Комментировать

2 Сен, 2014

«Хускану - пурнăç»

Çапла çирĕплетеççĕ ирхи зарядкăна тухнă çынсем. «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум çывхарнă май Шупашкарта «Çăлтăрпа пĕрле - зарядкăна» акци старт илнĕ.

Йĕркелÿçĕсем хула çыннисене кашни шăмат кун тĕрлĕ лапама йыхравлаççĕ. Акă Мускав районĕнче пурăнакансем Берендей вăрманне васканă, вĕсемпе пĕрле зарядкăна тĕнче чемпионки тата рекордсменки, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Алина Иванова, депутатсем, предприяти-организаци ертÿçисем тăнă. Ленин районĕнчисем Лакрей вăрманĕнче савăннă. Вĕсене Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков саламланă. Наци библиотеки, 17 тата 37-мĕш шкулсем умĕнчи лапамсенче те вун-вун çын пухăннă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем çавăн пекех Трактор тăвакансен культура керменĕ умĕнче тата «Спартак» стадионта иртнĕ зарядкăна тухнă. Тĕрлĕ хускану тума вĕсене республикăри паллă аэробçăсем Оксана Дьячукпа Алексей Германов вĕрентнĕ.

А.ПЕТРОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.