«Хыпар» 66-67 (27799-27800) № 25.06.2021
Сăр çăкăрĕ – кашни килте
Ăна туянакансем астăвăм комплексне тăвас ĕçе хăйсен тӳпине хывĕç Çăкăр пурнăçра мĕн тери пысăк вырăн йышăннине пирĕн несĕлĕмĕрсем никамран лайăх пĕлеççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нуша нумай курнисем уйрăмах хаклаççĕ ăна. Паянхи кун та унăн кашни тĕпренчĕкне тирпейлĕн пуçтараççĕ. Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисемшĕн çăкăр çăлăнăç вырăнĕнчех пулнă.
Пархатарлă пуçару
Çакна шута илсех выçăллă-тутăллă пурăнса курнисен темĕнле йывăр условисенче те «чĕрĕ юлма май паракан, çăлăнăç кӳрекен çăкăр пултăр» шухăш çирĕпленнĕ. Ку пуçарăва Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ Елена Бадаева ырласа йышăннă. «Ман пата Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ сĕнӳпе тухрĕ. Пирĕн заводра ĕçлекен хăш-пĕр çыннăн тăванĕсем, асламăшĕсемпе кукамăшĕсем хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă. Çакна шута илсех «Сурский» ятпа çĕнĕ çăкăр кăларма йышăнтăмăр. Ку енĕпе икĕ уйăх ытла ĕçлерĕмĕр: рецепт хатĕрлерĕмĕр, тĕрĕслесе пăхмалли партие пĕçертĕмĕр», — каласа кăтартрĕ Елена Игнатьевна. Хастар ертӳçĕ çăкăр хакне, фронтра çапăçакансене те, тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсене те шăпах çăкăр вăй пухма пулăшнине лайăх пĕлет. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Çăкăр завочĕн лаборатори пуçлăхĕ Нина Дмитриева пĕлтернĕ тăрăх, «Сурский» çăкăра авалтан пыракан рецепта тĕпе хурса пĕçереççĕ: унта тулă тата ыраш çăнăхĕ, шыв, чуста тĕпĕ /закваска/, салат /солод/ экстракчĕ тата тăвар çеç яраççĕ. Салат экстрактне пула çăкăр — ырă шăршăллă, унăн çемçе пайĕ кăпăшка пулаççĕ. «Ырашран пĕçернĕ çăкăр сывлăхшăн усăллă, мĕншĕн тесен унра ытти апат-çимĕçре çук витаминпа микроэлемент нумай. Вăл кĕлетке виçине те ӳстермест», — ăнлантарчĕ Нина Владимировна. «Сурский» çăкăра икĕ тĕрлĕ кăлараççĕ: 300 тата 600 грамлисем. Чĕркемĕ çинче ăна мĕн-мĕн ярса пĕçернине те ăнлантарса çырнă. Унта Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕн логотипĕ те пур.
«Сурский» çăкăра çак эрнере кăларма пуçланă. Ăна Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн «Калач» фирма лавккисенче çеç мар, ытти çĕрте те туянма пулать. Çĕнĕ çăкăра çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ «Асра тытăр, çынсем!» астăвăм акцине хутшăннă çынсене те астивме сĕнчĕç. Вĕсен хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР вице-премьерĕ Алла Салаева, Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева тата ыттисем те пурччĕ. Çĕнĕ çăкăра тутанса пăхнă çынсем вăл тутлă, техĕмлĕ пулнине пĕлтерчĕç. Шупашкарти 1-мĕш çăкăр заводĕнче ĕçлекенсем халăха çĕнĕ çăкăрпа паллаштарас тесе малашне те дегустаци ирттерес тĕллевлĕ.
«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çынсене йывăр килнĕ, çапах пирĕн халăх парăнман. Шартлама сивве, ытти чăрмава пăхмасăр иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех ĕçленĕ. Çавăнпа чăваш халăхне чĕререн тав тăвас килет. Эпир коллективпа канашларăмăр та çапла йышăнтăмăр: «Сурский» çăкăра сутса пухăнакан укçан пĕр пайне «Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене» мемориал комплексне тума ярăпăр. Эппин, ăна туянакан кашни çын пысăк пĕлтерĕшлĕ строительствăна хăйĕн тӳпине хывĕ. Çавăнпа кашнинех «Сурский» çăкăра туянма чĕнсе калатăп. Çапла майпа эпир сирĕнпе пĕрле Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисене халалланă мемориал комплексне тума пулăшăпăр», — терĕ Елена Игнатьевна. Çакна чăнласах та пархатарлă пуçару тесе палăртас килет. Ăна Чăваш Енре пурăнакансем ырласа йышăнасса, унта пурте хастар хутшăнасса шанас килет. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Патшалăх пулăшăвĕ çĕнĕлле ĕçлеме хавхалантарать
Хăй мĕн шантарнине яланах пурнăçлакан, пуçланă ĕçе вĕçне çитерекен, пурнăç таппипе тан пыракан пултаруллă ертӳçĕ вăл — «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» компани президенчĕ Юрий Попов. Çав хушăрах Юрий Алексеевич ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май халăха хумхантаракан ыйтусене татса пама та хастар хутшăнать. Тӳрĕ кăмăллăха, тĕрĕслĕхе мала хураканскере, ыттисене ырă тума тăрăшаканскере юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем те, компанире ĕçлекенсем те, суйлавçăсем те хисеплеççĕ.
Çĕре юратмалла
— Юрий Алексеевич, эсир ял хуçалăх тытăмĕнче тахçантанпах ĕçленĕрен калаçăва та çак тытăмранах пуçлас килет. Сирĕнпе пĕрле «Таябинка» агрофирмăн уйĕсене пăхса çаврăнтăмăр. Вĕсене курсан чун савăнчĕ, кунта чăнласах та çĕре юратакан çынсем ĕçлени сисĕнет.
— Çĕр çинче ĕçлекен çыннăн çĕре юратмалла. Унсăрăн епле-ха? Çĕре юратмасан, ĕçе хăй еккипе ярсан нимĕн те пулмасть. Пĕтĕм ĕçе вăхăтлă та тĕплĕ пурнăçласа пырсан тухăç та савăнтарать. Хальхи йышши хăватлă техникăпа усă курни ял хуçалăх ĕçĕсене кĕске вăхăтра вĕçлеме май парать. Кивви кивех ĕнтĕ: вăл тăтăшах ванать, çунтармалли-сĕрмелли материалсене нумай çунтарать, тырă та нумай тăкăнса юлать. Çакна тĕпе хурса эпир кашни çулах çĕнĕ техника нумай илетпĕр. Акă кăçал «Таябинка» агрофирмăра тырă пухса кĕртмелли çĕнĕ 4 комбайн, 3 трактор, выльăх апачĕ хатĕрлемелли, çĕр çинче ĕçлемелли ытти техника туянтăмăр. Пĕр комбайн, тĕслĕхрен, 20 ытла миллион тенкĕ тăрать. Ăна кашниех туянаймасть. Çавăнпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕ /сăмах ял хуçалăх техникипе оборудованине туянакансен тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарасси пирки пырать. — Авт./ питех те вырăнлă тесе калас килет. Çак пулăшу ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсемшĕн лайăх. Вăл ял хуçалăхне аталанма май парĕ.
— Çĕнĕ техникăпа ĕçлеме те кăмăллăрах çав ĕнтĕ.
— Паллах. Çынсем хаваспах ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен çĕнĕ комбайнсемпе тракторсене тусан кĕмест, вĕсенче кондиционер пур, юрă-кĕвĕ итлеме пулать. Чи пĕлтерĕшли — чылай ĕçе компьютер пурнăçлать. Эпир агрофирмăра пĕтĕм техника çине «тĕп-тĕрĕс çĕр ĕçĕн системи» спутник навигацине вырнаçтарнă. Ку система трактор /комбайн/ траекторине хăй палăртать, çавăнпа йĕрсем çип карса е маркерпа палăртса акнă пек тип-тикĕс те тӳп-тӳрĕ пулаççĕ. Механизатор руле тытмасть те, вăл ана вĕçне çитсен çеç трактора çавăрать. Çавăнпа уйсем кавир пек хитре курăнаççĕ. Çĕнĕ технологисемпе ĕçлетпĕр. Пирĕн техника ăçта тата мĕн туни йăлтах курăнать. Вăл е ку трактор миçере уя çитнĕ, мĕн чухлĕ акнă, мĕн вăхăт чарăнса тăнă — специалистсем йăлтах пĕлеççĕ. Паянхи кун «ăслă» программа нумай. Кăçал республика тулашĕнчи пĕр предприятире пултăмăр. Унта ĕç укçине те бухгалтерсем мар, компьютер хăех шутласа парать. Çын миçе гектар акнă, вăрлăх мĕн чухлĕ перекетленĕ тата ытти кăтарту — йăлтах компьютер çине килет. Механизатор ГСМ нумайрах çунтарнă тăк унăн премине чакарать вăл. Пурăна киле пирĕн те çакнашкал программăпа усă курма пуçламалла.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Фронта йĕпе тумпах кайнă
«Эпĕ аттене вăрçа илсе кайнă чухне 7 уйăхри ача пулнă. Ăна ăсатма тăвансем, пĕр урамра пурăнакансем пухăннă. Çавсем каласа кăтартнинчен атте мана хăй тухса каяс умĕн йăтса илсе çӳлелле çĕкленине пĕлетĕп. «Эх, эпир вăрçа кайăпăр та вилĕпĕр. Çак ачасем мĕнле пурăнĕç-ши?» — куляннă вăл. Атте, хăй каланă пекех, вăрçăран таврăнаймарĕ», — чун ыратăвне пытараймарĕ Елчĕк районĕнчи Юлия Петрова.
Хурлăхлă хыпар – икĕ хутчен
Унăн ашшĕ Александр Ефимович Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче 1895 çулта çуралнă. «Çемйи пуян пулнăран вĕсене кулаксен йышне кĕртнĕ, çил арманне туртса илнĕ. Аннен арчари кĕписене те, тĕртнĕ пир тăрăхĕсене те илсе кайнă, çынсене сутнă. Пичче каласа кăтартнă тăрăх, пирĕн атте ăслă пулнă, кĕнеке нумай вуланă. Колхоз ертӳçи унпа тăтăшах канашланă, вăл е ку ĕçе мĕнле тумаллине ыйтса пĕлнĕ. Каярахпа ăна бригадира лартнă. Аттене 1942 çулта, ун чухне те бригадир пулнă вăл, вăрçа илсе кайнă. Анне аса илнĕ тăрăх, Шăмалак ялĕнче çынсене фронта юлан утпа ăсатнă. Атте ларса пынă чухне ун айĕнчи лашин ури пăр çинче шуса кайнă та — çывăх çыннăм айккинелле ывтăннă. Шыва кĕрсе ӳкнĕ. Çапла йĕпе тумтирпех фронта кайнă. «Аçу çавăн чухне урине хуçнă пулсан вăрçа каяссинчен те хăтăлĕччĕ, чĕрех юлĕччĕ», — кулянатчĕ анне», — шăпаран иртме май çуккине палăртрĕ Юлия Александровна.
Вăл çемьери тăххăрмĕш ача пулнă, шел, виççĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ. Пиччĕшĕсенчен аслине Геннадие, 1921 çулта çуралнăскере, вăрçа ашшĕнчен кăшт маларах илсе кайнă. Юлия Александровна иккĕшĕ те çырусем янине палăртать. «Пиччен юлашки çырăвне музей валли кирлĕ тесе ыйтнăран парса ятăм. Чăн та, малтан хам валли асăнмалăх юлтăр тесе ăна хут çине кăранташпа куçарса çыртăм. Ăна арчара упрарăм. Шел, кăранташпа çырни вăхăт иртнĕçемĕн курăнми пулнă. Унта мĕн çырнине халĕ те астăватăп. «Хура юнлă фашистсем кунĕн-çĕрĕн канăç памаççĕ. Вĕсене хамăр та вăйлă хăвалатпăр. Нумаях пулмасть Таганрога ирĕке кăлартăмăр. Кашни кун малалла каятпăр. Лайăх çапăçнăшăн Сталинăн тав хутне пачĕç», — тенĕччĕ вăл. Атте вара ытларах çемье пирки ыйтса çырнă. «Мĕнле пурăнатăр? Сывлăхăр епле? Выльăх-чĕрлĕх мĕнле хĕл каçрĕ? Çĕр улми лайăх пулчĕ-и?» — тенĕ», — калаçăва тăсрĕ «вăрçă ачи». Шел, унăн ашшĕ те, пиччĕшĕ те вăрçăран таврăнайман.
Иккĕшĕ те 1943 çулта пуç хунă. «Тете авланса та ĕлкĕрейменччĕ. Тĕрĕссипе, çемье çавăрма вăхăчĕ те пулман унăн. Йĕкĕтлех вилчĕ. Вăл Украинăри Запорожье хулинче пуç хунă. Тете вилнĕ текен хут пирĕн пата икĕ хутчен килнĕ: юпа тата чӳк уйăхĕсенче. Эпĕ çак икĕ хута танлаштарса пăхрăм. Хаяр çапăçусем пынă чухне вилесене тирпейлесе пытарма та вăхăт пулман. Çавăнпа пиччен кĕлетки пĕр уйăх шăршланса выртнă ахăртнех. «Пит-куçне кураксем чавса пĕтернĕ пулĕ ĕнтĕ», — тесе йĕретчĕ анне. Вăрçă хыççăн Вăрăмхăвари Смирнов хушаматлă çын çапла каласа панă: «Шăмалакăн маттур йĕкĕчĕ ман куç умĕнчех вилчĕ. Фашист пульли ун хырăмне çурса кĕчĕ, Геннадий пыршисене аллипе тытрĕ, ура çинче тăраканскер тĕшĕрĕлсе анчĕ». Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес килетчĕ, анчах çав ялта халĕ ун пек хушаматлисем çук. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Спортсменсенчен çитĕн кĕтетпĕр
Шупашкарта 11-мĕш спорт шкулĕ уçассине пĕлсен волейболистсем уйрăмах савăнчĕç. Ку учрежденире шăпах волейбола аталантарĕç. Волейбол спортăн çĕнĕ тĕсĕ мар. Вăл 1895 çулта АПШра йăлана кĕнĕ. Ăна 1964 çултах Олимпиада программине кĕртнĕ. Ачасемпе çамрăксем шкулта тата пушă вăхăтра волейболла выляма кăмăллаççĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсенче ятарлă секцисем ĕçлеççĕ, хĕрсен тата каччăсен уйрăм командисене йĕркеленĕ. Çĕнĕ спорт шкулĕ ĕçлеме тытăнсан волейболистсен çитĕнĕвĕ пысăкрах пуласса шанатпăр. Спорт шкулĕсем çинчен сăмах ахальтен пуçармарăм. Спорт учрежденийĕсенчен, унта ĕçлекен тренерсенчен тата вĕсенче ăсталăха туптакансенчен эпир çитĕнӳсем кĕтетпĕр. Чи пĕлтерĕшли — спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура наградăсем çĕнсе илни. Шел те, юлашки çулсенче медальсен шучĕ чакрĕ. 2019 çулта Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче чăваш спортсменĕсем пухмача 133 /2018 çулта — 150/ медальпе пуянлатнă, пĕлтĕр пандемие пула вĕсен йышĕ тата сахалрах пулнă. Спорт мастерĕсен списокĕ те нумаях хушăнман: 2018 çулта 84-ăн çак ята тивĕçнĕ пулсан, пĕлтĕр 22-ĕн çеç.
ЧР Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 53 спорт шкулĕ ĕçлет. Вĕсем спортăн 52 енĕпе резерв хатĕрлеççĕ. Вĕсенчен 14-шĕ спортăн уйрăмах аталантармалли тĕсĕсем шутланаççĕ. Юлашки çулсенче фристайлистсем, йывăр атлетсем, самбистсем, кĕрешӳçĕсем, гимнастсем, триатлонистсем медальсемпе уйрăмах савăнтарчĕç. Биатлонра Татьяна Акимовăсăр пуçне хальлĕхе никамах та пысăк çитĕнӳсем тăвайман.
Юлашки çулсенче çăмăл атлетика сумĕ чакнине пурте палăртаççĕ. Хăй вăхăтĕнче чăваш атлечĕсем Олимпиадăсенчен пĕрре мар медальпе таврăннă. Юлашки вăхăтра ентешсене Раççей чемпионачĕсенче те сайра куратпăр. Калăпăр, кăçал хăвăрт утакансен хушшинче иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче пĕр спортсмен кăна наградăллă пулнă. Ытти çул пьедестал çине 3-4 çын хăпарнă, старта чылаййăн тухнă. Сăмах май, 8-мĕш спорт шкулĕнче /унта шăпах спорт мелĕпе утма хăнăхакансене хатĕрлеççĕ/ 24 тренер ĕçлет, анчах вĕсен ĕçĕн кăтартăвĕсем пĕчĕк. Хăй вăхăтĕнче Василий Семенов тренер пĕчченех маттур чылай атлет ӳстернĕ. Республикăра футболла вылякансен йышĕ самай пысăк. Ятарлă шкул та ĕçлет. Анчах республика чысне Раççей шайĕнчи ăмăртусенче хӳтĕлекен профессионалсен команди çук. Темиçе çул каялла «Чăваш Ен — ДЮСШ» команда чăмăртаннăччĕ. Вăл Атăлçи футбол союзĕн кубокне тивĕçнĕччĕ, ытти ăмăртура палăрнăччĕ. Анчах унăн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Профессионал команда çуккипе ăста футболистсемех ытти региона тухса каяççĕ. Шел те, хĕр футболистсем валли услови туса паман, спорт шкулĕнче те вĕсем валли вырăн уйăрман. Футболла выляма юратакан хĕрачасем çук мар-çке пирĕн.
Темиçе çул каялла «Шупашкар-Арена» кермен уçăлсан пăр çинче эрешлесе ярăнакансен шкулне йĕркелесси пирки калаçрĕç. Анчах ку шухăш калаçу шайĕнче кăна тăрса юлчĕ. Тен, çавна пулах спортăн çак тĕсĕ вăй илеймест. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе паллашас тесен...