Комментировать

2 Сен, 2014

Çĕр хăвăлĕнчи мăнастир

Пенза облаçĕнчи Наровчат районĕнче Сканово ялĕ пур. Кунта XVII ĕмĕрте хĕрарăмсен Троица-Сканово мăнастирĕ пулнă. Унччен ăна Сканово çĕр хăвăл мăнастирĕ тенĕ. Хăвăла манахсем чавса тунă. Ăсчахсемпе археологсем каланă тăрăх - ăна Киев-Печера мăнастирĕнчен те маларах никĕсленĕ.

1667 çулта пушарта архиври хутсем çунса кайнă, çавăнпа тĕрлĕ сăмах-юмах çÿрет. Вĕсенчен пĕрне ĕненес тĕк - кунта Нарчатка ятлă княгиня пуç хунă. 1237 çулта ку тăрăхра пысăк, хаяр çапăçусем пулса иртнĕ. Буртассемпе пăлхарсем тутар-монголсене хирĕç çапăçнă. Вăйсем тан пулман. Нарчатка çарне тăшман çапса аркатнă. Çар пуçĕ хĕрарăм вара кÿлле сиксе вилнĕ. Çакăн хыççăн манахсем шăтăк чавма, княгиньăшăн кĕлĕ тума пуçланă.

Çĕр айĕнчи мăнастир ту çинче вырнаçнă. Унта 236 картлашкапа хăпармалла. Ту пуçламăшĕнче çăл куç тапса тăрать, шыва кĕмелли вырăн пур. Эпĕ малтан çавăнта чăмса тухрăм, кайран ту çине улăхрăм.

1976 çулта ăсчахсем çĕр хăвăлне тĕпченĕ. Унта ялан 12 градус ăшă тăрать. Тăршшĕ - 670, çÿллĕшĕ - 2 метр. Вăл вунă хутлă пулнă, халĕ виççĕшне çеç курма май пур. Аялтисем çĕрпе хупланнă.

Тепĕр халап тăрăх - çĕр айĕнче кÿлĕ пур. Унта авалхи шур сухалсем пурăнаççĕ имĕш. Манахсен çĕр айĕнче сыватмăш та пулнă. Унта тĕрлĕ йышши курăкпа сипленĕ. Шыв тата апат-çимĕç пăсăлмасть, çара çерçисемпе шăшисен виллисем те çĕрмеççĕ теççĕ. Çĕр хăвăлĕнче сасă тĕлĕнмелле хăватлă янăрать. Шăппăн калаçнине те уççăнах илтме пулать. Çакăн пек асамлă вырăнта пулса курма тÿр килчĕ мана.

Николай КИРЮШИН

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.