Комментировать

17 Июн, 2021

Регионти пысăк предприятисем çынсене соцконтрактпа ĕçе илме хатĕр

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче регион Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе ЧР Ĕçлев министерстви тата ĕçпе тивĕçтерекен предприятисем (çав шутра — «АККОНД», «Химпром», «Шупашкарти электроаппарат завочĕ», «Пике» çĕвĕ фабрики») республикăри сахал тупăшлă, соцконтракта алă пуснă çынсене ĕçе илесси пирки килĕшӳ тунă.

Ĕçе илнĕ çынна соцконтрактпа килĕшӳллĕн шалусăр пуçне патшалăх уйăхсерен тӳлев, 10361 тенкĕ, парĕ.

Ăна социаллă контракта алă пуснă хыççăн — пĕр уйăх, çынна ĕçе илнине çирĕплетнĕ хыççăн виçĕ уйăх парĕç. Ĕçпе тивĕçтерекенсемпе иртнĕ тĕлпулура ĕçлев министрĕ Алена Елизарова сахал тупăшлă çынсене ĕçе илнĕ чухне йĕркене пăхăнмалли пирки аса илтернĕ: чи малтан социаллă хӳтлĕх пайĕн çемье е çын сахал тупăшлă тесе йышăнмалла, унтан социаллă контракт алă пусмалла, кайран тин ĕç килĕшĕвĕ тумалла. Çак йĕркене пăхăнмасан çын соцконтрактпа килĕшӳллĕн патшалăхран тӳлев илеймест.

Тĕлпулура министр çакна та палăртнă: «Паллах, ĕçе вырнаçсан уйăхсерен тӳлев парса пулăшни çынсене вăй хума, çав ĕç вырăнĕнче тĕпленме хавхалантарать».

2021 çулта Чăваш Енре пурăнакан 562 çынпа соцконтракт тунă, унпа килĕшӳллĕн вĕсене ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ. Пĕлтĕр алă пуснă 1000 ытла контракт вăйра.

Кунсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерекенсемпе иртнĕ тĕлпулура коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче ĕçсĕр юлнă çынсене /ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче 2021 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленнисене/ ĕçе илсен чи пĕчĕк шалăвăн 3 виçи чухлĕ субсиди илме май пурри пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Ăна Социаллă страхлав фончĕ тӳлĕ. Субсидие пайăн-пайăн парĕç, чи пĕчĕк шалăвăн виçипе танлашакан пĕрремĕш тӳлеве /12792 тенкĕ/ ĕçпе тивĕçтерекенсене çын вĕсем патĕнче пĕр уйăх тăрăшнă хыççăн парĕç, иккĕмĕш пайĕ — виçĕ уйăхран, виççĕмĕшĕ тепĕр виçĕ уйăхран куçĕ. Çапла майпа ĕçе илнĕ кашни çын пуçне субсиди 50000 яхăн тенкĕпе танлашĕ. Палăртмалла: ăна илес тесен «Работа в России» порталта программăна хутшăнмашкăн заявлени çырмалла, çавăнтах вакансисем пирки пĕлтермелле.

www.hypar.ru

Реклама.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.