Комментировать

27 Июл, 2021

«Хыпар» 80 (27813) № 27.07.2021

Комбайнсем çителĕклĕ, куллен — уй-хирте

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 42973 гектар вырнă 2020 çулхи çав кун тĕлне — 4723 гектар.

Пĕлтĕрхинчен хăвăртрах

Çак танлаштаруран вырма кăçал пĕлтĕрхинчен хăвăртрах пынине куратпăр. Комбайнсем уй-хире иртнĕ çулхинчен вунă кун маларах, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчех, тухрĕç. Çанталăк типĕ тăнăран, калча тăпраран нӳрĕк илейменрен вегетаци иртнĕ çулхинчен маларах вĕçленчĕ. Çавăнпа республикăн кăнтăр енчи районĕсенче вăхăта çухатмарĕç — техникăна хире кăларчĕç. Кĕрхи культурăсене пухса кĕртеççĕ. Вырма хăвăртлăхĕ куллен ӳсет. Хура пĕлĕтсем кирек хăçан та килсе çумăр пĕрĕхтерессе яланах асра тытаççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче «çанталăк ял хуçалăх культурисемшĕн ăнăçлă йĕркеленмен пирки республикăра тырă иртнĕ çулхинчен сахалрах тухассине» пĕлтерчĕ. Çак чăнлăхпа çĕр ĕçченĕсен те, вĕсемпе кăсăкланакансен те çырлахма тивет. Тыр-пул туса илесси конвейер талăкĕпех шавлакан завод е фабрика мар. Вĕсенче вăл-ку оборудование кал-кал ĕçлеттересси тӳрремĕнех çынсемпе çыхăннă. Тырă тухăçĕ вара çанталăкран питĕ нумай килет. Çак саккуна хирĕç кайса ăнăçтараймăн.

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне кашни гектар çинчи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ республикипе 22,1 центнерпа танлашнă /çулталăк каялла — 36,1/, йĕтемсене уй-хиртен 92806 тонна турттарнă /2020 çулхи асăннă кун тĕлне — 11493 тонна/. Кăçал вырма хăвăртрах пынине çакă та çирĕплетет.

Тырă пухса кĕртекенсен вăхăт саппасĕ пур, вăл хресчене пулăшса пырать. Хăш енĕпе? Нӳрĕ тырра типĕтме хальлĕхе чылай хуçалăхра сушилкăна ĕçлеттермеççĕ, хĕвел ăшшипех типĕтеççĕ.

Паян ял ĕçченĕсен тĕллевĕ — çитĕнтернĕ тыр-пула тăккаламасăр тата хура кĕрччен пухса кĕртесси. Ăна ăнăçлă тата вăхăтра пурнăçлайăпăр-ши? Хуçалăхсен ертӳçисем уй-хир ĕçĕсене иртнĕ çулсенчи пекех йĕркелейĕç-ши? Çак тата ытти нумай ыйту тухса тăрать. Паллă ĕнтĕ: çĕнĕ те хăватлă, юсавлă техникăпа маларах пуçтарса илеççĕ. ЧР хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен тата техника ытти тĕсĕн техника тăрăмне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕ «кĕскен — Технадзор» çавна шута илсе комбайнсене çуллен утă уйăхĕн 20-мĕшĕччен техтĕрĕслев витĕр кăларнă.

— Вырмана маларах тухма тивнĕ пирки кăçал график пăсăлчĕ, — терĕ Владимир Димитриев ертӳçĕ. — Паянхи кун тĕлне ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен — 625, уйрăм çынсен 329 комбайнне шута илтĕмĕр. Технадзор тĕрĕслевĕ витĕр 667-шĕ тухрĕ. Ытларахăшĕ халĕ — куллен уй-хирте. Ку йыш вырма тĕллевне пурнăçлама çитет. Пĕтĕм тыр-пула пухса кĕртме çуллен уй-хире 650-700 кăлараканччĕ. Техтĕрĕслеве явăçтарманни тата 30-40 пур-тăр. Пирĕн инспекторсене вĕсене те тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Кăçал тырă вăтам пулнине кура кивĕ комбайнсемпе пач усă курмаççĕ е тăкак курас мар тесе вĕсене сахалрах ĕçлеттереççĕ.

Паллах, Технадзор комиссийĕ витĕр тухнисен юсавлăх шайĕ инспекторсем пăхманнисемпе танлаштарсан пысăкрах. Патшалăх пошлини тӳлеменнине е ытти сăлтава пула вĕсене кă-тартмасăрах вырмана кăларкаланă тĕслĕхсем те пур.

Çапла пĕтĕмлетес килет: Технадзор инспекторĕсем хуçалăхсене çитсе 667 комбайна тĕрĕсленĕ, техтĕрĕслев витĕр тухнине çирĕплетсе документсем çырса панă тата вырмара ĕçлеме кашни комбайнера ырă суннă тăк — 294,5 пин га тырра пухса кĕртме вăй çителĕклех. ЧР Ял хуçалăх министерствинче те, районсен администрацийĕсенче те вĕсем тыр-пула çурла уйăхĕ вĕçлениччен пухса кĕртессе шанаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Çăкăр карточкипе именмесĕрех усă кур»

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан малтанхи уйăхсенчех фронт çывăхĕнчи хуласенчен заводсемпе фабрикăсене хăрушсăртарах вырăна куçарнă. 1941 çулта раштав уйăхĕнче Сталин ячĕллĕ Харьковри электромеханика тата Ленинградри «Электрик» заводсен цехĕсене Шупашкара эвакуациленĕ. Промышленноç предприятийĕ валли хулара ятарлă вырăн пулманран станоксене хула хĕрринчи таса уя пушатнă. Шупашкарти электроаппарат завочĕ çавăнтан никĕсленнĕ. Раштавăн 8-мĕшĕнче вăл пĕрремĕш продукци — танксемпе самолетсем валли хатĕрсем — кăларнă.

«Пĕрле илсе кайăпăр»

Хулара завод хута кайни пирки хыпар халăх хушшинче хăвăрт сарăлнă. Питĕ пĕлтерĕшлĕ, хăвăрт аталанакан предприяти тесе калаçнă ун пирки. Çынсем сĕннипе 16-ри Ираида Шапошникова та завода ĕçлеме пынă. Кадрсен пайĕн ĕçченĕ Валентина Аксенова ăна ăшшăн кĕтсе илнĕ. Хĕр паспорт çукки пирки, ĕçлес кăмăл пысăккине пĕлтерсен ăна хирĕçлемен, документсăрах йышăнасса, лайăх цеха, С-2, ярасса пĕлтернĕ. Ираидăн С-3 цеха каяс килнĕ, мĕншĕн тесен унта 1942 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнченпе хĕр тусĕ Женя Гальперина ĕçленĕ. Ираида вара завода 1943 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче килнĕ. Хĕр кăмăлне пăсман, ăна С-3 цеха илнĕ. Кайран вăл цех С-8, С-9 пулса тăнă. Вĕсенче Ираида Шапошникова электромонтажница-схемщицăра тăрăшнă.

Сборка цехне ĕçлеме вырнаçас тĕллевпе хĕр цех ертӳçин пӳлĕмне кĕнĕ. Ун умĕнче хитре те çӳллĕ, çар форми тăхăннă арçын тăнă. Вăл Харьковри заводран килнĕ Александр Буйволов пулнă. Каярахпа Ленин премине тивĕçнĕ, завода 20 çул ертсе пынă. Унтан ăна Мускава Наркомпрома куçарнă. Пуçлăх Ираидăна сборщиксен бригадине янă. Александр Васильевич питĕ тимлĕ ертӳçĕ пулнă. Пĕррехинче цех тăрăх утнă чухне вăл Ираида ĕçлекен вырăнта чарăннă та хĕр мĕнле вăй хунине сăнанă. Лутра та çинçешкескер урайĕнчен контакторсене йăтса верстак çине лартнă, вĕсем çумне якорь çирĕплетнĕ. Хĕре хатĕрсене çĕклеме пĕрре те çăмăл маррине, çапах та вăл питĕ тăрăшнине асăрханă пуçлăх. Каярахпа Александр Васильевич ăна хăйĕн пӳлĕмне чĕннĕ те: «Контакторсемпе якорьсене йăтма йывăр сана», — тенĕ. Ĕçрен кăларса ярасран Ираидăн чунĕ юлман. Пуçлăх ăна электромонтажницасхемщицăна куçма сĕнсе: «Чи лайăх схемщица Евдокия Стрелянная патне тăрататăп. Санран питĕ лайăх мастер пулĕ. Вăрçă вĕçленсен, завод Харькова каялла куçсан, хамăрпа пĕрле илсе кайăпăр. Эсĕ тăрăшуллă та яваплă хĕр», — тенĕ. Кун хыççăн вăл пикешĕн ашшĕ пек туйăнма тытăннă. Ираидăна Евдокия Стрелянная çумне çирĕплетнĕ. Нина Примак та пулăшнă ăна. Ырă чунлă, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен çак хĕрарăмсем Харьковран килнĕ пулнă. Вĕсем çамрăксене çĕнĕ профессие вĕрентнĕ. <...>

Алина ИЗМАН.

♦   ♦   ♦


Экологи уйрăмлăхĕсене те шута илмелле

Николай Петров — инженер-геолог, геологипе минералоги наукисен кандидачĕ. Ку профессие вăл ăнсăртран суйласа илнĕ пулин те паянхи кунчченех, кăçал вăл 85 çул тултарнă, çак ĕçрен уйрăлмасть, «Чăвашгипроводхоз» институтра тăрăшать.

Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмашара çуралса ӳснĕскер мĕншĕн шăпине геологипе çыхăнтарнă-ха? «Эпĕ Çĕмĕрле хулинчи вăтам шкулта ăс пухнă. 10-мĕш класра чухне пирĕн пата çак шкула пĕтернĕ икĕ çамрăк килчĕ. Вĕсем Свердловскри сăрт-ту институтĕнче вĕренеççĕ-мĕн. Çамрăксен сăмахĕ пирĕн чуна тиврĕ, уйрăмах пысăк стипендии тӳлени илĕртрĕ. Телее, экзаменсене ăнăçлă тытса аслă шкула вĕренме кĕтĕм. Пĕр класра ăс пухнă 6 ача заявлени панăччĕ. Манпа пĕрле Володя Сазонов та студентсен йышне лекрĕ, кайран наука докторĕ пулса тăчĕ. Пилĕк çулта геолог профессийĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хыврăмăр», — аса илчĕ Николай Федорович.

Унăн пиччĕшĕ Михаил Петров 1961 çулта Шупашкар урамĕсемпе çула тухнă пĕрремĕш троллейбусăн водителĕ пулнă. Ĕмĕрĕпе троллейбус управленийĕнче тăрăшнă. Аппăшĕ Зоя Денисова — юрăç, хĕрарăмсен квартетне йĕркеленĕ. Вăл Саратов консерваторийĕнче вĕреннĕ, Шупашкарта С.Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕн директорĕ пулнă. Унăн упăшки паллă юрăç — Мефодий Денисов. Сăмах май, Николай Федорович та аслă шкулти хорта юрланă. Хорта 220 çын пулнă. Вĕсенчен 45-шĕ Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивальне хутшăннă. Амăшĕ хитре юрланă-мĕн, Васильсурскри чиркӳ училищинче вĕреннĕ. Ашшĕ — вăрçă инваличĕ. Мускава хӳтĕлеме хутшăннă, Мухтав орденне тивĕçнĕ.

Институтран вĕренсе тухсан çамрăк специалиста Уралти геологи управленине ĕçлеме янă. Унта вăл миллион çул каялла çĕр епле пулнине тĕпченĕ. Çав тапхăртах Николай Федорович наукăпа кăсăкланма пуçланă: аспирантурăра пĕлĕвне тарăнлатнă, кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Çемьери сăлтавсене пула Петровсем Кишинева /Молдави/ куçса кайнă. Унта кил хуçи садсемпе иçĕм çырлин плантацийĕсене проектлас енĕпе ĕçлекен институтра тăрăшнă. Молдавири сăрт-тăва тĕпчесе икĕ монографи çырнă. 1990 çулта Петровсем Шупашкара таврăннă. Малтан Чăваш Енри шырав институтĕнче тĕп инженерта вăй хунă, 1996 çултанпа — «Чăвашгипроводхоз» предприятин тĕп геологĕ. Çавăн пекех вăл 1992 çултанпа, ЧПУра географи уйрăмĕ уçăлнăранпа, студентсене вĕрентет.

Николай Федорович палăртнă тăрăх, Чăваш Ен питĕ лайăх тăрăхра вырнаçнă. «Çӳллĕ вырăнта ларатпăр, çавăнпа шалкăм çумăр çусан юхтарса ямасть. Хăш-пĕр районта кăна, калăпăр, Вăрнарта, шыв илме пултарать. Çырма, юхан шыв хĕрринче çуртсем тума юрать, анчах вĕсен уйрăмлăхĕсене шута илмелле. Пирĕн тăрăхри хысаксем темиçе пин çул каяллах «çуралнă». Вĕсен историне тĕпчесе расчетсем тăватпăр. Строительство пуçличчен инженерсен тĕрĕс расчетсем хатĕрлемелле. Паллах, çурт-йĕр хăпартнă чухне хула архитектурине те, экологи уйрăмлăхĕсене те шута илмелле. Ĕлĕк усадьбăсене лайăх вырăнта лартнă: е пĕве, е юхан шыв çывăхĕнче. Шел те, хальхи вăхăтра çав уйрăмлăхсене шута хурасшăнах мар. Микрорайонсенче пĕвесемпе кӳлĕсем, парксемпе скверсем, канмалли лапамсем пулмалла. Çырмасене хупласа çурт çĕклеççĕ. Анчах вĕсене хупланă чухне правилăсене /çĕре сийĕн-сийĕн хурса хытармалла/ пăхăнмаççĕ. Çавăнпа кайран япăх пуласран шиклĕх пур: калăпăр, стенасем çурăлаççĕ… Çурт никĕсне çирĕп туни кăна инкекрен хăтарса хăварма пултарать. Шыв юхса выртать тĕк ăна хăтлăлатмалла. Юхан шывсене пăрăх ăшне хупни япăх пулăм. Акă кил-çуртсенчен тухакан каяш Сăкăт шывне варалать. Шел те, хулари пĕчĕк шывсем тĕлĕшпе лару-тăру япăх. Шупашкар илемлĕ те лайăх вырăнта ларать. Çуртсем çĕкленĕ чухне çав илеме упраса хăварасси пирки манмалла мар», — чунне уçрĕ геолог. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Автобуса утланса çÿренĕ

Вăрçă пуçланнă çул Анна Прокопьева 11-те кăна пулнă. Хĕрача аслисемпе танах ĕçе кӳлĕннĕ. Ăна «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă. Тăхăр теçетке çул урлă каçнă Анна Федотовна ача чухнехи çăмăл мар пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

«Фронта каятăп»

«Асаттепе асаннен 10 ача çуралнă, анчах иккĕшĕ кăна ӳссе çитĕннĕ: Федот /1909 çулта çуралнă/ тата Петр /1916/. Ыттисем пĕчĕклех тĕрлĕ чир-чĕре пула пурнăçран уйрăлнă, — сăмахне пуçларĕ кинемей. — Атте Федот Степанович ăслă-тăнлă çынччĕ. Ишекре вĕренекенскере 6-мĕш класс хыççăн асатте авлантарас тенĕ. Анчах лешĕн авланас килмен курăнать — шкула тухса тарнă. Асатте ăна юлан утпа хăваласа çитсе каялла илсе килнĕ, ампарта виç кун тытнă. Виç кунран лешĕ авланма килĕшнĕ. Хăтана Шăнар ялне кайнă. Анне унран 6 çул аслăччĕ. Хĕрĕн тӳшекки те пулман тет, арча кăна. Туйне пысăккăн тунă. Çĕньялăн вулăс правленийĕнче регистраци тунă, тепĕр кун чиркĕве венчете тăма пынă. Лутраскерсене курсан чиркĕве пынисем питĕ шелленĕ теççĕ. Тепĕр икĕ çултан пĕрремĕш ачи Ирина çут тĕнчене килнĕ. Эпĕ çуралсан çамрăк çемье пӳрт лартса уйрăлса тухнă. Петр та 18-тах авланнă-мĕн. Асаннен пиччĕшĕ Горький хулинче пурăннă. Атте унти автозаводра икĕ уйăх ĕçленĕ, хуларах юласшăн пулнă. Иван пичче пирĕн валли мунча уйăрса панă, çемьене илсе килме хушнă. Атте тăван яла таврăннă та хăйĕн шухăшне каланă. «Мĕнле туйпа илсе килтĕр, çаплах кайса ярăр каялла икĕ ачапа», — тенĕ анне. Вара вĕсем çула тухман».

Федот Степанович çĕвĕ ăсти пулнă. Ялти чылай çынна тăлăп, сăхман тата ытти çĕлесе панă. Красноармейски районĕнче МТС йĕркеленсен трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. Тракторист-комбайнерта ĕçленĕ. «Эпир, ачисем, темшĕн аттепе юнашар выртассишĕн вăрçăнаттăмăр. 1939 çулта вăл Мускаври ял хуçалăх куравне те хутшăннă. 390 гектар тырă вырнă-мĕн. Каярах ăна хĕрарăмсен бригадин бригадирне çирĕплетнĕ. Ун чухне хĕрсем те руль умне ларнă. Вырма вăхăтĕнче анне те комбайнер пулăшуçи пулса унпа пĕрле ĕçлетчĕ. 1940 çулта тырă лайăх пулнăччĕ. Пире те нумай панăччĕ. Ампарта михĕсем шаршанлансах выртатчĕç. Аслисем килте çук чухне Ирина ĕне сăватчĕ. Эпĕ ача пăхаттăм. Асанне пире пĕрмай килсе тĕрĕслетчĕ», — калаçăва малалла тăсрĕ Анна Прокопьева.

Анна шкула çиччĕ тултарсан кайнă. Аппăшĕ Ирина 6-рах шкул сукмакне такăрланă. «1941 çулта тăваттăмĕш класран вĕренсе тухрăм. Ун чухне ялта ача нумайччĕ. Пире каçхине лаша çитерме кайма хушрĕç. Атте ярасшăнах марччĕ: «Çывăрасчĕ, ĕçлеме ĕлкĕрĕн-ха», — терĕ. Манăн ыттисенчен юлас килет-и вара, ун сăмахне итлемерĕм — кайрăм. Автобус ятлă лаша уйăрса пачĕç. Çĕрле юрлаттăмăр, кăвайт чĕртеттĕмĕр. Вырсарникун Красноармейски ярмăркки çитрĕ. Унта çуранах 12 çухрăм утрăмăр. Морс ĕçтереççĕ, камит кăтартаççĕ, каруççелпе çаврăнаççĕ, хĕрсем çавтăнса утаççĕ, каччăсем хут купăс калаççĕ. Питĕ хаваслăччĕ. Анне пирĕн пата чупса пычĕ те вăрçă тухнă терĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ: каччăсем «Три танкиста» юрлама пуçларĕç, ĕлĕкхи юрăсене шăрантараççĕ. Анне кашни ăру валлиех вăрçă тухать тетчĕ. Киле çитрĕмĕр те уя тухса утрăмăр. Атте патне утă уйăхĕнче повестка килчĕ. Ун чухне тырă вырма тухнăччĕ. Ăсатса ятăмăр. Эх, макăратпăр хамăр. Вăл пире 5-шер тенкĕ парса хăварчĕ. Çар комиссариачĕ умĕнче стройра тăнă чухне МТС директорĕ аттене бронь пур тесе хăварма ыйтнă. «Эпĕ фронтах каятăп», — тенĕ вăл. Канашра пуйăса 3-4 сехет кĕтме тивнĕ вĕсен. Вăхăт ирттерес тесе 3-4-ăн хула курма тухса утнă. Нумай çӳренĕ-и, сахал-и, каялла вокзала çитнĕ — çынсем те, пуйăс та çук. Атте вокзал пуçлăхĕ патне кĕрсе кайнă. Вĕсене тепĕр пуйăспа лартса янă. Тепĕр талăкран çитнĕ вырăна», — калаçу çăмхи сӳтĕлчĕ малалла.

Федот Степанов Чулхулари автомобильпе мотоцикл полкне лекнĕ. Малтан училищĕре вĕреннĕ. Ăна унтах ĕçлеме хăварнă, инструкторта тăрăшнă. 1944 çулта фронта яма ыйтса заявлени çырнă, Украина фронтне лекнĕ. Танк батальонĕнче службăра тăнă. Ротăра 259 çын пулнă, тĕрлĕ наци çыннисем. Вăл пĕртен-пĕр чăваш пулнă- мĕн. Анчах пĕр çапăçура ура пĕççине амантнă. Госпитальсенче нумай сипленнĕ салтак. Ватутин генералпа пĕр госпитальте выртнă. Ăна Семашко министр та пырса курнă-мĕн. «Киле сусăр пулса таврăнчĕ. Малтан костыльпех çӳретчĕ. Санаторире 12 хут сипленчĕ. Çапах колхоз ĕçне хутшăнатчĕ. Çăмăлрах ĕçре тăрăшнă, бригадир пулнă. 90 çул пурăнчĕ. Ĕçместчĕ, туртмастчĕ. Ывăлĕсене те çапла пулма вĕрентетчĕ. Фронтра панă пируса сахăрпа улăштарнине калатчĕ. Нумай вулатчĕ. Анне вилсен те ĕне, сурăх усратчĕ. Ĕне сумалли хатĕр те пурччĕ ун. Пире те юр-вар парса яратчĕ. Анне 80 çулта вилчĕ. Вăл та ĕмĕрĕпе колхозра ĕçлерĕ. Хутла пĕлместчĕ, çапах алă пусма вĕреннĕччĕ. Вĕренес кăмăл пулнă ун, анчах амаçури ача пăхмалла тесе шкула яман. «Мĕнле пулсан та вĕренĕр, тăрăшăр», — тетчĕ пире анне. Пур ачи те пĕлӳ илчĕ. Ачисене панă грамотăсене те пуçтарса пынăччĕ», — терĕ Анна Федотовна.

Шăннă çĕр улми — чи тутли

Вăрçă пуçлансан кашни киле /çын шутне кура/ ĕç пайласа панă: тырă вырмалла, çумламалла, утă çулмалла, çĕр улми кăлармалла, купăста касмалла… «Тăратăр пуль, ана кая юлать, намăс пулать», — вăрататчĕ анне. Эпир аппапа иккĕн малтан тухса каяттăмăр, унтан анне кĕçĕннисемпе çитетчĕ. Никама та килте хăварман, пушар тухассинчен хăранă. Каç енне вăл кĕçĕннисемпе киле каятчĕ. Эпир юлаттăмăр. Çум курăка илсе килеттĕмĕр, хĕл валли типĕтеттĕмĕр. Ун чухне утă та сахал пулнă, килте ытларах çĕр улми лартаттăмăр. Пахчари çум курăкранах яшка пĕçеретчĕ апай. 1942 çулта махорка лартма пуçларĕç. Ачасене пухса махорка ӳстерекен звено туса хучĕç. Шăвараттăмăр, çумлаттăмăр, купалаттăмăр, пуçтараттăмăр, килте çураттăмăр, ферма тăррине типĕтме хураттăмăр. Типсен фронта ярса параттăмăр. Ĕне те пурччĕ, анчах сĕтне сахал паратчĕ. Пăрушне колхоза леçнĕ. Çавăн пекех çăмарта, çăм, сĕт параттăмăр. Килте сурăхсем те, кушакпа йытă та пурччĕ.

Каччăсене фронта илсе кайма пуçласан мана виçĕ лаша шанса пачĕç. Кайран утсене те фронта ăсатма тытăнчĕç. Лашана утланса çӳреттĕм. Шкула юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче каяттăмăр. Ĕç вĕçленмен тĕк шкул хыççăн авăн çапма е çĕр улми кăларма утаттăмăр. Пӳрнене касман ача пулман пуль, ман алла та çурла пĕрре мар лекнĕ. Ĕмĕрлĕхе çĕвĕ юлнă. Ун чухне юн юхсан суран вырăнне тăпра тытнă, çĕтĕкпе çыхнă. Çаплах иртсе кайнă, ним тумасăрах. Телее, нимĕнле чир те ермен. Хĕлле юр тытма каяттăмăр. Уйра юр купалатчĕç. Çуркунне ирĕлсе тăпра ăшне кĕтĕр тенĕ. Курăк çулнă, типĕтсе кĕртнĕ. Çапуççипе çапнă. Клевер акатчĕç, каярах куккурус лартма тытăнчĕç. Ялта ĕçрен пăрăнакан пулман. Ман ӳсĕмрисене вăрçă вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн 1947 çултах медаль панă. Каярах мана та лекрĕ. Ĕçленĕ кунсене апай çине çыртарнă, 250 кун план тултармаллаччĕ. Вăрçă хыççăн та нумай ĕçленĕ, ытларах каникул вăхăтĕнче. Алă усса ларман: арланă, çыхнă, тĕртнĕ… Виçĕ пӳрнеллĕ перчетке çыхаттăмăр, ăпăр-тапăр пуçтарса кисет çĕлеттĕмĕр, салтаксем патне çырусем те янă.

Вăрмана вутă хатĕрлеме çӳреттĕмĕр. 12-14-ри ачасем вутă сĕтĕрнĕ. Нумай ĕçленĕ, тăрăшнă, ӳркенсе ларман. Чылай çынна окоп чавма, торф кăларма илсе кайнă. Хамăр шкул тавра та окоп чавтарнăччĕ. Пиччен арăмĕ Екатерина Петрова та окоп чавма хутшăннă. Аннене пĕчĕк ача пур тесе илсе кайман. Вут хутма вутă та çукчĕ килте. Иринăпа пĕрле вăрмана утаттăмăр. Лексен явап тыттарассинчен шикленме те пĕлмен. Вутти макăрнă пек çунатчĕ. Çăмран тĕртнĕ тăларан шăлавар çĕлесе панăччĕ апай. Пальто кĕскеччĕ. Пӳрт тăррисене те улăм витнĕччĕ. Улăмпах пӳрте ăшă-таттăмăр. Улăм çинчех çывăрнă. Ĕне валли апат та çукчĕ.

Шăннă çĕр улми пуçтарма уя утаттăмăр. Çуркунне уйрăмах тутлăччĕ. Ăна сĕтпе, çăнăхпа хутăштарса пĕçернĕ. Вĕттисене шуратмасăрах кукăль тунă. Кантăр çăвĕпе хутăштарнă. Шкула кайнă чухне вăрман витĕр тухаттăмăр. Çăка папкине пуçтарса çиеттĕмĕр. Серте татма, çырла, юман йĕкелĕ, пан улми пуçтарма çӳреттĕмĕр. Асатте крахмал заводĕнче ĕçлетчĕ. Вăл пирĕн валли мезга /çĕр улми жмыхĕ/, патока илсе килсе паратчĕ. Кайран ăна сыснасене кăна çитеретчĕç. Халĕ те ĕлĕкхи йăлана пăрахман — тĕрлĕ курăк пуçтаратăп. Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчен таврăннă чухне пĕр хĕрача кукăль касăкĕ панăччĕ. Вĕсем лайăх пурăнатчĕç. Епле тутлăччĕ вăл! Çав кукăль тути халĕ те чĕлхе çинчех. Урана тăхăнмалли те çукчĕ. Тен, çавна пулах çăпата хуçма вĕрентĕм. Асатте калăпне те хатĕрлесе пачĕ. Кашнин валли çăпата турăм. Ялти пĕр хĕрарăм хĕрĕ валли çăпата туса пама ыйтнăччĕ. Çавăншăн 60 тенкĕ укçа тыттарнăччĕ. Хĕрĕ халĕ те тĕл пулсан тав тăвать. Хĕлле çăматпа çӳреттĕмĕр. Ĕçлеме пуçласан калуш тăхăннă», — аса илчĕ тыл ĕçченĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.