Комментировать

15 Июн, 2021

Тухтăр хушнине пурнăçламаллах

Полина КОМАРОВА, Вăрмар районĕ:

— Коронавирус пандемийĕ пуçлансан килтен тухма та шиклентеретчĕ. Анчах ун пек мĕнле пурăнăн-ха? Пире, аслă ӳсĕмри çынсене, пушшех те асăрханма каларĕç.

Республикăра халăха вирусран вакцинацилеме тытăнсан пĕлĕшĕмпе калаçнă май хамăра прививка тутарма шухăшларăмăр. «Сыхланакана Турă та сыхлать», — теççĕ. Укол тăвиччен юн пусăмне, температура тĕрĕслерĕç. Вакцинациленнĕ хыççăн, икĕ хутĕнче те, ӳт температури хăпармарĕ, хама аванах туйрăм. Тухтăр хушнине пурнăçласан /йывăр ĕçлеме, мунча кĕме юрамасть/ йĕркеллех пулать тесе шухăшлатăп.

www.hypar.ru

Рубрика: