутаççĕ. Çемьешĕн каллех хушма тупăш. Унăн хăма çуракан цех та пур. Ку çывăхри ялсенче пурăнакансемшĕн, çурт-йĕр çавăракансемшĕн пысăк пулăшу.

— Çурт лартма тытăнсан мачча-урай сарма хăма кирлĕ пулчĕ. Хатĕррине туянас — хаклă. Эпĕ строительство валли йывăçне турттарса хунăччĕ, анчах ăна çурса паракан çук. Ĕлĕкрех кашни хуçалăхра пилорама пулнă. Колхоз-совхозсем арканнă хыççăн вĕсем те пĕтрĕç. Аптăранипе хамах станок туянтăм та ĕçе пикентĕм. Халĕ ял çыннисем те час-часах пулăшу ыйтаççĕ, — ăнлантарчĕ Владислав Витальевич. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Улма-çырла туса илни тупăшлă

Хура, хĕрлĕ хурлăхансем, йĕплĕ çырла, чие, груша, улмуççи, кăвак çырла… — мĕн кăна çитĕнмест-тĕр Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç тăрăхĕнчи садра. Виçĕ çул каялла лартнă хурлăхан çимĕç пама та тытăннă. Ыттисем вăй илеççĕ кăна-ха. Борис Михайлов пуçарнипе хывнă улма-çырла сачĕ 200 гектара яхăн йышăнать.

Çиччĕ виç те пĕрре кас

Борис Николаевич сад ĕрчетесси пирки пĕлтерсен нумайăшĕ шанман, ĕненмен. Вăл ĕçе тытăниччен сад ăстисемпе канашланă, ятарлă литературăпа паллашнă. Кăçал «Фермер шкулĕнче» çырла туса илес енĕпе пĕлĕвне ӳстернĕ. Вырăнти «Кулибинсемпе» йывăçтĕм лартмалли икĕ техника ăсталанă. «Туянас пулсан пĕриншĕн кăна 150 пин тенкĕ тӳлемелле. Эпир вара интернет тăрăх ăна тимĕр-тăмăртан пуçтарса хатĕрлерĕмĕр», — каласа пачĕ сад ăсти. Беларуç Республикинчен 45 пин ытла хура хурлăхан хунавне илсе килнĕ. Ӳсен-тăрана хайхи техникăпа 16 гектар çине лартса хăварнă. «Унта çĕнĕ сортсемпе, селекципе лайăх ĕçлеççĕ. Çавăнпа тухăçлăх та аван. Шел, Чăваш Енре ку енĕпе юларах пыратпăр, селекципе кăсăкланакансем сахал. Сад ĕрчетме, пысăк тупăш, тухăç илмешкĕн çĕнĕ сортсемпе усă курмалла», — палăртрĕ вăл.

Унтанпа сад палăрмаллах пысăкланнă. Хальхи вăхăтра хĕрлĕ тата хура хурлăхан лаптăкĕсем 90 гектара яхăн. Чи малтан лартнисем тухăçĕпе тĕлĕнтернĕ те савăнтарнă. «Хура хурлăхан иккĕмĕш çулхинех çимĕçне нумай парасса кĕтмен. Çавăнпа техника туянма тăхтарăмăр. Çамрăк хунавсем мĕнле вăй илнине тĕрĕслемешкĕн бригадирпа сада çитрĕмĕр. Пирĕн умра хуп-хура хурлăхан йăтăнса ларать. Çулçисем те курăнмаççĕ! Ăна татса пуçтарма ял халăхне явăçтартăмăр. Вăрăм ретсем, çимĕçпе авăннă туратсем çынсене те хăратрĕ. «Кун чухлĕ хăçан татса пĕтермелле пирĕн?» — теççĕ. Пиçнĕ çырла тăкăнать, типет. Чие пек шултрисене пуçтарнипех çырлахма тиврĕ. Çапах 1 гектар пуçне 1 тонна тухăç тухрĕ. «Селенчинская-2» сортăн çырли шултра, пылак, пăхма илемлĕ çав. Кун пеккине сутма аван», — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Борис Николаевич.

Çултан-çул сад сарăлсах пынă, кăвак çырла, улмуççи, груша, йĕплĕ çырла хушăннă. Кăçал çуркунне 18 гектар çине чие лартса хăварнă. Шел, çу кунĕсем типĕ те шăрăх тăнăран хунавсем йывăррăн чĕрĕлеççĕ. «Папкисем тухма хăтланнă пек... Удобрени çителĕклех хывса хăварнă. Çумăрсем хыççăн вăй илсе каясса шанатпăр. Культурăна ĕрчетме те нумай пĕлмелле, ĕçлемелле, — ăнлантарчĕ вăл уйĕ-уйĕпе сарăлса выртакан улма-çырла садне кăтартса çӳренĕ май. — Америкăра, Европăра кăвак çырлана питĕ килĕштереççĕ. Çимĕç этем ĕмĕрне тăсать. Çырли те хаклă, 1 килограмĕ 400 тенкĕ ытла. Çакна шута илсе ăна 2,5 гектар çине 3 пин хунав лартрăмăр. Хальлĕхе çимĕçне пама пуçламан-ха. Çырли лайăх сутăнасса иккĕленместпĕр».

Çĕнĕ техника, технологисĕр тухăçа, тупăша ӳстерме йывăррине ăнланса пайтаçă çине тăрсах машина-трактор паркне çĕнетнĕ. Кăçал Польшăран 600 пин тенкĕпе çырла татмалли «JAREK 5» комбайн туяннă. Хура хурлăхана комбайнпа татма тытăнсан вăл мĕнле ĕçленине ял халăхĕ тĕлĕнсе сăнанă. Унпа икĕ çын та ĕлкĕрсе пырать. Çырла таса, ванмасть, пăхма илемлĕ. Кун пек техника республикăра тек çук-ха. Кăçал хĕрлĕ хурлăхан та çимĕçĕпе савăнтарнă. Анчах тĕмĕсем çитĕнсе çитейменрен комбайнпа пуçтарнă чухне çырли тăкăнать-мĕн. Çитес çул çăмăлрах пулĕ. «Ют çĕршывра кăвак çырлапа чиене пуçтармалли комбайнсем те шухăшласа кăларнă. Çĕннине вăй çитереймесен те, усă курнине туянмаллах. Кун пек хамăра çăмăл, таварăн хăй хаклăхĕ чакать. Пĕр комбайнпа кунне 10 тоннăран кая мар пылак çимĕçе татса пуçтарма пулать. Çырласем пĕр вăхăталла пиçеççĕ, техникăсăр кансĕр. Пан улмипе грушăна вара алăпах асăрханса татмалла, амантсан çĕреççĕ», — терĕ Борис Николаевич.

Садра удобрени хывмалли «ZKT-4» икĕ агрегат илнĕ. Вĕсем те Беларуçре кăларнăскерсем. Ытлашши хаклă мар, пахалăхĕ те тивĕçтерет. Малашне ӳсен-тăрана тумлатса шăварма оборудовани илме палăртать. Çимĕç тĕвĕленнĕ чухне нӳрĕклĕх çителĕклех пулмалла. Шăрăх, типĕ çанталăкра шăвармасан тухăç палăрмаллах чакать. «Садри ĕçе туллин механизацилемешкĕн техника сахал мар кирлĕ. Сăмахран, йывăç-тĕмĕн ытлашши турачĕсене касакан агрегат, ретсен хушшине кăпкалатаканни, улмуççи тавра çум курăка тасатаканни... Кăçал 6 млн тенкĕлĕх патнелле техника илтĕмĕр», — пĕлтерчĕ вăл.

«Çырла отраслĕ республикăра сарăлсах кайман. Çак ĕç сирĕншĕн те çĕнĕлĕх темелле. Эсир вара хăрамасăрах тытăннă?» — терĕм ăна. «Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ», — халăхра. Эпир те ĕçе пуçăниччен çĕршыври, Чăваш Енри рынока — мĕнле улма-çырла ытларах сутăннине, халăх килĕштернине — тишкертĕмĕр. Акă федерацин Атăлçи округĕнчи рынокра вырăнти пан улми 16 процент çеç. Ыттине аякран турттараççĕ. Ăна вара вырăнтах туса илме пултаратпăр. Çырлана та ăçтан кăна турттармаççĕ-ши? Пахча çимĕçпе танлаштарсан ăна туса илмешкĕн ытлашши тăкаклă та мар. Йывăç-тĕме пĕрре лартсан 15 çул çимĕçне парать. Паллах, культурăна пăхсах тăмалла, удобренипе апатлантармалла, чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен сыхламалла тата ыт.те. Анчах çуркунне, кĕркунне сухаласа акмалла-лартмалла мар. Хурлăхан çимĕçĕ çулсерен пулать. Хакĕ те аван. Хальхи вăхăтра курттăм 1 килограмне 100-120 тенкĕпе йышăнаççĕ. Йĕплĕ çырлана та курттăм 200 тенкĕпе сутма май пур. Тырăпа шутласан та тупăш самай пысăк. Улма-çырла рынокра, уйрăмах хĕлле çителĕксĕр. Ăна кашни кил хуçалăхĕнче туса илмеççĕ. Çĕр улми вара кашни пахчарах пур. Улма-çырлара витаминсем нумай, çирĕп сывлăхлă пулма вĕсене çимеллех», — палăртрĕ сад ăсти. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Хĕрсем те вăрман каснă, окоп чавнă

Кăçал Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет. Фашистла Германи пирĕн çĕршыва кĕтмен çĕртен тапăнса кĕнĕрен малтанхи вăхăтра пирĕн çарсен пысăк çухатупа каялла чакма тивнĕ. Тăшман Мускав патне çывхарнăран çĕршыв умне пысăк хăрушлăх тухса тăнă. 1941 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Патшалăхăн хăрушсăрлăх комитечĕ тăшмана Хусан, Чулхула, Чĕмпĕр еннелле кайма чарас тĕллевпе тылра хӳтĕлев чиккисене тума хушу кăларнă.

Хӳтĕлев чикки Вăрмар тăрăхĕнче те пулнă. Окоп чавнă çĕре ял çыннисем хастар хутшăннă. Çав шутра Тикашри «Большевик» колхоз ĕçченĕсем те. Вĕсемпе пĕрлех аттен аппăшĕ Мария Матвеева та тăрăшнă.

Ĕлĕкрех вăрçă пирки ытлашши калаçсах кайман. Вăхăчĕ те пулман: пĕрисем фронтра çапăçнă, теприсем тылра тар тăкнă. Каярахпа юхăннă çĕршыва çĕклеме, аталантарма тивнĕ. Йывăр тапхăра аса илсе чĕрисене кулянтарас килмен-тĕр.

Хĕллехи вăрăм каçсенче кӳршĕри хĕрарăмсем пĕрле пуçтарăнса алă ĕçне пурнăç латчĕç.

Пĕррехинче эпир, ачасем, урок туса ларатпăр, Марья аппа çăм арлать. «Питĕ сивĕ паян», — тесе пӳрте кӳршĕри Матерне аппа /Матрена Волкова/ кĕрсе тăчĕ. «Эпир окоп чавнă çул питĕ сивĕччĕ, 40 градусран иртетчĕ», — хуравларĕ ăна Марье аппа.

Вăрçă çулĕсенче Марье аппана та ыттисемпе пĕрле Аслă Чак ялĕ çывăхĕнче окоп чавма илсе кайнă. Вăл вăхăтра ялсенче хĕрхĕрарăмсемпе ватăсем ытларах пулнă. Ĕçе тытăнсан чарăна пĕлми çумăр çунă. Унтан сасартăк шăнтса лартнă. Хĕл ир ларнă. Чул пек хытнă тăпрана иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен лумпа, пуртăпа катма тивнĕ. Окоп тарăнăшĕ — 2, сарлакăшĕ 4 метртан кая пулман. Тăприне çӳлелле кĕреçепе ывăтнă, наççилкăпа йăтнă. Ун чухне машина-трактор сахал пулнă. Йăлтах алă вĕççĕн пурнăçланă. Хăйсем тĕртсе тунă, пиртен çĕленĕ кĕпе-йĕм, фуфайка тăхăннă, урана çăпата сырнă. Шартлама сивĕре япăх тумтир ытлашши хӳтĕлеймен, питне, алли-урине тăм илтернĕ. Анчах ĕçлеме чарăнман, канмасăр тенĕн тар тăкнă. Фронтра,тылра пĕр тĕллев — тăшмана хăвăртрах çапса аркатасси — пулнă. Вăрман касма та тивнĕ хĕрсен. Пысăк пĕренесене лашасемпе турттарнă.

Марья Матвеева, Перасковья Иванова, Анна Иванова пĕрле пуçтарăнсан йывăр çав самантсене час-часах аса илетчĕç. Вĕсем 1941 çулхи октябрь-1942 çулхи январь уйăхĕсенче окоп чавнă çĕрте нушаланнă. Тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнă тылра ĕçлекенсем те. Вĕсен чăтăмлăхĕ, вăй-хăвачĕ ăçтан тухнă-тăр? «Ун чухне эпĕ хам çинчен мар, шăллăмсем пирки ытларах шухăшланă», — тетчĕ Марье аппа. Çывăх тăванĕсенчен пĕри шахтăра çĕр кăмрăкĕ кăларнă, тепри вара вăрçăра çапăçнă. Вĕсем ача чухнех ашшĕ-амăшĕнчен тăлăха юлнă. Выçлăх çулĕсем, колхозсем йĕркеленнĕ тапхăр, хăрушă вăрçă — тем те курма, чăтма тивнĕ тăвансене. Шăллĕнчен çыру илсен темиçе хутчен тыта-тыта вуланă, упранă.

Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Артем хулинче ĕçлесе пурăннă Герман çырăвĕсенче те хĕнлĕ пурнăç палăрать: «Хаклă тăванăм, аппа! Пирвайхи сăмахпа сана Инçетри Приморье çĕршывĕнчен тăванла пысăк салам! Пурăнатăп пĕр майлах. Эсĕ çырнă: «Килтен кайнăранпа нумай ӳсрĕн пулĕ ĕнтĕ». Пĕлместĕп, темĕн чухлĕ ӳснĕ эпĕ килтен тухнăранпа, рулетка илсе виçрĕм те — 169 см. Тулта ăшăтма пуçларĕ, анчах ылтăн пек хĕвеллĕ те илемлĕ кунсем эрни-эрнипех шывлă та сулхăн шахтăра иртеççĕ. Çавăн пек ман пурнăçăмăн ырă вăхăчĕ те иртет. Ирхине пĕрре çинипе, ăна та тăраниччен çиейместĕн, 12 сехет хушши чăтса ĕçлесе ирттеретпĕр. Анчах ĕçлес пулать, фронта пулăшас пулать. Вăхăчĕ çапла. Эсĕ те халь арçынсемпе танах вăй хуратăн. Арçынсен вырăнĕнче йывăр çĕрте ĕçлетĕн, фронта пулăшатăн, килте сайра пулатăн. Анчах ăçта-ши пирĕн Иван пичче? Нивушлĕ ăна фашистсем вĕлерчĕç? Хăçан тĕп пулĕ-ши фашистла Германи. Вара тинех ирĕклĕ пурнăç пулĕччĕ. Анчах унччен ырми-канми ĕçлемелле, пур асапа тӳсмелле».

Герман Марье аппăшне шахтăри йывăр ĕçпе те паллаштарнă: «Хăв курман япалана пурне ăнланма йывăр. Кунта сăртран вагонеткăсем вĕçерĕнсе кайса ток çапнипе, ытти инкеке пула çынсем вилеççĕ. Çавăн пек çĕрте ĕçлетпĕр эпир, хăрушсăрах мар пирĕн ĕç». Çырăва 1942 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче янă-мĕн.

1941 çулхи июньте ялти шкултан вĕренсе тухнă Герман Матвеева военкомат урлă Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Хабаровск крайĕнчи ФЗОна вĕренме янă. Вăл ун чухне 16 çулти каччă пулнă. Хыççăн Владивосток çывăхĕнчи шахтăра ĕçлеме тытăннă.

1944 çулта Кавалти шкултан Тупах хĕрĕ Анна Андреева вĕренсе тухнă. Ăна учительсем çитменнипе Тикаш шкулне ачасене вĕрентме янă. Вăл Марье аппа патне пурăнма вырнаçнă. 1945 çулхи январьте Германран çыру çитсен хĕрĕн хуравлама тивнĕ. Мĕншĕн тесен Марье аппана 10 кунлăха вăрман касма янă. Анна Андреева йĕкĕте ялти хыпарсемпе паллаштарнă. Каярахпа кил хуçин вăхăчĕ çитейменрен хĕр Герман Матвеев патне темиçе хутчен те çыру çырнă. Аякра ĕçлесе пурăнакана пăшăрхантарас темен. Аннăна Иванран çав-çавах хыпар çуккине, хăй шкулта 3-мĕш классене вĕрентнине хыпарланă.

Шел, вăрçă чарăнсан та сурансем часах сипленмен. Марья Матвеевăн шăллĕ Иван фронтран таврăнайман, тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуç хунă. Çапах Марье аппа чăтнă, пурнăç çулĕпе малалла утнă. <...>

Галина МАТВЕЕВА. Вăрмар районĕ.

♦   ♦   


Иккĕмĕшне сисмесĕрех ирттертĕм

Августăн 10-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 29972 пин çын коронавируспа чирленĕ. 1797-шĕ вилнĕ, 27285-шĕ сывалнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак вăхăт тĕлне ковидран 261000 çын вакцинациленнĕ. Ку республикăра пурăнакансен проценчĕ 21,6 пулать.

Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕ Ольга Карпова:

— Хĕлле ковидпа чирленĕ хыççăн антителăсем пуласса шантăм. Анчах тĕрĕслеттернĕ хыççăн вĕсем юлманни палăрчĕ. Тек чирлес килменрен вакцинациленме шухăшларăм. Госуслуги сайт урлă Çĕнĕ Шупашкарта прививка тутарма çырăнтăм. Вăхăтне те палăртнăччĕ, анчах унта «чĕрĕ черет» иккен. Ирĕксĕрех кĕтсе лартăм. Юрать, халăх нумай мар.

«Эрех ĕçмелле мар, укол вырăнне йĕпетмелле мар», — асăрхаттарчĕç мана тухтăрсем. Вĕсен патĕнчен тухсанах лавккара черешня туянтăм. Тутлă çырлана савăнсах çирĕм те çывăрма выртрăм. Тепĕр кунне укол тунă алă ыратма пуçларĕ, хускатма кансĕр. Эрнерен аран-аран иртсе кайрĕ. Виççĕмĕш кунне вара вăй пĕтрĕ, шăнтма тытăнчĕ, ӳт температури хăпарчĕ. Çитменнине, аллерги пуçланчĕ. Ӳт-пӳ чăтма çук кĕçĕтет. Кайран пĕлтĕм-ха, вакцинациленнĕ хыççăн улма-çырла çиме тăхтамалла иккен. Эрнерен тин чир паллисем иртсе кайрĕç. Ахальтен мар малтанхи кунсенче аллергирен эмел ĕçме хушаççĕ.

Иккĕмĕш прививкăна хатĕрлентĕм: маларах витаминсем, аллергирен эмел ĕçрĕм. Хама упрама тăрăшрăм. Хальхинче поликлиникăра халăх нумайран черетре икĕ сехете яхăн лартăм — пурте прививка тутарасшăн. Тухтăра хам нушаланнине пĕлтерсен черешня аллергие яма пултарнине каларĕ. Çавăнпа вакцинациленнĕ чухне «шурă халатлисенчен» асăрхану мелĕсене лайăхрах ыйтса пĕлмелле. Кашнин организмĕ тĕрлĕрен. Телее, иккĕмĕш хутĕнче прививка тунине сиссе те юлаймарăм, çăмăллăнах ирттерсе ятăм. 

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.