Çамрăксен хаçачĕ 27 (6375) № 15.07.2021
Электрокӳме уйăрма, газ кĕртме ыйтаççĕ
Чăвашра пурăнакансем республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн социаллă сетьсенчи страницисенче пăшăрхантаракан ыйтăвĕсене час-часах çыраççĕ. Олег Алексеевич онлайн мелпе тӳрĕ лини ирттерессине те йăлана кĕртрĕ. Кунашкал форматпа йĕркеленĕ калаçу утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче черетлĕ хут иртрĕ.
Халăха мĕн пăшăрхантарать-ха? Инстаграм, «Контактра» соцсетьсене çитнĕ тата чат-бот йышăннă 676 ыйтуран чылайăшĕ шкулсемпе садиксем çĕклессипе, çул юсассипе, тавралăха хăтлăх кĕртессипе, социаллă пулăшупа тивĕçтерессипе çыхăннă. Транспорт, экологи ыйтăвĕсем те канăçсăрлантараççĕ. Паллах, Олег Николаев кашнине хуравлаймарĕ, анчах шантарчĕ: пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ.
НУМАЙ АЧАЛЛИСЕН «ЧУН ЫРАТĂВĔ». Тӳрĕ линие йышлă çемьесенчен чылай ыйту çитнĕ. Акă, сăмахран, Çĕмĕрлери Касаткинсем газпа тивĕçтерессине 6 çул кĕтеççĕ. Вĕсем тата тепĕр 10 çемье 2015 çулта унччен кирпĕч завочĕ пулнă вырăнта çĕр лаптăкне тивĕçнĕ. Унтанпа нуша кураççĕ: газ пулманран çулталăкра 6-шар КАМАЗ вутă туянма, кашни 2 сехетре кăмака хутма тивет. Йывăрлăхсем кунпа вĕçленмеççĕ: çуртра час-часах çутă пĕтет. Каçсерен урамра та çук вăл. Тĕрĕслĕх шыраса Генпрокуратурăна та çыру янă. Пĕлтĕр Раççей Президенчĕ Владимир Путин газ пăрăхне çурт чикки таран çитермеллине, ку тӳлевсĕр пулмаллине йышăннă пулин те çак урамра пурăнакансем ку ырлăхпа савăнаймаççĕ. Çемьесен хăйсен вăйĕпе газ кĕртме шухăш пулнă, проект та хатĕрленĕ. Анчах ку ĕç валли пысăк укçа кирлĕ. Олег Николаев çак ыйтупа ĕçлессине палăртрĕ. Паянхи куна республикăри 63 пин хуçалăх газсăр пулнине асăнчĕ. Çĕмĕрлери кăна мар, ытти тăрăхри çынсен ыйтăвне те тивĕçтерĕç.
Хулара пурăнакан нумай ачаллă çемьесемшĕн çĕр лаптăкĕн ыйтăвĕ ыратакан суран евĕр. Çĕнĕ Шупашкарти Ирина Васильева республика Пуçлăхне кулянăвне пĕлтернĕ. Çемьене малтанах Йĕпреç районĕнче çĕр панă, инçе пулнăран унта кайма килĕшмен. Халĕ хăйсем пурăнакан хуларах лаптăк тупăннă, анчах пахча валли кăна. Хĕрарăм ăна йышăнмасан черетрен тухса ӳкесрен хăрать. Олег Николаев Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта çĕр сахал пулнине палăртнă май нумай ачаллисене пулăш-машкăн майсем шыранине пĕлтерчĕ. «Темиçе çул каялла Муркаш районĕнче çĕр лаптăкĕ паратчĕç, анчах газ, çутă çукки йывăрлăх кăларса тăратнă. Тепĕр çĕрте веçех пур, анчах çуртне халĕ те çĕклемеççĕ. Çĕр пушă пулни лайăх пулăм мар», — çапла пĕтĕмлетрĕ Олег Алексеевич. Нумай ачаллисене çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа парас ыйту тухса тăнă. Халĕ ăна тишкереççĕ. Çемьесем суйлама ирĕк пулĕ: е çĕр лаптăкĕ, е укçа.
Пирĕн республикăра амăшĕн капиталне параççĕ. Çак çăмăллăхпа чылай çемье усă курнă. 2016 çултанпа ку укçана пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çемьесем çеç тивĕçеççĕ. Тӳрĕ линие çитнĕ черетлĕ ыйту шăпах регионти амăшĕн капиталĕпе çыхăннăччĕ. Республика Пуçлăхĕ çак программăпа тивĕçнĕ укçана транспорт хатĕрĕ туянмашкăн яма май тăвассине пĕлтерчĕ. Анчах та çемье хваттерлĕ пулсан çеç.
Комсомольски районĕнчи Урмаелти Алия Салахутдинова «Çамрăк специалист» программăпа усă курайманнишĕн пăшăрханать. Вăл ялти шкулта 10 çул ĕçлет. Асăннă программăпа 35 çула çитменнисем çеç усă кураяççĕ, Алия вара 33-ре. Олег Николаев çамрăксене пулăшмалли мерăсемпе ĕçлемеллине палăртнă май çамрăк вĕрентекенĕн ыйтăвне район пуçлăхĕпе сӳтсе явассине асăнчĕ.
Ирина КОШКИНА.
Прививка тутармашкăн черет тăмалла мар
Тунтикунхи канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирусран сыхланмалли вакцинаци пĕлтерĕшĕ çинчен черетлĕ хут аса илтернĕ.
Иртнĕ шăматкун Олег Алексеевич Çĕмĕрлере пулнă, унти ĕç-пуçпа паллашнă, çитменлĕхсене курнă. Прививка тумалли стационар пур, тухса çӳрекен ушкăн та ĕçлет. Юлашки вăхăтра вĕсем куллен 160-170-шер çынна прививка тунă. Чăннипе вара 350-400 çынна вакцинацилеме пултараççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Сывлăх сыхлавĕн министерствине вырăнсенчи ĕçе йĕркелемешкĕн ятарлă методика кăтартăвĕсем хатĕрлеме хушнă. Районсемпе хуласенче вырăнсенчи пухусен депутачĕсене, хастар йыша ĕçе явăçтармалла — хальлĕхе вĕсем айккинче юлаççĕ. Укол тутармашкăн çынсен темиçешер сехет черет тăмалла мар. Тухса çӳрекен бригада пĕр-пĕр яла е предприятие прививка тума каять тĕк — çынсене кун пирки маларах пĕлтерсе хумалла, кирлĕ пулсан вĕсене унта транспортпа илсе пырассине, кайран каялла леçессине йĕркелемелле. Çак самантсене шута илсен вакцинаци анлă пулĕ.
Утă уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ене РФ промышленноçпа суту-илӳ министрĕ Денис Мантуров çитмелле. ЧР Пуçлăхĕ утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Екатеринбургра иртнĕ «Иннопром-2021» промышленноç куравĕнче тăватă енлĕ килĕшĕве алă пуснине аса илтернĕ. Унпа килĕшӳллĕн Шупашкарта пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсен производствине йĕркелемелле. Олег Николаев çакна çулталăк тăршшĕпе тунă ĕç кăтартăвĕ тесе хакланă. Утă уйăхĕн виççĕмĕш вунă кунлăхĕнче республикăна итальянсем те çитмелле. Хайхи пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсен производствине вĕсемпе пĕрле йĕркелесшĕн. Çак техникăна туса кăларма пуçласси трактор завочĕн площадкисене ĕçпе тивĕçтернипе, республикăра пурăнакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе пĕрлех тĕрлĕ отрасль умне ансат мар ыйтусем кăларса тăратать. Вĕрентӳ сферинче тивĕçлĕ йышăнусем тумалла. Çĕнĕ производствăна тарăн пĕлӳллĕ тата ăста кадрсем кирлĕ. Вĕсене хатĕрлес енĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе, ытти вĕренӳ заведенийĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Унсăр пуçне республикăра уçăлмалли технопарксем, индустри паркĕсем валли те ятарлă пĕлӳ илнĕ çынсем кирлĕ. Мускав пулăшнипе вĕрентӳ программине пуçарнă, анчах унта хутшăнакансен шучĕ хальлĕхе пысăк мар. Олег Алексеевич çав технопарксенче тĕпленмелли бизнес представителĕсене явăçтарма, программăна хутшăнакансен йышне пысăклатма сĕннĕ.
Наталья ИВАНОВА.
Суя сертификатшăн явап тыттарĕç
Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче вакцинаци ыйтăвне хускатнă. Юлашки вăхăтра прививка тăвакансен шучĕ ӳснĕ. Шел те, аслă ӳсĕмрисен хушшинче ку хисеп сахалланнă. 60 çултан иртнисен 90 процентне прививка тумалла.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев мерăсем йышăнма ыйтнă, мобильлĕ пунктсемпе бригадăсен ĕçне вăйлатма, вĕсен шутне ӳстерме, ĕç вăхăтне тăсма хушнă. «Пур ватă та больницăна çитеймест, çавăнпа е хăйсем патне каймалла, е вакцинаци пунктне çитме майсем тумалла», — тенĕ вăл. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 187668 çын прививка тутарнă, вĕсенчен 77358-шĕ — 60 çултан аслăраххисем. 126 пин çын вакцинацие вĕçленĕ.
Коронавирусăн çĕнĕ штамĕсем сарăлнăран больницăна лекекенсен чир йывăр иртет, шăрăх çанталăк та сиплеве япăх витĕм кӳрет. Хальхи вăхăтра стационарта коронавирусран 1966 çын сипленет, вĕсенчен 54-шĕ ИВЛ-аппаратпа сывлать. Алла Салаева вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, халăха вакцинацилес енĕпе Красноармейски /43 %/, Канаш /40%/, Куславкка /35%/ районĕсем малта пыраççĕ. Çĕмĕрле тăрăхĕнче вара прививкăна сахаллăн тутарнă. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Шигашев пĕлтернĕ тăрăх, прививка тутаракансен йышĕ пĕчĕк мар, анчах хулана вакцина сахал кӳрсе килнĕ тата медицина ĕçченĕсем çитмеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта та вакцинаци тума васкамаççĕ.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, яланхи пекех 50-65 çулсенчи çынсем ытларах аптăраççĕ, 30-40 çулсенчисене те чир нушалантарать. Юлашки вăхăтра медиксемпе рабочисем нумайрах чирлеççĕ. Инфекци общество вырăнĕсенче ытларах ерет. Çакă çынсем лавккасенче, транспортра тата ытти çĕрте хăрушсăрлăх мерисене пăхăнманнипе те çыхăннă. Чирлекенсен шучĕ ӳснипе республикăри массăллă мероприятисене ирттерме чарнă. Йăлана кĕнĕ Çĕрпӳ ярмăркки те иртмĕ.
Прививка тунине ĕнентерекен суя сертификат тăвакансем тупăннă. Мускаври пĕр çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. ЧР ШĔМ министрĕн çумĕ Алексей Веселовский пĕлтернĕ тăрăх, соцсетьсенче суя сертификатсемпе справкăсем тăвасси çинчен пĕлтерӳсем вырнаçтараççĕ. Вĕсем унăн электронлă вариантне те, хутлине те туса пама шантараççĕ. ПЦР-тест справкине параççĕ. Суя сертификата туянакансене те, ăна туса паракансене те уголовлă майпа айăплаççĕ.
Наталья ИВАНОВА.
Çур миллион «ураланнă»: ватă арçыннăн нухратне банкрах йăкăртнă
Кăçалхи кăрлач уйăхĕн çурринче Шупашкарта пурăнакан хĕрарăм урамра енчĕк тупнă. Хайхискер ун ăшĕнче пулнă кредит карттипе усă курма шут тытнă. Хĕрарăм тĕрлĕ лавккана çитнĕ, 15 пин тенкĕлĕх япала туяннă. Карточка хуçи тăкака асăрханă та полицие çитнĕ. Уголовлă шырав ĕçченĕсем çак ĕçе тума пултарнă хĕрарăма хăвăртах тупнă. Вăл айăпа йышăннă. Шупашкарти Калинин районĕн сучĕ ун тĕлĕшпе йышăну тунă: 400 сехет ĕçлесе татмалла. Приговор вăя кĕнĕ.
Хĕсметрен таврăннă та…
Ют çыннăн банк карточкине тупсан мĕн тумалла-ха? Нумаях пулмасть хамăн ĕçсемпе Перекет банкĕн уйрăмне кĕтĕм. Операторсем ĕçе пуçăннă çеçчĕ. «Урамра енчĕк тупрăм.
Унта сирĕн банк картти те пур. Кама памалла?» — çакнашкал ыйтупа чарчĕ консультанта хĕрарăм. Хăй хыпаланни палăрчĕ, алăри енчĕке силлерĕ, кама тыттармаллине пĕлмерĕ. Çамрăк оператор Перекет банкĕн карточкине çеç илсе юлма пултарать иккен. Ытти документа, вĕсен хушшинче СНИЛСпа ОМС полисĕ те пурччĕ, йышăнмарĕ. Ĕçе васкакан хĕрарăма унăн хуравĕ кăмăлсăрлантарчĕ. Хайхискер енчĕке сĕтел çине ывăтрĕ те тухса кайрĕ. Консультант ним тума аптăрарĕ, аслă оператора чĕнсе илчĕ. Ĕç-пуç мĕнпе вĕçленнине пĕлеймерĕм, манăн та ĕçе васкамаллаччĕ.
Юлашки вăхăтра ют çыннăн банк карточкипе усă курнă тĕслĕх йышланнă. Нумаях мар пулса ир-тнисене тишкерер. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче 20-ри каччă хĕсметрен таврăннă. Тин çеç салтак аттине хывнăскер тусĕсемпе пĕрле Шупашкарти Павлов мичман урамĕнче вырнаçнă каçхи клуба çул тытнă. Уяв вăхăтĕнче вăл банк карточки çухалнине сиссе юлайман. Каярах каччă унти укçана тăкакланине пĕлтерекен СМС-çырусем илнĕ. Йĕрке хуралçисем вăрра шырама пикеннĕ — Павлов мичман, Гузовский, Элкер урамĕсенче вырнаçнă лавккасене çитнĕ. Унти сăнав камерисем ӳкернине тишкерсен çакă паллă пулнă: карточкăпа 45-55 çулсенчи хĕрарăм усă курнă. Вăрăм сараппанпа çутă шлепке тăхăннăскер 4 пин тенкĕлĕх япала туяннă. ЧР ШĔМĕ унăн сăн ӳкерчĕкне соцсетьсене тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсене вырнаçтарнă. Хĕрарăма тупнă. 55 çултискер çак таранччен саккуна пăсман. Хайхискер банк карточкине урамра тупнине пĕлтернĕ. Вăл ют пурлăха хапсăннăшăн явап тыттарма пултарассине пĕлнĕ. 4 пин тенке тăкакланăскер халĕ айăплав кĕтет.
Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче полици уйрăмне 32-ри арçын çитнĕ. Вăл хăйĕн банк карточкине çухатнине, унпа такам усă курнине пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем вăхăта сая яман — карточкăпа ăçта усă курнине палăртнă. Лавккасенче вырнаçтарнă сăнав камерисем вăрра тупма пулăшнă. 74-ри пенсионеркăна полици уйрăмне çитернĕ, ĕç-пуçа уçăмлатнă. Тивĕçлĕ канурискер банк карточкине урамра тупнă имĕш. Хайхискер унти укçапа аялти кĕпе-йĕмпе апат-çимĕç туяннă, 11 пин тенкĕ тăкакланă. Ăна шырама пултарассине чухланă-ха вăл. «Тăкака саплаштарсан айăплавран хăтăлăп», — тесе шухăшланăскер тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Чăн та, хĕрарăм шар куракана укçана тавăрса панă, çапах унăн суд умĕнче явап тытма тивĕ. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...