Тăван Атăл, 6 №, çĕртме, 2021 çул
ÇĔРТМЕ УЙĂХĔН 15-МĔШĔ — ÇЕÇПĔЛ МИШШИНЕ АСĂНМАЛЛИ КУН
Чун-чĕре сăлпăранĕ
Çеçпĕл Мишшин упранса юлнă хĕрĕх ытларах сăввинчен кашнинчех унăн вĕресе тăракан чун хавалĕ, «хурçă шанчăкĕ» пĕрре те тамалман тейĕн. Çеçпĕл хыççăн килнĕ темиçе чăваш ăрăвĕн чĕрине çак йĕркесем сăхă çĕмрен пек тиреççĕ:
Чăваш! Чăваш!..
Чăваш! Чăваш!..
Сан ыйăхлă уюсене,
Сан лăпкă кăмăллă, ачаш,
Йăваш-айван ялусене
Савмашкăн манăн халăм çук.
Чăваш тĕнчи çывхарнă чух
Чăвашăн чунĕ йăваш-ши?
Анаслă ыйăхăн ăшши —
Вырăнлă-ши?.. Вырăнлă-ши?..
Тăван чăваш хăюллине,
Вăл вăйлине курасчĕ ман.
Çак йĕркесене çырнăранпа чылай вуншар çул иртнĕ: мĕн каланă пулĕччĕ-ши Çеçпĕл ĕмĕрлĕх ыйхинчен вăранса чăваш тĕнчи çине куç ывăтас пулсан?! «Чăваш чĕлхи, çĕлен сăххи, хаяр аçа çапнин уххи пулса кĕр çĕнĕ ĕмĕре» тенĕ шанчăкĕ пирки мĕн калĕччĕ-ши вăл тинех? Тепĕр тесен, çак йĕркесене çырнă хыççăн тăватă уйăха яхăн иртсенех вăл «чĕлхе çухалнишĕн» «хура тум» тăхăнать:
Шăм выçлăхăн аллинче çĕршывăмăн чĕри.
Пăрпа пăрланчĕ уяр чечеклĕ шанчăк.
Чĕресенче талса çухалчĕ, ах, пытанчĕ
Анчах пуçланнă чĕрĕлĕх юрри.
«Выç псалома» Кейӳре 1921 çулхи юпан 26-мĕшĕнче çырнă. Çак сăвăран пуçласа вара унăн сăввисенче чĕрĕлĕх кĕвви янрама пăрахать, ытларах та калама пулать: шанчăк сӳнет, ытти пĕтĕмпех — «юлашки юн тумламĕпе» çырни. Уйăх çеç маларах çырнă «Хурçă шанчăк» сăвăра /Кейӳ, 1921, авăнăн 20-мĕшĕ/ çĕмрен пек ăнтăлатчĕ-ха ĕненĕвĕ-шанчăкĕ: «Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ, тапранĕ кăвар кайăкла». «Хурçă шанчăкпа» «Выç псалом» хушшинче — хура чикĕ, лирика геройĕн çурăм шăмми хуçăлнă, уяр чечеклĕ шанчăкĕ пăрпа пăрланнă, иртнипе пуласлăха çыхăнтаракан кĕпер ишĕлсе аннă. Текех ĕнтĕ çав шанчăк çунат сараймасть. Хĕрĕхе яхăн сăввине речĕпе çĕр хут вуласан та çав хĕвел мĕншĕн сӳннин тарăнăшри сăлтавне ăнланса илме йывăр: «Хĕвел, хĕвел! Эс пур чух чунăма çĕн юр(ă) кĕвви саватчĕ çивчĕ саслăн». Сăввисене хăйсене уйрăммăн çеç вуланипе тесен тĕрĕсрех пулĕ. Пултарулăх ĕçĕн лаççинче, вăрттăн тĕнчере /унта ют куç кĕреймест/ — поэзи тупсăмĕ. Сăвăсем вара вĕсем — чун кăварĕпе шăраннă шухăш-туйăм çимĕçĕ çеç, «çункăç-турпас» тейĕпĕр эппин. Çеçпĕлĕн çавнашкал вăрттăн тĕнчи, ман шутпа, Анастасия Червякова патне çырнă çырăвĕсенче. Гений пултарнă сăвăсен пĕлтерĕшне асрах тытса çирĕплетсех каласшăн: çав çырусене тарăнрах тишкерсе тухмасăр эпир Çеçпĕлĕн пултарулăх тĕнчине кĕрейместпĕр. Хальлĕхе вĕсем вар-хырăмра ирĕлмесĕр выртакан шăмма аса илтереççĕ-ха.
Сăвăç çырнисене ку таранччен нумай-нумай тĕпчев ĕçĕнче тишкернĕ, хак панă. Ăна çывăх пĕлнĕ е тус-юлташлă пулнă çынсен умĕнче эпир, чăваш культурипе чĕлхине сума сăвакансем, ĕмĕр-ĕмĕр парăмлă. Ваçанкка Микихверĕ, Хветĕр Пакрышень, Анастасия Червякова, Наталия Рубис, Павел Бекшанский, Гурий Кузьмин… Çавсен сăваплă ĕçĕсĕр сăвăç çырнисен пысăк пайĕ çухалса пĕтнĕ пулĕччĕ. Кирек хăш поэт та икĕ тĕрлĕ вăхăт сулăмĕ хушшинче: пĕрисем /ытларахăшĕ/ çак самантлăх туртăмĕн вăйне çĕнтереймесĕр /Турă пани çителĕксĕр/ «лăпкă пурнăç» юхăмĕнче ишеççĕ, вĕсене çĕршыв «чечекленни», социализмăн улăпла утăмĕсем хавхалантараççĕ, çынсем «çĕнелни» т.ыт.те. Çеçпĕл сăввисенче те куратпăр эпир çĕнелӳ-чечекленӳ калчисене. Çав вăхăтрах сăвăçăн витĕр куçĕ ĕмĕрлĕхе тинкерет, шухăш-туйăмĕ инçет пуласлăха вĕçет, çав тĕнчене капăр та илемлĕ ӳкерет. Çеçпĕл кăткăс та хирĕçӳллĕ самана вучахĕнче туптаннă. Эсĕ сăвăç пулсан сан тĕп тивĕçӳ — Революцишĕн ĕçлесси, санăн парăм пур хырçă тӳленĕ пек, кашни сăввунта классен кĕрешĕвне сăнла, çĕнелӳ процесне мала ларт. Ку — парти хушăвĕ, çавăнпа унтан никам та пăрăнса иртеймен. Çеçпĕл çырнисене те пĕрешкел хак пама йывăр пулнă. Çирĕммĕш çулсенче çеç мар, каярахри тапхăрсенче те сăвăсенче революцин актуаллă ыйтăвĕсемпе палăрăмĕсене шыранă. Ытларах чухне çавнашкал сăвăсенче поэзи илемĕ çителĕксĕр /ют текст витĕмĕ яр уçă/, вĕсем «Çеçпĕл шайĕнче» мар. Апла пулин те пĕлтерĕшĕ пысăкрах шутланнă. Акă темиçе тĕслĕх илсе пăхар.
Юрий АРТЕМЬЕВ, Литература тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ.
Никифор МРАНЬККА: «Ĕмĕр сакки сарлака»
Çыравçă çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май
Чăваш литературин прози чухăн мар. Вулакан патне пуçласа çитнĕренпе вуншар-вуншар çул иртнĕ пулсан та алăран кайман повесть-роман пайтах. Иртнĕ çул Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявланă май Наци библиотеки çĕр çуллăхри чи лайăх кĕнекесене палăртса вулакансен хушшинче ыйтăм ирттерсен унашкаллисен йышĕ самай пысăк пулчĕ. Чи нумай сасă пуçтарнисен шутĕнче Александр Артемьевăн «Салампийĕ», Микулай Илпекĕн «Хура çăкăрĕ», Куçма Турханăн икĕ кĕнекеллĕ «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ, Влас Пайменĕн «Кĕперĕ» тата ытти-ытти чылай хайлав. Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕ те, паллах, çав йышрах, çĕнтерӳçĕ пулма сасă кăшт çеç çитеймен. Чăнлăха кăтартма пултарать-и кунашкал ыйтăм — кун пирки сăмах ваклани питĕ вырăнсăр пулĕ, Мраньккан роман-эпопеи чăваш литературинче чăн бестселлер пулса тăни нимĕнле иккĕленӳ те çуратмĕ. «Ку — тĕрĕсех, тиражĕпе чăваш литературинче рекорд лартма пултарнă çак произведени авторĕн ятне вилĕмсĕрлетрĕ. Совет Союзĕн вырăсла вулаканĕсем «Тихий Дон», «Вечный зов» евĕр роман-эпопейăсем вуласа киленнĕ вăхăтра чăваш литературине «Ĕмĕр сакки сарлака» çиçĕм пек çутатса янă. Халăх кун-çулĕн чăнлăхне, ял пурнăçне, чăвашсен йăли-йĕркине илемлĕн сăнарласа çырса кăтартнине вулакансем тахçанах кĕтнĕ тейĕн, библиотекăра ку кĕнеке тусанланса выртмасть. Чăваш АССРĕнчи фабрика-заводсенче тăхтавсем вăхăтĕнче Мраньккан романĕ пирки кăна калаçу пырать. Вырăс рабочийĕсем чăвашларан вырăсла куçарма ыйтса обкома çыру çыраççĕ», — тет Константин Малышев журналист «Сувар» хаçатăн 2017 çулхи 34-мĕш кăларăмĕнче çыравçăн ывăлĕпе Альберт Мораньковпа хатĕрленĕ пысăк интервью умĕнхи сăмахра [Редакцирен асăрхаттарни: паллă çыравçăн 120 çулхи юбилейне халалланă çак литматериала шăпах çав калаçăва тĕпе хурса хатĕрленĕ, унпа усă курма ирĕк панăшăн Константин Анатольевича тав тăватпăр.]
Кам вăл Мранькка?

Никифор Федорович Мранькка Куславкка районĕнчи илемлĕ янăракан чăваш ялĕнче — Пилешкассинче — 1901 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕш кунĕнче çуралнă. Хăйĕн романĕнче сăнарланă пуян Михханни пек кермен çуртра мар, паллах, çаплах пулас тăк «Ĕмĕр сакки» те çырăнас çук. Ачаранах чухăнсен мĕн пур нуши- тертне, пурнăç тĕрĕсмарлăхне тутанма тивнĕ унăн, 12-14 çултах тара кĕрĕшсе Атăл пристанĕнче чайнăйра булка та пĕçернĕ, пулăпа суту-илӳ те тунă, юхан шыв тăрăх сулă та юхтарнă, вăрман та каснă, баржа çинче те тертленнĕ. Унăн малтанхи кĕнекисенчен пĕри ахальтен мар-тăр «Бурлаксем» ятлă. Хăйшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ кĕнеке пулнă пулас вăл, çыравçăн вăталăх ывăлĕн Виталий Мораньковăн аса илĕвĕнче çакнашкал сыпăк пур: «Вăрçа тухса каяс умĕн атте пире ачашшăн тытса çупăрларĕ. Кĕçĕннине, Альберта, хăйĕн «Бурлаксем» кĕнекине парнелерĕ. Унта çапла çырнăччĕ: «Юратнă ывăлăма, ăслă ачана. Кунта мĕн çырнине эсĕ ӳссен пурне те ăнланăн. Аçу. 1942-мĕш çул, мартăн 18-мĕшĕ».
Вăрçă çулĕсем
Ялти пуçламăш шкулăн пĕрремĕш класне хампа пĕр çулхисенчен иртерех 1940 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кайрăм. Пĕчĕкренех чирлешке пулнипе-и, класра чи пĕчĕккиччĕ эпĕ. Пире çамрăк учитель вĕрентетчĕ, ятне астумастăп ĕнтĕ халь. «Вăл çав тери пĕчĕк, вĕренеймест пуль», — тенине кăна астăватăп. Çакă ăна питĕ шухăшлаттарнă пулмалла. Çурăмран аллипе шăлса:
— Эсĕ пĕчĕк-ха. Тепĕр çулталăк кĕт, ун чух ӳсен те шкула килен, — терĕ.
Çак сăмахсем хыççăн эпĕ йĕрсех ятăм.
— Ан йĕр, ан йĕр аçу-аннӳпе хам калаçса пăхăп, — лăплантарать мана.
Тепĕр кун уроксем хыççăн вăл мана хăй патне чĕнсе илчĕ те каçхине пирĕн пата пырассине пĕлтерчĕ. Эпĕ киле çитсен пӳрте кĕрсе те тăмарăм, çĕр улми ани çине ларса урок вĕренме тытăнтăм. Çапла майпа учителе хам вулама та, çырма та, задачăсем шутлама пĕлнине кăтартас килчĕ. Учитель шантарнă пекех пирĕн пата килчĕ. Килти ĕçе мĕнле тунине тĕрĕслерĕ те:
— Хăш вăхăтра тума ĕлкĕртĕн? — тесе ыйтрĕ. Унтан кăшт тăхтаса:
— Тăрăшатăн пулсан вĕрен эппин, — терĕ пӳрте кĕмесĕрех çаврăнса утрĕ. Эпĕ савăннипе вĕçсе кайманни кăна.
1941 çулта вăрçă пуçланас умĕн эпĕ пĕрремĕш класа лайăх паллăсемпе вĕçлесе иккĕмĕш класа куçрăм. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче пире учитель вырсарникун, 22-мĕшĕнче, ял хĕрринчи Хурăнвар çырмине экскурсие каяссине пĕлтерчĕ. Эпир çак куна чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр.
Вăл вăхăтра манăн атте Çĕпрелте заготконторăн директорĕнче ĕçлетчĕ. Пиртен икĕ кил урлă Никифор Егорович Егоров пурăнатчĕ. Вăл райпотребсоюзра тĕп бухгалтерта ĕçлетчĕ. Çавăнпа вĕсем Çĕпреле пĕрле çӳретчĕç ĕçе. Каçхине вара е пирĕн патра, е вĕсем патĕнче калаçса ларатчĕç. Унăн икĕ ывăлччĕ. Асли Миша ман тетепе пĕрле вĕренетчĕ, иккĕмĕшĕпе Витьăпа эпир пĕр класраччĕ. Эпир те пĕр-пĕрин патне кашни кун тенĕ пекех чупаттăмăр. Никифор Егоровичăн батарейкăпа ĕçлекен радиоприемник пурччĕ. Вăл вăхăтра ялта урăх никамăн та радио çукчĕ-ха.
Эпир тетепе алăк енчи чӳрече патĕнче çывăраттăмăр. Çĕртмен 22-мĕшĕнче те çавăнтах выртнăччĕ. Экскурсие каяс ĕмĕт канăç паманнипе шкула кайма пуçтарăнас вăхăт çитессе çав тери кĕтрĕм. Ирхине, миçерине пĕлместĕп, эпир выртакан тĕлти чӳречерен кам-тăр хыттăн шаккарĕ.
— Ананий! Ананий! — чĕнчĕ вăл хумхануллă сасăпа. — Эсĕ çывăратăн-и?
Атте тăрса чӳрече патне пычĕ. Ку çын Никифор Егорович пулнине унăн сассинчен палларăмăр.
— Ананий, лайăх мар хыпар манăн, паян вăрçă пуçланнă, радиопа пĕлтерчĕç, — терĕ вăл улшăннă сасăпа.
Çакна илтнĕ хыççăн атте ун патне урама тухрĕ. Вĕсем мĕн çинчен калаçнине эпир илтмерĕмĕр.
— Вăрçă пуçланнă-ха эппин, — терĕ тете чăмăрĕпе мана аякран тĕксе. Тете ун чухне 7-мĕш класра вĕренетчĕ ĕнтĕ.
— Илтрĕм, — тетĕп эпĕ ăна хирĕç пăшăлтатса.
Атте пӳрте кĕрсен аннепе темĕнччен тем çинчен шăппăн калаçрĕç. Мĕн-тĕр хăрушши пулнине вĕсен сăнĕ тăрăх та ăнланма йывăр марччĕ.
Ирхине васкаса апатланнă хыççăн экскурсие каяс ĕмĕтпе шкула чупрăмăр. Пирĕн пеккисем кунта нумаййăн пухăннă иккен. Шкулта урай çăвакан пире пурне те пуçтарчĕ те:
— Паян ирех вăрçă пуçланнă. Сирĕн учителĕре çар комиссариатне чĕнтерчĕç. Çавăнпа нимĕнле экскурси те пулмасть, килĕрсене кайăр, — терĕ.
Çак сăмахсем хыççăн эпир пурте килелле утрăмăр. Вăрçă мĕнле хăрушшине кайран кăна ăнлантăмăр-ха. Хамăрăн учителĕмĕре те урăх кураймарăмăр. Вăл вăрçăра вилни çинчен каярахпа илтрĕмĕр.
Александр КАЗАКОВ, тавра пĕлӳçĕ.