Вĕçленет каникул – кĕтет пире шкул
Акă вĕçленет те ĕнтĕ вĕренекенсем юратакан çуллахи каникул. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хăшĕ-пĕри куншăн кулянать те пуль. "Ах, мĕншĕн çапла хăвăрт иртрĕç-ши çу кунĕсем? Çителĕклĕ канса та юлаймарăм…" – тет ахăртнех. Тепри вара шкула часрах каясшăн, учительсемпе пĕрле вĕренекенсемшĕн тунсăхланă. Красноармейски районĕнчи Упи шкулĕнче вĕренекен Андрей Илларионов, Кирилл Васильев тата Денис Александров та ручкăпа тетрадь илсе парта хушшине ларасшăн. Пĕр класра ăс пухакансемпе те часрах курса калаçасшăн.
Футбол – чун киленĕçĕ
Улттăмĕш класа пĕтĕм "пиллĕкпе" вĕçленĕ Андрей, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче тата тăрăшарах вĕренесшĕн. Яланхи пекех тĕрлĕ предметпа олимпиадăна хутшăнса малти вырăнсене çеç çĕнсе илессишĕн çанă тавăрсах ăнтăласшăн. Çирĕп тĕллевлĕ-çке вăл.
Футболпа бокс секцийĕсене пĕр сиктермесĕр çÿрекенскер çутă ĕмĕтпе çунатланать. Футбол вăййин матчĕсене телевизорпа пăхма, хăй те çаранта юлташĕсемпе мечĕк хăвалама кăмăллать. Унăн чи юратнă футбол команди – Мускаври "ЦСКА". Тĕслĕх илмелли вылякан вара – çурма хÿтĕлевçĕ Алан Дзагоев. Андрей та футболла ун пекех ăста та çаврăнăçуллă выляма вĕренесшĕн. Мал ĕмĕтлĕ арçын ача канмалли кунсенче те ахаль лармасть – ашшĕпе амăшне пулăшать, выльăхсене пăхать, пахчара ĕçлет. Каçпа вара юлташĕсемпе çерем çинче футболла выляса киленет. Ку каникулта вăл Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан пиччĕшĕ патĕнче пулнă. Унта вара кинона та, цирка та кайса килме ĕлкĕрнĕ. Хулара Андрея питех те килĕшнĕ, шкул пĕтерсен хăй те унта пурăнма куçасшăн.
Çуллахи кун çулталăк тăрантарать
Кирилпа Денис вара кăçал пиллĕкмĕш класс вĕренсе пĕтерчĕç. Савăнăçлă каникул вăхăтĕнчи хаваслă самантсене нихăçан асран кăлармĕç вĕсем. Ăшă шывра чăмпăлтатнине, вăрмана мăйăр пуçтарма кайнине, пулă тытнине тата ыттине те аса илсе шкулта сочинени те çырĕç.
Çулла вĕсем тăтăшах велосипедпа ярăнаççĕ, пĕр касри тата таврари ачасемпе тĕрлĕ вăйă выляççĕ, çывăх çыннисене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Юратнă пĕлÿ çурчĕ çинчен те манса кайман маттурсем – кÿршĕ ялта пурăнаççĕ пулсан та кашни кун шкул пахчине ĕçлеме килме ÿркенмеççĕ. Унта вара ĕç тупăнсах тăрать. Йăрансене çумран тасатмалла, чечек клумбисене илем кĕртмелле, сухансене вăрăм тунисенчен уйăрмалла, пиçсе çитнĕ пан улмие пухмалла. Çитĕннĕ пахча çимĕçе пурне те пуçтарса пÿлĕме кĕртсе хумалла. Кайран çак çимĕçсенчен хатĕрленĕ апата хăйсемех çиеççĕ-çке. Çавăнпа та тăрăшмалла. Çуллахи кун çулталăк тăрантарнине пĕлеççĕ ĕнтĕ ял ачисем.
Дениспа Кирилл та, Андрей та шкулти моделировани кружокне çÿреççĕ. Йывăçран каскаласа, шăтарса, илемлетсе тем те пĕр ăсталаççĕ. Чăн-чăн чун киленĕçĕ ку вĕсемшĕн. Мастерскойĕнче тем тĕрлĕ пăрахут, танк, тупă, вертолет тата ытти япалан моделĕ те чылай. Пур çĕрте те чертежсем, инструментсем... Кунта урăх тĕнчери пекех туятăн хăвна.
– Моделировани кружокĕ – чи юратни, – теççĕ ачасем хавхаланса. – Пире çак ĕç питĕ интереслентерет, хăй патне туртать. Кружок ертÿçи те лайăх вĕрентет, ăнлантарать.
Ертÿçи, Иван Петрович Матвеев, чăнах та ачасене чунне парса вĕрентме хатĕр. Хăй мĕн пĕлни çитĕнекен ăрăва пĕтĕмпех куçтăр тет. Çамрăксем те парăмра юлмаççĕ – юратнă вĕрентекенĕн кашни сăмахне тимлесе итлеççĕ.
Пуçаруллă та пултаруллă Иван Петрович тăрăшнипех унăн вĕренекенĕсем район тата республика техника моделĕсен конкурсĕсене, куравсене хутшăнса палăраççĕ. Кăçал та авă çак ăмăртуран пĕрремĕш вырăнпа таврăннă. Çитĕнĕвĕсем вара ертÿçĕне те, ачасене те малалла ăнтăлма хавхалану параççĕ.
Шухăшласа хунине пурнăçа кĕртмеллех
Шкул директорĕ Юрий Владимирович Федоров питĕ ĕçчен те тăрăшуллă çын. Вăл пуçарнипех вĕренÿ çурчĕ тавралла куçа илĕртмелле илемлетнĕ. Шкул картишĕн алăкĕнчен кĕрсенех плитасенчен хывнă çулпа малалла утатăн. Тимĕр юпасем çинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем. Вĕсем ăçта, миçемĕш çулта çуралнине те çырнă. Ку – "Мухтав аллейи". Пурĕ унта виçĕ аллея. Асфальт сарнă çул хĕррипе саксем лартнă. Пĕчĕк беседка, фонтан пур. Теплицăра вара помидор çитĕнет. Йăлтах хăтлă, илемлĕ. Шкулти тавра пĕлÿ музейĕ те Юрий Владимирович тăрăшнипе уçăлнă. Кашни класах компьютерпа тивĕçтернĕ, интернет та кĕртнĕ.
– Çывăх вăхăтсенче хоккей вылямалли лаптăка хута ярасшăн. Вырăнне тасатса, хатĕрлесе хунă. Малашне шухăшласа хунине пурнăçа кĕртмешкĕн нумай ĕçлемелле-ха. Çутă юписем лартмалла, каток хатĕрлемелле. Хамăр алă усса лармасан тата тăрăшсан пурте пулĕ, – пĕлтерчĕ шухăшне ултă çул директорта вăй хуракан Юрий Владимирович.
Нина ЦАРЫГИНА.