Комментировать

29 Авг, 2014

Промышленноç: кăтартусем лайăхланнă

ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин коллегийĕ ĕнер Пĕтĕм Раççейри релестроенин ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче лару ирттерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна уçнă май республикăри промышленноç комплексĕнчи лару-тăру улшăнăвне сăнасах тăни çинчен пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич çичĕ уйăхри кăтартусемпе кăмăллă. Çулталăка аталану шайне чакармасăр пĕлтĕрхинчен 4% ирттерсе вĕçлеме чĕнсе каларĕ. РФ Промышленноç министерстви Шупашкарти трактор заводне пулăшма килĕшни çинчен хыпарларĕ.

Промышленноçăн хăш-пĕр отраслĕнче çитменлĕхсем пур, палăртнă тĕллев пурнăçланмасть. Предприяти ертÿçисене коллективпа уççăн канашласа çитменлĕхсене пĕтерме, шалуран тытса юлакан налука республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне тăхтаса тăмасăр куçарма ыйтрĕ.

Унтан производствăра нумай çул ĕçлесе ырă ята тивĕçнисене - 5 çынна - патшалăх наградисемпе чысларĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин республикăри промышленноç комплексĕн 7 уйăхри кăтартăвне пĕтĕмлетрĕ. «Комплекс пĕлтĕр те аван ĕçлерĕ. Кăçал та кăрлач-утă уйăхĕсенчи кăтарту лайăх. Промышленноç производствин индексĕ 105,7 процентпа танлашрĕ, тирпейлекен производствăра - 107,2%. Пирĕн республика индекс шайĕпе федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ», - терĕ Владимир Александрович.

Экономикăн 12 тĕп отраслĕнчен тăххăрăшĕ /6 уйăхра - çиччĕ/ производствăна ăнăçлă аталантарнă. Апат-çимĕç, сăран тата атă-пушмак, хими таварĕсем туса кăларассипе вара плана тултарайман.

7 уйăхра Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Элара», «АККОНД», «Букет Чувашии» АУОсем, «Вавилон», «Гален», «ЭКРА» ОООсем, ытти те производство калăпăшне ÿстернĕ.

Тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 8,9% ÿснĕ. Чи пысăкки - транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани производствинче ĕçлекенсен - 17,6%, шалу 22408 тенке çитнĕ.

Владимир Аврелькин залра Украинăран килнĕ хăна пуррине пĕлтерчĕ. Николай Друзьев «Луганский машиностроитель-43» тулли мар яваплă обществăна ертсе пырать. Предприяти механика деталĕсем, агрегатсем, машиностроени, нефтьпе газ, геологи тĕпчевĕ промышленноçĕсем валли оборудовани туса кăларать.

- Эпир Раççейпе, вăл шутра Чăваш Енпе те, çулленех тачă çыхăну тытнă, - терĕ Николай Иванович. - Ăна малашне те çирĕплетсех пырăпăр.

Владимир Александрович докладне «ВНИИР» АУО гендиректорĕ Любовь Макеева, «Химпром» АУО ертсе пыракан директорĕ - «Оргсинтез ушкăнĕ» АХО гендиректорĕн çумĕ Елена Колесникова, «Тароупаковка» АУО гендиректорĕ Олег Таланов, «Промтрактор» АУО ĕç тăвакан директорĕ Валерий Ярмолович сÿтсе яврĕç.

Калаçу апат-çимĕç промышленноçĕ пирки те пычĕ. «2014 çула производство индексне 105 процента çитерсе вĕçлесшĕн. Ытти предприятипе пĕрле спирт завочĕ те хăйĕн хăватне ÿстерсе пырать, - пĕлтерчĕ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров. - Лавккари çимĕç хакĕпе кунсеренех кăсăкланатпăр, мониторинг ирттеретпĕр».

- Лавккасенче эпĕ те сирĕнтен кая мар пулатăп, тен, ытларах та, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Мана вĕсен ĕçĕ тивĕçтермест. Хамăрăн тавар çителĕксĕр, шыв çук. Япăх ĕçлекенсен коллективпа сыв пуллашмалла пулĕ.

Калаçăва Промышленноçпа суту-илÿ палатин президенчĕ Игорь Кустарин хутшăнчĕ.

- Суту-илÿ сечĕсенче пирĕн экспертсем те пулаççĕ. Шел те, вĕсене пур çĕрте те тĕрĕслеме ирĕк парасшăнах мар. Çакă саккунпа юраман таварсем лавккара пуррипе те çыхăннă ахăртнех. Хамăрăн хастарлăха ÿстермеллех.

Иккĕмĕш ыйтупа Патшалăх ĕç инспекцийĕн Чăваш Енри ертÿçин тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Раиса Павлова калаçрĕ.

- Производствăра çынсем ĕç дисциплинине пăхăнманран, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курманран, мухмăрла ĕçленĕрен, хăрушсăрлăх техникине пăхăнманран, ытти сăлтавпа та аманаççĕ, хăш чухне вилеççĕ те. Ытларах çамрăксем, - терĕ Раиса Николаевна. Предприяти ертÿçисене хăрушсăрлăх техники тĕлĕшпе инструктаж тăтăшах ирттерме, рабочисене хÿтĕлев хатĕрĕсемпе тивĕçтерме, ĕç дисциплинине çирĕплетме чĕнсе каларĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.