Комментировать

23 Июл, 2021

«Хыпар» 78-79 (27811-27812) № 23.07.2021

Пултарулăхне ĕçпе çирĕплетет

Красноармейски районĕнчи Çеçмер ялĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн ертӳçине Валерий Шумилова тăрăхра пуçаруллă та ĕçчен, йывăрлăхсенчен хăраман, пурнăç таппипе тан пыма тăрăшакан çын тесе хаклаççĕ.

— Валерий Николаевич, хресченĕн çăмăл мар ĕçĕпе ача чухнех паллашни пирки пачах та иккĕленместĕп. Йывăр лава тытса пыма хăçан шут тытнă-ха?

— Эпĕ 1963 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Апи больницăран мана çуратса килсенех мамак ăна: «Анине виçсе хунă. Акă сана çурла, кайса выр», — тенĕ. Вăл вара мана, виçĕ кунхи ачана, кĕлте сулхăнне хунă та тырă вырма тытăннă. Çапла эпĕ çĕр шăршипе ӳснĕ. Хула пирки ĕмĕтленмен, шăпана ялпах çыхăнтартăм. Пилĕк пĕртăван çитĕннĕ эпир. Çĕр ĕçне кăмăлланăран Вăрнарти совхоз-техникума çул тытрăм. 1978 çулта агроном профессине алла илсен тăван тăрăха таврăнтăм. Кунтах тĕплентĕм. Çемье çавăртăм. Мăшăрăмпа, Светлана Дмитриевнăпа, 7 ача пăхса çитĕнтеретпĕр. Вăл кӳршĕ ялтан — Шупашкар районĕнчи Энтимĕркассинчен. Фермер ĕçне иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче пуçăнтăм. 1 гектар çĕр тара илтĕм, çĕр улми лартрăм. Çавăн чухнех çĕрпе ĕçлеме йывăррине аван туйса илтĕм. Çапах çакă мана хăратмарĕ. Ĕçчен çынсенчен тĕслĕх илеттĕм. Мамак, 1902 çулта çуралнăскер, ыррине нумай вĕрентрĕ. 1992 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм.

— Сирĕн хуçалăхăн тупăш илмелли тĕп çăл куç мĕнре?

— Малтан çĕр улми тупăш кӳретчĕ. Пурăна киле çак культурăна лартма пăрахрăм. Ку енĕпе шăллăмăн ывăлĕ Максим ĕçлеме пуçларĕ. Пултаруллă та вăр-вар çамрăк вăл. Каярахпа 15 гектар çĕр тара илтĕм, унта купăста, тыр-пул çитĕнтерме пуçларăм. Çултан-çул лаптăка пысăклатса пытăм. Хальхи вăхăтра пирĕнпе чикĕленекен Шупашкар, Муркаш районĕсенче 140 гектар, хамăр районта 200 гектар çĕрпе усă куратăп. Купăста — 15, нумай çул ӳсекен курăксем 30 гектар йышăнаççĕ, 30-40 гектар хура пусă выртать, ытти лаптăкра тулă, урпа, пăрçа, сĕлĕ ӳсет. Хуçалăхăн тупăш илмелли меслечĕ — тыр-пулпа купăста. Тухăç та вăл кашни çул пĕр килмест. Йĕпе-сапара та нуша — кĕлете вăхăтра кĕртейместĕн. Тăкакне те тӳсме тивет. Кăçал акă шăрăх аптăратать. Купăста вĕри çанталăкра ӳсеймест, ăна сулхăн, çумăр кирлĕ.

— Купăстан хăш сортне лартатăр, вăрлăха ăçтан туянатăр?

— Эпĕ купăста çитĕнтерме пуçланă чухне çĕршывра ытларах «Слава», «Московская поздняя» сортсене лартнă. Паян чикĕ леш енчи гибридсемпе усă куратпăр. Вăрлăхне ют çĕршыв фирмисенчен туянатпăр, калчана финн технологийĕпе кассетăсенче çитĕнтеретпĕр. Тăватă теплица пур. Мари Республикине тăтăшах пĕлĕве ӳстерме çӳретпĕр. Унта кайса курни Голландире пулнă пекех туйăнать. <...>

Мария РОМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Çуралнă тăрăхĕн ырлăхĕшĕн тăрăшать

Этемшĕн тăван çĕртен-шывран хаклăраххи мĕн пур-ши? Çуралса ӳснĕ тăрăхра йывăç-тĕм те симĕсрех, сывлăш та уçăрах, улăх-çаран та, уй-хир те анлăрах, тӳпе те тăрăрах çав.

Шалти туйăм чĕнсен

Тăван çĕр туртăмĕ çынна вун-вун çултан та çуралса ӳснĕ вырăнсене çавăрса çитерет. Сахал мар тĕслĕх пĕлетĕп: ватлăх енне сулăнсан нумай çын ашшĕ-амăшĕн килне таврăнать. Çамрăклах тăван килтен тухса кайнă хăйсем, аякри хуласенче кил-çурт, çемье çавăрса тĕпленнĕ, ачи-пăчине çунатлантарнă. Кун пек чухне ватлăх кунĕсемпе киленсе кăна пурăнмалла пек. Анчах чун-чĕрере канлĕх çук: шалти вăрттăн туйăм таçта чĕнет... Таçта мар, çуралса ӳснĕ тăрăха йыхравлать!

Виктор Волков — ватă çын мар-ха. Вăй питти арçын, хĕрĕх урлă кăна каçнă. Апла пулин те ăна та тăван çĕр туртăмĕ 20-25 çул каялла çунат парса пысăк тĕнчене вĕçтернĕ килне — Муркаш районĕнчи Кĕртекасси ялне — илсе çитернĕ. Çар çынни пулнă вăл. Пĕлтĕр Виктор Александровича Уйкас Янасал ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне суйланă.

Çуртсем пушанаççĕ

Юлашки çулсенче патшалăх ялсене пур енлĕн аталантарма тăрăшать. Унăн сăн-сăпатне улăштарма, çынсен пурнăçне хăтлăлатма тĕрлĕ программа, проект пурнăçланать. Шкулсемпе библиотекăсене, больницăсене тĕпрен юсаççĕ. Çулсерен фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ, медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси лайăхланса пырать. Хушма хуçалăха вăйлатма та майсем çителĕклĕ. Ан ӳркен кăна: е выльăх-чĕрлĕх ĕрчет, е пахча çимĕç ӳстер...

Анчах ялсем ватăлса пыраççĕ. Çамрăксем тăван тăрăхра тĕпленсе пурăнасшăн мар, хуланалла ытларах туртăнаççĕ. «Пирĕн тăрăхри ялсенче акă вăтам ӳсĕмри мăшăрсем иккĕ-виççĕрен ытла мар», — пăшăрханса калаçрĕ Виктор Александрович. Уйкас Янасал ял тăрăхне кĕрекен Уйкас Янасал, Юрпаш, Купăрля, Сосновка, Ваçкасси, Уйкас Апаш, Кĕртекасси ялĕсенче 800 ытла çын, çак шутра 180 яхăн ача, шутланать. Анчах, шел те, çак хисеп прописка хучĕсем çинче кăна. Нумайăшĕ кунта пурăнмасть. Канмалли кунсенче, çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем патне килсе çӳреççĕ-ха ĕнтĕ. «Ялта ача çавăтса утакан çамрăк çемьесене курсан чун савăнать», — тет тăван тăрăхĕн пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан Виктор Александрович.

Канăçсăрланмалли вара, чăнах та, çук мар. Акă Ваçкассинче тем пысăкăш культура çурчĕ пушах ларать. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çут малашлăха шанса, ял-йыш унта пушă вăхăта усăллă ирттерме пултарасса ĕненсе хута янă. Самана улшăннă май çак ĕмĕтсем те пушанса юлнă. Паян культура çуртĕнче ĕçлекен çук. «Икĕ ваканси пушă, — каласа кăтартрĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ. — Культура çуртĕнче ĕçлекен специалистсем çук. Пĕр кун килсе кайрĕç, пăхса çаврăнчĕç, музее те кĕрсе тухрĕç. Анчах ĕçлес кăмăлĕсем пулмарĕç пулас. Культура институтĕнчен вĕренсе тухакансене е урăх вĕренӳ заведенийĕнче ку енĕпе пĕлӳ илекенсене ялсене пилĕк çуллăха направленипе ярсан аванччĕ. Ĕçлесе пăхсан, тен, килĕшме пуçлать. Ялта пурăнас кăмăлĕсем те, тен, пулĕç».

Лайăххи ытларах

Ялта çынна хăтлă пурăнма мĕн кирлĕ? Электричество пултăр. Шывсăр аптăрас мар. Тата кĕрлĕ-çурлă кунсенче, хĕлле çул ан хуплантăр. Ку енĕпе Уйкас Янасал тăрăхĕнче пысăк йывăрлăхсем çук.

«Ман умĕнхи ертӳçĕ Светлана Никифорова нумай ĕç туса хăварнă, — терĕ Виктор Александрович. — Тата Ильич ячĕллĕ хуçалăх вăйлă пулăшать». Чăнах та, ял хуçалăх предприятийĕсем тухăçлă ĕçлесе пыракан ял тăрăхĕсем ура çинче çирĕпрех тăраççĕ. Уйкас Янасал тĕлĕшпе çеç мар çапла çирĕплетме пулать. Акă кăçал республикăри чылай районта пурăнакансем шывсăр аптăрарĕç. Çанталăк шăрăх тăнăран çăлсем типрĕç. Унччен халăха пĕр чăрмавсăр шывпа тивĕçтернĕ башньăсем кивелсе юхăннă, юрăхсăра тухнă. Малтанхи вăхăтра ку сооруженисене колхоз-совхоз пăхса тăнă. Вĕсем аркансан башньăсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсене панă. Кусен укçи-тенки те, пăхса тăма çынни те, техника та çук. Çапла вара башньăсем çултан-çул япăхса пынă. Кăçалтан вĕсене çĕнетессине патшалăх шайĕнче йышăннă, пысăк укçа уйăрма палăртнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Сергей ЖУРАВЛЕВ: Темиçе фотоаппарат йăтса çÿренипе çурăм авăнатчĕ

Шупашкарти Пичет çуртĕнче 2019 çулта уçăлнă фотокорреспондентсен музейне чылай çын иленчĕ. Унта шкул ачисемпе студентсем кăна мар, Раççейри тата республикăри паллă çынсем те çитсе кураççĕ. Сăмахран, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Тутарстанпа Пушкăртстан делегацийĕсем пулнă. Музее Сергей Журавлев фотокорреспондент йĕркеленĕ. Унпа музейре тĕл пулса калаçрăмăр.

— Сергей Витальевич, музей йĕркелес шухăш хăçан çуралчĕ?

— Музей пирки 90-мĕш çулсен вĕçĕнче фотокорреспондентсемпе залив хĕрринче тĕл пулсан сăмах пуçарнăччĕ. Авалхи çуртсене сăнаса ларнă вăхăтра Семен Игнатьев: «Çак вырăнта ăçта та пулин фотографи музейне уçасчĕ», — терĕ. Ун шухăшĕпе пурте килĕшрĕмĕр. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн ку калаçу пачах асран тухрĕ. «Хыпар» редакцине ĕçлеме килсен штатра тăнă фотокорреспондентсем пирки тĕпчеме тытăнтăм. Истори архивне çул тытрăм, анчах унта нимĕн те тупса параймарĕç. Тепĕр 2-3 эрнерен ман пата авалхи сăн ӳкерчĕксемпе кăсăкланакан Алексей Борзов тавра пĕлӳçĕ шăнкăравларĕ. Унпа тĕл пулса калаçрăмăр. Эпир тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Николайпа Александр Костинсем — штатра тăнă пĕрремĕш фотокорсем пулнă: пĕри «Канаш», тепри «Красная Чувашия» хаçатсенче тăрăшнă. Çав ыйтупа ĕçленĕ тапхăрта Пичет çуртĕнче музей тăвас шухăш çуралчĕ. Пичет çуртĕнче ĕçленĕ фотокорсен япалисене, фотоаппаратсене тата ыттине малтанах пуçтарса пытăм.

— Музей фотолаборатори пулнă вырăнта кĕтес тупнă…

— Тӳрех çак пӳлĕм пирки аса илтĕм. Музей пулмалли чи лайăх вырăн. Кунта кĕрсенех асамлăх тыткăнлать. Çурта тунă чухнех проектпа килĕшӳллĕн çак пӳлĕме фотолаборатори валли уйăрнă. Ку пӳлĕмре хĕлле те, çулла та пĕр пек температура тăрать. Фото пичетлемелли лайăх услови туса панă. Пĕр пӳлĕмĕнче — «Молодой коммунист», тепринче «Пионер сасси» фотокорĕсем ĕçленĕ… Иван Никифоров, Вячеслав Романов, Валентин Шемаров, Виталий Исаев, Борис Иванов, Юрий Дмитриев, Валерий Железняков, Геннадий Верблюдов фотолабораторирен тухма пĕлмесĕр тăрăшнă. Олег Мальцев та практика тухнăччĕ. Тĕл пулмассерен мана хăйсем çинчен каласа кăтартатчĕç, вĕсен сассисене диктофонпа та çыртарса илнĕччĕ. «Чăваш Енри фотокорреспондентсем» кĕнеке хатĕрленĕ чухне усă куртăм. Унта республикăри хаçат-журнал редакцийĕсенче тăрăшнă 21 çынна кĕртрĕм. Кашнин пурнăç çулĕ кăсăклă. Акă Георгий Зиньков вăрçă вăхăтĕнче фотолаборантра тăрăшнă, Александр Костин 16 çулта «Красная Чувашия» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. Совет саманинче Журналистсен союзĕ çумĕнче фотокорреспондентсен секцийĕ ĕçленĕ. Фотосеминарсем ирттереттĕмĕр, куравсем йĕркелеттĕмĕр. Союз çумĕнче фотографсем валли курссем те пулнă. Унта Иван Никифоров, Семен Игнатьев тата ыттисем вĕреннĕ. 

— Музейри чи сумлă экспонат хăшĕ?

— Музейре 300 ытла экспонат упранать. Чи «асли» — Юрий Ананьевăн 1959 çулта кăларнă «Москва-5» фотоаппарачĕ. 1937 çулта кăларнă «Фотокор-1» фотоаппарат пурччĕ, анчах ăна çухатрăм. Унпа Николай Костин усă курнă. Тепĕр тĕлĕнмелле экспонат — Японире кăларнă фотоаппарат. Ăна Элли Юрьевпа Валентин Шемаров юхан шывпа çул çӳреве кайсан туяннă. Музее нумай япала илсе килеççĕ. Галина Платонова, Владимир Сарилов, Валерий Железняков тата ыттисем парнелерĕç. Хурт-кăпшанка ӳкермелли фотоаппаратсем те пур. Фото пысăклатмалли хатĕрсем, фотохунар тата ытти. Курав планшечĕсем тата тĕрлĕ хаçат-журналта кун çути курнă сăн ӳкерчĕксем упранаççĕ.

— Стена çинчи кавир музее епле лекнĕ?

— Ăна Семен Игнатьев Арабсен Пĕрлештернĕ Эмиратĕнчен илсе килнĕччĕ. Тăратпăр çапла Пичет çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче Слава Романов, Гена Верблюдов тата эпĕ. «Гена, Эмиратри тĕп пасара кĕрсе тухрăм, анчах сан сăнлă портрет тупаймарăм. Ун вырăнне вара çакна туянтăм», — вăл тубусран тĕве ӳкернĕ кавире туртса кăларчĕ те Геннадий Верблюдова тыттарчĕ. Ахăлтатса култăмăр. Кайран эпĕ ăна Гена ĕçленĕ пӳлĕмре тупрăм. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


ЧПУра пулăшма хатĕр çынсем яланах юнашар

Пирĕн ыйтусене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хуравлать.

— «Цифровизаци» термин паян мĕн пур отрасльте янăрать. Цифра экономики йĕркеленнĕ май вĕрентӳ те цифровизаци çулĕ çине тăрать. Чăваш патшалăх университечĕ çак программăна мĕнле хутшăнать?

— Вĕрентӳ цифровизацийĕ — кирек хăш вузшăн та паянхи никĕсе упраса хăварса çĕнĕ шая çĕкленмелли меслет. Пандеми «тӳрлетӳсем» кĕртрĕ те — вĕрентӳ учрежденийĕсем занятисене дистанци мелĕпе йĕркелеме хăнăхрĕç. Анчах цифра вузĕ пулса тăрас тесен цифрăпа çуралнă Z ăрăва илĕртмелли майсем тупмалла. ЧПУра ку енĕпе комплекслă программа пурнăçланать. Вĕрентĕвĕн цифра анлăшне йĕркелетпĕр: Абитуриентăн уйрăм кабинетне ĕçлеттерсе ятăмăр, унта документсене онлайн майпа пама пулать, йышăну комиссийĕн çĕнĕ сайчĕ хута кайрĕ, студентсемпе преподавательсем валли пĕрлехи вĕрентӳ порталне туса хутăмăр, онлайн-лекцисем çырма цифра студине уçрăмăр, факультетсен уçă алăксен онлайн кунĕсене, тӳрĕ эфирсем, вузра виртуаллă экскурсисем ирттеретпĕр, лекцисемпе конференцисемсĕр пуçне онлайн мелпе экзаменсем тыттаратпăр, дипломсене хӳтĕлеттеретпĕр.

— 5-6 çултанах паянхи рынокра хальлĕхе çук специальноçсем кирлĕ пулĕç текенсем пур. Цифра компетенцийĕсем пĕрремĕш позицисенче пулаççĕ теççĕ. Хатĕрленетĕр-и?

— Нумаях пулмасть «Иннополис университечĕн» никĕсĕ çинчи аслă тата вăтам професси вĕрентĕвĕн организацийĕсен консорциумне кĕтĕмĕр. Кĕçех шăпах ЧПУ никĕсĕ çинче преподавательсене вĕрентмелли цифра компоненчĕллĕ программа хатĕрлĕпĕр, студентсем вара экономика секторĕ валли кирлĕ специальноçсене илме пултарĕç.
Паян регионта «Шкул-вуз-предприяти» вĕрентӳ программи пурнăçланать, эпир ăна пуçаракансенчен пĕрисем пултăмăр. Предприятисем хăйсене кирлĕ специалистсене хатĕрлеме саккас параççĕ. Эпир вĕсем валли вĕрентӳ программисем хатĕрлетпĕр, вĕсемпе ачасемпе шкултах ĕçлеççĕ. Электротехника кластерне паян инженери профессийĕсен специалисчĕсем кирлĕ. Эпир шкулсенче инженери класĕсем йĕркелетпĕр, шкул ачисем валли профиль олимпиадисем ирттеретпĕр — «Чăваш Енĕн электротехника шанчăкĕ», «Чăваш Енĕн машиностроени шанчăкĕ». Студентсем лабораторисенче пирĕн туссен ĕçлекен оборудованийĕпе вĕренеççĕ. Çĕнĕ йышши лабораторисем пирĕн икĕ теçетке патнеллех, нумаях пулмасть «Цифра электропривочĕн лабораторине» уçрăмăр. Студентсене предприятисемпе тунă тĕллевлĕ килĕшӳсемпе йышăнатпăр, вĕсем хăйсене тепĕр 4-5 çултан мĕнле специалистсем кирлине питĕ лайăх пĕлеççĕ.

Унсăр пуçне пирĕн студентсем тĕрлĕ професси конкурсĕсемпе олимпиадăсене нумай хутшăнаççĕ. «Эпĕ — профессионал» — çĕр-çĕр профессипе йĕркелекен онлайн олимпиада. ЧПУ представителĕсем 4 сезонран кашнинчех тĕрлĕ енĕпе çĕнтереççĕ. "Профстажировка" конкурс иккĕмĕш çул иртет, студентсем предприятисен кейсĕсене пурнăçлаççĕ, чи лайăххисен авторĕсем вара пысăк компанисене практикăна каяççĕ, икĕ çулта ЧПУн вун-вун студенчĕ çакнашкал стажировкăра пулчĕ. Ку — техника специальноçĕсене вĕренекен студентсем валли кăна мар. Гуманитарисем те цифра проекчĕсене хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, историксем «Чăваш Ен салтакĕсем» портал хатĕрлерĕç, унта Чăваш Енрен фронта кайнă салтаксемпе çыхăннă информаци пухăнать. Çар çыннисемпе çыхăннă астăвăм карттине вара вăрçă паттăрĕсене халалланă мĕн пур палăка кĕртнĕ. Филологсем «Литплей» проект хатĕрленĕ — вăл кĕнекепе туслашма пулăшать. Экономика факультетĕнче пĕрремĕш курсра вĕренекен хĕр вара «Электрон терминал» проекта шухăшласа тупнă, пурнăçа кĕртнĕ. Вăл çурта кĕрекен çын температурипе, маска тăхăннипе çыхăннă информацие автомат мелĕпе «вулать». Çакнашкал лару-тăру — кашни факультетрах. Çак кунсенче машиностроени факультечĕ пилотсăр трактора презентацилерĕ. Ку проект машиностроени, программировани, искусствăллă интеллект отраслĕсене пĕтĕçтерет. Пĕр пилĕк çул каялла кăна унашкалли пирки никам та шухăшлама пултарайман пуль. <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   ♦


Тюбетейкăпа – чăвашла вĕренме

Мускавра çуралса ӳснĕ, халĕ те унта пурăнакан Илья Михайлов хăйĕн пирки: «Эпĕ вырăс тутарĕ», — терĕ. Унăн ашшĕ — тутар йăхĕнчен, анчах вырăс хушамачĕпе çӳренĕ, тăван чĕлхепе калаçман. Амăшĕ — вырăс хĕрарăмĕ. Илья 26-ра чухне Мускаври Замоскворечье районĕнче тутарсен çуртне чĕлхе вĕренме кайнă.

«Тӳлевсĕрех терĕç малтан. Пур тутара та вĕрентеççĕ имĕш. 2003 çулта эпĕ те унта килтĕм. Курссем укçалла иккен. Мускавра манăн профессипе тутар чĕлхи мĕн тума кирлĕ терĕм те урăх каймарăм. Ун чухне эпĕ 26-раччĕ», — мĕнрен тытăннине каласа кăтартрĕ Илья Евгеньевич. Унăн яланах вырăсла кăна мар, урăх чĕлхепе кĕнекесем вулас килнĕ. Куçарусем çырлахтарман ăна. Çав чĕлхене хăйĕн тĕшмĕртес кăмăл çуралнă. Чĕлхе урлă кăна халăха, унăн культурипе йăлине ăнланма май пур-çке. Икĕ аслă пĕлӳ илнĕ арçын çакна темрен лайăх пĕлет. Илья Евгеньевич — инженер тата педагог. Икĕ профессийĕпе те ĕçленĕ. Хими, биологи, географи, музыка вĕрентнĕ. Вăл шкулта çак предметсене вĕрентес тĕлĕшпе чылай ĕç çырнă, кĕнекесем кăларнă, журналсенче пичетленнĕ.

Икĕ çул ятарлă курс тухнă хыççăн акăлчан çыравçисен кĕнекисене ирĕклĕнех вуланă: Н.Льюис, М.Твен, К.Мансфилд, кăштах хальхи авторсене. Анчах ку литература ăна пит кăсăклантарсах кайман. Кайран итальян чĕлхине ăса хывма тытăннă. Ĕçпе кирлĕ пулнă-ха вăл. Итальянла вулама тытăнсанах çакна ăнланнă: ку менталитет уншăн ют. «Вĕсем — унта, эпĕ — кунта. Йăлара та, культурăра та, географире те пĕрпеклĕх çук. Карло Коллодипе Джанни Родари те маншăн кăсăклă пулмарĕç», — аса илчĕ чĕлхесем вĕренме юратаканскер.
Чех чĕлхине те çавнашкалах — кăмăлне кайман.
42 çула çитсен унра тутар юнĕ «вăраннă». «Пĕр хĕрарăма унчченхи пек мар, пач урăхла хуравлас килчĕ. Тутарсем — хамăр çынсем. Вĕсемшĕн темĕн тума та хатĕр эпĕ. Маншăн та çаплах пуласса шанатăп. Атте енчен тăван йăмăкăм та — тутар. Килте тюбетейкăсăр çӳреместĕп. Хам тутар пулнине пĕтĕм чунăмпа туятăп. Çакна ăнланнă хыççăн пурăнма та çăмăлтарах», — хавхаланса калаçрĕ 44-ри арçын.

Илья Михайлов çулталăк тĕрлĕ педагог патне тутар чĕлхи туптама çӳренĕ. Тутарсем глагола предложени вĕçне лартнине ниепле те хăнăхайман вăл. Кайран вăл удмурт чĕлхи вĕренме кайнă. Курссем Мускавра яланхи представительство /постпредство/ çумĕнче
иртнĕ. Анчах ку чĕлхе те илĕртмен. Илья Евгеньевичăн чăвашсем патне чунĕ туртнă. 2019-2020 çулсенче Постпредствăра чăваш чĕлхи курсĕсем иртмен, педагог декретра пулнă. Чăвашла вĕренес кăмăллисен курсне Надежда Баталина ертсе пыма тытăнсан пысăках мар йыша Илья Михайлов та çырăннă. «И.А.Андреевăн «Чăваш чĕлхи» практика курсĕ» кĕнекипе вĕренетпĕр. <...>

Алина ИЗМАН.

♦   ♦   ♦


Хурçă хакĕ мĕнле хĕрнĕ

Тата — хăма, ытти стройматериал хакĕсем… 

Республикăн строительство отраслĕшĕн иртнĕ çул та ăнăçлах пулманччĕ, кăçалхи ĕç-пуç та хавхаланма сăлтав памасть — кăтартусем чакаççĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çуррин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче ытти отрасль ӳсĕмлĕ ĕçленĕ, строительсен ĕçне хакламалли кăтартусем вара самаях чакнă – пĕлтĕрхи çак тапхăртин 94,2% шайĕнче. Правительство шайĕнче те пытармаççĕ: çакăн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри — стройматериалсем хакланни.

Самантлăха чарăннă виçе Шупашкарти тĕрлĕ стройматериал сутакан, хăйĕнпе вăрман корпорацийĕ тесе паллаштаракан компанире чи малтанах хăма хакĕпе интересленетĕп. Хĕррине тӳрлесе кăларнă хăман кубла метрĕн хакне кăтартакан ярлăк çинчи цифрăсем, паллах, капашсăр пысăк — 20200 тенкĕ!

— Ку ӳссе пыракан хак-и е чакма пуçлани-и? — ыйтатăп сутуçăсенчен.

— Ӳсме пăрахса самантлăха пĕр вырăнта çирĕпленни…

— Нивушлĕ чакма пуçлĕ?

— Тем пекехчĕ…

Хак кунта ĕçлекенсене хăйсене те килĕшмест — хаклă хăмана туянакан та унчченхинчен чылай сахалрах.

Чăн та, тĕлĕнтермĕшсĕр те мар – ун пирки стройматериалсен тепĕр базинче каларĕç: çуркунне хăма пысăк хăвăртлăхпа хакланса пынă, çынсем вара ăна ытларах та ытларах, юлашки хăма тейĕн, туяннă — татах хакланасран шикленсе хăвăртрах туянса юлма васканă-мĕн.
Хăма хакĕсем паян строительство материалĕсен рынокĕнчи ĕç-пуçа тĕкĕр çинчи пек кăтартаççĕ. Хамăн опытран пĕлетĕп: пĕлтĕрхи çулла хăман кубла метрне 8,5 пин тенкĕпе туяннăччĕ. Халь, ав, икĕ хут çурă хаклăрах — тĕлĕнмелле!

Çынсем татах хакланасран хăраса туянни пирки суймаççĕ пуль. Пĕлĕшĕм, çуркунне дачине тĕпрен юсама шут тытнăскер, каласа култарать: «Çу уйăхĕнче хăма сутакан базăна шăнкăравларăм. Кубла метр хакĕ 15 пин тенкĕ ытларах иккен.
Паллах, хаклă, анчах кирлĕ-çке — туянмаллах. Çав кунах каяймарăм, базăна эрнекун кăна çитрĕм. Хăма çыртарма пуçларăм та — чутах кутăн кайса лараттăм: тăватă кунра хак 3 пин тенке яхăн хушăнма та ĕлкĕрнĕ — 18 пин урлă каçнă!» Нимĕн те тăваймăн — туянмах тивнĕ. Кулмалла мар — йĕмелле…

Унăн тарăхăвĕ çакăнпа кăна та вĕçленмен-ха. Дачăна шалтан çапмашкăн ОСП плитасем туянма кайнă та — укçи çитмен: «Пĕр плити пĕлтĕр 600 тенкĕ патнеллеччĕ те — çав виçепе чухласа укçа чиксе кайрăм. Анчах ман укçа кирлин çуррине туянма та çитмест иккен — плита хакĕ 2 пин тенке çитнĕ! Турпасран-мĕнрен çыпăçтарса тăвакан плита çапла темиçе хут хакланса каясси пирки эпĕ шухăшлама та пултарайман». Каллех — туянма тивнĕ, пуçланă ĕçе çурма çулта пăрахаймастăн вĕт. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.