Комментировать

1 Июл, 2021

Çамрăксен хаçачĕ 25 (6373) № 01.07.2021

«Вулакансене хитре хуплашкапа илĕртеймĕн»

АЛЕКСЕЙ КУЗЬМИН РЕСПУБЛИКĂРИ АЧАСЕМПЕ ÇАМРĂКСЕН БИБЛИОТЕКИНЕ ДИПЛОМ ИЛСЕНЕХ ĔÇЛЕМЕ ВЫРНАÇНĂ. ЧĔМПĔРТИ И.Н.УЛЬЯНОВ ЯЧĔЛЛĔ ПАТШАЛĂХ ПЕДАГОГИКА УНИВЕРСИТЕЧĔН МАГИСТРАТУРИНЧЕ ВĔРЕНЕКЕН ЯШ ТИК-ТОКРА БИБЛИОТЕКĂН СТРАНИЦИНЕ ЙĔРКЕЛЕСШĔН.

Кĕнеке нумай вуланине ĕненмен. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех вулама юрататтăм. Кашни кун киле çĕнĕ кĕнеке йăтса килеттĕм. Вулавăш ĕçченĕсем мана ĕненместчĕç. «Леша, эсĕ кĕнекене вуласа тухмасăрах илсе килетĕн пулĕ», — тетчĕç. Содержанине каласа кăтартсан шалтах тĕлĕнетчĕç. Çакăн хыççăн иккĕленме пăрахрĕç. Пĕр çулхине нумай кĕнеке вуланăшăн диплом пачĕç.

Эпĕ Патăрьелте çуралса ӳснĕ. 9-мĕш класс пĕтериччен унти 1-мĕш шкулта ăс пухрăм. Мĕн пĕчĕкренех юрлама юратнă эпĕ, ача садĕнче те ташă кружокне çӳренĕ, шкулта хорта пулнă. 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти культура училищин наципе ӳнер уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Унта контрабас, купăс тата баян калама хăнăхрăм.

Çак профессие суйланăшăн ӳкĕнмест. Манăн атте Герман Пантелеевич — производство вĕрентĕвĕн мастерĕ, анне Галина Кузьминична столовăйĕнче ĕçлет. Атте мана Çĕрпӳри аграри техникумне ярасшăнччĕ. Малтан — Шупашкара, кайран унта кĕрсе заявлени çырма шухăшланăччĕ. Культура училищинче çав кунах вокалпа экзамен тытма тиврĕ. Иккĕмĕш сыпăкри аппа Олеся та кунтах ăс пухатчĕ. Эпĕ те çакăнтах вĕренме кĕтĕм. Училищĕне пĕтерсен Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче аслă пĕлӳ илме тĕв турăм, библиотекарь профессине алла илтĕм. Курсра эпĕ пĕртен-пĕр каччăччĕ. Çамрăксем ытларах музыкант тата режиссер пуласшăнччĕ. Эпĕ вара çак профессие суйланăшăн пĕрре те ӳкĕнмерĕм. Чылайăшне библиотекарĕн кĕнеке нумай вулама тивни шиклентерет. Пачах та кун пек мар. Вулавăшра ĕçлекенĕн каталогпа ĕçлеме, ытти вăрттăнлăха вĕренсе çитмелле. 2-мĕш курсра чухне Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекине практикăна килтĕм. Ун чухне эпĕ диплом илсен кунта ĕçлесси пирки шухăшламан та. Декан Лилия Илларионова питĕ лайăх хĕрарăм. Ун патне кирек епле ыйтупа та пырса калаçма пулать. 4-мĕш курсра чухне пирĕн çемьере пысăк инкек пулчĕ. Эпĕ ун чухне вĕренме те пăрахасшăнччĕ. Лилия Владимировна мана хавхалантарчĕ, диплом илсен ĕç вырăнĕ тупма та пулăшрĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦ 


Эрнере 7 кун, талăкра 24 сехет вĕреннĕ

Кăçал ЧР Çамрăксен патшалăх премине 30 яшпа хĕр тивĕçнĕ. Вĕсен ЧР йышĕнче — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн анатомипе васкавлă хирурги кафедрин аслă преподавателĕ Анастасия Котелкина. Премие ăна стреса пула шыçă чирĕсем вăйлăрах аталаннине тĕпчесе çырнă проектшăн вырăсла: «Цитоархитектоника тимуса при экспериментальном канцерогенезе в условиях стресса» пама йышăннă.

Савни пирки шухăшламан

Анастасия 1990 çулта Украинăри Донецк хулинче çуралнă. 2013 çулта унта хирĕç тăру тухсан унăн пĕлĕшĕсем пайтах нушаланнă. Анастасия 4 çулччен ашшĕ-амăшĕпе Украинăра пурăннă. Кайран вĕсем Чăваш Енĕн тĕп хулине — Шупашкара — куçса килнĕ. «Кунта манăн кукамайпа кукаçи пурăнатчĕç, вĕсен çывăхĕнче тĕпленме шухăшларăмăр. Пирĕн йăхра тухтăрсем пулман. Асанне инженер профессине алла илнĕ, асатте Суворов ячĕллĕ училищĕре вĕреннĕ. Атте Андрей Николаевич та — инженер, «Çеçпĕл» заводра вăй хурать. Эпĕ ача чухнех тухтăр профессине килĕштереттĕм, «Айболит» мультфильма юратса кураттăм. 8 çулта чухне врач пулма çирĕп тĕллев тытрăм. Ун хыççăн шухăша улăштарман. Аттестат илсен медицина институтне е милици шкулне каяс ĕмĕт пурччĕ. Эпĕ пĕрремĕшне суйларăм. «Йĕрке хуралĕнчи ĕç хĕрарăм валли мар», — терĕç. Шупашкарти 54-мĕш шкулта ăс пухнă вăхăтра фортепиано калама вĕрентĕм, ташă кружокĕнче ăсталăха туптарăм. 2007 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. Балсем çитменрен тӳлевлĕ майпа ăс пухрăм. «Сиплев ĕçĕ» специальноçпа 6 çул вĕрентĕм. Çăмăл марччĕ. Преподавательсем çирĕп ыйтатчĕç пулин те мана питĕ килĕшетчĕ. Студент билетне алла илсен эпĕ савни, кану пирки шухăшлама пăрахрăм. Юлташсемпе те сахалрах хутшăнма тиврĕ. Маншăн пĕрремĕш вырăнта пĕлӳ илессиччĕ. Эрнере 7 кун, талăкра 24 сехет вĕрентĕм. Медицина факультечĕ маншăн професси пĕлĕвĕ паракан çурт çеç мар, пурнăç шкулĕ те пулса тăчĕ», — студент çулĕсене аса илчĕ Анастасия.

Анатоми унăн чи юратнă предмечĕсенчен пĕри пулнă. Ун валли вăл питĕ нумай вăхăт уйăрнă. «Çур çĕр иртни 1 сехетрен пуçласа 5-ччен конспект çыраттăм. Май килнĕ чухне пĕрмай анатоми вĕренеттĕм. Уйрăмах 1-2-мĕш курссенче пусăрăнса ăс пухрăм. Занятисем хыççăн та вĕренме юлаттăм. Шкулта математика предметне лайăх пĕлеттĕм, çавăнпа геометри ӳкерчĕкне куç умне çăмăллăнах кăларма пултараттăм. Анатоми кĕнекине вуланă чухне те ăнланманлăх сиксе тухман. Экзамена пĕрремĕш хутĕнчех ăнăçлă тытрăм», — терĕ студент çулĕсене вĕренĕве халалланă çамрăк специалист.

Анастасия интернатурăра терапи енĕпе вĕреннĕ. Больницăра практика тухнă чухне вăл анатомипе васкавлă хирурги кафедринче анатоми дисциплинипе занятисем ирттерекен ассистент кирли çинчен пĕлтерӳ вуланă. «Мана çур ставкăпа ĕçе илчĕç. Интернатурăра та, кунта та ĕлкĕрсе пытăм. Кафедра ĕçченĕсем мана тӳрех асăрхарĕç, хăйсем патĕнчех хăварасшăн пулчĕç. Çамрăксемпе ĕçлеме питĕ килĕшрĕ. Ун чухне пĕр ушкăнпа заняти 5 сехете тăсăлатчĕ. Университетран каçхи 8-9 сехетсенче кăна тухаттăм пулин те ывăннине туймастăм. Киле çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăнаттăм. Интернатура хыççăн пурнăçăма çак профессипех çыхăнтарма шухăшларăм. Кунта эпĕ 2014 çултанпа ĕçлетĕп. 2015 çулта аспирантурăна вĕреме кĕтĕм. Мана ăслăлăх ĕçне явăçтарчĕç…» — каласа кăтартрĕ Анастасия Котелкина. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦ 


Çамрăксем те ытларах чирлеме пуçланă

«Лару-тăру çивĕч. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене ковид стационарĕсен режимне тавăрма тивет. Чирлекенсен йышĕ кашни кун ӳсет. Инфекципе кĕрешмелли чи витĕмлĕ мел — вакцинацие хăвăрт пурнăçлани. Эпир коронавирус штамĕсем сарăлассине чараймастпăр. Общество хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшмалла, çирĕп йышăнусем кирлĕ», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.

Чăваш Енри 13 медицина учрежденийĕнче 1497 койка хатĕрленĕ. Çапах пушă койка сахал. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Британи штамĕпе 9 çын чирленĕ, Инди штамĕпе— 6-ăн.

«Вакцинаци тăвасси пĕр эрнере 2 хут ӳснĕ. 7 кунра 15,5 пин çын прививка тутарнă. Çапах вакцинацие тата хăвăртлатмалла», — тенĕ Надежда Феофановна. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере стационарта коронавирусран 1470 çын сипленнĕ, вĕсенчен 18-шĕ ИВЛ-аппаратпа сывланă. 2200 çын килте медпулăшу илнĕ. Чирлекенсен шучĕ ӳснĕ май Республикăри туберкулез диспансерĕнче, Шупашкар хулин 2-мĕш тата Шупашкар районĕн тĕп больницисенче хушма койкăсем хатĕрленĕ. Пациентсемпе ĕçлемешкĕн 111 ординатора тата 339 студента явăçтарнă. Коронавируспа нушаланакансен 54% — аслă ӳсĕмри çынсем, анчах юлашки вăхăтра çамрăксем те нумаййăн чирлеме тытăннă. Республикăри вакцинацин 56 пункчĕ ĕçлет. Вĕсем пациентсене канмалли кунсенче те йышăнаççĕ. Алла Салаева вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх, вакцинаци тăвас енĕпе Красноармейски, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри районĕсем, Улатăр хулипе районĕ малта пыраççĕ.

«Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче, Çĕмĕрле, Вăрмар, Тăвай районĕсенче вакцинаци тăвасси кая юлса пырать», — тенĕ Алла Леонидовна. Вăл палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра мобильлĕ ушкăнсем рейда сахал тухнă. Вице-премьер общество вырăнĕсенче асăрханулăх мерисене епле пăхăннине тĕрĕслессине вăйлатма хушнă.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хальхи вăхăтра ковидсăр зонăсем уçас ыйтупа ĕçленине палăртнă: кафе-ресторана прививка тутарманнисене тата коронавирус çуккине ĕнентерекен справкăсăр кĕртме пăрахĕç.

Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа Шупашкар хулинче /48%/, Улатăр хулинче, Вăрнар, Красноармейски, Пăрачкав районĕсенче ытларах чирлеççĕ. Офиссенче, банксенче, культура учрежденийĕсенче тăрăшакансене чир ытларах ернĕ. Роспотребнадзор массăллă мероприятисене сахаллатма, апатлану предприятийĕсен ĕç вăхăтне /çĕрле 1 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен/ кĕскетме, фудкортсен ĕçне, ташă каçĕсем ирттерекен вырăнсене вăхăтлăх чарма, курав залĕсемпе кинотеатрсене пыракансен шутне 50 процент чакарма, 60 çултан аслăраххисене тата ача кĕтекен хĕрарăмсене дистанци мелĕпе ĕçлемешкĕн куçарма сĕнет.

Специалистсем палăртнă тăрăх, прививка вирусран сыхлĕ, ку амака çаклатсан та чире çăмăллăн чăтса ирттерме пулăшĕ.

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦ 


«Артистсене пĕр пус та тӳлемерĕм»

Наци тата регион фильмĕсен конкурсĕнче «Анне» статуэткăна Саха режиссерĕ Никандр Федоров тивĕçрĕ. Жюри членĕсем пĕр сасăллă пулнă — картинăна малти вырăна кăларнă. Шел те, 25-ри каччă Чăваш Ене çитеймен. Никандр «ÇХ» ыйтăвĕсене «Контактра» соцсетьре хуравларĕ.

— «Потанцуй со мной» фильм кăçалхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче çеç кун çути курнă. Вăл ытти фестивальте палăрма ĕлкĕрчĕ-и?

— Çук. Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале Якути продюсерĕ Сардаана Саввина хутшăнма сĕнчĕ. Манăн ĕçе пысăк хак панине пĕлсен питĕ савăнтăм.

— Кинофильмри тĕп сăнар — вăтанчăк Нягун. Юратăвĕ пирки пĕлтерме именекен каччăн прототипĕ пур-и? Е вăл шухăшласа кăларнă персонаж?

— Фильм шăнăрĕ — пĕрремĕш юрату историйĕ. Сценарие 2017 çулта, Якутскри культура колледжĕнче вĕреннĕ чухне, çыртăм. Эпĕ 22 çултаччĕ. Ачалăхăм вĕçленнине туйсан чун хурланчĕ. Ял тăрăх велосипедпа ярăннине, кил картишĕнче вылянине, шывра чăмпăлтатнине аса илсе сценари çыртăм. Юрату историне шухăшласа кăлартăм, анчах хампа пулса иртнĕ самантсене те кĕртрĕм. Пурнăçра нимĕн те каялла таврăнмасть, пĕрремĕш юратăвăн та вĕçĕ пур.

— Фильмра Саха Республикин çут çанталăк илемне кăтартнă. Вĕçĕ-хĕррисĕр уйсенче — йывăç çуртлă ялсем. Якут юррисем чĕрене тыткăнларĕç. Регион фильмĕсен конкурсĕнче наци кĕввине те илтес килет çав. Фильм ӳкернĕ чухне фольклорпа усă куратăн-и?

— Хальлĕхе наци юрри-кĕввипе усă курмарăм. Çакăн валли пиçсе çитмелле, вăйлă сценари çырмалла. «Потанцуй со мной» фильма çамрăк ăру валли ӳкертĕм. Çавăнпа унта эпĕ итлесе ӳснĕ юрă-кĕвĕпе усă куртăм. Трейлерта Роберт Анхаров юрри илтĕнет. Вăл та культура колледжĕнче вĕренчĕ. Нарăс уйăхĕнче кино ӳкернĕ вăхăтра вăл çĕнĕ юрă çырнине пĕлтерчĕ. Ăна пĕрре илтсенех килĕштертĕм. Малтан клип ӳкерме палăртрăмăр. Унтан унпа кинора усă курма шут тытрăмăр. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.