Комментировать

6 Авг, 2021

«Хыпар» 84-85 (27817-27818) № 06.08.2021

Мăнукне шеллесе хăйĕн валли чир ыйтнă

Усал шыçăпа чирлине вăл никамран та пытарман. «Нумайăшĕ ăна çын çине кăлармасăр ăшра тытса пурăнать, хуйхипе пайланмасăр чуне йывăрлатать. Эпĕ каласа кăтартни кама та пулин усă кӳрессе, пурăнма хавхалантарасса шанатăп», — терĕ Муркаш районĕнчи Чамăшра пурăнакан Иван Вершков.

Пӳрине каснă

Иван Чамăшра çуралса ӳснĕ. Çемьери 11 ачаран — асли, йĕкĕреш хăраххи. Вера — çак районти Пиккикассинчен. Пĕр шкула çӳренĕ, Ваньăн йăмăкĕсемпе туслă пулин те хĕр яша палламан. Ваня вара Верăна шкулта чухнех куç хывнă. Каччă салтака кайиччен 3 кун малтан унпа пырса паллашнă. «Ман çума пырса çыпăçрĕ те уйрăлмарĕ, хăйне салтака ăсатма чĕнчĕ. Эпĕ каймарăм. Кашни кун çыру çыратчĕ, тем хулăнăш пухăнчĕ. Хам та хуравлакалаттăм, урăх каччăсемпе те калаçаттăм. Шкултан вĕренсе тухнă ятпа ăсату каçĕ пулнă чухне Ваня отпуска килчĕ. Вăл çар тумĕпе утнине курсан чунра темĕн хускалчĕ. Пирĕн уява пычĕ вăл, хĕвел тухнине кĕтсе илтĕмĕр. Муркаш каччисене çакă килĕшмен те — урлă-пирлĕ калаçма тытăннă. Юрать, Ваня чĕрре кĕмерĕ, — çамрăклăхне аса илчĕ Вера Титовна. — Эпĕ техникумра вĕреннĕ чухне ман пата салтакран икĕ каччă çыру çыратчĕ: пĕри хура пастăпа, тепри — симĕссипе. Хĕр туссем кулатчĕç: «Вера, сан патна паян хура тĕсли килнĕ!» Эпир пĕрлешнĕ çулхине кукамай ӳксе аяк пĕрчине хуçнăччĕ. Ăна пулăшма тесе килтĕмĕр те ун патĕнчех пурăнса кайрăмăр. Кукамай Ваньăна питĕ килĕштерчĕ, ялан ун хутне кĕретчĕ. Кукамай пӳрчĕпе юнашар çĕннине хăпартса унта куçрăмăр».

Вершковсем пĕрлешнĕренпе кăçал 47 çул иртнĕ. Ыррине кăна мар, хуйхине те пĕрле пайланă вĕсем. Икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне пĕчĕклех пытарнă: пĕрин грипп пулнă, теприн — чĕре чирĕ… Икĕ хĕрĕ, иккĕмĕш тата тăваттăмĕш çуралнисем, пурăнаççĕ. Иван ача ашшĕ пулаймасран çамрăк чухнех шикленнĕ, çарта ракетăсен атомлă пуçĕсене турттарнă май радиаци лекнĕ-мĕн.

«Сывлăх пурри — телей. Анчах вăл хăвăн кăна пурри ниме те пĕлтермест, çемьере кам та пулин чирлесен телей çухалать», — çут тĕнчере 66 çул пурăнса çакăн пек пĕтĕмлетӳ тунă Иван Игнатьевич. Юля — аслă хĕрĕн иккĕмĕш ачи. Вăл сусăр çуралнă: хăрах ури кĕскерех пулнă. Илизаров аппарачĕпе нумай вăхăт çӳренĕ хыççăн шăмă ӳснĕ. Хĕрача пĕчĕклех операци тӳссе ирттернĕ. 1-мĕш класра вĕреннĕ чухне, нарăсăн 23-мĕшĕ тĕлне, шкулта конкурс ирттернĕ.

Арçын ачасенчен те ытларах отжимани тунă хыççăн Юльăн сасартăк хырăмĕ ыратма пуçланă. Больницăсем тăрăх çӳресе тĕрĕслеме тытăннă. УЗИ тунă чухне пӳрере шыçă пуррине асăрханă. Анализ вăл усал шыçă пулнине палăртнă. Кун хыççăн хĕрачан пĕр пӳрине касса кăларнă. Хими терапийĕ ирттернĕ май çулталăка яхăн больницăра выртма тивнĕ. «Çӳçĕ юхса тухрĕ, больница апатне çиейместчĕ. Тип çу ярса ăшаланă çĕр улми ыйтатчĕ те — кашни кун апат леçме çӳреттĕм. Лапсарти «пăкăра» ларнă чухне пĕрмай ыйтаттăм: «Турăçăм, çак нушана курма ача мĕнпе айăпа кĕчĕ? Мана, тивĕçлĕ канăва çывхаракан çынна, ку чир лексен те шел мар». Пайăрка /вырăсла: лучевая/ терапин юлашки курсне раштав уйăхĕнче Хусанта тухрĕ. Çу каçрăмăр. Мăнукăм сывалчĕ, çӳçĕ ӳсрĕ... Юпа уйăхĕнче амак хама пырса çапрĕ. Турăран ыйтса илниех пулчĕ», — чунне уçрĕ Иван Вершков. Ыратнине пĕчĕкрен тӳсме хăнăхнă Юля нумаях пулмасть 14 çул тултарнă. 1-2-мĕш классене вăл килте вĕреннĕ. «Больницăра вилесле выртатчĕ, пурпĕр урок тăватчĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннипех кĕçĕн класа «5»-пе вĕçлерĕ», — аса илчĕ кукашшĕ. Юля халĕ те шĕкĕр «5»-пе вĕренет. Унăн чирĕ çинчен ури, хырăмĕ çинчи çĕвексем аса илтереççĕ.

Кулянма чарнă

Унччен Иван Игнатьевич чирлесе курман. Амбулатори карточки те çӳп-çӳхе пулнă. Арăмĕ больницăна куллен кайнăран: «Ĕçе чупнă пек çӳретĕн, эмеле çăкăр вырăнне хыпатăн», — тесе мăкăртатнă. Ветеринари лабораторийĕнче 26 çул вăй хунă хыççăн хими препарачĕсем Вера Титовнăн организмне сиен кӳме тытăннă. Хĕрарăм сывлăш пӳлĕннипе аптăрать. Сывă арçын ун чухне арăмне ăнланман. Муркаш районĕн больницинчи хирургсем Иванăн хулăн пыршинчи шыççа касса илнĕ хыççăн биопси анализне ăсатнă. Иккĕмĕш тапхăртан виççĕмĕшне куçма тытăннă рак тесен: «Çынсем вилеççĕ, эпĕ те-ши?» — шухăш мĕлтлетнĕ унăн пуçĕнче. Операци хыççăн пĕр эрнерен тухтăрсем Ваньăна ура çине тăма хушнă. Малтан палата тăрăх каллĕ-маллĕ утнă, тепĕр кунхине больница коридорĕ тăрăх хутланă, картлашкаран анса хăпарнă. «Выртсан — выртсах кайăп», — ыратнине пăхмасăр утăм хыççăн утăм тунă вăл. Çавăнтанпа ачашланса ларман, хусканусем тунă. Кайран ăна Республикăри онкодиспансера янă. «Килте çăмăл машина пур çĕрте çынна 1 пин тенкĕ тӳлесе леçтереттĕм. <...>

Алина ИЗМАН.

♦   ♦   


«Пĕлĕшĕ вилнĕрен упăшка пирус туртма пăрахрĕ»

Çапла палăртать усал шыççа çĕнтернĕ арçыннăн арăмĕ

Арçынсенчен нумайăшĕ больницăсене çӳреме юратмасть, нимĕн те ыратмасть тесе сывлăхне тĕрĕслеттерме васкамасть. Чир тупса палăртсан та çак амак пирки ыттисене пĕлтермест, çывăх çыннисене чунне уçмасть. Республикăн кăнтăр енче пурăнакан 59-ти Петр та ӳпкинче усал шыçă аталаннине пĕлсен хăй мĕн туйни-тӳснине, çак амакпа мĕнле кĕрешнине паянхи кун та никампа та сӳтсе явасшăн мар. Çавăнпа арçын хăрушă чире мĕнле çĕнтерни çинчен унăн мăшăрĕ Тамара каласа кăтартма килĕшрĕ.

Туберкулез пуль тесе хăранăччĕ

— Эпĕ медик мар, çапах сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлетĕп. Маларах урăх çĕрте вăй хунă пулин те кашни çулах диспансеризаци тухнă, çакă чи малтан хамăра кирлине ун чухнех ăнланнă. Паллах, килтисене те çулталăкра пĕрре те пулин сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттермеллине аса илтерсех тăнă. 40 çултан иртсен çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пилĕк çул каялла упăшкана диспансеризаци тухмаллине аса илтертĕм. «Манăн пурте йĕркеллех», — текелерĕ вăл больницăна кайса çӳрес килменнине палăртса. Çапах мана хирĕçленинчен усси пулманнине пĕлнĕрен шурă халатлă специалистсем патне кайрех. Вырăссем калашле — инкек пулассине нимĕн те систермерĕ. Çапах тухтăр упăшкана тепĕр хут флюорографи тутармалла тени хама та аптратрĕ. Çак тĕрĕслев витĕр иккĕмĕш хут тухсан та унăн кăтартăвĕ савăнтармарĕ: Петрăн ӳпкинче тĕттĕм пăнчăсем пур. Ăна тĕплĕнрех тĕрĕсленмешкĕн Шупашкара кайма сĕннĕ.

Çакна илтсен пуçра шухăш вĕçсе иртрĕ: упăшкан туберкулез ахăртнех. Пысăк хулара вахта мелĕпе ĕçлекенскер автобуспа та, пуйăспа та инçе çула тухать-çке. Транспортра вара чирлĕ çын та пулма пултарать. Тен, çавсенчен туберкулез ермен-ши тесе иккĕленӳ çуралчĕ. Шапаша кайсан стройкăра мар, хуралта вăй хуратчĕ вăл. Вĕсене, икĕ хуралçа, уйрăм пӳлĕм панăччĕ. Çавăнпа строительсен хушшинче чирли пулсан та упăшкана çак амак ерме пултарайманах тесе шухăшларăм.

Шупашкарта тĕрĕсленнĕ хыççăн тата хăрушăрах хыпар пĕлтерчĕç: упăшкан туберкулез мар, рак! Ку маншăн уяр кун аслати çапнăнах туйăнчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче вилнĕ аттене аса илтĕм те куççуль шăпăртатса юхма пуçларĕ. Рак питĕ вăрттăн чир: малтан хăй пирки пачах систермест, ыратма пуçланă тĕле вара сипленмешкĕн вăхăт юлмасан та пултарать. Атте те, чиперйĕркеллĕ çӳрекенскер, сывлăх енчен аптăраманскер, хырăм питĕ хытă ыратнине калама пуçларĕ. Тĕрĕслерĕç те — рак, метастазăсем пулма та ĕлкĕрнĕ. Çывăх çыннăм виçĕ уйăхранах çĕре кĕчĕ. Ун чухне сиплев мелĕсем хальхи пекех витĕмлĕ пулман, тен, химипе пайăрка /вырăсла: лучевая/ терапийĕсемпе те питех усă курман ахăртнех.

«Медицина куллен аталанать, çĕнĕ технологисем вăя кĕреççĕ, упăшкана сыватаççех», — çапла каласа алла илтĕм хама. Куляннине ăна кăтартас темерĕм. Вăл та хăй пăшăрханнине ман умра та, хулара пурăнакан ачасем килсен те палăртмарĕ. 30 çула яхăн пĕрле пурăнатпăр та — вăл туйăмĕсене ăшра тытнине лайăх пĕлетĕп. Питĕ нумай шухăшланипе-ши, тен, чирне пула-ши — Петр йăлт начарланса кайрĕ. Ăна май килнĕ таран хавхалантарма тăрăшрăмăр.

Çĕçĕ айне — икĕ хутчен

Операцие хатĕрленме пуçларăмăр. Юрать, вăхăта ытлашши тăсса ямарĕç. Кирлĕ анализсене парсан, тĕрĕслевсем витĕр тухсан операци кунне палăртрĕç. Упăшкан ӳпкин пĕрре виççĕмĕш пайне касса илчĕç. Хирург çĕçĕпе каснине кашнин организмĕ тĕрлĕрен йышăнать çав. Тухтăрсем ирĕк парсан мăшăра курас терĕм. Палатăна кĕтĕм те — чĕрĕк ытла ĕмĕр пĕрле пурăннă çынна паллаймарăм. Кравать çинче вĕрсе хăпартнă пысăк хăмпа аса илтерекен арçын выртать. Упăшка хытă начарланнăран 42-мĕш виçеллĕ тумтир тăхăнма пуçланăччĕ — ку çын вара 50-мĕшлине вырнаçаять-ши? <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Никĕс шанчăклă, стена çирĕп

Хаçат корреспонденчĕсем предприяти хапхинчен бетон блоксем тиенĕ КамАЗ, ют регион номерĕллĕскер, тухнине асăрхаса тĕлĕннине туйрĕ пулас та — «Чебоксарский» ял строительство комбиначĕн генеральнăй директорĕ Валентин Иванов тӳрех уçăмлатрĕ: «Ним тĕлĕнмелли те çук. Чăваш Енри стройкăсене бетон изделисемпе тивĕçтеретпĕр, çав вăхăтрах пирĕн продукцие кӳршĕ облаçсемпе республикăсем те нумай туянаççĕ — Ульяновск, Чулхула облаçĕсем, Мари Эл, Тутарстан, ыттисем…» Комбинат продукцийĕн пахалăхĕ пысăк, ассортимент пуян — чи малтан çакă илĕртет.

Яла та, хулана та

– «Чебоксарский» ССК историйĕ 1962 çулта йĕркеленĕ пысăк мар предприятирен пуçланнă, — калаçăва тăсать Валентин Валентинович. — Çĕршыва апат-çимĕçпе тивĕçтермелле пулнă, çакна тӳрре кăлармашкăн яла аталантармалла. Çак тĕллевпе туса хунă та ял строительство комбинатне. Темиçе çултанах вăл республикăри строительство индустрийĕн чи пысăк предприятийĕсенчен пĕри пулса тăнă.

Выльăх фермисем, садиксемпе шкулсем, ытти çурт-йĕр – ялсенче комбинат тимĕр- бетонĕнчен çĕкленĕ объектсен шучĕ çук. Бетон — çирĕп те паха материал, унăн ĕмĕрĕ вăрăм — çавна май вун-вун çул каялла хута янă объектсенчен нумайăшĕ паян кун та чип- чиперех ĕçлет.

Чăн та, комбинатшăн паян ял строительстви кăна кăтартуллă мар. Ку пĕр тапхăр ялсенче стройкăсем пулманнинчен те килнĕ-тĕр — çавăнпа хуласем валли те ĕçлеме тытăннă. Халь ССК продукцине нумай туянакансен шутĕнче — хуласенче пурăнмалли çурт-йĕр, ытти об±ект çĕклекен пысăк строительство организацийĕсем. «Регионжилстрой», «Монолитстрой», ПМК-8, ыттисем…

Тепĕр тесен, Валентин Иванов палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче ялсенче те стройка нумайланни сисĕнет. Паян çĕршыв, республика ертӳлĕхĕ енчен ял аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Хуçалăхсем, фермерсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса фермăсем, управсем тăваççĕ, ялсенче çĕнĕ ФАПсем, культура çурчĕсем, садиксемпе шкулсем çĕкленеççĕ. Е тата — ял ипотеки, унпа усă курса вун-вун çемье çĕнĕ çурта куçнă та ĕнтĕ. Эппин, комбинат продукцийĕ ялта та кирлĕ — предприяти производствăна ӳстерсех пыма хатĕр. Çав шутра — производствăна анлăлатса, ĕçсене автоматизацилесе.

Валентин Валентинович пĕр самант çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ: комбинат клиентсен саккасĕпе кирек мĕнле издели те хатĕрлеме пултарать — «салтак тӳми кирлĕ тесен бетонран çак чечеке те тăвăпăр». Бетон чечек ыйтакан пулĕ-и — калама хĕн, анчах ялта хăпартса лартмашкăн коттедж саккас пама — тархасшăн. «Проект кăна пултăр — миллиметр таран тĕрĕс виçеллĕ çурт туса парăпăр», – шантарать генеральнăй директор. Çакăн валли оборудовани те, ăста кадрсем те пур. Чи кирли вара — ĕçлес кăмăл. Вăл та пур.

Пирĕнсĕр стройка çук

ССК пĕр вырăнта тăмасть, малаллах аталанать. Оборудование çĕнетсех пыраççĕ. Бетонпа раствор цехне туллин автоматизацилени çинчен кăмăллăн пĕлтерчĕç: çакăн валли пысăк укçа уйăрнă. Ертӳçĕ «мостовой» текен икĕ кран туяннине уйрăммăн палăртрĕ. Çĕнĕ ĕçсен шутĕнче — комбинатра панель çуртсем туса кăларма тытăнни. Нумай хутлă çуртсен стенисене формăламалли кассетăсем туяннă — ĕçе пуçăннă.

Паянхи технологисем 21 ĕмĕрти «панелькăсене» совет саманинчи çуртсенчен лайăхрах тума май параççĕ: кунта панеле виçĕ сийлĕ тăваççĕ. Икĕ енчен — бетон, варринче — утеплитель. Панельсене хатĕрленĕ чух бетона пăшăхлаççĕ – конструкцисем çирĕп пулаççĕ. Тата — ăшă, çăмăл. Çакнашкал панельсенчен тунă хваттерсенче пурăнакансем çуркунне ăшша ыттисенчен маларах чараççĕ-мĕн — пурпĕр сивĕ мар. Эппин, ăшă энергийĕпе сахалрах усă курса перекетлеме те май пур. Тепĕр енчен, кунашкал çуртсене тăвасси хăвăрт: панеле кранпа çĕклесе вырнаçтартăн — стена пулчĕ те.

Тĕрĕссипе, бетонсăр стройка çук вĕт. Панель çуртсене илес тĕк — вĕсем çĕр проценчĕпех бетонран. Анчах кирпĕч çуртсенче те тимĕр-бетонсăр ĕç кăларма çук — вăл унта та, Валентин Валентинович каланă тăрăх, çуртăн пĕр 40 процентне йышăнать. Ан тив, стенисем кирпĕчрен пулччăр, анчах свайсем, никĕс, пусмасем, хутсен хушшисем тата ытти те — бетон тӳпи питĕ пысăк. Халь кирпĕчрен текен çуртсен облицовки кăна çак метериалтан пулнине кура тимĕр-бетон пушшех хисепре. Пĕр сăмахпа, ССК продукцийĕсĕр стройка пулма пултараймасть. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Хулара чухне хама ывăннă пек туяттăм»

Хурăн çулçисен шĕпĕл-шĕпĕл ташши, таса çăл куç шывĕ шăнкăртатса юхни, пыл хурчĕсем сĕрлесе вĕçни, çулнă курăк шăрши сарăлни… Çаксем калама çук çывăх унăн чунне. Çут çанталăкпа пĕр кĕвĕре пурăнма хăнăхнă çын хулара ăçтан тытăнса тăрайтăр ĕнтĕ? Муркаш районĕнчи Ярапайкасси каччи Владимир Григорьев та, çĕр-çĕр ял çамрăкĕ пекех, хăй вăхăтĕнче тĕп хулана вĕренме кайнă, унта ĕçе вырнаçнă. «Хулана кайăр, çын пулăр», — ăс парать-çке чылай чухне ывăлĕ-хĕрне ял çынни. Анчах шурă Шупашкарта пурăннă Владимирăн чунĕ тăван тăрăхаллах туртăннă. Каçсерен ял сăнĕсем тĕлĕкре те курăннă…

«Шăнкăрч вĕлли» — ун валли мар

Ăраскал епле килсе тухассине никам та пĕлмест. Пурнăçра çынна хăйĕн вырăнне тупма та çăмăл мар. Владимир Григорьев 1987 çулта çут тĕнчене килнĕ. Ялти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Хулара тымар яма палăртса хунăскер вăл вăхăтшăн чи сумлă профессисенчен пĕрне — экономиста — суйланă. Çавăнпа мал ĕмĕтлĕ каччă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн /халĕ — аграри университечĕ/ алăкĕн хăлăпне хăюллăнах пырса тытнă, вĕренме çăмăллăнах кĕнĕ. Алла диплом илсен тĕп хулари пĕр организацие бухгалтерта ĕçлеме вырнаçнă. Юлташĕпе хваттер тара илсе пурăннă…

«Хулара нумай çул пурăнаймарăм. Кун пек пурнăç ман валли мар. Ларатăн тăватă стена хушшинче, шăнкăрч вĕллинчи пек. Монитор çине пăхса та ывăнтăм. Хваттершĕн те кашни уйăхрах чылай укçа кăларса хума тиветчĕ. Яла çывăхрах пулас тесе Муркаш районĕн администрацийĕн финанс пайне ĕçе вырнаçрăм. Кашни кун киле çӳреттĕм. Виçĕ çултан пăрахрăм: ялан çул çинче пулмалла, шалăвĕ те пысăках мар. Хушма хуçалăха аталантарма пуçларăмăр. Атте Геннадий Владимирович вырăнти «Дружба» колхозра платникре, столярта ĕçленĕ. Алли ылтăн унăн. Йывăçран темĕн те пĕр ăсталать. Темиçе çул каялла хăй тĕллĕнех вĕлле хурчĕсем пăхма хăнăхрĕ. Каярахпа çак ĕçе пире те, аннепе иксĕмĕре, явăçтарчĕ. 2014 çулта аттепе вĕллесем тума тытăнтăмăр. Çывăх çыннăм малтанах ятарлă станоксем ăсталарĕ. Хăшнепĕрне туянтăмăр. Ытларах вун ултă рамăллă вĕллесем тăватпăр. 12 тата 10 рамăллисене те ăсталатпăр. Кунсăр пуçне хурт-хăмăр ĕçĕнче усă курмалли, рамăсем упрамалли тата йăтмалли ларсемпе ещĕксем, магазин-рамăсем лартса памалли корпуссем тăватпăр. Халăхăн менталитечĕ улшăнчĕ — халĕ çынсем килти хуçалăхсенче пыл хурчĕ ытларах тытма пуçларĕç. Паянхи кун вĕллене тĕрлĕ материалран ăсталаççĕ, анчах нумайăшĕ йывăçран тунă вĕлле ĕмĕрлĕх пулнине ăнланчĕ», — паллаштарчĕ Владимир Геннадьевич.

Бухгалтертан — депутата

Григорьевсен килти пĕчĕк мастерскойĕнче меллештернĕ, сарă, кăвак тĕссемпе сăрланă, çутă шăвăç витнĕ вĕллесем чăнах та картина çинчи пекех илемлĕ, ятарлă цехра е фабрикăра кăларнинчен нимĕнпе те кая мар. Владимир ирĕклĕрех вăхăтра çывăх çыннисене ылтăн хуртсене пăхма пулăшать. Ытларах ку енĕпе ашшĕпе амăшĕ ĕçлеççĕ. Амăшĕ Людмила Николаевна малтан колхозра вăй хунă, халĕ, мăшăрĕ пекех, — тивĕçлĕ канура.

Çемье выльăх-чĕрлĕх те нумай усрать. Вĕсен икĕ ĕне, сурăхсем, хур-кăвакал, чăх-чĕп чылай. «Йăмăкăмпа шăллăм Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Татьяна республикăри клиника больницинче медсестрара ĕçлет, халĕ — декрет отпускĕнче. Саша сутуçăра тăрăшать.

Канмалли кунсенче яла пулăшма килеççĕ. Ярапайкассине таврăннăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Вырăнĕ лайăх кунта. Çулсем пур, кирек ăçта та тухса кĕме пулать. Шупашкара çитме те 40 çухрăм кăна. Ялта пурăнма условисем те начар мар. Ярапайкассинче çамрăксем валли çĕнĕ клуб çĕклеççĕ, шкул, ача сачĕ, лавккасем пур. Клуб çумĕнче пултарулăх ушкăнĕ аван ĕçлет. Сăмах май, пĕр тапхăр вырăнти депутатра та ĕçлеме тӳр килчĕ», — калаçăва тăсрĕ Владимир. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çичĕ çултах çăкăр пĕçернĕ

Татьяна Кузнецова (хĕр чухнехи хушамачĕ — Андреева) Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Анчах ун чухне пирĕн тĕп хуламăр хальхи пек пулман, унăн тытăмне 17 ял кĕнĕ. Татьяна Семеновнăн килĕ çавсенчен пĕринче, Грязево ятлинче, пулнă. 100-е яхăн пӳртлĕ яла каярахпа Будайка та тенĕ. Сăмах май, Василий Чапаев та унта çитĕннĕ.

Чапаев манăн аттерен икĕ çул çеç аслă пулнă. Вĕсем час-асах пĕрле вылянă, чупса çӳренĕ. Атте каланă тăрăх, ун чухне вĕсен кĕпи те шалпар пулнă, хĕрарăм тумне аса илтернĕ, — калаçу пуçарчĕ «вăрçă ачи».

Вĕсем Чапаевпа аякран тăван лекеççĕ текен шухăш та пур. Анчах кун пирки татăклăн калама çук. Çакна çирĕплетме унăн пĕртăванĕн хĕрĕ архивсене çӳренĕ, хальлĕхе ыйту тĕпĕ-йĕрĕпе уçăмланман-ха.

Вăрçăчченхи çулсене астумасть Татьяна Семеновна, 1933 çулта çуралнăскер ун чухне пĕчĕкрех пулнă. 9 çул аслăрах пиччĕшĕ Атăл çинчи ресторанта ĕçленĕ. Унтан… вăрçă пуçланнă. Таврара пурте пăлханнă: хăшĕ макăрнă, хăшĕ çухалса кайнипе ним тума та пĕлмен. Усал хыпар час сарăлать çав...

— Ырри нимĕн те çукчĕ, — терĕ Татьяна Семеновна. — Аттене фронта илсе кайрĕç. Ят тухсан анне ăна ăсатма ирхи 4 сехетре çар комиссариатне тухса утрĕ. Хытах макăрчĕ. Пичче юлчĕ, анчах 1942 çул хыççăн ăна та вăрçа илчĕç. Вăл фронтра 4 уйăх çеç пулчĕ, ăна тӳрех Курска хӳтĕлеме илсе кайнă. Çав çапăçура пичче паттăррăн пуç хунă. Манран 4 çул аслăрах аппана 1943 çулта ФЗОна илсе кайрĕç. ХЭМЗ тетчĕç ăна, Украинăран илсе килнĕскер. Заводра 13-14 çулсенчи ачасем танксемпе самолетсем тата тинĕс çар флочĕ валли продукции хатĕрленĕ. Малтанах вĕсене çак ĕçе мĕнле йĕркелемеллине вĕрентнĕ. Кунĕн-çĕрĕн заводра пулнăран аппа пире те килсе кураймастчĕ, унтах çывăратчĕ. Вĕсем фронтшăн ĕçленĕ, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă.

Чукун çула юртан тасатма çӳренĕ

Вăрçă вăхăтĕнчи ачасен шкула çӳреме нимĕн те пулман, пĕрех тупкаланă. «Танька, атя шкула, унта тутлă булка çитереççĕ», — тенĕ пĕррехинче аслăрах ачасем хĕрачана. Вĕсене итлесе шкула утнă хайхискер. Пĕр сас паллине те пĕлмен хăй. «Çакна вула-ха», — тенĕ вĕрентекен унăн пĕлĕвне тĕрĕслес шухăшпа. «Ой, çу кунĕсенче пĕтĕмпех маннă», — тӳрре тухма хăтланнă çаврăнăçуллă Татьяна. Çак кун уншăн сас паллисемпе те мар, тутлă булкăпа асра юлнă.

— Пĕрремĕш класа кайрăм. Шкул çывăхра марччĕ, унта çитме пирĕн ялтан икĕ тарăн çырма урлă каçмаллаччĕ. Тавран çӳрес пулсан çул тата вăрăмланатчĕ, унтан кайма ӳркенеттĕмĕр. Хĕллехи кунсенче çырмана шуса анаттăмăр та çӳлелле кармашаттăмăр, тепĕр çырмана та çапла парăнтараттăмăр, тинех шкула çитеттĕмĕр. Кашни кун çавăн пек иртетчĕ, — ача чухнехине аса илчĕ Татьяна Семеновна.

4 класс çеç вĕренме май килнĕ унăн. Амăшĕ кашни кун колхоз ĕçне васканă. «Паян чукун çул çине юр тасатма кай-ха», — тенĕ пĕррехинче вăл 8 çулти хĕрне. Пуйăс час-часах çӳренĕрен чукун çула юртан тасатсах тăмалла пулнă. Амăшĕ калани — саккун. Кайнă хайхискер. Шкула çӳрекен ачасем чукун çул патĕнчен иртнĕ чухне Татьяна çурăмпа çаврăнса тăнă. Çапах амăшĕ хушнă ĕçрен пăрăнман, аслисемпе тан тăрăшнă.

— Йывăрччĕ паллах, анчах ăçта кайса кĕрĕн? Вăрçă çулĕсем никамшăн та çăмăл пулмарĕç. Юр тасатакансене апат çитеретчĕç. Астăватăп-ха: тип çупа çĕр улми паратчĕç, тутлăччĕ», — мĕн пуррипе кăмăллă пулма пĕлнĕ Татьяна Семеновна.

Вăл 7 çултах çăкăр пĕçерме пуçланă. Амăшĕпе пĕрле лашапа шыв турттарма çӳренĕ. 1944 çул тĕлнелле ашшĕнчен çыру килнĕ. 50 çула çитнĕскер хăйне çар тивĕçĕнчен хăтарнине пĕлтернĕ. Анчах ăна киле яма васкаман. Саппаса хăварнисене Улатăр вăрманне куçарнă. «Эпир выçлăхра пурăнатпăр, çимелли нимĕн те çук», — пĕлтернĕ çемье пуçĕ çырура.

— Апат енчен хамăрăн та питех марччĕ, — хурлăхлăн палăртрĕ Татьяна Семеновна. — Çĕр улми пурччĕ-ха, анне ăна типĕтетчĕ те икерчĕ пĕçеретчĕ. Акă пĕр михĕ çĕр улми хатĕрлерĕ те атте патне кайма тухрĕ, мана пĕрле илчĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Асанне окоп чавса таврăннă хыççăн пахчана тухса йĕнĕ»

Каласа кăтартать «Тăшман ури кунта ан пустăр» фильмăн авторĕ Алексей Енейкин

Кашни ялти ӳкерчĕк

Ял вăранса çитмен-ха. Çĕрле пуçласа çунă юрпа ĕнерхи кăшт шăнса хытма ĕлкĕрнĕ пылчăка варса хĕрсемпе çамрăк хĕрарăмсем ларса тулнă лавсем пĕрин хыççăн тепри пыраççĕ. Çынсен сăнĕ шухăшлă. Калаçма та пĕр-пĕринпе пусăрăнчăклăн, шăппăнрах сăмахлаççĕ. Лав çине кашни пĕр-икĕ кил урлă тенĕ пекех хĕр е самай ватта сулăннă арçын хĕсĕнет. Кăшт маларах кăна çакнашкал лавсемпе хире ĕçлеме кайнă чухне хăшĕ те пулин юрă пуçлатчĕ е шӳтлĕрех сăмах çавăрса хурса ыттисене хавхалантаратчĕ. Вăрçă пĕтĕм пурнăçа аркатрĕ.

Лав тайăлма пуçланă хапхаллă çурт тĕлне çитеспе кĕçĕн алăкран çап-çамрăк хĕрарăм васкаса тухрĕ, хыçалтанах карчăк хыпăнчăклăн кăштăртатрĕ.

— Кин, кин, типĕтнĕ çăкăр чикме манмарăн-и? Çул çинче хыпкалăн хăть. Ăшăрах тăхăнмаллаччĕ иккен те çав. Юр çуса лартнă ав, — вĕткеленчĕ вăл.

— Юрĕ вăл уйăх палли кăна-ха, ирĕлсе те кайĕ. Хăвăра упраса пурăнăр. Маншăн ан пăшăрханăр. Вăрçа каймастăп вĕт.

— Вăрçине ăна пĕлсе пĕтерейместĕн, паян унта, ыран кунта алхасма пултарĕ. Пĕлсе çитер шуйттан вăйне… Эй тур-тур, вăрçă çине вăрçă манăн ĕмĕре. Ачасем ашшĕне курмасăр ӳсрĕç, халĕ мăнуксене тата мĕн кĕтĕ? Чиперех майлашăнса кайнă пекчĕ пурнăçĕ, ăçтан йăтăнса анчĕ ку инкек? Тен, санăн кайма килĕшмелле марччĕ?

— Ыранах пиртен халăх тăшманĕ туса хуччăр-и? Эрне те иртмерĕ пулĕ-ха Василь Сандрч учителе «Мĕнле вара эпир мухтаса юрланă Ворошиловпа Сталин атте нимĕçе Мускав патне çитме панă?» тенĕшĕнех тытса хупни.

— Каймалла ĕнтĕ, каймалла, нимĕçсене хамăр çĕре таптаттармалла мар. Утăм ярса ан пусчăр кунта. Эсĕ тулĕк хăвна упра, асăрханарах ĕçле, варунта пĕчĕк чĕре тапнине асра тыт. Ашшĕн шăпи темĕнле çаврăнса тухĕ тата. Турă упратăрах ăна! Килте арçын пулмасан пурнăç тума йывăр.

Лавсем чарăнса тăмарĕç — çамрăк хĕрарăм ватă çынна васкаварлăн ыталарĕ те лав патне чупрĕ. Карчăк хыçалтан тĕмсĕлсе пăхса хĕрес хыврĕ, куççульне шăлчĕ…

Пилĕк çын пуçне — пĕр пуртă

Тĕрĕссипе, çакнашкал ӳкерчĕке 1941 çулхи юпа уйăхĕн юлашки икĕ кунĕпе чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче республикăри кашни ялтах курма май пулнă. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче СССР Оборонăн Патшалăх Комитечĕ Сăр юхан шывĕпе Хусан хулин хушшинче хӳтĕлев чиккисем тăвасси çинчен хушу кăларнă. Чăваш Республикин çĕрĕ çинче çак ĕçсене пурнăçлама ЧАССР Халăх Комиссариачĕн Канашĕн тата ВКП/б/ Чăваш обкомĕн бюровĕн Чăваш АССР Халăх Комиссариачĕн Канашĕн председателĕпе А.Сомовпа ВКП/б/ Чăваш обкомĕн секретарĕ И.Чарыков алă пусса çирĕплетнĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн 17 çултан аслăраххисене явăçтарма тытăннă.

Унта каякансем хĕллехи тумсăр пуçне /эппин, тăван килтен чылай вăхăтлăхах уйрăлса, хăш-пĕр амăшĕн ачисене кукамăшĕ-асламăшĕпе хăварсах, кайма тивнĕ/ кашнинех хăй валли улăштарса тăхăнма ӳтçи тумĕ, ал шăлли, çăм алса, выртса çывăрма минтер пичĕ, утиял, простынь, пĕчĕк хуран, чашăкпа кашăк тата кĕреçе илмелле пулнă. Унсăр пуçне пилĕк çын пуçне — пĕр пуртă, çирĕм çын валли — пĕр лум, вунă çын пуçне пĕр наçилкка хатĕрлеме хушнă. Ĕçе йĕркелесе пыма тата çирĕп пăхса тăма ВКП/б/ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕсемпе депутатсен районсенчи канашĕн ертӳçисене хушнă, каярахпа вĕсем вырăнне ятарлă органсенчи çынсене янă.

— Халăха окоп чавмашкăн илсе кайма пуçларĕç. Пĕр çемьерен тăваттăн тухса кайрăмăр. Вăл вăхăта куççульсĕр аса илме те çук, — каласа кăтартать халĕ Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре пурăнакан 99 çулти Ефросинья Мисякова. Ун чухне вăл 19 çулти хĕр пулнă.

— Пире шкула çӳреме пăрахтарчĕç. Çавăн пек йывăр вăхăтра окоп чавма илсе кайнă, — аса илет Тăвай районĕнчи Юлия Чумышева. — Ун чухне çанталăк кунран-кун сивĕтсе пычĕ. Çĕрĕ те шăнчĕ. Хускатман çĕр тата хытă. Ăна чавасси — чĕр нуша.

— Хускатнă тăпра ирхине пынă çĕре витĕрех шăнса ларатчĕ. Муклашкасене ирхине каллех лумсемпе, пуртăсемпе хускататтăмăр, — каласа кăтартса чуна çӳçентерет Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари Екатерина Петрова.

— Веç катмалла: пĕрехмай лум, лум… Алăран лум кайман. Çанталăк сивĕ. Çĕр шăнса пырать. Ăна ахаль мĕнле катăн? Малтан лумпа чаваттăмăр, кайран аммоналпа сирпĕтетчĕç,

— çав вăхăта таврăнать окоп чавнă чухне 18-та пулнă Куславкка районĕнчи Вăрасăрти Зинаида Тарасова.
Кашни çыннăн шăннă çав çĕре талăксерен вăтамран 1 куб çурăран кая мар кăлармалла пулнă. Ĕç лаптăкне, об˜ектсене тĕрлĕ районтан килнĕ ушкăнсене уйăрса панă. Тĕрĕслесех тăнă.

— Пире сыхласа ĕçлеттерчĕç, — иртнине куç умне кăларать Зинаида Тарасова. <...>

Арсений ТАРАСОВ.

♦   ♦   ♦


«Чĕркуççи çав тери шăнатчĕ»

«Темĕнле Йывăрлăха та тӳсме тивнĕ, нушине пайтах курнă пулсан та пуç усман вăл. Йĕрсе, вăрçăнса, тулашса çӳренине нихăçан та курман. Йывăрлăха шалта тытнă, çын çине кăларман», — çапла хак парать Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнчи клуб заведующийĕ Надежда Гаврилова 97 çулти Мария Кабаковăна. Мария Васильевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тантăшĕсемпе пĕрле окоп чавнă. Надежда Георгиевна ялти культура çуртĕнче Сăр хӳтĕлев чиккине тунисене халалласа выставка йĕркеленĕ.

Вĕсем Çĕнтерĕве лумпа çывхартнă

«Сăр чикки» ят патăм курава. Вăрçă вăхăтĕнче ялтан окоп чавма кайнă хĕрсемпе хĕрарăмсем пирки ыйтса çырса çӳрерĕм. Вĕсен тăванĕсемпе курса калаçрăм, сăн ӳкерчĕкĕсене пухрăм. Çакна хальхи çамрăксем историе пĕлччĕр тесе турăм.

Эпĕ тĕпченĕ тăрăх, Тикашран Сăр хĕррине 13 хĕр ĕçлеме кайнă. Тен, тата пулнă? Ахăртнех, эпĕ пĕлменнисем те пур. Вĕсенчен халĕ ялта Мария Кабакова кăна юлнă. Шел те, тăванĕсем хĕр паттăрсем хăш вырăнта ĕçлени пирки татăклăн калаймаççĕ. Питех пĕлмеççĕ», — пăшăрханса пĕлтерчĕ Надежда Георгиевна.

Паян вулаканăмăрсене вăл тата Тикашра пурăнакан Елена Ленская пулăшнипе Мария Кабаковăн пурнăçĕ çинчен каласа парăпăр. Елена Васильевна — Мария Кабаковăн шăллĕн Василин хĕрĕ, вăл Марийăпа унăн йăмăкне Акулинăна пăхса пурăнать. Акулина Васильевна — 94 çулта, Мария Кабакова вара ялти чи ватă çынсенчен пĕри шутланать, юпа уйăхĕнче 97 тултарать. Мария Кабакова Тикаш ялĕнчех çуралнă. Вĕсен çемйинче сакăр ача — виçĕ хĕрпе пилĕк ывăл – пулнă. Надежда Гаврилова каласа кăтартнă тăрăх, Мария Васильевнăн ашшĕ Василий Кабаков ачисене вĕрентессишĕн çуннă, ялта çил арманĕ те лартнă. Ăслă, анлă тавра курăмлă, ĕçчен çын пулнипе палăрнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Марийăн ашшĕн фронта кайма ят тухнă. «Хĕрĕм, вĕренмелле, çын пулмалла. Питĕ тăрăш», — пил парса хăварнă вăл тĕпренчĕкне. Мария вăрçă пуçланнă çул 16-ра пулнă. Илемлĕ сăн-питлĕ хĕр юрлама, ташлама юратнă. Мĕн пĕчĕкрен учительница пулма ĕмĕтленнĕ. 7-мĕш класс хыççăн Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Авăн уйăхĕнче студентсене Тăвай районĕнчи пĕр колхоза тырă пухса кĕртме янă. Çамрăксем ун чухне йĕтем çинче ĕçленĕ.

«Хĕрсене окоп чавма çавăнтанах илсе кайнă. Мария та хӳтĕлев чиккине тунă çĕрте мĕн вĕçне çитичченех ĕçленĕ. «Çĕрĕ чул пек хытăччĕ, лумпа таккасан та катăлмастчĕ. Лумпа, кĕреçепе ĕçлеттĕмĕр. Чĕркуççи питĕ вăйлă шăнатчĕ. Ăшă çи-пуç çукчĕ. Ĕçлеме вăй пултăр тата кăштах хавхаланас тĕллевпе «По долинам и по взгорьям», «Три танкиста» тата ытти юрра юрлаттăмăр», — аса илсе каласа кăтартнăччĕ юратнă учительница. Студентсене çынсем патĕнче пурăнтарнă. Мария Кабаковăна 1948 çулта диплом илнĕ хыççăн тăван ялне пуçламăш классене вĕрентме янă. Ку шкултах вăрçăран çĕнтерӳпе таврăннă Владимир Терентьев ачасене истории вĕрентнĕ. Нумай та вăхăт иртмен — Мария Васильевнăпа Владимир Терентьевич ял канашне кайса хут уйăрттарнă. Тĕлĕнмелле хитре мăшăрччĕ вĕсем. Владимир Терентьевич купăс калатчĕ, Мария Васильевна юрлатчĕ. Мария Васильевнăн сасси çинçе мар, кăшт хулăнрах, питĕ илемлĕ. Вĕсемсĕр ялта пĕр концерт та иртмен. Владимир Терентьевич пĕр вăхăт шкул директорĕнче те вăй хучĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.