Комментировать

22 Июл, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 28 (6376) № 22.07.2021

«Чăвашла çырнă сăвăсене тиркени чуна ыраттарчĕ»

Шупашкарти 130-мĕш ача садĕнче ĕçлекен Анастасия Семенова (Владимирова) шăпăрлансемшĕн — чи юратнă воспитатель. Ахăртнех, вĕсен ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ ачисемпе кăмăлтан ĕçлекен çамрăк специалист литература тĕнчипе тачă çыхăннине пĕлмест. Анастасия «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсне, Тутарстанра тата Турцире иртнĕ тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕсене хутшăннă. Пикене литература мĕнпе илĕртнĕ? Ку тата ытти ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе хамăр тĕпеле йыхравларăмăр.

— Анастасия, хăвăнпа паллаштар-ха.

— Эпĕ Етĕрне районĕнчи Пупăлькасси ялĕнче çуралнă. Тури Ачакри вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕреннĕ.

— «Кĕрхи савăк кулă», «Ануш эпи» тата ытти калавусем «Тантăш» хаçатра, «Самант» журналта пичетленнĕ. Литературăри малтанхи утăмусем ăçтан пуçланнă?

— Çырас ăсталăх вăтам классенчех çуралчĕ. Кĕнеке нумай вулаттăм. Ытларах вырăслисене шĕкĕлчеттĕм. Сергей Есенин сăввисем питĕ килĕшетчĕç. Пĕрремĕш сăвва 7-мĕш класра çыртăм. «Мамино сердце» ятлăскере аннене халалларăм. Аслă шкула вĕренме кĕриччен эпĕ вырăсла кăна çырнă. Университетра тăван чĕлхе маншăн çывăххине ăнлантăм. Елена Чекушкина доцент мана чăваш литературине юратма, ăсталăха аталантарма пулăшрĕ. Вăл сĕннипе кашни кун дневник çырса пыраттăмăр. Киле панă ĕçсене яланах пурнăçлама тăрăшнă. Çавăн чухне Чăваш халăх сайтне хыпарсем çырма тытăнтăм. Пуçласа мана питĕ йывăрччĕ. Сайта тытса пыракан Николай Плотников йăнăшсене тӳрлетрĕ, пулăшрĕ. Малтан иккĕн кăна ĕçлеттĕмĕр. Кайран йыш хушăнчĕ. Эпĕ хама урăх ĕçре тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм.

— Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕнче-и?

— Шел, хамăн специальноçпа вăй хума тӳр килмерĕ. Практика вăхăтĕнче хаçат редакцийĕнче те ĕçлесе курнă. Радиона чĕнекен те пулчĕ. Кăшт селĕпрех калаçнăран кайма вăтантăм. РФ суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн пресс-секретарĕн пулăшуçинче тăрăшрăм. Унта вырнаçма йывăрччĕ. Малтан резерва илчĕç. Конкурс хыççăн стажировка витĕр тухма тиврĕ. Шăпах алла диплом илсен унта ĕçе вырнаçрăм. Аттестаци витĕр те ăнăçлах тухрăм. Пĕрмай хут ĕçĕпе аппаланнă май чĕлхе мăкланнине туяттăм. Киле çур çĕрте çитни те пулнă. Пĕррехинче приставсемпе суд йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн пĕр заводăн пурлăхне туртса илме кайнăччĕ. Мана видеокамера тыттарчĕç. Пысăк та тĕреклĕ арçынсене курсан чĕтреме тытăнтăм. Вĕсем пирĕн çине халь-халь çапса ӳкерес пек пăхрĕç. Ку ĕçри пек ниçта та пăлханса курман эпĕ. Пĕрмай тарăхнипе тĕрлĕ чир-чĕр йăл илчĕ. Ĕçрен кайма шухăш тытнине ертӳлĕхе пĕлтереймесĕр çулталăк пурăнтăм. Меллĕ самант тупăнсанах пăрахрăм. Чылай пĕлĕш хисеплĕ ĕç вырăнĕнчен кайнăшăн вăрçма пикенчĕ.

— Чун канăçне ача садĕнче тупрăн-и?

— Тĕп-тĕрĕс. Эпĕ пĕчĕкренех ачасене пăхма юрататтăм, анчах воспитатель пулма ĕмĕтленмен. Халĕ ĕçе кашни кун тулли кăмăлпа утатăп. Садике ирхи 6 сехет çурă валли çитесси маншăн пĕрре те йывăр мар. Малтанхи ĕçре канмалли кунсенче те чĕнсе илетчĕç, отпускра та тухма тивнĕ. Садикре ĕçлеме çав тери килĕшет. Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче воспитательсен ятарлă курсĕ витĕр тухрăм. Кăçал çак ĕçре тăрăшма тытăннăранпа 5 çул çитрĕ. Ачасемпе пĕрле хам та ӳсрĕм, аталантăм. Ашшĕ-амăшĕ мана ăнланса, кирлĕ чухне пулăшса, вĕрентсе пычĕ. Халĕ эпĕ ача-пăча кăларăмĕсемпе çыхăну тытатăп. «Тантăш» хаçата — заметкăсем, «Тетте» журнала ачасен ӳкерчĕкĕсене ярса паратăп. 2013 çулта «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса «Петюк чунĕ» калавпа хутшăнтăм. «Проза» номинацире çĕнтереймерĕм пулин те мана ятарлă парнепе хавхалантарчĕç. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Шăмăршă районĕн йĕкĕтне Арктика мĕнпе илĕртнĕ?

Телейлĕ ачалăх. Эпĕ Шăмăршă районĕнчи Улмаллă Ялта çуралса ӳснĕ. Манăн ачалăх ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Аттепе аннене хуçалăхра пулăшнă, пахчара çум çумланă, выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Пирĕн çемье йышлă. Эпир пиллĕкĕн ӳснĕ. Аслисем ĕçре чухне эпĕ кĕçĕннисене пăхнă. Пытармастăп, ман çине сахал мар ĕç тиеннĕ, çавах эпĕ юлташсемпе урамра выляма та, кĕнеке вулама та вăхăт тупнă. Мĕн пĕчĕкрен çывăх çынсен юратăвне туйса ӳснĕрен ачалăх телейлĕ иртрĕ тесе шухăшлатăп. Çакăншăн аттепе аннене тав тăватăп. Сăмах май, анне Валентина Васильевна Улмаллă Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлет. Атте Юрий Александрович — электрик, Мускавра стройкăра тăрăшать. Пĕртăвансем пурте килтен тухса кайнă, тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ.

Класра тăваттăн çеç вĕреннĕ. Ача сахаллипе ялти шкула хупрĕç. Пире автобуспа Пăчăрлă Пашьеле илсе çӳреме тытăнчĕç. Шкул сукмакне такăрлатнă чухне эпĕ ăсчах пуласси çинчен тĕлленмен те. Анчах çут çанталăка сăнама, çĕр çинче выртакан тĕрлĕ чула тытса пăхма юрататтăм. Атлас çинче хуласемпе çĕршывсене шырама, материксемпе тинĕссем çинчен çĕннине пĕлме кăмăллаттăм. Ахальтен мар чи юратнă предмет географиччĕ. Ăна пире питĕ ырă чунлă учитель — Ирина Владимировна — вĕрентетчĕ. Вăлах мана çак предметпа çывăхрах паллашма, пулас профессине суйлама пулăшрĕ. Аттестат илсен\пĕр иккĕленмесĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультетне вĕренме кĕтĕм. Практикăна ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн радиологи лабораторийĕнче ирттертĕм. Кайран мана унта ĕçлеме чĕнчĕç. Студент чухнех тулли ставкăпа тăрăшаттăм. Аслă шкултан вĕренсе тухсан çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама çирĕп тĕллев тытрăм.

Пĕр чăматанпа — Архангельска. Салтак аттине хывнă хыççăн, 2014 çулта, мана Архангельска ĕçлеме чĕнчĕç. Эпĕ нумай шухăшламасăр пĕр чăма-танпа Çурçĕре тухса кайрăм. Унта Раççей наукисен академийĕн Уралти уйрăмĕн Н.П.Лаверов академик ячĕллĕ Арктикăна тĕпчекен федераци центрне аспирантурăна вĕренме кĕтĕм. Мана общежитире пӳлĕм пачĕç, стипенди тата стажер-тĕпчевçĕ шалăвне тӳлерĕç. Кунта çулла куçса килнĕрен малтан çанталăк пирĕннинчен урăхлараххине сисмерĕм. Кĕркунне çитсен тин туйрăм. Тĕксĕм те сивĕ çанталăка хăнăхма тиврĕ. Ăслăлăх ĕçне хăвăртах явăçрăм. Мана методикăна тата аппаратурăпа ĕçлеме пĕлни те пулăшрĕ. Георгий Киселев ăсчах алмаз кăларакан вырăнсене радиаци мелĕпе шырамалли майсене тĕпчессипе ĕçлеме сĕнчĕ. Турткалашса тăмасăрах килĕшрĕм. Георгий Петрович нумай çул производствăра ĕçленĕ, геофизик пулнă. Кăркăсстанра çĕр айĕнчи пуянлăхсене радиоактивлăх мелĕпе шыранă. Вĕсем самолетпа е вертолетпа çула тухнă, видеосюжетсем ӳкернĕ. Халĕ унпа пĕрле ĕçлетпĕр. Лабораторире сăрт-ту чулĕпе, тăприпе усă курса сăнавсем тăватпăр. Архангельск облаçĕнче сийленсе выртакан пăрлăхсем пур. Вĕсенче реактивлă элемент нумай. Шăпах çавсене тĕпчетпĕр.

Ĕмĕрхи шăнсене тĕпчеççĕ. 2017 çулта эпĕ аспирантура пĕтертĕм. Геологипе минералоги наукисен кандидачĕн ятне илес тесе диссертаци хӳтĕлерĕм. 2019 çулта мана Раççей ăслăлăх академийĕн Уралти уйрăмĕн Арктикăна тĕпчекен федераци тĕпчев центрĕн экологи радиологийĕн лабораторине ертсе пыма шанчĕç. Вăл Арктика центрĕнче чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Кунта 24 çын вăй хурать. Чылай проект ĕмĕрхи шăнсене тĕпчессипе çыхăннă. Вĕсем ирĕлме пуçласан Норильскри авари евĕр инкек пулас хăрушлăх пур. Çавăнпа çак пулăма çийĕнчех тишкермелле. Ăна тума çĕр айĕнчи шыври изотопсен шайне тишкерни пулăшать. Лабораторинче шăпах вĕсене тĕпчетпĕр. Çавăн пекех торф кăларакан вырăнсенче те ĕçлетпĕр. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Анне манăн юрра итлесех куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ»

Чăваш Ен пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — тăван халăх ят-сумне çĕклессишĕн тăрăшса республика тата район шайĕнчи тĕрлĕ дипломпа Тав çырăвне, Хисеп хутне тивĕçнĕ Лидия ИЗЕКЕЕВА сăвăç, юрăç, кĕвĕ ăсти. Унăн юррисене халăх пĕлет, кĕрекере юрласа савăнать. Мĕнлерех çын-ха вăл Лидия Изекеева? Еплерех тĕллевсемпе пурăнать, мĕн пăшăрхантарать ăна паян, мĕн савăнтарать? Ыйтусен хуравне илтес, унпа тĕл пулас тĕллевпе Лидия патне шăнкăравларăм.

— Салам, тусăм. Мана чунна уçса калаçмашкăн Константин Иванов скверне ятарласа чĕнтĕн. Тĕрĕсех, поэзи асамлăхĕ пирки шăп та лăп чăваш классикĕн бюсчĕ çумĕнчи сак çине ларса калаçмалла. Анлă Атăл илемĕ те чуна тыткăнлать. Çакăн пек хитре вырăна йыхравланăшăн тав.

— Хĕвеллĕ те шăрăх кун сулхăнра, çепĕç çил ытамĕнче ыр курса сăмахлас килчĕ. Пăчă пӳлĕмре чуна тăвăр. Юлашки вăхăтра çырнă сăвăсене сана çеç мар, Кĕçтенттина та итлеттерес килчĕ. Анлă Атăл хумĕсем те çырана йăвашшăн çапăнса мана поэзи çинчен хавхаланса калаçма хистеççĕ. Атя, итле… «Çутă уйăх каррине сиреесчĕ шăппăн çеç савса, ирттересчĕ ĕмĕре пурнăç илемне чунпа туйса, ĕмĕт хапхи алăкне кĕреесчĕ яриех уçса, пурăнасчĕ пурнăçа мĕн пур ырлăха паян курса…»

— Ай, аван! Сăнарлă сăмахусем чуна кĕреççĕ. Юрă валли сăвă хатĕр те…

— Сăвва вуланă май çак самантрах кĕвви те çуралчĕ. Юрласах парас пуль…

— Юрруна итлекен патне кам урлă çитерĕн?

— Сăввăмсене, эпĕ кĕвĕленĕ юрăсене итлекен лайăх йышăннипе çак юрра та хамах шăрантарăп. Эпĕ сцена çине тухсан çынсем чылай чух ура çине тăрсах манпа пĕрле юрлаççĕ. Юррăмсем чунран шăранса тухнине туяççĕ пулмалла. Вĕсене хам валли кăна мар, халăх валли те çыратăп-çке. Кашни чăвашăн чунне юрă урлă кĕрсе чĕринче пурăнас килет.

— Лайăх ĕмĕт-шухăш. Çанă тавăрса ĕçлесен пурнăçланатех. Ай-тур-тур! Эсĕ каланă сăмахсене аслати те вăйлăн кĕрĕслеттерсе çирĕплетрĕ.

— Сăмах çумне сăмах хушăнса, йĕрке çумне йĕрке шăрçаланса сăвă çуралать чунра. Халăх чĕринче пурăнас килни сăвă çырма хистет те. Манăн юррăмсене çынсем патне çине-çинех çитерес, вĕсен асĕнче хăварас килет. Чăвашăн ылтăн çӳпçине çĕнĕ юрăсемпе тултарсах тăмалла. Çакна тума ăс-тăн, ăшăлăх, çепĕçлĕх, вăй-хал ан иксĕлтĕрччĕ. Эпĕ чăваш тĕнчине халăхпа пĕрле утма, пурăнма, юрлама, юратма килнĕ. Манра мĕн пурри — халăхран. Эпĕ — çынсене, вĕсем мана юратаççĕ. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç вĕт.

— Хăш-пĕр сăвăç чапа тухсан пуç каçăртма пуçлать. Эсĕ вара еплерех поэт?

— Мăн кăмăллăх манăн чунра хуçа мар. Сăпайлăхпа тасалăх патнелле туртăнатăп. Курайманлăхпа кĕвĕçӳ валли те вырăн çук. Палламан çынсем урамра чарса сăмах хушаççĕ: «Сцена çинче хăвăра сăпайлă тытатăр». «Турă мана çӳлте вĕçме çунат паман. Икĕ алă, икĕ ура, кĕлетке, ăс-тăн пур. Çĕр çинчех чыса, ята çухатмасăр малалла талпăнасчĕ-ха», — тетĕп йăл кулса.

— Эсĕ — 7 сăвă пуххин авторĕ. Кĕнекесене кĕмен сăввусен шучĕ те çук пулĕ-ха.

— 1 пине яхăн сăвă пур тата. Чылайăшне юрăçсене парнелерĕм. Эпĕ ытларах çамрăксемпе ĕçлетĕп. Александр Арсентьев, Александр Сорокин, Денис Антипов, Диана, Алексей Шадриков, Ирина Лампасова, Катя Лукиянова тата ытти артист тăрăшнипе вĕсем халăхра анлă сарăлчĕç. Паян эпĕ — 300 ытла юрă авторĕ.

— Ӳркенместĕн, ĕçлетĕн те ĕçлетĕн. Сăвă хайлама мĕн хавхалантарать-ши сана?

— Чи малтанах чунри хавхаланăва çемье юратăвĕ çуратать. Ачасен телейĕ те шав малаллах туртать. Мăшăр ăнланни — чи пысăк хавал.

— Мăшăрун тăванĕсем те, Елчĕк районĕнчи Шăмалакра пурăнакансем те хисеплеççĕ сана. Хам курса ĕнентĕм. Кăçал унта иртнĕ «Курăк çинчи пан улмисем» уявра сцена çине чĕнес умĕн: «Пирĕн ялăн маттур кинĕ», — тесе мухтарĕç.

— Шăмалака сума сунипех ял гимнне хайларăм. Уявра çынсем ăна юратса йышăннăшăн хам та куççульлентĕм. Хĕр качча тухсан мăшăр çумĕнчех çӳрет çав. Тăван ялăма, Каçал тăрăхĕнчи Хирти Ĕнеле те, сахалрах çитетĕп халĕ.

— Хунямупа хуняçун юратăвĕ те сана çак ялăн пĕр пайĕ пулса тăма пиллерĕ пуль.

— Вĕсем пурăннă пулсан чуна самай çăмăлтарахчĕ те... Çут тĕнче те илемлĕрех туйăнĕччĕ. Анчах пурнăç саккунĕсемпе хуçаланаймастпăр çав. Мăшăрпа ялти çурта пăрахмарăмăр, кайсах çӳретпĕр. Ара, тĕп кил — чун тĕрекĕ, çирĕплĕхĕ-çке. Ял хăйĕн патне туртать, чĕнет. Хуняма пурăннă чух те вăтаннипе, те айваннипе тав сăмахĕ ка-лама ерçеймерĕм. Халь ак çынсен умĕнче мана чаплă, маттур, вăйлă мăшăр ӳстерсе панăшăн тав сăмахĕ калам. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Урама тухрăмăр çеç — пӳрт тăрри ишĕлсе анчĕ»

Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче пурăнакан Василий Васильев темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасăпа вăраннă. 89-ти ватă вырăн çинчен сиксе тăнă та телевизор хыçĕнчи розетка çуннине асăрханă. Василий Васильевич пахчари пĕчĕк çуртра çывăракан ывăлĕ патне чупнă.

Чаплă купăсĕ çуннă

«Çанталăк чылай вăхăт шăрăх тăчĕ. Каçхине тӳпене тĕксĕм пĕлĕтсем хупăрларĕç, çил вĕрчĕ, аслати авăтрĕ, çиçĕм çиçрĕ, — аса илчĕ Николай Васильев. — Атте хыпаланса çитнĕ вăхăтра çумăр ӳккелеме пуçларĕ. Пӳрт алăкне уçса ятăм çеç — çăра тĕтĕм йăсăрланса тухрĕ. Холодильнике, морозильнике, шкапа çулăм ярса илнĕччĕ. Аттен чаплă купăсне шел — çăлса хăвараймарăм».

Ку инкек çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Васильевсен килне аçа çапнă, пушар тухнă. Часах чупса çитнĕ кӳршисем пушар хуралне шăнкăравланă, васкавлă медицина пулăшăвне чĕннĕ. Пушара алхасма паман — вут-çулăма сӳнтернĕ.

«Пирĕн ялта аçа çапнă тĕслĕх хальччен пулман. Телевизора сӳнтернĕччĕ, анчах розеткăран кăларманччĕ. Медиксем атте сывлăхне тĕрĕслерĕç — веçех йĕркеллĕ. Пушар зала сиен кӳчĕ. Обойсене улăштартăмăр, çĕнĕ техника туянтăмăр. Сирпĕннĕ телевизора кăларса пăрахма тиврĕ. Юрать, атте чĕрĕ-сывă. Ыттине ĕçлесе илĕпĕр-ха», — пĕлтерчĕ Николай.

Çав кун республикăра 6 пушара шута илнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ аçа çапнине пула тухнă. Йĕпреç поселокĕнче пĕр çурт маччине вут-çулăм ярса илнĕ. Хуçисем суранлан-ман. Муркаш районĕнчи Вăрманкас ялĕнчи ял хуçалăх предприятийĕнче çур çĕр иртсен инкек сиксе тухнă — 3 тонна утă çунса кĕлленнĕ. Ку тĕслĕхре те аçа çапнине пула вут тухнă тесе шухăшлаççĕ.

РФ МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ĕçченĕсем аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче электропралукран, çуртсене аçа çапасран сыхлакан хатĕртен, антеннăран аякра тăма, чӳречесемпе алăксене, вентиляци каналĕсене, мăрьесене хуплама ыйтаççĕ. Çак сĕнӳсем инкеке сирме пулăшĕç. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче уйра пулсан юхан шыв хĕрринчен пăрăнмалла, çыран хĕрринчен аяккарах тăмалла. Сăрт çинчен анса айлăма лармалла. Пĕччен ӳсекен йывăç патне çывхармалла мар.

Кӳршисенчен куçнă

Нумаях пулмасть Йĕпреç поселокĕнче пурăнакан Паскарьсен çемйи те пысăк инкекпе тĕл пулнă. Хайхискерсем 2007 çулта туяннă çуртсăр юлнă.

«Пӳрт кивĕччĕ. Атте ăна юсаса çĕнетес тесе чылай тăрăшрĕ. Çĕршывăмăр тĕп хулинче ĕçлекенскер хуралтăсем çĕклерĕ, гараж турĕ, чăх вити хăпартрĕ. Аттепе анне нумаях пулмасть кăна çĕнĕ холодильник, кĕпе-йĕм çумалли машина, сĕтел-пукан туянса вырнаçтарчĕç. Вĕсене курма ĕлкĕреймерĕм — пушарта çунчĕç», — каласа кăтартрĕ Паскарьсен хĕрĕ Валерия.

Инкек утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче çĕрле пулнă. Çур çĕр иртсен Киров урамĕнчи 126-мĕш çурта çулăм ярса илнĕ. Паскарьсен ывăлĕ урамра çутă мĕлтлетнине асăрханă. Чӳрече патне чупса пынă та кӳршисен хуçалăхĕ çуннине курнă. Арçын ача ашшĕпе амăшне вăратма васканă. Сергей Диомидовичпа Лариса Геннадьевна вырăн çинчен сиксе тăнă та урама чупса тухнă. Чăн та, кӳршисен хуçалăхĕнче «хĕрлĕ автан» ташланă. Çил вĕрнĕрен часах вут-çулăм Паскарьсен çурт тăрри çине куçнă.

«Шупашкартан çур çĕр иртни 1 сехетре çитрĕм те хам курнине ĕненмерĕм. Çурт тăрри ишĕлсе аннă, стенисене хăрăм хупланă, юратнă япаласем кĕле çаврăннă. Çывăх çыннăмсем пурлăха илсе тухайман. Мĕн те пулин упранса юласса шантăмăр. Пушарнăйсем ирĕк парсан пӳрте кĕтĕмĕр те чĕрене ыраттармалли ӳкерчĕк куртăмăр. Усă кур-машкăн юрăхлă япала юлман», — калаçăва тăсрĕ чăваш эстрада юрăçин Михаил Ăраскалăн мăшăрĕ Валерия. Вут-çулăм питĕ хăвăрт сарăлнăран кӳршисем нимĕн те туса ĕлкĕреймен. Инкек тухнă вăхăтра çывăрманскерсем тĕтĕм шăршине, вут-çулăм тухнине сиссе юлайман. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Сăн ӳкерчĕкне 7 пин европа туяннă

Çулталăк каялла Гуля Михайлова ӳнерçĕ патне строительство компанийĕн ĕçченĕ шăнкăравланă. Хăйĕнпе паллаштарнă хыççăн вăл художнике ĕç сĕннĕ — Шупашкарти çĕнĕ микрорайонти 120 метр тăршшĕ, 5 метр çӳллĕш сăрă бетон стенана чун кĕртмелле. Подрядчике Гульăпа мăшăрĕн унчченхи ĕçĕсем кăмăла кайнă. Вăл вĕсене шыраса тупнă, тĕлпулăва чĕннĕ.

Стена çинче — юмах тĕнчи

«Ку шухăш килĕшрĕ: тĕксĕм сăрă пурнăçа ырă сăнар çутаттăр. Арт-объект пуçĕнче сарă çӳçлĕ хĕрачана ӳкертĕмĕр. Вăл асамлăх тĕнчин алăкне уçать. Пĕлтĕрхи кĕркунне эскиз тума пуçларăмăр. Ĕç калăпăшĕ пачах шиклентермерĕ. Хула шкулĕнчи столовăя сăрласа илемлетнĕ хыççăн мана граффити теми çывăх пулнине ăнлантăм. Çавăнпа тулли кăмăлпа ĕçе пуçăнтăм», — калаçăва пуçларĕ Гуля. Стена çине мĕн ӳкересси пирки пуç ватман. Художнике романтика реализмĕ çывăх. Гуля стена çине юмах сăнарĕсене ӳкерме сĕннĕ. Подрядчик эскиза йышăнсан хĕрӳ тапхăр пуçланнă. 5 метр çӳллĕш стена çинче ӳкерме çăмăл мар. Ӳнерçĕсем штукатурка тунă чухне çӳле хăпарса тăрса ĕçлемелли пусма илсе килнĕ. Çӳлти пайне сăрланă чухне кунне миçе хут хăпарса аннă-ши? Киçтĕк аврисене те 2 метр тăршшĕ вăрăмлатма тивнĕ.

Хĕвел хĕртсе пăхнăран ӳнерçĕсем кăнтăрла ĕçлеймеççĕ, ирхине тата каçхине вăй хураççĕ. Çынсем вĕсен умĕнчен лăпкăн иртеймеççĕ — мăшăра мухтаççĕ, хавхалантараççĕ. Ачасем те кăсăкланаççĕ, юмах сăнарĕсене паллаççĕ, пĕрле ӳкерме ирĕк ыйтаççĕ. Мăшăр вĕсен кăмăлне хуçмасть — киçтĕк тыттарать. Стена çинче: Чиполлино, Буратино, Машăпа упа, Емельăпа çăрттан, тинĕсри утрав, Александр Пушкин юмахĕсенчи сăнарсем… Михайловсем çĕртме уйăхĕнче пуçланă ĕçе утă уйăхĕн вĕçĕнче пĕтересшĕн. Юлашкинчен ӳкерчĕке лакпа витесшĕн. Панорама кунта пурăнакансене, иртен-çӳрене 5-6 çул савăнтаратех.

«Манăн шухăшпа, Шупашкарта çын ĕçне хисеплекенсем пурăнаççĕ. Вĕсем картинăна илемсĕрлетмĕç», — шанаççĕ художниксем.

Чухăнсен çурчĕсем илĕртнĕ

«Эпĕ Совет Союзĕн ачи», — тет хăйĕн пирки Гуля. Унăн ашшĕ — узбек, амăшĕнче вырăс тата чăваш юнĕ чупать. Гуля Казахстанра çуралнă, 3 çул тултарсан çемье Чăваш Ене куçса килнĕ. Мĕн пĕчĕкрен ӳкерме юратнăскер ӳнер шкулĕнче ăсталăхне туптанă. Унтан Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухнă.

«Анне енчи тăвансем — пултарулăха кӳлĕннĕ çынсем. Икĕ сыпăкри кукаçи — Павел Алешин — ЧР художниксен союзĕн хастарĕ пулнă. Мăшăрăм Ваня та мĕн пĕчĕкрен культурăна çывăх. Ашшĕ — Владислав Михайлов — республикăри чи паллă фотографсенчен пĕри. Вăл — «Ракурс» клуба йĕркелекенĕ», — пĕлтерчĕ Гуля. Мăшăр 1999 çулта Евгений Сергеев ӳнерçĕ куравĕнче паллашнă. Ваня абстракционизма кăмăллать. Картинисене искусствăн çак енне тĕпе хурса ӳкерет. Утă уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти харпăр галерейăра унăн куравĕ уçăлĕ. Иван Михайлова ашшĕн пултарулăхĕ те куçнă. Ӳнерçĕ фотоаппарата алăран ямасть. Çул çӳревре ытти турист пек паллă вырăнсен умĕнче сăн ӳкерĕнессишĕн тăрăшмасть. Ваня хула хĕрринчи урамсене çитсе курать, унти пурнăçа сăнлать.

«2012 çулта Гульăпа Парижа çитрĕмĕр. «Кĕмĕл камера» конкурсра çĕнтернĕшĕн çул çӳреве каймалли путевкăпа хавхалантарчĕç. 2 уйăх юратакансен хулинче, Сена юхан шыв хĕрринче пурăнтăмăр. Парижăн чи паллă вырăнĕсенче уçăлса çӳрерĕмĕр, анчах туристсем пухăннă çĕрте ӳкерме интереслĕ мар. Манăн никам çитсе курман урамсене тупас килчĕ. Кашни каç метрона анаттăм та центртан аякра вырнаçнă районсене çул тытаттăм. Илемсĕр урамсем, пĕлĕтелле карма-шакан пысăк тата чухăнсем пурăнакан çуртсем илĕртрĕç», — калаçăва тăсрĕ арçын. Михайловсем тĕрлĕ проект пуçараççĕ, куравсемпе аукционсене хутшăнаççĕ. Сăмах май, Ваньăн ĕçне этем пĕрремĕш хут космоса çĕкленнĕренпе 60 çул çитнине, астрологипе космологие халалланă курава суйласа илнĕ.

«Ача-пăча лапамĕсем» проектпа çулталăк ытла ĕçлерĕм. Пĕр вырăна темиçе хут таврăнаттăм, ирхи, кăнтăрлахи çутăпа ӳкереттĕм. Пĕр вырăна хĕлле, çулла, çуркунне çӳрерĕм. Çĕр-çĕр кадртан темăна тăсакан пĕр сăн ӳкерчĕке суйлаттăм. Ку — чи йывăрри. Кăçалхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мускавра ыр кăмăллăх аукционĕ иртрĕ. Ача-пăча лапамĕнчи ракета сăн ӳкерчĕкĕ 7 пин европа сутăннине пĕлсен савăнтăм. Нухрата хальхи искусствăна аталантармашкăн, ӳнерçĕсене хавхалантармашкăн куçарчĕç», — пĕлтерчĕ художник. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.