Комментировать

29 Авг, 2014

“Çынсем çÿп-çап хăварни тĕлĕнтерет”

Юлашки çулсенче пирĕн республикăна ют çĕр-шыв çыннисем тăтăшах килеççĕ. Пĕрисем чăваш чĕлхине тĕпчеççĕ, теприсем, волонтерсем, тĕрлĕ программăна хутшăнаççĕ. Çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта «CLEAN CITY» /«Таса хула»/ экологипе культура проекчĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕччĕ. Пĕр эрнене тăсăлакан акцие Пĕтĕм тĕнчери «Содружество» волонтерсен центрĕ кашни çулах ирттерет. Проекта Шупашкарта пурăнакансем тата ют çĕр-шыв волонтерĕсем хутшăнаççĕ. Кăçал ку тĕллевпе тĕп хулана Италирен, Францирен, Австрирен 4 волонтер килнĕ. Вĕсенчен пĕринпе Мари Лоскипе тĕл пултăм. Пике хăйĕн çĕр-шывĕпе паллаштарчĕ, экологи çинчен те калаçрĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.