Çамрăксен хаçачĕ 24 (6372) № 25.06.2021
Ашшĕ фронтран татăлнă пӳрнине ярса панă
6 çулти Юля кăмака çинче ларнă. «Аçу повестка илме кайрĕ», — тенĕ ăна амăшĕ. Кĕçех ашшĕ таврăннă, кăмака çинчи каштаран уртăнса макăрма пуçланă. Ивана çав кунах вăрçа каймаллине пĕлтернĕ. Мăшăрĕ Крахине те [Агреппинăна ялта çапла чĕннĕ] хурланса йĕнĕ. Пĕчĕк Юля вăрçă мĕн иккенне ăнланман. Ашшĕ макăрнă-макăрнă та фронта тухса кайнă…
Пăшалĕ çăлнă
«Аттерен çыру кĕтрĕмĕр. Çук та çук. Çапăçура вăл аманнă. Татăлнă пӳрнине киле ярса пачĕ. Анне ăна упратчĕ. Кайран пӳрте пăссан пӳрне таçта çухалчĕ», — аса илчĕ Элĕк районĕнчи Какаçра çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Юлия Краснова.
1942 çулта Ивана, чирленĕ салтака, киле янă. Яла Мăнкун умĕн çитнĕ вăл. Кун хыççăн шăп та лăп пĕр çул пурăннă, чирлĕ арçын вырăн çинчен пачах тăрайман. Ыран Мăнкун тенĕ чухне çемье пуçĕн чĕри тапма пăрахнă.
«Фронтра çимелли ытлах пулман. Хырăм выççипе атте пулă тытма кайнă. Хăй ишме пĕлмен, пăрлă шыва путма пуçланă. Пăшалĕ пĕрлех пулнă, вăл таçтан çакланнипе çеç путайман вăл. Ăна салтаксем туртса кăларнă, хăйсем тĕллĕн сипленĕ. Атте фронтра хăйматлăх ашшĕпе пĕрле пулнă, мĕн пулса иртнине çавă каласа кăтартатчĕ», — малалла калаçрĕ Юлия Ивановна.
Ашшĕ вилсен Юля амăшĕпе тăрса юлнă, пиччĕшне Федьăна кăшт маларах ФЗОна янă. Крахине колхозра ĕçленĕ. Юля шкулта 1 класс çеç вĕренейнĕ, ĕçлемелле тесе амăшĕ ăна унта тек яман. Унăн вара вĕренес килнĕ. Халĕ Юлия Ивановна кăштах вулама пĕлет.
Тĕкекен така
9 çулти Юля фермăна ĕçе кĕнĕ. Малтан ăна сысна пăхтарнă. Пĕчĕк хĕрачана йывăр килнĕ. Унтан Юльăна пăрусем патне куçарнă, вĕсене çулталăк пăхнă. Сурăхсемпе ĕçлеме çăмăлрах тесе хĕрачана унта янă.
«Сурăхсене пăхма ăçтан çăмăл пултăр? Пăранлаççĕ, путекĕсене ферма пӳртне илсе кĕмелле. Вĕсене кĕртсе хуратăп, амăшне çавăтса киличчен путексем çук — йĕкехӳресем çисе янă. Куç умĕнче туртса çуратчĕç. Ним тăваймасăр хăраса пăхса тăраттăм, ара, хама та тапăнма пултараççĕ-çке-ха. Ĕçленĕшĕн çăнăх памастчĕç. Çĕр улми, курăк çисе пурăннă. Çĕр улмине пулса çитичченех пĕр-иккĕшне алăпа чавса кăлараттăмăр», — аса илчĕ Юлия Краснова.
Юля сурăхсене 3 çул пăхнă. Пĕррехинче фермăна ăратлă, пысăк мăйракаллă такасем илсе килнĕ. Пĕри тĕкекенскер пулнă.
«Çавна пула сурăхсене ниепле те илсе тухаймастăмччĕ, хăраттăмччĕ. Пĕтĕмпе 100 ытла пуçчĕ. Така чупса пырсах тĕкетчĕ те тӳнсе каяттăм. Пуçа кăшт çĕклесенех каллех чупса пырса тĕкетчĕ. Хам макăраттăм, хута кĕрекен çук. «Çак такана ăсатмастăр тăк урăх ĕçлеместĕп», — тесе фермăран кайрăм», — каласа кăтартрĕ «вăрçă ачи». <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Ялти шкулсенче вĕренекенсем те 100 балл пухаççĕ
Паян 11-мĕш класран вĕренсе тухакансен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем вĕçленчĕç. Республикăра ППЭн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем паллă. Юлашки вăхăтра коронавируса пула чылай класс дистанци мелĕпе ăс пухрĕç пулин те специалистсем ачасем тăрăшнине палăртаççĕ. Çапах кăçал 9-мĕш классем математика экзаменне япăхрах тытнă. Сăлтавĕ — тĕрĕслев ĕçне кăткăслатни.
«Чулхулари аслă шкула суйларăм»
«Пĕлтĕр пандемие пула дистанци мелĕпе вĕрентĕмĕр. 1 уйăх çурă компьютер тата ноутбук умĕнче лартăмăр, хамăр тĕллĕн экзаменсене хатĕрлентĕмĕр», — пĕлтерчĕ Элĕк районĕнчи Тавăт вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Анна Егорова. Халĕ хĕр Чулхулари Лобачевский ячĕллĕ патшалăх уни-верситетĕнче пĕлӳ пухать. Хăйне килĕшекен специальноçа вăл 10-мĕш класрах суйланă. Пĕлĕшĕсен хушшинче юридици факультечĕсенче вĕренекенсем пур, çавăнпа хĕр çак профессие алла илес тенĕ. Аня вырăс чĕлхипе, обществăпа, историпе экзаменсем тытнă, пĕтĕмпе 236 балл пухнă.
2020 çулта аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсем валли Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче суперсервис ĕçлеме пуçланă. Абитуриентсем Раççейри аслă шкулсене онлайн мелпе заявлени çырма пултарнă. Аня Егорова çĕнĕлĕхпе усă курнă: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, Раççей таможня академине, Хусан федераци университетне, Саратов патшалăх университетне, Чулхулари Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университетне заявлени панă. Хĕр икĕ аслă шкула бюджет мелĕпе вĕренме кĕнĕ.
«Чулхулари аслă шкула ахальтен мар суйларăм. Кунти юридици факультетĕнче студентсем пĕчĕк ушкăнсенче /12-шер çын/ ăс пухаççĕ. Бакалавриат программипе 4 çул вĕреннĕ хыççăн магистратурăра пĕлĕве 2 çул тарăнлатас тетĕп. Халĕ — çуллахи сесси тапхăрĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса пыратăп», — терĕ Аня кăмăллăн. Хĕр кăçал шкултан вĕренсе тухакансемпе çыхăну тытать, вĕсене питĕ лайăх ăнланать. Шăрăх çанталăкра экзамена килте хатĕрленме пачах çăмăл мар-çке. Кăçал республикăра географипе вăтам балл 62,5-пе танлашнă, 206 çынран иккĕшĕ /пĕлтĕр 1 çамрăк пулнă/ 100 балл пухнă. Литературăпа 338-ăн ППЭ тытнă, вĕсенчен иккĕшĕн — 100 балл. Кунашкалли 5 çул каялла кăна пулнă. Хими предметне суйланисенчен /972/ тăваттăшĕ чи нумай балл пухнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку кăтарту япăхрах. 2020 çулта унашкаллисем 16-ăн пулнă. <...>
Ольга КАЛИТОВА.
♦ ♦ ♦
Уявра пĕрле савăнаççĕ те пĕр-пĕрин хыççăн больницăна лекеççĕ
Тухтăрсем мĕн ĕлĕкрен хисепре пулнă. Авалхи Греци философĕ Сократ шурă халатлисене Турă янă специалистсен йышне ахальтен мар кĕртнĕ. Вĕсем çынсен пурнăçне çăлаççĕ. Пирĕн çĕршывра коронавирус сарăлма тытăннăранпа çулталăк ытла иртрĕ пулин те «хĕрлĕ зонăра» лару-тăру халĕ те лăпкă мар. Çамрăк специалистсем те аслă ӳсĕмри тухтăрсемпе танах коронавируспа кĕрешеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Патăрьел районĕн тĕп больницинчи ковид уйрăмĕн заведующийĕ Владислав ЕМИЛЬЕВ. Пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче «хĕрлĕ зонăна» ертсе пыма 29 çулти терапевта шаннă. «Районти чи лайăх çамрăк специалист» ята, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ тухтăрпа Пĕтĕм тĕнчери медицина ĕçченĕсен кунĕ умĕн тĕл пултăмăр.
Патăрьеле ĕçлеме килнĕ. Эпĕ Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан тухтăр пулма çирĕп тĕллев тытрăм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. Паллах, вĕренме çăмăлах марччĕ. Çапах пăрахасси пирки нихăçан та шухăшламан. 2015 çулта терапевт дипломне илтĕм. Интернатурăра тепĕр çулталăк вĕренсен «Ял тухтăрĕ» программăпа усă курса Патăрьел районĕн тĕп больницине ĕçлеме вырнаçрăм. Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче специалистсем çитменрен мана Аслă Чементи пĕтĕмĕшле практика офисне ячĕç. Кашни кун кӳршĕ района ĕçе çӳрерĕм. Çул çинче пĕр сехет ытла иртетчĕ пулин те ĕç вырăнне яланах вăхăтра çитнĕ. Пациентсем ир-ирех мана алăк умĕнче кĕтсе тăратчĕç. ФАПра ĕçлекен тухтăр тупăннăшăн кинемейсемпе мучисем питĕ хĕпĕртерĕç. Вĕсен шанăçне тӳрре кăларма тăрăшрăм. Унта çулталăк кăна ĕçлерĕм пулин те ял-йыш мана хисепленине туйрăм.
Хăй те чирлесе ирттернĕ. 2018 çулхи нарăс уйăхĕнче мана Патăрьел районĕн тĕп больницин терапи уйрăмне куçарчĕç. Коронавирус алхасма пуçласан, пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче, инфекционист тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнтăм. Чир хăрушлăхне ăнланаттăм пулин те хушнă ĕçрен пăрăнас шухăш пулман. Нимрен те хăраман. Манăн тĕп тĕллев — çынсен пурнăçне çăласси. Тĕнчере коронавирус хуçаланнă вăхăтра тухтăр айккинче тăрса юлма пултарать-им? Пĕлтĕр çуллахи шăрăхра хӳтĕлев костюмĕпе, маскăпа, перчеткепе çӳреме питĕ йывăрччĕ. Хам тăрăх тар шăпăр-шăпăр юхатчĕ. Ĕç кунĕ вĕçлениччен йĕп-йĕпе пулаттăмччĕ. Çапла тăватă уйăх чăм тара ӳксе чирлĕ çынсене йышăнтăм. Апат çиме тата «тула» кăна тухаттăмăр. Çав вăхăтра хама та чир ерчĕ. Тавах Турра, çăмăллăнах чăтса ирттертĕм: ӳт температури хăпармарĕ, ӳслĕк аптăратмарĕ. Икĕ эрне карантинра лартăм. Хам чирлесе ирттернĕ хыççăн пациентсен пăлханăвне тата лайăхрах ăнланма тытăнтăм. Ун чухне Патăрьелти хваттерте пĕчченех пурăнтăм, мăшăрпа ывăл ялта кун кунларĕç. Эпир пандеми пуçлансанах кĕрпе-макарон таврашĕ туянса хунăччĕ. Апат пĕçерме ӳркенместĕп, апла пулин те анне чăтаймастчĕ, тутлă çимĕçсем пĕçеретчĕ те алăк умне килсе лартатчĕ. Мăшăрăм та маншăн хытă кулянчĕ. Пандеми пуçлансан пирĕн чылай вăхăт уйрăм пурăнма тиврĕ. Çывăх çыннăмсене чир ертесрен хăраттăм. Вĕсене килте ларма хушаттăм. Тепĕр чухне хытарса каланăшăн çилленетчĕç те пулĕ. Хамшăн мар, вĕсемшĕн ытларах кулянаттăм. Кашни икĕ эрнерен юн парса организмра вирус пуррипе çуккине тĕрĕслетчĕç. Анализ килсен тин çемьепе тĕл пулаттăм. Пӳрте кĕриччен вĕри мунчана каяттăм. Мăшăрăм çири тумтире тӳрех машинăна ярса çăватчĕ. Çăвăнса тасалнă хыççăн тин ывăлăмпа арăма ыталаттăм. Тĕпренчĕкĕм мансăр тунсăхлатчĕ, тĕл пулнă кун вăл чĕрçи çинчен анмастчĕ. Мăшăр çак йывăр вăхăтра мана ăнланчĕ, хавхалантарчĕ. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...