Комментировать

11 Июн, 2021

"Тавах, тухтăрсем!"

Çакăн пек ятпа йĕркеленĕ акцие республикăра коронавируспа чирлекенсене сиплекен медицина ĕçченĕсене халалланă. Хальхи вăхăтра "хĕрлĕ зонăра" 2 пин ытла тухтăрпа медицина сестри вăй хурать.

Чăваш Енĕн "Пĕрле" аталану фончĕ, ЧР Хĕрарăмсен союзĕ, ЧР Культура министерстви пулăшнипе йĕркелекен ыр кăмăллăх акцине Вырăс драма коллективĕ иккĕмĕш хут хутшăнать. COVID - 19 коронавирус инфекцийĕпе кĕрешекенсене тав туса театр паян "Ужин по-французски" камит кăтартать.

"Эпир хамăр енчен сире, "шурă халатлă пирĕн пирĕштисем", çапла кăна тав тума пултаратпăр. Йывăр ĕç хыççăн театрта кăштах та пулин канма май туса парас терĕмĕр", - пĕлтерчĕ театр директорĕ Дмитрий Капустин.

www.hypar.ru Фото rusdram21.ru
 

Рубрика: