«Хресчен сасси» 28 (2866) № 28.07.2021
Тăкаксăр, вăхăтра пуçтарса кĕртесчĕ
Кăçал çĕр ĕçченĕсен 550 пин гектар çинчен акни-лартнине пуçтарса кĕртмелле. Çав шутра пĕрчĕллĕ культурăсем — 294,5 пин гектар çинчен. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 3,5 пин гектар ытларах.
Çанталăк шăрăх тăнă май пĕрчĕллĕ культурăсем иртерех пулса çитнĕ. Çавăнпа çĕр ĕçченĕсем вырмана пĕлтĕрхинчен 10 кун маларах тытăннă.
— Юлашки икĕ çулта республикăри аграрисем тырă самай туса илнĕ, 1 млн тонна патне çывхарнă. Кăçал çанталăк условийĕсене кура Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те тухăç пĕчĕкрех пулĕ. Пирĕн тĕллев — чĕр тавара вăхăтра, тăкаксăр пуçтарса кĕртесси. Çак ĕçе мĕн пур комбайна явăçтармалла, — палăртнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
Тăвай районĕнче те уй-хирте ĕç шавĕ татăлмасть. Пĕрчĕллĕ культурăсене вырнипе пĕрлех выльăх апачĕ те хатĕрлеççĕ. Хальхи вăхăтра кĕрхи тулă, ыраш, сĕлĕ, пăрçа лаптăкĕсем 1 пин гектар ытла пушаннă. Хирте 11 комбайн ĕçлет. Пӳлмене 2 пин тоннăна яхăн «сарă ылтăн» кĕнĕ. Чăн та, иртнĕ çулхипе танлаштарсан тухăç пĕчĕкрех, районĕпе вăтамран 19,3 центнер кăна.
Ку тăрăхри Вячеслав Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕн уй-хирĕнче сарă тырă варкăш çилпе чӳхенсе ларать. Ашшĕпе пĕрле ывăлĕ Вениамин та хĕрӳ ĕçре. Вăл ACROS 595 комбайнпа кĕрхи тулă вырса пуçтарать. Вячеслав Владимирович вара хиртен чĕр тавара машинăпа турттарса тăрать. Иртен пуçласа каçченех вĕсем пĕрле, вырмара. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Пăшалтан персен те парăнман
Чăваш халăхĕ юмана яланах хисепленĕ. Вăл юмахсенче те, юрăсенче те час-часах тĕл пулать. Ывăл çуралсан паттăр та тĕреклĕ çитĕнтĕр тесе Юман ят панă. Çавăн пекех паян та эпир пĕр-пĕрне çуралнă кунпа саламланă чухне юман пек çирĕп сывлăх сунатпăр. Çакă ахальтен мар. Вăл — тĕреклĕ, нумай çул ӳсекен йывăç. Вăтамран 300-500 çултан кая мар çитĕнет. Экологи лайăх, çитĕнме услови çителĕклĕ çĕрте пин çултан та иртнĕ тĕслĕхсем пур. Акă Палестинăри Хеврон хулинчи Мамврийски юман 5 пин çула çитнине çирĕплетеççĕ.
Пĕлтĕр «Раççей йывăçĕ — 2020» онлайн-конкурс иртнĕччĕ. Унта пирĕн республикăри Муркаш районĕнчи Ильинка вăрман хуçалăхĕнчи юман та хутшăннăччĕ. Вăл иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Сăмах май, унти патвар йывăçа Чăваш Енри чи аслă юман теççĕ. Унпа пĕр çуларахри пирĕн районта та пур. Вăл миçе çул ӳснине специалистсемсĕр палăртма çук.
Çак юман Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Ульяновка вăрманĕ варринче вырнаçнă. Кунта пурăнакансем каланă тăрăх, 1930 çулсенче тĕрлĕ ялтан килнисем çакăнти йывăçсене касса, тымарĕсене кăкласа хăйсем валли пурăнма тата тыр-пул çитĕнтерме çĕр хатĕрлесе ял йĕркеленĕ.
— Манăн атте Ульяновкăна пурăнма килнĕ пĕрремĕш çынсенчен пĕри. Вăл каласа панă тăрăх, малалла лайăх çул пулманнипе шăпах çак юман патĕнче лашисене тăварса йывăç кăклама кайнă-мĕн. Ун чухнех вăл пысăк та тĕреклĕ пулнă. Ăна темиçе хутчен те касма шут тытнă, çакна çирĕплетекен ятарлă тăмха пĕрре кăна мар çапнă. Вĕсем паян та паллă. Темшĕн никамăн та алли çĕкленмен: патвар юмана йăвантарма çăмăл марри те шиклентернĕ пулĕ. Маларах унăн çумĕнче тепĕр юман та пурччĕ, вăл пĕчĕкрехчĕ. Ăна каснă. Çывăхрах чăрăш та ӳсетчĕ, унăн вуллин диаметрĕ 1 метр та 5 сантиметрччĕ. Вăрманçăра вăй хунă май манăн тĕрĕслев çакăнтан пуçланатчĕ, çавăнпа кунти йывăçсене питĕ лайăх пĕлетĕп, — терĕ 20 çул вăрманçăра тăрăшнă Валерий Васильев.
1976 çулта ватă юман тавра карта тытма та шут тытнă. Тĕрлĕ сăлтава пула май килмен. Каярах вара манăçа тухнă. <...>
Ольга ПАВЛОВА. Патăрьел районĕ.
♦ ♦ ♦
«Чир икĕ хутчен ураран ÿкерчĕ»
Çĕршывра, республикăра вакцинаци тутаракансен йышĕ ӳссех пырать. Июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне Раççейре 57518336 çын вакцинациленнĕ пĕрремĕшпе иккĕмĕш компонента шута илнипе . Çав шутра 23,72% — коронавирусран пĕрремĕш хутчен, 15,63% туллин прививка тутарнă.
Чăваш Енре лару-тăру еплерех-ха? Асăннă вăхăт тĕлне 225 пин çын вакцинациленнĕ /республикăра пурăнакансен 18,63%/. Талăкри кăтарту — 3238 çын.
Куславкка районĕнчи «Родина» ЯХПК ертӳçи Людмила Емельянова иккĕленмесĕрех вакцинациленме сĕнет:
— Усал амак икĕ хутчен ураран ӳкерчĕ мана. Чи малтан иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче ковид çаклатрăм. Çав тери йывăрмĕн ăна чăтса ирттерме. Больницăра икĕ эрне асаплантăм. «Вилетĕпех пулĕ» — терĕм. Кайран та чир мана аса илтерсех тăчĕ. Вăл тапхăрта вакцинаци пирки йĕркеллĕ илтмен те-тĕр.
«Ковидпа чирлесе ирттернисене усал амак тек çакланмасть», — тени тӳрре килмерĕ. Эпĕ те çакна шанса прививка тутарма тăхтарăм — антителăсем сыхласса кĕтрĕм пулас. Анчах кăçалхи июньте каллех чир паллисем çиеле тухрĕç: сасартăк вăй пĕтсе килчĕ, ӳт температури хăпарчĕ, шăм-шак ыратрĕ, сывлама йывăрланчĕ… Çине тăрса сипленнипе кăна унран хăпса пĕтрĕм. Хыççăнах антителăсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттертĕм. Манăн вĕсем 15,7-е çитнĕ. Апла хальлĕхе коронавирусран хӳтлĕх пур. Çапах малашне антителăсене тĕрĕслеттерсех тăрасшăн. Вĕсем чакса кайсан, мана хӳтĕлейми пулсан прививка тутарасшăн. Текех нушаланас килмест.
Пирĕн хуçалăхра ĕçлекенсенчен çурри ытла ĕнтĕ вакцинациленнĕ. Никам хистемесĕр, хăйсен ирĕкĕпех кайса прививка тутараççĕ. Мĕнех, тĕрĕс тăваççĕ. Хамăр сывлăхшăн чи малтан хамăрах яваплă. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Ватă çерçи
Пĕлтĕр Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнчи пĕр çурта Сергей ятлă арçын çемйипе килсе вырнаçрĕ.
— Эсĕ Хĕрлĕ Чутайран мар-и? — ыйтрĕ Сергей хăйĕн çĕнĕ кӳршинчен. — Эпĕ сана унта курнă пек астăватăп.
— Манăн пĕрремĕш «прокурор» унтан пулнă, — терĕ лешĕ.
— Иккĕмĕш вара ăçтан?
— Тупăннă следователь хăраххи! Хăвăн ăçтан?
— Вăрнар районĕнчен. Пĕлетĕн-и, Хĕрлĕ Чутайран качака туянма та хушман…
— Ĕлĕк унта, ял пуçĕнче, хура юпа ларнăран-и?
— Усалли усал-ха пирĕн тăрăхрисем…
— Пĕлетĕп. Арçынсене никама та кӳрентернине астумастăп. Хаярлăхĕ вара аншарли пекех хăватлă, — терĕ кӳрши.
— Унта хĕрсем те маххă памаççĕ…
— Кăна та илтнĕччĕ.
— Каярах юлса пĕлнĕ эсĕ. Хаяр аншарлипе хăналаса пуçна минретнĕ хыççăн çураçтарнă сана. Эппин, хусахсене асăрхаттар: чи малтан манпа, ват çерçипе, калаçмалла, — илтсе юлтăм эпĕ Сергейĕн сăмахĕсене. <...>
Оля МОКИНА. Шупашкар хули.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...