Комментировать

5 Авг, 2021

«Чăваш хĕрарăмĕ» 30 (1207) № 05.08.2021

Истори вырăнĕ хăтлăланать

Ир тăракан тутă пулнă теççĕ. Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхра пурăнакансем ĕнесене кĕтĕве хăваласанах вăрмана çул тытаççĕ. Çĕртме уйăхĕнче хурăн çырли талккăшĕпех пиçет. Хĕрлĕ тĕс çапнă уçланкă тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене илĕртет. Утă уйăхĕнче хура çырла тутланать. Вăрман çимĕçĕ пурин валли те çитет. Ял çыннисем каласа кăтартнă тăрăх, вăр-варрисемшĕн пĕр кунра 18 литр хура çырла татасси ним те мар. Хăшĕ-пĕри ăна уйăхĕпех пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарать. Кĕтмел те пиçнĕ. Ăна та хĕл каçмалăхах татса хатĕрлет ял-йыш. Вăрман çырлапа кăна мар, кăмпапа та, мăйăрпа та пуян.

Çуллахи каникула ачасем мĕнле ирттереççĕ? Тĕрĕс. Вĕсем хавхалансах çырлана çӳреççĕ. Нумайăшĕ сутлăх татать. Хăйне ятăн укçапа пĕри — компьютер, тепри телефон туяннă. Алексейпе Елена Чукмаровсен ывăлĕ Сергей велосипед илмелĕх хура çырла пуçтарнă. Вун виççĕри ачашăн çакă — пысăк савăнăç. Вăл халех укçа хакне пĕлет. Хăйĕн транспортне типтерлĕ тытать.

«Чим, эсĕ вăрмана кампа çӳретĕн?» — Сергейпе калаçу пуçаратăп. Вăл ашшĕпе, амăшĕпе, кукашшĕпе пĕрле çула тухнине хăпартланса пĕлтерет. Килти машина вăрмана кайма чухах. «Хамăр пĕлекен вырăнсенче çырла тататпăр, çавăнпах çухалса каясран хăрамастпăр», — палăртать çаврăнăçуллă хĕрарăм.

Çăкалăхра та, ытти çĕрти пекех, вăй питти çынсем валли ĕç вырăнĕсем çук. Çырла сутса пухнă укçа, паллах, çемье бюджетне пысăклатма май парать.

Чукмаровсем Раççей Геройĕ Леонид Константинов çуралса çитĕннĕ çуртра пурăнаççĕ. Килĕшӳллĕ мăшăр историе кĕрсе юлнă вырăна хăтлăлатма тăрăшать. Нумаях пулмасть вĕлле хурчĕсене хĕл каçармашкăн хуралтă хăпартнă. Хурт-хăмăрпа аппаланасси — çемье пуçĕн киленĕçĕ. Вăл ашшĕпе пĕрле утара сахал мар çӳренĕ. Ача чухнех пыл хурчĕ пăхма вĕреннĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Тухтăр калани витĕмлĕ

Вакцинацие мĕнле çырăнмалла? Прививка ăçта тăваççĕ? Вакцина мĕнле тĕсĕ пулать? Ку ĕçе хутшăнма чаракан сăлтав пур-и? Çак тата ытти ыйту хуравне халĕ электрон пулăшуçă — Telegram мессенджерти чат-бот — урлă пĕлме пулать. Ăна https://t. me/vaktsina—chuvbot ссылкăпа тупмалла.

ЧР Сывлăх сыхлав министерстви хушма çăмăллăхсене пурнăçа кĕртес енĕпе малалла ĕçлет. Тĕслĕхрен, прививка куçса çӳрекен пункчĕсен карттине хатĕрлет. Вăл килтен е ĕç вырăнĕнчен аякра мар вакцинациленме май парĕ.

Атнер ХУСАНКАЙ, филолог ăсчах:

— Çемйипех — анне Вера Кузьминична, мăшăр Гажидма Дамбаевна тата эпĕ — нарăс уйăхĕнчех коро-навирусран прививка тутартăмăр. Пуш уйăхĕнче вакцинацин иккĕмĕш тапхăрĕ витĕр тухрăмăр. Виçсĕмĕр те хамăра лайăх туйрăмăр. Эпир тухтăрсем каланине тĕпе хума хăнăхнă. Çавăнпах пĕр иккĕленӳ те çуралмарĕ. Грипран прививка тăвассине йăлана кĕртнĕ-çке. Ку — урăхлараххи. Пур пĕрех унпа та вăхăтра вакцинациленмелле.

Паллах, килтен тухса кĕмесĕр май çук. Хальхи вăхăтра массăллă мероприятисене хутшăнмасан та лавккана, аптекăна çитсе килме лекет. Прививка тутарнă пулсан та йĕркене пăсмастпăр: маска тăхăнса çӳретпĕр. 

Мария РОМАНСКАЯ.

♦   ♦   


Телей вăрттăнлăхĕ

— «Пурнăç вăл — çут çанталăк, — тетчĕ больницăра час-часах выртакан пĕр хĕрарăм. — Аçа та çапать, çиçĕм те çиçет, хĕвел те пăхать». Темле лайăх пурăнакан çын та ĕмĕрĕпе кулса кăна çӳреймест. Йĕмелли те, тарăхмалли те тупăнать. «Килĕштерсе пурăнас тесен пĕрин ухмаха пеме пĕлмелле» теççĕ халăхра. Дипломат вăрттăнлăхĕсене чухламалла тетĕп эпĕ. Пĕр сăмаха темиçе тĕрлĕ сасăпа та, расна пĕлтерĕшпе та калама пулать. Хăть упăшкупа, хăть ачупа, хăть кӳршĕ-аршăпа çын умĕнче нихăçан та вăрçăнмалла мар. Намăслантарать ку. Каламалли пур-и? Килне таврăн та — кăмăл мĕншĕн хуçăлнине ăнлантар. Çын умĕнче кăшкăрашни пĕрре хăвна лайăх мар, теприне те кӳрентерет, — тет Комсомольски районĕнчи Юнтапара пурăнакан Галина Скворцова.

Пурнăçра хура-шурне самай курнă хĕрарăм сăмахĕсене уйрăмах çамрăксем ăса хывсан аван паллах. Аллă çул пĕрле пурăннă мăшăртан тĕслĕх илмелли пурах.

«Инçе кайсан – таврăнмăн»

Галина Степановна Комсомольски районĕнчи Йӳç Шăхальте çуралса ӳснĕ. Вячеслав Васильевич — çак районти Юнтапа каччи. Пĕр шкулта вĕреннĕ çамрăксем пĕр-пĕрне палланă паллах. 1967 çулта йĕкĕтĕн салтака кайма ят тухнă. Хĕр аттестат илсен Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. 1969 çул вĕçĕнче, 70-мĕшне кĕтсе илме хатĕрленнĕ чухне, салтакран тин таврăннă каччăпа сту-дентка уяв каçĕнче тĕл пулнă. Çамрăксен хушшинче туслăх çакăн чухне йăл илнĕ те.

— 3,5 çул вĕреннĕ эпир. 1971 çулхи нарăс уйăхĕнче фельдшер дипломне илмеллеччĕ. Темиçе çулта пĕрре çамрăк специалистсене направленипе Совет Союзĕпех салататчĕç. Кун пирки Славике систертĕм. «Ой, унта кайсан сана кĕтмелле те мар», — терĕ вăл. Хăйĕнчен инçе ямасса пĕлтерчĕ. Патшалăх экзаменĕсем пуçланиччен хушамата улăштарса ĕлкĕрес тесе кăрлач уйăхĕнче туй турăмăр. Нарăс уйăхĕнче диплом илтĕм те кӳршĕ ялти Шурутри больницăра ĕçлеме пуçларăм, — тет ырă кăмăллă та ăшă чунлă хĕрарăм.
40 çул тăрăшнă вăл ялти больницăра. Дежурнăй медсестрара ĕçленĕ, медицина аслă сестрин тивĕçне 15 çул пурнăçланă.

— Ун чухне самани урăхларахчĕ. Халĕ ачасемпе 3 çул та ларма юрать. Саккунне пĕлмен-ши? Тен, пирĕн те ытларах пăхма ирĕк пулнă? Ача çуратнă хыççăн шăп та лăп 56 кунран ĕçе тухрăм. Иккĕмĕшĕпе виçĕ уйăх ларнăччĕ. Юрать-ха ача пăхма хуняма пулăшрĕ. Эпĕ качча килнĕ чухне çамрăкчĕ-ха вăл, 49 çултаччĕ. Лидия Семеновна пиртен уйрăлнăранпа 20 çул çитет ĕнтĕ. Колхозра ĕçлекенскерне пай уйăрса паратчĕç. Ĕçрен таврăнсан хире васкамаллаччĕ. Çĕр улми те, кăшман та çумламаллаччĕ. Хуняма пенсие тухсан пайне илме пăрахнă паллах. Эпĕ хамăн ĕçре тăрăшнă, упăшка хăйĕн тивĕçне пурнăçланă, — кун-çулĕпе паллаштарнă май малалла тăсăлать сăмах çăмхи.

Оптимизаци пуçлансан больницăри ĕç вырăнĕсене чакарнă. Пушаннă вырăнта ваттисен çурчĕ уçнă. Унăн ĕçне йĕркелесе пыма Галина Степановнăна шаннă. 5 çул — 60-а çитиччен — ертӳçĕре тăрăшнă çапла.

Кил хуçи вара малтан пушар машинипе ĕçленĕ. Совпартшкулта вĕренме сĕнсен хирĕçлемен Вячеслав Васильевич. Комсомол организацийĕн, профсоюз комитечĕн секретарĕ пулнă. Ĕçленĕ вăхăтрах партин аслă шкулĕнче ăс пухнă. Профком председателĕн, партком секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Кун хыççăн 5 çул ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тӳр килнĕ. Хуçалăх ревизи комиссийĕн председателĕнче те вăй хунă.

Тăрăшуллă та хастар Скворцовсем иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.