“Выçăллă-тутăллă çулсем асрах-ха”
Сĕнтĕрвăрри районĕнче Тупнай Сĕмĕл ялĕнче пурăнакан Мария Герячевăн асĕнче вăрçă тапхăрĕ тата ун хыççăнхи çулсем ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Ун чухне тÿссе ирттернĕ нушана халĕ те куççульленмесĕр аса илеймест.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра Мария Сергеевна пĕчĕк пулнă-ха. Вăл Канаш районĕнчи Вăрăмпуç ялĕнче 1939 çулта кун çути курнă. Çапах тертлĕ çулсем пĕчĕкскерĕн чунне кĕрсе юлнă.